Палата - 20 çулта

7 Окт, 2014

Иртнĕ эрне кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатине туса хунăранпа 20 çул çитнине халалланă конференцие хутшăннă.

Республика Пуçлăхĕ Суту-илÿпе промышленноç палатине бизнеспа влаç хушшинчи ĕçтешлĕх хутшăнăвĕсене йĕркеленĕшĕн тав тунă. «Эпир алла-аллăн ĕçлени предпринимательсене яваплăха хăйсем çине илсе çĕнĕ производствăсем уçма, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшакан çĕнĕ шухăшсем, проектсем çуратма пулăшать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Вăл республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Суту-илÿпе промышленноç палатин президентне Игорь Кустарина «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне панă.

П.ЧЕРНОВ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.