Сергей АРШИНОВ: Майдановăн юрринче манăн сасă та янăрĕ
Унăн ĕçĕ-хĕлĕ çыннăн пурнăçне çăлассипе, хăрушсăрлăхран сыхлассипе, асăрхаттарассипе çыхăннă. Çак ĕçе вăл сăвă çырассипе ăнăçлă шайлаштарса пырать. Нумаях пулмасть вара Сергей Аршиновăн пултарулăхĕпе пĕтĕм çĕршыв паллашма пултарчĕ. Çакă йăлтах — Пĕтĕм Раççейри «Знание.Авторы» артлабораторие хутшăнса çĕнтернине пула. Тепĕр тесен, ку çĕнтерӳ уншăн Çăлавçă кунĕ умĕн пысăк парне пулнă теме те юрать. Кун пирки Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пĕчĕк кимĕсемпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн центрĕн аслă инспекторĕнчен Сергей Аршиновран хăйĕнчен ыйтса пĕлер-ха.
Влад Маленко асăрханă
— Сергей Вячеславович, «Знание.Авторы» платформа ирттерекен литература конкурсне хутшăнас шухăш мĕнле çуралчĕ?
— Эпĕ профилактика енĕпе çине тăрса ĕçлетĕп, шыв-шур çинчи хăрушсăрлăха асăрхаттарма ачасемпе, студентсемпе калаçусем ирттеретĕп. Эпĕ хăрушсăрлăх çинчен сăвă çырнине чылайăшĕ пĕлет, мĕншĕн тесен профилактика калаçăвĕсене витĕмлĕх кӳме вĕсемпе час-часах усă куратăп. Пĕр кунхине Вĕрентӳ институтĕнчен шăнкăравларĕç те: «Сергей Вячеславович, сирĕн Раççей проектне хутшăнма кăмăл пур-и? Чăваш Ен чысне хӳтĕлемелле», — терĕç. Эпĕ хăтланса пăхас терĕм. Конкурса хутшăнма виçĕ сăвă хатĕрлерĕм, Вĕрентӳ институтĕнче эпĕ сăвă каланине çыртарса илчĕç, Мускава ярса пачĕç. Вăхăт иртсен электрон почтăна çыру килчĕ, «Эсир Раççейри чи лайăх 100 автор шутне кĕнĕ», — тенĕ унта. Ку маншăн хăех çĕнтерӳччĕ. Çак артлабораторие çĕршыври 89 регионтан 700 яхăн автор хутшăннă-çке! Тата кăштах вăхăт иртсен ман пата тепĕр çыру çитрĕ, эпĕ çĕршыври чи лайăх 30 автор шутне кĕнине пĕлтерчĕç. Ку тата пысăкрах савăнăç пулчĕ. Чи лайăх 60 авторăн сăввисене пухса уйрăм кĕнекен кăларасшăн иккен. Тахăш вăхăтран тата тепĕр çыру илтĕм: «Сирĕн наставниксене палăртнă», — тенĕ унта. Апла пулсан эпĕ финала лекнĕ. Çакăн хыççăн паллă çынсем /артистсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Федераци Канашĕн çыннисем, Пĕрремĕш канал ертӳçисем/ пирĕнпе онлайн мелпе ĕçлеме тытăнчĕç. Пĕрремĕш заняти РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕпе Владислав Маленко поэтпа иртрĕ. «Чăваш Республикине уйрăмах палăртас килет. Мана Сергей Аршиновăн çăлавçăсене халалласа çырнă сăвви килĕшрĕ», — терĕ вăл. Пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. «Мана çапла асăрхаççĕ пулсан, эппин, çĕнтереетĕп те вĕт-ха», — шухăшларăм çав самантра. Унччен эпĕ хутшăнса пăхас тенĕччĕ кăна-çке.
— Мускава мĕнле çитрĕр? Паллă чылай çынна тĕл пултăр ĕнтĕ.
— Гала-концерта хутшăнма 12 автора суй¬ласа илчĕç, çав шутра эпĕ те пултăм. Раç¬çейĕн тĕп хулине çитсенех пире Федераци Канашĕнче кĕтсе илчĕç. Унта патриотлăх темипе калаçрăмăр. Кайран экскурси пулчĕ. Тепĕр кунхине Патшалăх Думине йыхравларĕç, ют çĕршыв делегацине кĕтсе илмелли зала чĕнчĕç — унта кашниех кĕрсе кураймасть. Мускавра пĕр эрне пурăнтăм, паллă çынсем пирĕнпе ăсталăх класĕсем ирттерчĕç, политиксемпе тĕл пултăмăр. Федераци телеканалĕсем валли тĕрлĕ проект /«Фабрика звезд», «Танцы со звездами»…/ хатĕрлекен Лина Арифуллинăпа, Мускаври С.Есенин ячĕллĕ драма театрĕн илемлĕх ертӳçипе, Пĕрремĕш каналăн паллă ертӳçипе Влад Маленкăпа курса калаçрăмăр. Патшалăх Думин депутачĕ, «Куклы наследника Тутти» ертӳçи Мария Бутина та пирĕнпе сăмах вакларĕ. Тата ыттисем те пулчĕç. Унтан паллă çынсем сасă çыртаракан студие кайрăмăр, Денис Майданов паллă юрăç та çитрĕ. Калаçрăмăр. Мăн кăмăллă мар вăл, Тăван çĕршыва питĕ юратать. Пирĕн калаçу та, тĕпрен илсен, патриотлăх тата пултарулăх пирки пулчĕ. Унта пурте пирĕнпе лайăх калаçрĕç. Пӳлĕме пĕр-пĕр «çăлтăр» кĕрсе тăрать те пирĕн çине пăхса: «Сала-а-ам!» — тет. Денис Майдановпа пĕрле юрă та çыртартăмăр. Урăхла каласан, унăн çĕнĕ юрринче манăн сасă та янăрĕ. Тĕрĕссипе, паллă çынсемпе юрлама тивессине пĕлсенех иккĕлентĕмĕр, «Эпир юрăçсем мар вĕт-ха», — терĕмĕр. «Çук, — терĕç пире. Эсир çак проекта лекнĕ, эппин, юрламаллах».
— Сцена çине тухма мĕнле хатĕрлентĕр? Хумханупа кĕрешме йывăр пулчĕ-и?
— Лина Арифуллинăпа ĕçлеме килĕшрĕ. Вăл сăмса умне çитсе тăрать, куçран шăтарасла пăхать. Çав вăхăтра ăна, паллă çынна, куçран пăхса сăвă каламалла. Вăл ăçта хытăрах, ăçта шăпрах каламаллине вĕрентрĕ. «Çăлтăрсене» шеллемесĕр хăвалакан Лина Арифуллинăран та хăрамарăн пулсан зал умĕнче пачах шикленмĕн. «Сергей, итле, концерт вăхăтĕнче сцена çине тухиччен 20 минут юлчĕ пулсан шăп пул, никампа та ан калаç, айккине пăрăнса тăр. Эпĕ сирĕн пата пырса мĕн те пулин каласан çаврăнса тăр, мана ан хуравла, эпĕ «çăлтăр» пулнине ан пăх», — терĕ. Çакă мана питĕ пулăшрĕ. Чăнах та, сцена çине тухсан хумханнине туймарăм. Сăмах май, наставниксемпе йĕркеленнĕ хутшăну вĕçленмен-ха. Пире кăсăклă проектсем тата кĕтĕç.
15 çултанпах сăвăласа çыру вĕçтереççĕ
— Сергей Вячеславович, сăвă çырма хăçан пуçланă-ха эсир?
— Чулхулари /ун чухне Горький хуличчĕ/ юхан шыв училищинче. Эпĕ унта 15 çултах вĕренме кĕнĕччĕ. Атте пурнăç тăршшĕпе тенĕ пекех шыв çинче ĕçленĕ. Манăн та карап штурвалĕ умĕнче тăрас килетчĕ. Ача чухнех флот çинчен кĕнекесем вулаттăм: тинĕс мар, юхан шыв флочĕ çинчен. Ун пекки сахалччĕ, анчах эпĕ таçтан тупаттăм. Тинĕсрен çыран аякра, манăн вара шыв çине тухсан çут çанталăк илемне те курса киленес килетчĕ. Юхан шыв училищинче вĕреннĕ вăхăтра сăвă çырма тытăнтăм. Астăватăп-ха: КВНччĕ. «Рыба», «рыбак», «река» сăмахсенчен пĕр минутра пĕчĕк сăвă çырмаллаччĕ. «Там, где глубока река, Рыба съела рыбака», — шăрçаларăм тӳрех. Çак сăвă çĕнтерчĕ. «Так, манăн хăвăрт пулать-çке. Татах çырса пăхам-ха», — шухăшларăм ун чухне. Сергей Федосеев тусăмпа гитара валли юрăсем çырма тытăнтăмăр. Унтан пĕр-пĕрин патне сăвăлла çыру çӳретме пуçларăмăр. Урок вăхăтĕнчех. Пуçа мĕн килет, çавна хут çине куçараттăмăр. Эпир халĕ те сăвăсем урлă хутшăнатпăр, вĕсене пĕр-пĕрин патне СМС-çырупа вĕçтеретпĕр. Хăш чухне çур çĕр иртни пĕр сехет те çитсе каять. Сергей дежурствăра, ун çывăрмалла мар, манăн вара ир пуличчен канса илмелле вĕт — эпир ниепле те сăвăлама чарăнаймастпăр.
— Юхан шыв училищи хыççăн пурнăç мĕнле йĕркеленчĕ?
— Вĕренсе тухсанах салтака кайрăм. Пĕр çул СССРта салтак тивĕçне пурнăçларăм, тепĕр çул вара — Раççей Федерацийĕнче. Çар тивĕçне пурнăçланă чухне сăвă çырасси таçта айккинче юлчĕ. Телеграфистсем туха-туха кайнипе эпĕ унта Морзе азбукине пĕлекен пĕртенпĕр çынччĕ. Салтакран таврăнсан малтанлăха Агрегат заводĕнче ĕçлерĕм. Кăштах çыркаласси пулкалатчĕ — юбилей ячĕпе е ытти уявпа. Анчах ку ниме те пĕлтермест вĕт-ха. Пулă хуçалăхне куçсан каçсерен дежурствăна тухмаллаччĕ, каллех сăвă çырма тытăнтăм. Унтан Чрезвычайлă лару-тăру министерствине ĕçлеме килтĕм. Кунта йĕри-тавра мĕн пулса иртнине курсан, çăлав операцийĕсене хам та хутшăннă хыççăн çав темăпа сăвă хайлама тытăнтăм. Инкекрен çăлăннă çынсен куçне хам та сахал мар курнă. Ĕçтешсем пушар сӳнтерсе таврăннă хыççăн пӳлĕмре сарăлакан шăршă та пултарулăха хăйне евĕрлĕ витĕм кӳрет. Лирика та çыратăп, вăрçă çинчен те, çапах тĕп тема — хăрушсăрлăх.
— Сăвăласа çырнă асăрхаттару витĕмлĕреххине туятăр-и?
— Паллах. Пăр касса пулă тытма юратакан Иван Иванов çинчен юптару хайларăм. Çав хайлавпа паллашнă хыççăн Пĕчĕк кимĕсемпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн Çĕнĕ Шупашкарти участокĕн ертӳçи Юрий Каргин хăйĕн участокне кĕрекен пулăçсем валли сăвă çырма ыйтрĕ. Хайлама тытăнтăм та шыв çинчи хăрушсăрлăх йĕркине аса илтернипе вĕçлерĕм, вулама кăмăллă пултăр тесе кулăшларах хатĕрлерĕм. Хăйсене халалласа çырнă сăвăсене çынсем тата лайăхрах йышăнаççĕ.
— Наци радиовĕпе кăларăм ертсе пырасси патне мĕнле çитсе тухрăр?
— МЧС тытăмне ĕçлеме килсен, кунти йĕркене ăнланса илсен мĕн интересли, çĕнни, хăйне евĕрли тума пулать-ши тесе шухăшлама тытăнтăм. Асăрхаттару хучĕсене сăвăласа хатĕрлеме пикентĕм. Ачасемпе занятисем ирттерме шанчĕç те шкулсене тухса çӳрерĕм. Пур çĕре те тӳрех çитме çук, онлайн уроксем пирки шухăшлама тытăнтăм. Районсенчи вĕренӳ пайĕсене шăнкăравларăм, кашнинпе уйрăммăн калаçса татăлтăм. Халĕ онлайн уроксене пăр çине тухса та, МЧС музейĕнче те, катер çинче те ирттеретпĕр. Унтан ĕçтешсемпе пĕрле ачасене хăрушсăрлăх пирки асăрхаттаракан радиокăларăм йĕркелес терĕмĕр. Вăл Наци радио хумĕсем çинче тухать. Юмахсене хамах çырăп терĕм, çавăн пекех ятарлă темăпа сăвă тата тупмалли юмах хатĕрлетĕп. Ыттине Алина Герасимова редактор çырать. Пирĕн пулăшакансем тата пур. Манпа пĕрле кăларăма Настя Нягина ертсе пырать, питĕ маттур хĕрача. Пĕчĕклех радиокăларăм ертсе пырас ĕçе хутшăнчĕ, ман умрах аталанса пычĕ. Çак кăларăм пирки Мускавра та каларăм, тĕлĕнсех итлерĕç. Ытти регионта ун пек кăларăм çук иккен. Килĕшетĕр пулĕ: вĕсем кирлех. Мĕн тума юраманнине ача ашшĕ-амăшĕ каланипе мар, юмах урлă лайăхрах ăнланать.
— Эсир кĕнекесем те кăларнă.
— Пĕрремĕш кĕнеке 2019 çулта пичетленсе тухрĕ. Унта, тĕпрен илсен, аслă ӳсĕмри вулакан валли çырнă хайлавсем кĕнĕ. Ачасем валли пур, анчах питĕ сахал. Кайран ачасем валли уйрăм кĕнеке кăларас шухăш çуралчĕ. «Путешествие в страну безопасности» ятпа тухрĕ вăл, пирĕн радиокăларăмпа пĕр ятлă пулса тăчĕ. Кĕнекене япăх куракан ачасем валли пысăк шрифтпа хатĕрлерĕмĕр, шкул ачин Ольга Николаевăн ӳкерчĕкĕсемпе илемлетрĕмĕр. Ун хыççăнах куçĕ курман ачасем валли тепĕр кĕнеке кăлартăмăр, ăна Брайль шрифчĕпе хатĕрлерĕмĕр. Çак кĕнекене ачасем пӳрне вĕçĕпе вулаççĕ. Çавăнтах штрихкод вырнаçтарнă, ăна телефонпа сканерласан кĕнекен аудиоверсине итлеме пулать.
— Çемйĕр сирĕн пултарулăха мĕнле хаклать?
— Эпир пĕр-пĕрне тупма пĕлнĕ, мăшăрпа килĕштерсе пурăнатпăр. Валентина спорта юратать, фитнес-аэробикăна пĕр кун та пулин каймасан хăйне ятлама тытăнать. Пушă вăхăт пулсанах унта васкать. Пирĕн ывăл суд приставĕсен тытăмĕнче нумай çул ĕçлерĕ, кайран пĕр предприятие куçрĕ. Кинĕмпе иккĕшĕ пире мăнук парнелерĕç. Викăна питĕ юрататпăр. Чи лайăх ачасем — мăнуксем. Мĕншĕн тесен хăвăн пепкӳ çуралсан эсĕ çамрăк, килте ачапа çеç ларас килмест. Мăнук çуралсан вара сана урăх нимĕн те кирлĕ мар, пĕтĕм юратăва ăна парнелетĕн. Пĕр кĕнекене Викăна халалласа алă пусрăм, кинĕм ăна çитĕнсен кăтартма шантарчĕ, халĕ пĕчĕк-ха.
Комментировать