Музей кĕтесĕ йĕркеленĕ

8 Окт, 2014

Вăрнар районĕнчи Чăрăшкас Хирлепри культура аталанăвĕн центрĕнче чăваш йăли-йĕркипе паллаштаракан музей кĕтесĕ ĕçлеме пуçланă. Çак кунсенче ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Культура центрĕн директорĕ Ольга Ефремова палăртнă тăрăх - наци культурине пĕлмелле, хакламалла тата упрамалла. Аваллăха пĕлмесĕр малашлăха çул хываймăн. Аçăмçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Петров пухăннисене савăнăçлă пулăмпа саламланă, аваллăх управçине асăнмалăх парне - картина- парнеленĕ. Светлана Семенова вара ятарлă экскурси ирттернĕ. Пĕчĕк музейре чăвашсен авалхи ĕç хатĕрĕсемпе, савăт-сапапа, декораципе хушма искусство произведенийĕсемпе, наци тумĕпе паллашма пулать. Кунтах - ялти аслă ăру çыннисен алă ĕçĕсем те. Уява çÿлерех асăннă культура центрĕнчи артистсен тата «Хĕлхем» ансамблĕн юрри-ташши илем кÿнĕ.

А.ГРОМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.