Хыпар 147-148 (28175-28176) №№ 29.12.2023

29 Дек, 2023

Московский Мускаври ВДНХра пулнă, Рыбкин çĕнĕ çула картина ÿкерессинчен пуçлать

Çĕнĕ çулччен шутлă кунсем юлчĕç. Çавна май республикăри паллă çынсене чăрмантартăмăр. Иртсе пыракан çул вĕсемшĕн мĕнпе асра юлĕ?

«Хирĕç тăру чарăнтăрччĕ»

Раиса САРПИ, Чăваш халăх поэчĕ:

— Пурнăç шав малаллах шăвать. Çемьере савăнмалли тупăнсах тăрать. Акă мăнукăн çуралнă кунĕ. Ун валли парне хатĕрлерĕмĕр. Ачасем, мăнуксем пуртан пурнăçăм питĕ кăмăллă. Ку пысăк телей теме пулĕччĕ, анчах тĕнчери лару-тăру, халăхсен хушшинчи хирĕç тăру çĕкленсе вĕçсе каймалли кăмăла пусарать. Пирĕн арçынсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнĕ вăхăт тулли телее туйма памасть. Ытти енчен манăн пĕтĕмпех лайăх. Кăçал çулла çĕршывăн тĕп хулине кайса Мускав шывĕ тăрăх хĕрĕмпе, мăнуксемпе, тăвансемпе ярăнтăмăр. Унта пурăнакан тĕпренчĕкĕм 50 çул тултарчĕ. Пĕрле савăнтăмăр. Ирхине тăратăп — эпĕ çĕкленÿллĕ, эпĕ пурăнатăп. Çакă — телей. Ывăл çемйипе виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянса уйрăлса тухрĕ. Ачасемшĕн чун хĕпĕртет. Çамрăк поэтсем мана «поэзири хреснанне» теççĕ. Аксакалсен шутĕнче ĕнтĕ халĕ. Çамрăксене аталанма пулăшмалла. Пире те аслисем /Алексей Воробьев, Стихван Шавли…/ тĕрев парса çула уçса пынă. Çамрăк сăвăçсене ура çине тăратасси манăн тивĕç тесе шухăшлатăп, нумайăшне пулăшатăп. Нумай мероприятие, тĕрлĕ тĕлпулăва йыхравларĕç. Вĕсем кашниех асра юлаççĕ. Асра юлмалли тепĕр самант: çулла çамрăксемпе пĕрле эпĕ те инçе çула тухрăм. Олег Цыпленков ертсе пыракан чун çÿреве Дагестана /унта малтан та пулнăччĕ/ Каспи тинĕсĕ хĕррине кайса килтĕмĕр. Икĕ мăнукăма спортра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн пĕрле илсе кайса парне турăм. Тĕрĕссипе, вĕсемшĕн кайрăм. Волгоградри Мамай сăртĕнче те пултăмăр. Çĕнĕ çула çĕнĕ тĕллевсемпе кĕретĕп. Ĕçлемелли нумай. Чи пĕлтерĕшлĕ ĕмĕт — Украинăри хирĕç тăру чарăнтăрччĕ, ентешсем сывă таврăнччăр.

Йыш хушăнасса кĕтеççĕ

Алена СИЛПИ, юрăç:

— Хыçа юлакан çул çăмăл пулмарĕ, самани çапла. Ятарлă çар операцийĕ пынă май концертсем ирттермелле-и е çук-и — самаях шикленнĕччĕ. Пушкăртстанра гастрольте чухне концерта Салават тата Кумертау епископĕ пычĕ. Сцена çине тухса халăха вăй пама, хăпартлантарма, çĕнтерĕве çывхартма концертсем кирлех тесе пусăм туса каларĕ. Пирĕн репертуарта халăхăн та, авторсем çырса панă юрăсем те пур. Тăван çĕршыв, халăхсен хушшинчи туслăх, çемье, юрату çинчен шăрантаратăп. Халăха хамăн пултарулăхпа ырă витĕм кÿме тăрăшатăп. Хавхалантараканĕ — юратнă мăшăрăмпа Олег Максимовпа тĕпренчĕкĕмсем. Кăçал Казахстанри «Мир кочевников великой степи» ятпа иртнĕ этнофестивале çемйипех хутшăнтăмăр. Тĕрĕксен пăлхар ушкăнĕнчи халăхсенчен эпир кăна чĕлхене сыхласа хăварнă, кун пирки каласан пире хăнасем ура çине тăрса алă çупрĕç. Çакă мана тĕлĕнтерчĕ те, хавхалантарчĕ те. Сцена çинче юрă-ташă шăраннă чухне çынсем саланни малтан кăмăла кăшт улăштарнăччĕ. Эпĕ юрлама пуçласан халăх каллех кĕр-р! пуçтарăнни, ташлани савăнтарчĕ. Унтан Абхазири «Алтын Майдан» фестивальте пултăмăр. Уявран эпĕ те, икĕ ывăлăм та Дипломпа таврăнтăмăр. Кăçал эпир виçĕ клип — «Россиюшка моя», «Тăванăм ту айккинче утă çулать», «Ытала» — ÿкертĕмĕр. Мускаври ВДНХри пĕтĕм чăвашпа савăнни те асра юлĕ. Унта эпĕ те хăнасене юрăсем парнелерĕм. Чăвашлăхпа çыхăннă мероприятисем аталанни савăнтарать. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та нумай çĕрте ыттисене чăваш пулма хăйĕн тĕслĕхĕпе кăтартать. Çĕнĕ çула пысăк ĕмĕтпе кĕме — çемьере йыш хушма — хатĕрленетпĕр. Ку — савнă мăшăрăн пысăк ĕмĕчĕ. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Çамрăксем ĕçе килессе кĕтеççĕ

Елчĕкри «Крахмалпром» пĕрлешÿ самана таппипе тан утать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем пирки Александр Кудряшов ертÿçĕпе тĕл пулса калаçрăмăр.

Саго кăларас ĕмĕтлĕ — Александр Сергеевич, çулталăка пĕтĕмлетмелли вăхăт çитрĕ. 2023 çул сирĕншĕн мĕнле иртсе кайрĕ? Кăтартусем еплерех? Асра юлмалли çул пулчĕ-и? — Сисмерĕмĕр те — тепĕр çулталăка хыçа хăвартăмăр. Производствăна кашни çулах ÿстерсе пыратпăр. Хăй вăхăтĕнче çулталăкра 600-700 тонна крахмал кăларнă пулсан пĕлтĕр — 1200 тонна. Кăçал вара 2000 тоннăран та иртет пулмалла. Унăн пахалăхĕ лайăх, пĕтĕм Раççейĕпе те тĕслĕхлĕ шутланать. Çакна 2020 çулта регионсен хушшинчи «Атăлçи тăрăхĕнчи чи лайăх тавар» конкурсра ылтăн медаль çĕнсе илни те çирĕплетет. Производство шайне ÿстернĕрен хатĕр крахмала хума çĕнĕ склад тума пуçларăмăр. Вăл 1000 тонна вырнаçмалăх пулĕ. Халĕ унта шăпах рабочисем ĕçлеççĕ. Кăçал çĕнĕ лини туса вырнаçтартăмăр. Вăл ĕçлет, малашне унăн хăватне виçĕ хут ÿстересшĕн. Ыраш крахмалĕ туса кăларма тытăнтăмăр. Унпа нефть, газ кăларнă чухне çĕре пăралас ĕçре усă кураççĕ. Кирлĕ продукт шутланать. Çавна май ыйтакансем пур. — Паянхи куна миçе тĕрлĕ крахмал хатĕрлетĕр? — Тĕрлĕ отрасльте крахмалăн 110 тĕсĕпе усă кураççĕ. Вĕсенчен тăваттăшне «Крахмалпромра» хатĕрлетпĕр. Асăннă продукципе апат-çимĕçре кăна мар, ытти çĕрте те анлă усă кураççĕ. Кунтах обой çилĕмĕ, фейерверк валли сăрă кăларатпăр. Уява илем кÿрекенскере кăçал çулталăкĕпех хатĕрлерĕмĕр. Маларах унпа сезон вăхăтĕнче çеç ĕçленĕ /2-3 уйăх/. Ăна туянакан тупăнсах тăрать. — Пĕр калаçура эсир çимелли крахмал — саго — кăларма тытăнасси пирки сăмах хускатнăччĕ. Ку ĕмĕте пурнăçлаймарăр-и-ха? — Ку продукцие çĕршывра Иосиф Сталин вăхăтĕнче кăларнă. Вăл кĕрпе евĕрех, унран пăтă пĕçереççĕ. Эпир хальлĕхе ун валли оборудовани туса пĕтереймерĕмĕр. Паллах, ĕçе вĕçне çитересси нумаях юлмарĕ. Сварщиксем, токарьсем çук. Эпир çамрăксене хамăр шутран вĕренме яма та хирĕç мар, анчах каяс текен тупăнмарĕ-ха. Хăть мĕнле пулсан та оборудование вĕçлесе саго кăларма тытăнас ĕмĕтпе пурăнатпăр. — Хатĕр продукцие ăçта ăсататăр? — Пирĕн крахмала Раççейĕпех туянаççĕ, мĕншĕн тесен унпа тĕрлĕ отрасльте усă кураççĕ. Сăмахран, пĕр вăхăтра Краснодара сутаттăмăр, çавăн пекех Ростов илсе тăрать. Вĕсем модификацие туянаççĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи кĕсел тăвакан предприяти те хапăлласах йышăнать. Килсе илес текенсем те пур. Ытларах саккас тăвакансемпе ĕçлетпĕр, килĕшÿсем тăватпăр. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Ача шутĕнчен тухман амăшĕсем

Шупашкарта пурăнакан Виктория çулталăк каялла хĕрне пурнăç парнеленĕ. Тĕпренчĕкĕн çуралнă кунне паян тăванĕсемпе пĕрле паллă тăваççĕ. Çамрăк хĕрарăм çакă уншăн чи пысăк уяв пулнине хавхаланса палăртать. Ахальтен мар вăл пепки пĕр çул тултарнине уявламашкăн чылай маларах хатĕрленме пуçланă. Сĕтел çине тутлă апат лартасси те, хваттере сывлăш хăмписемпе илемлетесси те пĕлтерĕшлĕ уншăн. Виктория хăй те 17-ре кăна-ха. Тепĕр тесен, ача шутĕнчен тухман. Унăн 15 çулта çие юлнă. Кĕске вăхăтра мăшăрланма та, хĕр çуратма та, упăшкине салтака ăсатма та ĕлкĕрнĕ вăл.

Каччă савăнăç куççульне пытарман

«Эпир пулас мăшăрпа Шупашкарта юнашар çуртсенче çитĕнтĕмĕр. Вăрнар тăрăхĕнчи яла тăвансем патне кайсан тĕл пулаттăмăр. Çакă çывăхлатрĕ те пире. Хулара та, ялта та пушă вăхăта пĕрле ирттерме пуçларăмăр. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрерĕмĕр», — юрату историйĕ тавра сăмах пуçарчĕ çамрăк амăшĕ. Ытла çамрăкла хырăм юлни те хăратман ăна. «Ача ашшĕпе УЗИе кайрăмăр. Вăл коридорта юлчĕ. Пулас упăшкана кайран тин чĕнсе кĕртрĕç. «Варти пепке пысăкланнă», — терĕç пире. Ун чухне çие юлнăранпа 10 эрне иртнĕччĕ ĕнтĕ. Хыпар пĕлтерсен юратнă çыннăн куçĕнчен савăнăç куççулĕ тухнине асăрхарăм», — калаçăва тăсрĕ Виктория. Малтан, çие юличчен, çитес вăхăтра мăшăрланасси çинчен шухăшламан та вĕсем. Çемье çавăрсан вара хваттер туянмашкăн ĕмĕтленме пуçланă. Виктория амăшĕ пулма хатĕрленнине каччăн та, хĕрĕн те çывăх çыннисем лăпкăн йышăннă. «Мĕнле вĕренĕн?» — çул çитмен çамрăкăн амăшне çак ыйту кăна канăç паман. Ун чухне хĕр техникумра 1-мĕш курсра пĕлÿ илнĕ. «Шалпар тумтир тăхăннăран манăн хырăма никама та асăрхаман», — тет вăл. Декрета кайма вăхăт çитеспе кураторпа академи отпускĕ илес ыйтăва сÿтсе явнă. «Варта пепке аталаннă вăхăтра хама лайăх туйрăм. Тĕпренчĕкĕм çут тĕнчене вăхăтрах килчĕ. Хастарлăхĕпе палăраканскер çулталăка çитиччен утма кăна мар, чупма та пуçларĕ. Кухньăна кайсан та хыççăнах пырать», — йăл кулать çамрăк. Халĕ тĕпренчĕкĕпе иккĕшĕ амăшĕ патĕнче пурăнаççĕ. Виктория хуняшшĕ-хунямăшĕпе те лайăх хутшăнура пулнине калать. Упăшки салтака кайнине шута илсе тăванĕсем пушшех пулăшма тăрăшаççĕ ăна. Акă хальхинче Вика тĕпренчĕкне хунямăшĕпе хăварнă, тăван амăшĕ вара — ĕçре. Апла тăк хĕр пĕрчи çывăх çынсен ăшшине туйса ÿсет. Çамрăк амăшĕ çитес вăхăтрах çăмăл машинăпа çÿреме вĕренесшĕн. Унтан çемье валли транспорт туянма ĕмĕтленет. Капла кирлĕ çĕре хăвăртах çитме май килĕ. «Тен, хваттер, тен, машина маларах илĕпĕр — куç курĕ», — ырă малашлăха шанса калаçать хĕр. Ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн хăйсен тăрăшмаллине никамран лайăх ăнланать вăл. Хĕсметри мăшăрĕпе иккĕшĕ телефонпа тăтăш калаçаççĕ. Видеоçыхăну мелĕпе усă кураççĕ. Чуна уçса калаçнă май пĕрпĕриншĕн тунсăхланине пытармаççĕ. Ашшĕ пепки куç умĕнчех çитĕннишĕн савăнать ахăртнех. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


Мĕнпе асра юлĕ 2023 çул?

Мускаври Сокольники паркĕнче Акатуйра савăнни, водород перекиçĕ туса кăлармалли иккĕмĕш СПИК 2.0 контракт ĕçлеме пуçлани, Улатăрта вырăс провинцийĕн музейне уçни — çулталăкăн асра юлнă саманчĕсен шутĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ эрнери «тÿрĕ линире» çак тата ытти пулăма асăнчĕ. Эпир те иртнĕ 12 уйăха тĕплĕ тишкертĕмĕр. 2023 çул, пирĕн шухăшпа, çак пулăмсемпе асра юлĕ. Пурнăçа хура-шурă теççĕ вĕт — шел, çак списокра лайăххипе пĕрлех кулянмалли те пур.

Çул уçă

Раштавăн 21-мĕшĕнче Мускав тата Хусан хулисене сыпăнтаракан М-12 автомагистраль уçăлчĕ. Транспорт çÿревне видеоçыхăну мелĕпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин старт пачĕ. Магистрале виçĕ çулта туса пĕтернĕ. 810 километрлă автоçулăн самай вăрăм, 94 километр тăршшĕ, сыпăкĕ Чăваш Ен урлă — Çĕмĕрле, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски тата Тăвай округĕсен территорийĕпе — иртет. Чăваш Енре магистраль çине кĕмелли тата унтан тухмалли икĕ развязка тунă — Çĕмĕрле патĕнче тата Комсомольски округĕнче. Магистральпе сехетри 110 километрлă хăвăртлăхпа çÿреме юранине кура Хусантан Мускава çитмелли çул вăхăчĕ икĕ хут кĕскелнĕ — 6,5 сехетпе танлашать. Çĕмĕрлерен Мускава вара халĕ 4 сехетрех çитме май пур. Пĕр самант кăна автомобилистсен кăмăлне пăсать: магистральпе çÿресси тÿлевлĕ — йÿнĕ мар. Кун пирки Раççей Президенчĕ ирттернĕ «тÿрĕ линире» те сăмах пулчĕ. Владимир Путин ыйтăва тишкерме шантарчĕ. Çавăн хыççăн тарифсем кăшт пĕчĕкленни çинчен калаççĕ, çапах — пурпĕр йÿнĕ тееймĕн. 1-мĕш класс шутне кĕрекен çăмăл машинăпа Канашран Мускава çитмешкĕн, сăмахран, 4059 тенкĕ тÿлемелле, Çĕмĕрлерен — 3697. Çак çулпа Хусана каяс шухăшлă ентешсене пĕлме: Канашран 876 тенкĕ тăкаклама тивĕ, Çĕмĕрлерен — 1238. Хăшĕсем Канашран Çĕмĕрлене е Çĕмĕрлерен Канаша çитес тейĕç — куншăн 362 тенкĕ тÿлемелле пулĕ. Мускава, М-12 çинчи ытти хулана çитме питĕ васкамалла пулсан, паллах, магистральтен лайăххи нимĕн те пулмĕ. Самолета шута илмесен...

Чăваш Ен — Раççей курмалăх

Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Мускаври ВДНХра «Раççей» курав уçăлчĕ. Çур çула яхăн — ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен — тăсăлакан куравра кашни регион хăйĕн презентацине йĕркелет. Чăваш Енĕн çĕршывăн тĕп куравĕнчи кунĕ раштавăн 1-мĕшĕнче пулчĕ. Ăна уçнă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Чăваш Енĕн мăнаçланмалли пур — промышленноç аталанăвĕнчен тытăнса хăмла çитĕнтерессине çĕнĕрен вăй пани таран. Республика презентацийĕн кунĕнче, раштавăн 1-мĕшĕнче, регионăн туризм аталанăвĕн стратегийĕпе паллаштарни, паллах, вырăнлă пулчĕ. Ăна сÿтсе явни те интереслĕ иртрĕ. Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков Атăлçи Пăлхарпа çыхăннă еткере тутарсем хăйсен тума ăнтăлни çинчен сăмах пуçарчĕ. Чăннипе вара, эпир пĕлетпĕр, пăлхарсем — чăвашăн мăн аслашшĕ-асламăшĕсем. Çавăнпа, депутат шухăшĕпе, пирĕн Аттила ячĕпе усă курмаллах — çакă туристсене илĕртме пулăшĕ. Чăваш Ен кунĕ иртсе кайни пирĕн республика куравра текех пулмассине пĕлтермест. Халăх культури, йăли-йĕрки, ĕçми- çими тата ытти те — хăнасемшĕн курмаллипаллашмалли пайтах. Курав çитес çулхи ака уйăхĕчченех ĕçлет терĕмĕр вĕт — регионăн кашни министерстви хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, майĕсемпе паллаштарать. Экономика аталанăвĕн, Сывлăх сыхлавĕн министерствисем хăйсен çак миссине пурнăçларĕç ĕнтĕ, халĕ эстафетăна Вĕрентÿ министерстви йышăннă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Кравайкка пĕçерме амăшĕнчен вĕреннĕ

Калас сăмахăма мĕнле çавăрттармалла-ши? Апат пирĕн пурнăçра чи кирли мар, анчах, тĕрĕссипе, унсăр пурăнаймастпăр. Вулаканăм астăватех ĕнтĕ, кăçал хаçатра «Кăмака умĕнче» ярăм тытса пытăмăр. Унта пирĕн вулакансем, кил хуçи арăмĕсем, чăваш наци апачĕсене епле хатĕрлени çинчен çырса кăтартрăмăр. Паян вара ĕçтешсем Çĕнĕ çул сĕтелĕ çине мĕн лартассине пĕлтерĕç. Вĕсен йышĕнче чăваш кухнинчи апатсем пур-ши?

Лайăхрах пурăнас килнĕрен

Тем тесен те, Çĕнĕ çул сĕтелĕ хăйне евĕр. Пур кил хуçи арăмĕ те ăна пуянрах, хитререх, чаплăрах тума тăрăшать. Ара, кашнинех çитес çул лайăхрах, пуянрах, ытлă-çитлĕрех пурăнас килет-çке. Раççейре патша вăхăтĕнче Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче ăшаланă сысна çури тĕп вырăн йышăннă. Вăл ытлăх-çитлĕхе сăнланă. Уяв каçĕнче, ĕлĕкхи ĕненÿ тăрăх, кайăк-кĕшĕк какайне çиме юраман. Унпа пĕрле телей вĕçсе каясран шикленнĕ. 19-мĕш ĕмĕр варринче çак ĕненÿ манăçнă. Сĕтел çинче пан улми тултарса янтăланă хур, ытти кайăк-кĕшĕк курăнкалама тытăннă. Совет тапхăрĕнче Çĕнĕ çула уявланă каçхине вара «Винегрет», «Оливье», «Кĕрĕк» салатсем, сÿтĕн лартнă. Çавăн пекех сĕтеле мандаринпа пан улми, варенипе канфет пуянлатнă. Кăмакара е духовкăра чăх, кăркка, хур, кăвакал, кролик какайне хатĕрленĕ. Хĕрлĕ вăлчаран, хĕрлĕ пулăран, кăлпассипе сыртан тĕрлĕ саккускă янтăланă. Çавăн пекех Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче шампань эрехĕ пулмалли çирĕп йăлана кĕрсе вырнаçнă.

Алексеевăн «Алекс» салачĕ

«Эпĕ çулсеренех Çĕнĕ çул каçĕ валли духовкăра симĕс пан улми тултарса хур пĕçеретĕп. Тăватă сехете яхăн ирĕлсе, тутлă пиçет вăл. Малтанах хăймапа майонеза хутăштаратăп, унта теркăпа хырнă ыхра хушатăп. Какай çемçерех пултăр тесе хурне çак хутăшпа сĕретĕп. Тăвар, пĕрчĕллĕ хура пăрăç сапатăп. Кунсăр пуçне манты хатĕрлетĕп. Ăшне сысна тата пăру какайĕнчен хатĕрленĕ фарш тата çĕр улми тултаратăп, тĕрлĕ пăрăç, хмелисунели хушатăп», — хăйĕн рецепчĕпе паллаштарчĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн коммерци пайĕнче вăй хуракан Вера Ермолаева. «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕн Ирина Алексеевăн уяв сĕтелне «Кĕрĕк» салат илем кÿрет. «Унсăр пуçне «Алекс» салата яланах тăватпăр. Унта Пекин купăстин çулçине уйăрса, çурса яратăн, чăхăн шурă какайне тĕрлĕ техĕмлĕх хушса ăшалатăн, «Черри» помидор, хытă сыр, кăштах ыхра хушатăн, майонезпа пăтрататăн. Çавăн пекех салата шампиньон ăшаласа яма юрать. Уçă, çав вăхăтрах тутă тытакан салат пулать. Кунсăр пуçне хăнасен умне пицца лартăпăр. Унта яракан кăлпассине теркăпа хыратпăр. Ун пек тусан вăл сĕтеклĕрех пулать. Сыр, çăмарта лăкаса яратăп, майонеза теркăпа хырнă ыхрапа пăтрататăп», — вăрттăнлăхĕсене уçрĕ Ирина Евгеньевна. <...>

Роза ВЛАСОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.