Ырăлăха мĕнле вĕрентмелле?

8 Окт, 2014

Вăл - тараватлăх патне тумалли пĕрремĕш утăм

Ашшĕ-амăшĕнчен кашниех ачинче ырă енсене кăна курма ĕмĕтленет. Ача-пăча çитĕнтернисенчен никам та хăйне пĕччен ватлăх кĕтессе, тĕпренчĕкĕ хăйĕнчен ютшăнасса кĕтмест. Ырăлăха вара суйлама пулмасть - вăл çын чĕринче е пур, е çук. Ырă чĕрепе çураласси çут çанталăкран килет-ши - калама йывăр.

Кирек тем тесен те кăмăл енĕсем, туйăмсем йĕркелессинче воспитани витĕмĕ пысăккине çирĕплетсех каламалла. Пепке ырра яланах туять, усал енсене, тĕрĕс марлăха тÿрех курать. Пирĕн, аслисен, ачасен чунĕнчи сисĕмлĕхе пусарса лартмалла мар. Хăшĕ-пĕри паянхи пурнăç тискер те çавăнпа унта ырăлăх валли вырăн сахал, ырăлăх вăл вăйсăрлăх тесе шухăлать-и тен. Манса каяр мар: пире хупăрласа тăракан тĕнчене эпир хамăр тăватпăр-çке! Çак чăнлăха ачасене ĕнентерейместпĕр пулсан çитес ăру сапăр пуласса ан та кĕтĕр. Çын хуйхине куракана çитĕнтерейĕпĕр-и ун чухне? Туслă пурăнма, юратма самана улшăнăвĕ чăрмав кÿмелле мар-çке. Вăрçă çулĕсенче салтака мар, ахаль çынна та çăмăл пулман: ырăлăх çухалман!

Паянхи кун ÿкерчĕкĕ чылайăшне савăнтармасть: çул çитмен çамрăксен килпетсĕр хăтланăвне час-час курма тивет. Çакăншăн аслисем айăплă: ырăпа усала уйăрма вĕсен хăнăхтармалла. Шел, хăш-пĕрин хăтланăвĕ ачана тĕрĕс çулран пăрăнма хистет. Пĕррехинче манăн ача шкултан кăмăлсăр таврăнчĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пынă май сÿрĕклĕхĕ япăх паллă тухнипе çыхăнма пултарнине тÿрех ăнкартăм. Йăнăшман иккен: физкультурăпа - "виççĕ". Сăлтавне тĕпчесе пĕлтĕм. Темĕнле тăрăшса пурнăçласан та курмăш пулать имĕш вĕрентекенĕ. Çав вăхăтрах хушăва тепĕр хĕр ача чылай япăхрах пурнăçласан та ăна "тăваттă" е "пиллĕк" лартать иккен.

Çак тĕрĕс марлăх пирки ачам паянхи кун та пăшăрханать. "Ашшĕ-амăшĕпе юлташлине кура ачине вĕрентекенĕн лайăх паллă кăна лартмалла-и вара?" - тет. Хĕрĕм çакнашкал каласа кăтартни те пулнă: "Вĕрентекен пĕвĕпе тĕреклĕрех хĕрсене "хĕрарăм пек сарăлса тăратăр" тесе е урăх сăмахсем каласа тăрăхланăран хăшĕ-пĕри вăтаннипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕр." Кĕлетке хăвăрт аталаннăшăн ача айăплă-и вара? Тем тесен те çакнашкал калаçу-хăтлану килĕшÿсĕр, вĕрентекеншĕн - пушшех. Çитменнине - хăйĕн те ача пур вĕт. Унăн тĕпренчĕкне кам та пулин çапла калас тăк еплерех йышăннă пулĕччĕ-ши?

Ырăлăх, тараватлăх патне тумалли пĕрремĕш утăм - ырă сăмах. Айăпсăр кÿрентернĕ çынна е чирлĕ-сусăрскере, ватта е вĕтте, арçынна-хĕрарăма, нуша куракана е телейлĕскере - пурне те кирлĕ вăл. Çывăх çынсемпе юлташсене кăна мар, палламан çынна та ырă сăмах пурнăçра вăй хушать, савăнăç парнелет. Эпир, аслисем, сăмаха уяса калаçатпăр, пĕр-пĕрне ырă сунатпăр тăк - ачасем çакна асăрхĕç. Вĕсем те çынпа çаплах пулĕç. Паха та кирлĕ ен - ырăлăх - çынра тарăн тымар ятăр тесен акаканăн вăйлă тăрăшмалла. Манар мар çакна.

С. МИХАЙЛОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.