Харпăрлăхçăсен налук тÿлеме манмалла мар

7 Окт, 2014

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, ĕç тăвакан влаçăн федераци органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Строительство министрĕн çумĕ Александр Герасимов тата Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина пурăнмалли çурт-йĕре арендăна пани тата налуксем тÿлени çинчен калакан информаци мониторингĕн кăтартăвĕсене тăратнă.

Тивĕçлĕ çăл куçсенчен республикăра арендăна паракан пурăнмалли 2,8 пин хваттере регистрацилени паллă. Çакнашкал хваттер Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче ытларах, муниципалитетсенчен - Çĕрпÿ, Красноармейски, Муркаш районĕсенче.

ЧР Строительство министерстви Интернет сетĕнче куçми пурлăх сайчĕсен мониторингне ирттернĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх çакна палăртнă: юпа уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне куçми пурлăх рынокĕнче хваттерсене арендăна парасси çинчен 1,9 пин ытла сĕнÿ пур, вĕсенчен 80% ытла - Шупашкар хулинче, 17% яхăн - Çĕнĕ Шупашкарта. Çавăн пекех çурт-йĕре сехетлĕхе, талăклăха арендăна параççĕ, вĕсенчен 1,3 пин ытла - Шупашкарта.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулта Чăваш Республикинче уйрăм çынсем пĕр пÿлĕмлĕ хваттере арендăна панин вăтам хакĕ 7,7 пин тенкĕпе танлашнă, 2 пÿлĕмли - 10 пин тенкĕ.

Арендăна паракан хваттерсен хисепне пăхсан /пурăнмалли çурт-йĕре арендăна панинчен илекен тупăшсем тăрăх деклараци тăратманнисем/ хакне пысăклатмасăр шутласан та республикăн пĕрлештернĕ бюджетне çулленех вăтамран 20 млн тенкĕ ытла пырса çитеймест. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх - хулара 7-8 пин хваттере арендăна параççĕ. Арендăна паракансем пурте налуксем тÿлеме пуçлас тăк хула бюджечĕ çулталăкне 80-100 млн тенкĕпе пуянланĕччĕ.

Республика Пуçлăхĕ çак ыйтупа муниципалитетсен влаçĕсен управляющи компанисемпе тата çурт-йĕр харпăрлăхçисен юлташлăхĕсемпе çыхăну тытса ĕçлемеллине палăртнă, ку тĕлĕшпе депутатсене анлăрах явăçтарма, халăха шанăç телефонĕсен номерĕсем çинчен туллин пĕлтерме сĕннĕ. «Харпăрлăхçăсен пурăнмалли çурт-йĕре арендăна пама ирĕк пур, çапах та вĕсем тупăшĕсене декларацилеме, налуксем тÿлеме тивĕç», - пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.

Канашлăва хутшăннисем çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçламăшĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Олег Бирюков пĕлтернĕ тăрăх - Çĕмĕрлесĕр пуçне республикăри пур хулара та пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене ăшă панă. Хальхи вăхăтра кашни хваттере ăшă панине тĕрĕслеççĕ. Вĕренÿпе сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен 89% те ăшă пырать, ĕçсене ку эрнере вĕçлеме палăртаççĕ.

А.КУЗНЕЦОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.