Хыпар 141-142 (28169-28170) №№

15 Дек, 2023

Тĕп тĕллев – суверенитета çирĕплетесси

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕнер йăлана кĕнĕ «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Ку хутĕнче вăл хутăш форматпа иртрĕ — ăна çуллен йĕркелекен пысăк пресс-конференципе пĕрлештерчĕç. Владимир Владимирович Раççейре пурăнакансен, тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕн журналисчĕсен вун-вун ыйтăвне хуравларĕ.

Хальччен курман ÿсĕм Калаçу вăл Президентăн çитес çулхи суйлавне кандидат пулса хутшăнасси çинчен пĕлтернĕ май мĕнле тĕллевсене тĕпе хурассинчен пуçланчĕ те — Владимир Путин уçăмлăн каларĕ: тĕп тĕллев — суверенитета çирĕплетесси. Сăмах çĕршыв хăрушсăрлăхĕ пирки кăна мар, Раççей экономикин, технологисен суверенитечĕ пирки те пырать. Экономика тенĕрен, унăн çирĕплĕх саппасĕ, Владимир Владимирович шучĕпе, малалла утмашкăн çителĕклĕ. Ăна çĕршыв халăхĕн пĕрлĕхĕ, финанс лару-тăрăвĕ, çар тата хăрушсăрлăх хăвачĕ ÿссе пыни çирĕплĕх кÿреççĕ. Çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн ÿсĕмĕ кăçал 3,5% пулмалла. Шел те, инфляци те пĕчĕк мар — 8% çывăх пулать-тĕр, çапах Президент ăна май пур таран хавшатма тăрăшмашкăн шантарчĕ. Промышленноç вăй илсе пырать. Тирпейлекен промышленноç хальхи пек ÿсни тахçантанпах пулман. Тĕп капитала хывакан инвестицисен калăпăшĕ те пысăкланать. Эппин, ĕç вырăнĕсем, тупăш пулĕ. Ĕç укçи те 8% патнелле пысăкланмалла. Халăх тупăшĕ хушăнни те куçкĕрет. Ĕçсĕрлĕх 2,9% шайĕнче — «кун пекки Раççей экономикинче нихăçан та пулман». Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен МРОТ харăсах 18% пысăкланĕ. Патшалăх парăмĕ чакать. Çынсен пурнăç тăршшĕ хушăннине Президент пайăррăн палăртрĕ: 2023 çулта вăл 74 çулпа танлашмалла. Ку экономика вăй илнипе пĕрлех социаллă пурнăç кăтартăвĕсем лайăхланса пынине те кăтартать. Тăнăçлăх хăçан пулать? Çак ыйту тĕлĕшпе те тĕплĕ хурав пулчĕ. Украинăна денацификаци кирлĕ мар тенине Раççей ертÿçи татăклăн сивлерĕ. Украина ертÿçи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нацистсен енче службăра пулнă çынна ура çине тăрса, тав туса алă çупать те — мĕнле кирлĕ мар пултăр-ха? Украина паян нимĕн те туса кăлармасть — пĕтĕмпех айккинчен параççĕ. Çак «çăтмах» вĕçĕмсĕр пулмĕ. Раççей 747 танка тĕп туни эпир ку енĕпе малашне те çирĕп тăма пултарассине кăтартать. Паллах, нумай япала çителĕксĕр. Унти фронт тăршшĕ 2 пин километрпа танлашать, çар ĕçĕсен зонинче 617 пин çын — ансат мар... Сăмахран, дронсем çитмеççĕ. Çапах çĕршыв пуçлăхĕ ку енĕпе те ĕç-пуç лайăхланса пынине курать. Мобилизацин иккĕмĕш тапхăрĕ пуласси пирки ыйтнине хуравланă май Владимир Путин пĕлтĕр мобилизациленĕ йышăн хастарлăхне палăртрĕ. Раççей Геройĕн ятне тивĕçнисем — 14 çын! Çулталăк вĕçленнĕ тĕле хăйсен ирĕкĕпе контракт çирĕплетнисен йышне 400 пине çитерме палăртнă, анчах халех 486 пин çынна пухнă. Алла хĕç-пăшал тытас кăмăллисен йышĕ чакмасть. Куллен 1,5 пин çын контракт тăвать. Эппин, паянхи кун тĕлне нимĕнле мобилизаци те кирлĕ мар. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Йывăр лава харăссăн туртнăран малаллах каяççĕ

«Чувашхлебопродукт» общество çулталăка мĕнле кăтартусемпе вĕçлет?

Клейковина мĕнле?

— Малтанлăха пĕтĕмлетнĕ тăрăх, тĕрлĕ çăнăх 2023 çулта пĕлтĕрхинчен — 1%, 2021 çулхинчен 9% яхăн нумайрах, е кăçал 177952 тонна, авăртăпăр, — пĕлтерчĕ Шупашкар элеваторĕн директорĕ Яков Григорьев. — Иртнĕ çул 176292 тонна çăнăх авăртнăччĕ. Мĕн пур йышши продукци ªтемиçе тĕрлĕ çăнăх, кĕрпесем, сăсăл ªотрубьº…º 2023 çулта пĕлтĕрхинчен — 2% ытларах, тен, унран кăшт нумайрах та туса кăларăпăр. Тулăпа ырашран — пысăк пахалăхлă çăнăх, тырăран тулă, манна, урпан икĕ тĕрлĕ кĕрписене хатĕрлетпĕр. Чăн та, хуçалăхсенчен кăçал тырă иртнĕ çулхинчен кăшт сахалрах йышăнтăмăр, мĕншĕн тесен çуркунне-çулла ăна 15 пин тонна туянса хунăран элеватор тулнăччĕ. Тепĕр лайăх кăтарту: хамăр продукцие кăçал иртнĕ çулхинчен 2% ытларах сутăпăр. Обществăн мĕн пур укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ 2023 çулта пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех, мĕншĕн тесен тырăпа çăнăх хакĕ кăçал иртнĕ çулхинчен 8-10 тенкĕ пĕчĕкрех. Паллах, ку продукци туянаканшăн лайăх, предприятие те йывăрлăха кĕртсе ÿкермест, çулталăка пысăках мар тупăшпа вĕçлĕпĕр. «Чувашхлебопродукта» республикăра çеç мар, тулашра та лайăх пĕлеççĕ, унăн продукцине — федерацин 16 регионне, кăçалтан Узбекистана, Казахстана, Таджикистана, Кăркăсстана çăнăх, сăсăл тиесе яраççĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсене 20 миллион ытла тенкĕлĕх ăсатнă. Предприяти пĕрмай çĕнĕ рынок шырать. Продукцие Санкт-Петербурга та ăсатать, малтан унта кайман. Общество паха тавар туса кăларнине пĕлеççĕ, унта хими продукчĕ хушмаççĕ, вăл патшалăх стандарчĕпе килĕшсе тăрать. Россельхознадзор ăна экспорта тиесе яриччен тата графикпа килĕшÿллĕн тĕрĕслет. — Экспорта 2024 çулта кăçалхинчен икĕ-виçĕ хут нумайрах яма палăртрăмăр, — предприяти тĕллевĕсемпе те паллаштарчĕ ертÿçĕ. — Обществăна экспорт регионсене сутнă пекех тупăш парать. Çакна та палăртмалла: çăнăх-кĕрпе туса кăларакан предприяти йышланнăран Атăл тăрăхĕнче рынок çуллен тулать. Çавăнпа ăна инçетре те шырама тивет. Предприятие модернизациличчен кашни талăкра 500 тонна тырă авăртаттăмăр, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă хыççăн вара 600 тонна авăртатпăр. Çавна пула кашни талăкра тата 100 тонна ытларах сутас тĕллев тухса тăчĕ. Туянакансем хăйсен транспорчĕпе е чукун çулпа турттараççĕ, таваршăн маларах тÿлеççĕ. Кăçал тĕшĕри клейковина виçи пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех теççĕ. Чăнах-и? — Тĕрĕс калаççĕ. Патшалăх стандартне тивĕçтерсе паха çăнăх ªчи пысăк сортº авăртма вăл кашни тĕшĕре 23 процентран сахал мар кирлĕ, — хуравларĕ Яков Михайлович. — Нумай хуçалăхăн кун пек тырă сахал, ытларахăшĕн 18-20% çеç. Çапах республикăпа тулашра 25 тата ытларах процентли те чылай. Çак кăтартуллине кашни килограмĕшĕн — 13, клейковина 23-25% тĕк 12,5-12,8 тенкĕ ªяпăх марº, 18-19% пулсан сахалрах тÿлетпĕр. Пирĕн хаксем тырă пахалăхĕпе тачă çыхăннине ертÿçĕсем лайăх пĕлеççĕ. Клейковина хисепĕ пысăк пултăр тесен агротехнологие çирĕп пăхăнмалла — калчана минерал удобренийĕ çителĕклĕ памалла, çум курăкпа кĕрешмелле, ытти ĕçе лайăх пурнăçламалла. Тутлă çăкăр-булка пĕçерме паха çăнăх кирлĕ. Ĕртÿçĕсене çакна час-часах аса илтеретпĕр, пахалăха пурин те шута илмелле. Клейковина 18-19% çеç тĕк чуста начар хăпарать, çăкăрбулка япăх пулать. Пирĕнтен продукци нумай çул илсе тăнă заводсем клейковина 28 процентран пĕчĕкрех тытса тăракан тырăран авăртнă çăнăха туянма пуçласан çăкăр изделийĕсен пахалăхĕ начар пулĕ, çакна тавар туянакансем тÿрех асăрхĕç, суту-илÿ организацийĕсем заводсенчен продукци туянма пăрахĕç. Сăмах май, специалист алă тупанĕ çинчи çăнăха шывпа хутăштарса тата пÿрнепе сăтăрсах клейковина миçе процент пулнине тĕрĕс палăртаять. Юлашки çулсенче нумай ертÿçĕ клейковина хисепне ÿстернине куратпăр. Элеватора сутнă кашни килограмм тырăшăн республика хуçалăха 2 тенкĕ таран хушса тÿлет. Ăна ял хуçалăх культурисем туса илнĕ чухне пулакан тăкака саплаштарма яраççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Çĕр улми кăлармалли хатĕр ăсталанă

«Техникăна юратмалла, ăна ача пекех пăхмалла», — çапла палăртать Куславкка округĕнчи Энтри Пасар ялĕнче пурăнакан Владимир Шикарев. Вăл руле 40 çул ытла алăран ямасть. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ шкул çулĕсенчех тракторист специальноçне алла илнĕ, ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлесе пысăк хисепе тивĕçнĕ.

Кашни кун руль умĕнче

«Ку енĕпе ятарлă курссем пурччĕ. Трактор-машина рульне тытма çам-рăклах хăнăхнă. Çуллахи каникулта колхоз ĕçне хутшăнаттăмăр. Вырма вăхăтĕнче йĕтем çинче вăй хураттăмăр. Йывăр тиевлĕ машинăсемпе тырă пушатма çÿреттĕмĕр, водительпе юнашар ларса пыраттăмăр. Вĕсем пире машинăпа çÿреме вĕрентнĕ, çавăн чухне автотехникăна юратма пуçланă. Кашни яш пекех эпĕ те руль умне ларма ĕмĕтленнĕ, водитель вырăнне лексен тем пек савăннă. Пирĕн ÿсĕмрисен хушшинче водитель профессине суйлакан нумай пулчĕ. Шкул хыççăн «Заря» совхозăн автопаркне вырнаçрăм», — калаçăва пуçларĕ Владимир Георгиевич. Çара кайиччен вăл водителе вĕренсе тухнă, хĕсметре те руле алăран яман. Унтан таврăнсан тăван хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. «Малтан ГАЗ-51 машина пачĕç, унтан ЗИЛпа çÿрерĕм. Вырма вăхăтĕнче комбайн çине ларнă. «Владина-Агро» хуçалăхра КАМАЗпа та, кранпа та, тракторпа та ĕçленĕ. Мари Эла, инçетри ытти хулана командировкăна темиçе хут та кайнă. Çул çинче машина пĕрре мар çĕмĕрĕлнĕ. Машинăрах çĕр каçма тиветчĕ. Хĕлле çил-тăманлă çанталăкра çула тухайман самантсем те пулнă. Ытларах хамăр республикăри хуласене çÿреттĕмĕр. Вутă, тырă, выльăх-чĕрлĕх, комбикорм турттарнă», — каласа кăтартрĕ механизатор. Владимир Шикарев 2015 çултанпа «Родина» кооперативра ĕçлет. Ака вă¬хăтĕнче — трактора, вырма вăхăтĕнче комбайна итлеттерет. «Нива» комбайнпа нумай çул тырă выртăм, совхозăн ун чухне техникăна çĕнетме май килместчĕ. Пĕрмай çĕ¬мĕрĕлетчĕ, ялан юсама тиветчĕ. Халь¬хисем сайра хутра кăна çĕмĕрĕлеççĕ. Комбайнсем тырă калăпăшне хăйсемех шутласа пыраççĕ. Кăçал 4900 тонна тырă выртăм, пĕлтĕр 4346 тонна пулнăччĕ. Хальхи вăхăтра комбайнпа пĕчченшерĕн ĕçлетпĕр. Хăватлă техникăпа çÿреме çăмăл, ĕçне те вăл хăвăртрах тăвать. Комбайн кабининчен апат çиме кăна анатпăр. Ĕçе вăхăтра тумалла. Ака-суха, вырма ĕçĕ çанталăкран нумай килет, — терĕ çулла иртен пуçласа каçчен уйра тăрăшакан механизатор. Çавăнпах вăл шуçăм çутипе ĕçе тухса каять те тĕттĕм пулсан кăна таврăнать. «Пĕр кунхи ĕç хĕле тăрантарать», — тесе ахальтен каламаççĕ çав. Хуçалăхра хĕлле те ĕç сахал мар: погрузчикпе тырă тиеççĕ, çулсене юртан тасатаççĕ… «Халĕ унчченхи пек инçе çула тухмастпăр, пысăк машинăсем хăйсем килсе илеççĕ, тыр-пула аякри хулана ăсататпăр. Пирĕн хуçалăхра техника çителĕклех, ĕçлекенсем те пур. Анчах çамрăксем сахаллăн. Шел те, паянхи яшсем яла юласшăнах мар, пурте хуланалла талпăнаççĕ. Пирĕн хыççăн ял хуçалăхĕнче кам ĕçлĕ-ши?» — пăшăрханăвне пытармарĕ механизатор. Владимир Шикарев районта «Чи лайăх комбайнер», «Чи лайăх механизатор» ятсене темиçе хут та тивĕçнĕ, кăçал та Куславкка округĕнче чи маттуррисен йышне кĕнĕ. Унăн пухмачĕ Айдак орденĕпе, ЧР тата РФ Ял хуçалăх министерствисен хисеп хучĕсемпе, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çит¬нине халалланă медальпе тата ытти наградăпа пуян. Ашшĕн япалисене упрать Владимир Георгиевич Аялти Улмалуй ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ Георгий Васильевич тимĕрçĕ пулнă, кÿршĕ ялти тимĕр лаççинче ĕçленĕ, пĕр вăхăт ялти колхоз председателĕнче тăрăшнă. Унăн тимĕр касакан хаччисем, ытти япали халĕ те килĕнче упранаççĕ-мĕн. «Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă. Вăл артиллерист, оруди командирĕ пулнă. Украина фронтĕнче çапăçнă, Мускава хÿтĕленĕ, тăшмана хăваласа Прагăна çитнĕ. Пĕр çапăçура аманса контузи илнĕ, сывалнă хыççăн алла каллех пăшал тытнă. Вăрçă пĕтсен те уншăн служба вĕçленмен. 1946 çулта кăна киле таврăннă вăл. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, тĕрлĕ медальпе наградăланă. Вăрçă çулĕсенче питĕ йывăр пулнине каласа кăтартатчĕ. Вăрçă пирки сăмах тапратсан куçĕ шывланатчĕ, пырĕ пÿлĕнетчĕ», — çывăх çыннине аса илсе хурланчĕ Владимир Шикарев. Амăшĕ Мария Тимофеевна мĕн çамрăкран хăмлаçăра ĕçленĕ. «Шкултан таврăнсанах аннене пулăшма Энĕш шывĕ хĕррине анаттăмăр, хăмла план-тацийĕсем çавăнта вырнаçнăччĕ. Кăш¬ман ани пайласа паратчĕç, утă пуçтарма çÿреттĕмĕр… Урамра сулланса çÿреме вăхăт пулман. Килте те выльăх-чĕрлĕх нумайччĕ», — калаçăва тăсрĕ Владимир Георгиевич. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Александр МЕФОДЬЕВ: «Салам, асатте!» – тени савăнтарать

— Вăрçă çулĕсенчи ачалăхăм, мĕн пур чăваш ачинни пекех, пĕр евĕрлĕ иртрĕ. Атте фронтра тăшманпа çапăçрĕ. Шкула питĕ каяс килетчĕ. 1945 çулхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ытти ачапа пĕрле парта хушшине кĕрсе лартăм. Анчах вĕрентекен мана: «Эсĕ 7 çул тултарайман-ха, çитес çул килĕн», — тесе ăсатса ячĕ. Ку пурнăçăмри хурлăхлă пĕрремĕш самант пулчĕ-тĕр. Тепĕр çулхине тин вĕренме пуçларăм. 9-та асатте çăпата тума вĕрентрĕ. Çăпатана Юхма пасарне кайса сутса укçа илсе килсен хĕпĕртеттĕм», — иртнине куç умне кăларчĕ нумаях пулмасть 85 çул тултарнă Александр Мефодьев. Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралса ÿснĕ çыравçă, литература критикĕ, поэт, куçаруçă, филологи наукисен кандидачĕ, Трубина Мархви ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн хисеплĕ профессорĕ — паян пирĕн рубрика хăни.

ПЕДУНИВЕРСИТЕТРА. 60 çула тăсăлнă ĕçлĕ пурнăçăн пысăк пайĕ педуниверситетра иртрĕ. Унта чăваш уйрăмĕнче /факультетĕнче/ 25 çул вăй хутăм. 1998-2004 çулсенче çĕнĕрен уçăлнă чăваш филологи факультетне декан пулса ертсе пытăм. Республика тулашĕнчи чăваш ачисене вĕренме илесси çине тимлĕ пăхаттăмăр. Пуш¬кăртстана кайса вырăнта экзамен йышăнса 19 çамрăка Шупашкара вĕренме илсе килмешкĕн май пулчĕ. Çакă маншăн тăван халăх умĕнче тунă сăваплă ĕç тесе шухăшлатăп. Сăн ÿкерчĕкре — Пушкăртстанран килнĕ студентсемпе пĕрле. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦    


«Варкăш» хăни – Юрий Исаев

Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн Çĕнĕ çул умĕнхи тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Юрий Исаевăн «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кăларăмне хак пама пуçтарăнчĕç.

Кăçал çулла кун çути курнă кĕнеке вулавăшсене çитнĕ те ĕнтĕ, пĕрремĕш вулакансем унпа паллашма ĕлкĕрнĕ. Сăмах май, унăн ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă хайлавсен 2022 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Кĕнеке презентацине поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, преподавательсемпе студентсем, Юрий Исаевăн ентешĕсем пухăнчĕç. Юрий Николаевич «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кĕнеке епле çурални çинчен каласа кăтартрĕ. Хайлавсене хăй 50 çул тултарнă тĕле иртнĕ çулсем çине çаврăнса пăхса, ачалăхпа яшлăха аса илсе, хăйне евĕрлĕ пĕтĕмлетсе çырма шухăшланă-мĕн. Кĕнекери произведенисем пурнăç пулăмĕсене çутатаççĕ, туслăхпа юрату, ырăпа усал ыйтăвĕсене тишкереççĕ, ĕçе тата çут çанталăка юратма, аслă ăрăва хисеплеме вĕрентеççĕ. Пĕрремĕш пайне калавсем кĕнĕ. Унти геройсем пурнăç тути-масине ĕçре туптанса, туслăхпа хавхаланса туйма хăнăхаççĕ, чунпа тата ăс-тăнпа çирĕпленеççĕ. Хайлав пуххин иккĕмĕш пайĕнче – аса илÿ тĕрленчĕкĕсем, вĕсем ачалăхри асамлă самантсене, паянхи пурнăçа сăнлаççĕ. Унти геройсем – авторпа пĕр ял çыннисем, унăн тăванĕсем, тусĕсем. «Хайлавсем çырма мана Арсений Тарасовпа Владимир Степанов писательсем хавхалантараççĕ. Хамшăн кăсăклă пулăмсене сăнарлатма тăрăшрăм. Атте сăнарĕ тĕпре. Вăл, сăмахран, «Пан улми», «Пиçен тăшманĕ» калавсенче тĕл пулать. Шÿтллисем те пур. «Шăртлă сысна хÿри» – хампа пулса иртнĕ ĕç-пуç. Манăн геройсем ытларах чухне — арçынсем. Вĕсен шăпи, кулянăвĕ мала тухать. Эпĕ юрату çинчен çырма пĕлместĕп», — терĕ Юрий Николаевич. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Владимир Степанов «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кĕнекене пичете мĕнле хатĕрлени çинче чарăнса тăчĕ, хайлавсем интереслĕ пулнине, ăна «Кĕрт» калавĕ уйрăмах килĕшнине пĕлтерчĕ. «Ку кăларăм маншăн çав тери хаклă. Тÿрех туртса кĕрет, чунлă. Ăна илемлĕ литературăран та ытларах юратса вуларăм. Нăрваш Шăхалĕ те маншăн çывăх. Ку кĕнеке тăрăх фильм та ÿкерме пулать. Унта приключени пур. Юрий Исаев – литературăри çĕнĕ вăй», – палăртрĕ «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Арсений Тарасов. <...>

Ольга ИВАНОВА

♦   ♦   


Çĕнтерсе таврăнса çурт хăпартма ĕмĕтленет

Хăйсен хушшинче Сокол тесе чĕнеççĕ ăна. Кăйкăр кайăкпа танлашма сăлтавĕ те пур. Тăван çĕршыва юратать вăл, йывăрлăхран хăрамасть, хăюллă, çирĕп кăмăллă. Ыттисемшĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Украинăри ятарлă çар операцийĕнче «Сокол» позывнойпа çÿрекен Вăрмар округĕнчи Чулкас ял арне 2022 çулхи юпа уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе илсе кайнă.

«Мĕнле юлăп? Каятăп!»

Александр Соколов нумаях пулмасть отпуска килсе кайнă. Кĕтсе илнĕ кунсем вара питĕ хăвăрт шăваççĕ, икĕ эрне икĕ кун пекех иртнĕ. Уйрăмах — çемьепе пулнă чухне. Мăшăрĕ Элла, хĕрĕ Лилиана юратнă çыннине çара виççĕмĕш хутчен ăсатнă. — Сашăпа эпир пирĕн Тупах ялĕнчи клубра паллашнăччĕ. Çемье çавăриччен пилĕк çул туслă çÿрерĕмĕр. Акă хĕрĕмĕр те кăçал парта хушшине пуçласа ларчĕ, — сăмах çăмхи сÿтĕлчĕ пирĕн çар çыннин мăшăрĕпе. — Сашăна салтака ăсатса курман пулин те çар операцине кăларса яма тиврĕ. Иккĕмĕш хутчен отпуска килсе кайрĕ. Салтакри вăхăта та час-часах аса илет вăл. Саша Йошкар-Олара икĕ çул службăра тăнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланипе яланах мăнаçланать вăл. Салтакра чухне хăйне лайăх енчен кăтартнăшăн отпуска килсе кайма тивĕçнĕ. Анчах тăван килтен каялла чаçе кайма йывăр пулнине пытармастчĕ. Салтакра чухнех пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, пулăшса пурăнни чи хаклине ăнланнă вăл. Халĕ те çаплах калать. Салтак пăтти çиме вăхăт çитсен Александр Соколова повестка панă. Канашра медкомиссире вара кăлтăк тупăннă, çар ретне тăма юрăхсăр-мĕн. Анчах Чулкас каччи парăнман: «Мана повестка панă, юлташсемпе тăвансем ăсатнă. Мĕнле юлăп? Каятăп!» — тенĕ вăл. Çаплах кайса çаврăнса килнĕ, чăн-чăн арçын пулса таврăннă.

Кимĕпе те каçаççĕ

Пĕлтĕр Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан та Александр Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тивсен ялан хатĕррине палăртнă. Пуç усма юрамасть. Повестка парсан тухса каяссине килĕнчисене те пĕлтернĕ. — Ун чухне Саша Мускавра ĕçлетчĕ. Ăна шăнкăравласа пĕлтерсен ĕçе пăрахса тăван тăрăха таврăнчĕ. Повестка илсе çула тухма хатĕрленчĕ. Çакна йышăнма питĕ йывăр пулчĕ. Кăларса яма хăрушăччĕ. Макăртăм. Халĕ те çăмăл мар. Хĕрĕмĕр те питĕ йывăррăн йышăнчĕ. Ашшĕпе вĕсем шутсăр çывăх. Вăл килте чухне Лилиана мана курмасть те. Отпуска килсе кайсан та чăтăмсăррăн кĕтет. Посылка янă чухне ашшĕ валли кашнинчех çырса, ÿкерсе чиксе парать. Мăшăрăм тÿрĕ кăмăллă, шухăшланине вĕçне çитерме юратать. Пĕлтĕр вăл Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумне вĕренме кĕнĕччĕ. Тĕллевне çар операцийĕ татрĕ. Çĕнтерсе таврăнсан малалла вĕренме ĕмĕтленет, — каласа кăтартнă чухне куçĕ шывланчĕ Эллăн. Май килнĕ таран мăшăрĕ валли посылка хыççăн посылка ăсатать вăл. Гуманитари пулăшăвĕ леçекенсенчен парса ярать. Унта апат-çимĕç, нÿрлĕ салфетка, хăш-пĕр чухне тумтир, машина валли саппас пайсем чикет. Хĕрÿ вырăнта пулнă май çăвăнма условисем çукраххине кура нÿрлĕ салфеткăпа усă курма та тивет-çке. Соколăн çарти тивĕçĕ — стрелок-пулеметчик. Çавăнпа чи хăрушшине те хăнăхма тивнĕ унăн. <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.