Чирлекен сахалланнă пулин те...

15 Янв, 2024

Гриппа, ОРВИ чирĕсемпе, çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирлекен нумай та — çак тема ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи ыйтусенчен пĕри пулчĕ.

Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çулталăк вĕçĕнче чирлекенсен шучĕ палăрмаллах ÿснине çирĕплетрĕ, анчах çĕнĕ çулăн пĕрремĕш эрнинче кăтарту самай пĕчĕкленнĕ. Çав шутра ковид ернисен шучĕ те 67% чакнă. Анчах ку, министр шучĕпе, уяв-кану кунĕсенче çынсем больницăсене каяс теменнипе те сăлтавланма пултарнă. Çакна çулталăкăн иккĕмĕш эрнинче цифрăсем пысăкланни те çирĕплетет. Коронавируспа чирленисен шучĕ, сăмахран, пĕрремĕш эрнеринчен 37% хушăнма та ĕлкĕрнĕ. Кăрлачăн 15-мĕшĕ тĕлне çак чиртен амбулатори мелĕпе сипленекенсен шучĕ 382 çынна çитнĕ. Стационарта — 26 пациент. Хăйсене уйрăмах йывăр туякансем çук. Çапах хăрушлăх пысăккине асра тытса Владимир Геннадьевич вакцинаци сыхланмалли чи лайăх мел пулнине аса илтерчĕ. Ку грипа та пырса тивет. Республикăра халăхăн 47% грипран, ОРВИ чирĕсенчен прививка тунă. Вакцина çителĕклĕ. Больницăсенче чир анлă сарăлма пултарассине шута илсе койкăсем йĕркеленĕ. Медицина учрежденийĕсенче, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче профилактика мероприятийĕсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Апла пулин те Роспотребнадзорăн регионти управленийĕн ертÿçин çумĕ Вера Головач лару-тăрăва самай тиркевлĕ хакларĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш эрнинче республикăра больница тулашĕнчи пневмонипе чирленĕ 135 çынна тупса палăртнă. Халĕ унашкалли çук-ха, анчах чÿкраштав уйăхĕсенче ачасен йышĕнче чирлекен нумай пулнине çирĕплетнĕ. Чирленĕрен класра ачасен 10% таран пулман тĕслĕхсене те палăртнă, анчах инфекци сарăласран сыхланма шкулсене кăна мар, вăхăтлăха классене хупмалли мерăсем те йышăнман. Çавна май Вера Михайловна пусăм тусах асăрхаттарчĕ: икĕ е ытларах ача чирленĕ тĕк — класа хупмалла, çакă ачасен пысăк йышĕ чирлесрен сыхланма кирлĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче ачасем сахалрах чирленине вăл та каникулпа сăлтавлать. Çавна май паян сыхлăх мерисем тĕлĕшпе пысăк тимлĕх пулмалла. Пÿлĕмсене дезинфекцилемелле, уçăлтармалла. Ку шкулсене кăна мар, халăх йышлă пулакан вырăнсене те, нумай çын хутшăнакан мероприятисене те пырса тивмелле. Унашкаллисене ирттермешкĕн тăхтани те вырăнлă. Асăрхаттару вырăнлине республика Пуçлăхĕ те çирĕплетрĕ. Олег Николаев хальхи грипп çынсемшĕн пушшех йывăрри çинчен те каларĕ: «Çакна хамăн ачасем тăрăх пĕлетĕп: чир питĕ усал — тÿссе ирттерме йывăр. Çавăнпа мĕн пур мероприятие шута илмелле». Канашлура çавăн пекех ведомствăсем пĕрпĕринпе электрон мелпе çыхăну тытмалли система ĕçне тишкерчĕç. Цифра министрĕ Михаил Степанов граждансем патшалăх тата муниципалитетсен электрон пулăшăвĕсемпе усă курассине аталантарас тĕллевлĕ тытăма 2011 çултах ĕçлеттерсе янине аса илтерчĕ. Темиçе çул каялла ăна тĕпрен çĕнетнĕ, çавна май пулăшусемпе электрон мелпе тивĕçтерессин тухăçлăхĕ те ÿссе пырать. Пĕлтĕр массăллă пулăшу ĕçĕсемпе усă курма ыйтнин 80% яхăн пайĕ электрон мелпе пулнă. Федераци шайĕнчи план чылай пĕчĕкрех пулин те 2023 çулта республикăра патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă пурнăçланă пулăшусен тÿпи 55% çитнĕ. Чăн та, юлса пыракансем те çук мар. Калăпăр, Ĕçлев министерствин тÿпи 42% шайĕнче кăна. Пĕтĕмпе 70 пин ытла пулăшу кÿнĕ, çав шутра электрон мелпе пурнăçланисем — 29 пин ытларах. Çапах Михаил Степанов çак министерство кăтартăвĕ те çулталăкăн иккĕмĕш çурринче самай хăпарнине çирĕплетрĕ. Çавăнпа вăл тивĕçлĕ мерăсем йышăннă май Ĕçлев министерстви те электрон пулăшусен тÿпине палăрмаллах пысăклатасси пирки иккĕленмест. Чылай муниципалитета сăмах тиврĕ: Ка-нашсемпе Çĕрпÿсем, Улатăр хули, Йĕпреç, Вăр¬мар округĕсем республика шайĕнчи вăтам кă-тарту шайне çитеймен, Çĕмĕрле хули, Шăмăршă, Вăрнар, Муркаш округĕсем вара федераци шай¬ĕнчи чикке те парăнтарайман. Олег Алексеевич ведомствăсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытмалли электрон системăна ăнăçлă ĕçлеттересси кăтартусен объективлăхĕ çинче никĕсленмелли çинчен асăрхаттарчĕ. Çапла пулсан тин вăл ĕçе пулăшмалли анлă майсем уçĕ. Канашлу муниципалитетсен тăлăхсемпе ĕç¬лекен опека органĕсен ĕçне сÿтсе явнипе вĕç¬ленчĕ. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул вĕçĕнче республикăра тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен йышĕ 2,3 пин çынпа танлашнă. Вĕсен шучĕ пĕлтĕр 12% чакнă. Çавăн пекех çĕнĕрен тупса палăртнă тăлăхсен шучĕ те 24% чухлех пĕчĕкленнĕ.

Тăлăхсемпе ĕçлемешкĕн пĕрлехи модель йĕркеленĕ май темиçе учреждение — «Малютка» ача çуртне, Кÿкеçри интерната — Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен Вĕрентÿ министерствин пăхăнăвне куçарнă, халĕ çак министерство яваплăхĕнче çавнашкал 5 организаци шутланать. Вĕсенче — 115 ача. 36-шĕ — вăхăтлăх, ачасен статусне палăртиччен. 2023 çулта çĕнĕрен тупса палăртнă тăлăхсен, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисен шучĕ 287 ачапа танлашнă. Вĕсенчен çурринчен ытларах йышĕн ашшĕ-амăшĕ пур: е ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă, е вĕсем хăйсем ачисене пăхма хирĕçленĕ. Хăшĕсем вара преступлени тунă май тĕрме-колоние лекнĕ е шыравра... Республикăра ачасем тĕлĕшпе пăшăрхану çуратакан çемьесен шучĕ пысăк — 1,4 пине яхăн. Вĕсем тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлеççĕ — пĕлтĕр ачасемшĕн хăрушлăх пуррине кура çав çемьесенчи 326 ачана туртса илме тивнĕ. Ачасене воспитани парассипе çыхăннă тивĕçе пурнăçламаншăн 4,3 пин çынна административлă майпа явап тыттарнă. Кашни çемье тĕлĕшпе уйрăм реабилитаци программи хатĕрленĕ. Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен 93% çемьесенче воспитани илет. Анчах кашни муниципалитетра ачасене çемьесене вырнаçтарас енĕпе çине тăраççĕ тееймĕн. Хăш-пĕр округра пĕлтĕр пĕр ачана та тăлăхсен çурчĕсене ăсатман, çав вăхăтрах Шупашкар округĕнче, сăмахран, çемьесене вырнаçтарнă ачасен йышĕ 43% кăна. Шăмăршă округĕнче те йышăн 50% тăлăхсен çурчĕсене ăсатнă. Çемьесенче ачасене, паллах, чылай лайăхрах. Çавăнпа республика Пуçлăхĕ ыйтăва тĕплĕн тишкермеллине палăртрĕ, муниципалитетсем ку енĕпе мĕнле ĕçленине уйрăммăн хаклама сĕнчĕ.

www.hypar.ru

Комментировать