Патшалăх премине илме

7 Окт, 2014

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикин литературăпа искусство енĕпе паракан Патшалăх премийĕ енĕпе ĕçлекен комисси 2014 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 2014 çулшăн Патшалăх премийĕсене илме тăратакан ĕçсене йышăнма пуçлани çинчен пĕлтерет.

Комисси çакна аса илтерет: преми илме художество енĕпе пысăк пахалăхлă поэзи, проза, драма хайлавĕсене, литературоведенипе искусствоведени енĕпе тунă пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчевсене, çĕнĕлĕхпе уйрăлса тăракан, наци литературипе искусствин, архитектурин, халăх пултарулăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, халăх ырласа йышăннă, наци ăс-хакăлне пуянлатма, наци культурин ят-сумне çĕклеме пулăшакан искусство, архитектура, халăхăн художество тата хушма пултарулăхĕн хайлавĕсене йышăнаççĕ.

Литература хайлавĕсене, литературоведенипе, искусствоведенипе çыхăннă ĕçсене преми илмешкĕн пичетре туллин кăларнă хыççăн тăратма юрать. Музыка, ÿнер, театр, хореографипе эстрада искусствин, дизайн, кино тата телекурав, халăхăн художество тата хушма пултарулăхĕн хайлавĕсене - вĕсемпе концертсенче, куравсенче, пичетре, театрсенче, кинотеатрсенче, радиопа телекуравра халăха анлăн паллаштарнă хыççăн. Архитектура ĕçĕсене преми илме çурта, комплекса е уйрăм сооруженисене хута янă хыççăн тăратма юрать.

Преми илме тăратакан ĕçсене тишкерме вĕсемпе юлашки пилĕк çулта, анчах ĕçсене йышăнассине вĕçличчен ултă уйăхран кая юлмасăр халăха паллаштарнă /пичетлесе кăларнă, кăтартнă, туса лартнă, хута янă, ĕçе кĕртнĕ/ пулсан йышăнаççĕ.

Ĕçсене 2015 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче çак адреспа йышăнаççĕ: 428004, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17 çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 /8352/ 62-03-65.

Чăваш Республикин литературăпа искусство енĕпе паракан Патшалăх премине илме тăратмалли материалсемпе документсене памалли йĕркене Чăваш Енĕн Культура министерствин сайтĕнче «Конкурссем» пая вырнаçтарнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.