Халăха çул-йĕр ытларах шухăшлаттарать

17 Ноя, 2023

Халăха çул-йĕр ытларах шухăшлаттарать

Республикăра пурăнакансене хумхантаракан ыйту кулленех тупăнать. Хăшĕ-пĕри ăна татса пама кам та пулин (анчах хăй мар) тăрăшасса кĕтет. Тепри лару-тăру хăех йĕркеленессе шанмасăр кирлĕ çĕре çитме васкать. Чылайăшĕ влаçа ӳпкеленипех çырлахать. Тăватăпилĕк çул каялла е тата маларах ку, чăнах та, çаплаччĕ. 2020 çулхи чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енре Региона ертсе пыракан центр (ЦУР) йĕркеленсен вара ĕç- пуç самай улшăнчĕ. Ку тытăм çулленех аталанса пырать. Малтанах ун пирки пĕлекен те сахалччĕ-ха. Анчах вăхăт иртнĕ май, татса панă ыйту йышланнине кура çакнашкал мелпе усă куракан нумайланать. Мĕн пăшăрхантарнине патшалăх органĕсен официаллă страницисене кĕрсе çырмалла çеç.

Татьяна НЕМЦЕВА, Чăваш Республикин Региона ертсе пыракан центрĕн ертӳçи:

— Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене татса парас ĕç лайăхланса пынине куратпăр. Уйрăммăн илсен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕнчи, сывлăх сыхлавĕнчи, социаллă тата ытти сферăри ыйтусемпе ĕçлесси хăвăртланчĕ. Çакна социаллă сетьсемпе «Госуслуги. Решаем вместе» платформа витĕм кӳчĕç — вĕсенче ыйту хăварма ансат. Çавăнтах влаç органĕсем хутшăннипе, ĕç регламентне йĕркеленине пула çынсемпе тухăçлă диалог йĕркеленет, ыйтусене татса парасси те курăмлăрах пулса тăрать.

ИСТОРИРЕН

Кашнин — хăйĕн тивĕçĕ Региона ертсе пыракан центр йĕркеленнĕренпех унăн ертӳçи – Татьяна Немцева. Ĕçĕн калăпăшĕ пысăк — паллах, пĕр-икĕ çын çеç пĕтĕмпех туса ĕлкĕреймест. Çавăнпа Региона ертсе пыракан центр темиçе пайран тăрать: ыйтусене хуравлакансем, социологсем, СММ специалистсем /социаллă сетьсемпе ĕçлекенсем/, патшалăх пабликĕсене ертсе пыма вĕрентекенсем. Çавăн пекех хыпар çыракансем, редакцилекенсем, видеомонтаж тăвакансем пур. Халăха официаллă ушкăнпа çеç кăсăклантараймастăн — интернетпа усă куракансем ансат, ахаль вулакана çывăх йĕркеленĕ материалсем кĕтеççĕ. Çавăнпа кунти ĕçченсем темиçе тĕрлĕ ушкăн тытса пыраççĕ. Паллах, вĕсене кăсăклă, усăллă хыпарсемпе тивĕçтермелле.

ЦУР ĕçĕ мĕнле йĕркеленет-ха? Республика çыннисем социаллă сетьсенче хăваракан ыйтусемпе çăхавсем «Инцидент Менеджмент» тытăма килеççĕ. Вĕсемпе ятарлă специалист ĕçлет. Çак тытăм тĕрлĕ ведомствăпа çыхăннă. Нумаях пулмасть Чăваш Республикинчи этем, ача тата предприниматель прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйсем те çак тытăма кĕчĕç. Халĕ вĕсене пырса тивекен ыйтусем социаллă сетьсене тишкерекен тытăм урлă кирлĕ çĕре тӳрех çитĕç, вара хурав та нумай кĕттермĕ.

«Инцидент Менеджмент» тытăмра ĕçлекенсем электрон майпа килекен ыйтусене йышăнаççĕ. Çăхавсене икĕ мелпе яма пулать. Пĕрремĕшĕ — «Госуслуги. Решаем вместе» платформа урлă тата влаç органĕсен сайчĕсенче /унта ятарлă баннерсем пур/. Иккĕмĕш мел — социаллă сетьсенче влаç органĕсен официаллă аккаунчĕсенче пĕр-пĕр хыпар айне ыйту хăварни.

Çуллахи кăтартусем тăрăх, Улатăрта пурăнакансем хумхантаракан ыйтусене çырса пĕлтерес енĕпе чи хастаррисен йышне кĕнĕ. Вĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш çыннисене кăшт çеç çитеймеççĕ. Улатăрта пурăнакансене, тĕпрен илсен, кил умне тирпей-илем кĕртесси, çул-йĕр, пурăнмалли çуртйĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем пăшăрхантараççĕ. Çавнашкал кашни тĕслĕхе Региона ертсе пыракан центр ĕçе илнĕ, хула администрацине çитернĕ, унта вара ыйтăва татса парассипе ĕçленĕ.

Кăçалхи вунă уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе çапла калама пулать: республикăра чи анлă сарăлнă ыйтусенчен 1-мĕш вырăнта — çул-йĕрпе, 2-мĕшĕнче — урамсене тирпейлессипе, 3-мĕшĕнче — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннисем.

Вăйлă çил алхасăвĕ

Урама тухсан çул урлă каçнă чухне тимлĕ пулмаллине мĕн пĕчĕкренех вĕрентеççĕ. Çак тĕллевпех ятарлă паллăсене пăхмалли пирки асăрхаттараççĕ. Анчах çул хĕрринчи çавнашкал паллă çухалнă пулсан мĕн тумалла? Етĕрне хулинче пурăнакан хĕрарăм нумай шухăшласа тăман — социаллă сете кĕрсе влаç органĕсен аккаунтĕнче кун пирки çырса пĕлтернĕ, Некрасов тата Ленин урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта çул урлă каçма юранине кăтартакан паллă вырнаçтарма ыйтнă. «Водительсем шкул ачисене те, ача садне çӳрекенсене те çул парасшăн мар», — çырнă вăл. Ку çăхав Региона ертсе пыракан центрăн «Инцидент Менеджмент» тытăмне çитнĕ. Унта ĕçлекенсем ăна шута илнĕ. Çавăн хыççăнах Етĕрне округĕн администрацийĕ тăрăшнипе çул хĕресленнĕ вырăна ятарлă паллă «тухса ларнă». Çул çинчи лару-тăрăва кăткăслатакан тепĕр пулăм — çут çанталăк алхасăвĕ. Иртнĕ уйăхра вăйлă çил тухнине пула йывăçсем хуçăлса çул çине те ӳкрĕç. Çакнашкал пăтăрмахсем çинчен Шупашкар администрацийĕн патшалăх пабликне пĕлтернĕ. Автомобиль водителĕ çырнă тăрăх, Çĕнĕ Шупашкара кĕнĕ çĕрте, Совет тата Пионер урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта, йывăç турачĕсем çул çинех усăнса анаççĕ. «Вĕсен витĕр светофор çутине те курма çук, çавна май çул çинче инкек пулас хăрушлăх сиксе тухать», — пĕлтернĕ вăл. Унăн ыйтăвне Шупашкар мэрийĕнчен Çĕнĕ Шупашкар администрацине çитернĕ. Хула хăтлăхĕшĕн яваплă предприятисенчен пĕри пăтăрмаха çийĕнчех пĕтерме васканă, водительсене чăрмантарнă туратсене касса тирпейленĕ. Çуллахи вăйлă çил-тăвăл вăхăтĕнче ӳкнĕ йывăçсем пирки те интернетпа усă куракансем çакнашкал мелпех пĕлтернĕ.

Хăрушă граффити

Çуртсен стенисем çинчи хăрушлăх кăларса тăратакан ӳкерчĕксем çинчен интернетпа усă куракансем «Госуслуги. Решаем вместе» платформа урлă пĕлтерсех тăраççĕ. ЦУР ĕçченĕсем çакăн пек пăтăрмахсем çинчен çăхав илсенех лару-тăру ырă енне улшăнать. Ун пек тĕслĕхсем Шупашкарти Хевеш урамĕнчи 36г, Университет урамĕнчи 10, Ахазов урамĕнчи 6а тата ытти çурт стенисем çинче пулнă. Кулленех çавнашкал икĕ-виçĕ граффитие сăрласа тасатаççĕ.

Куçакан сака вырăнне тавăрнă

Çурт умĕнчи картан пĕр хăми çук е вăйă лапамĕнче турникет юрăхсăра тухнă. Çакăн пирки никам та пĕр сăмах каламасан лару-тăру нумайччен улшăнмĕ, япăхланĕ çеç. Юрать, тимлĕхе çухатман, йĕркене, илеме сăнасах тăракан çынсем пур. Шупашкарта пурăнакан Светлана «Дорисс-парк» кану вырăнĕнче тӳрех икĕ кăлтăк асăрханă: чуччу арканнă тата йытăсем валли хатĕрленĕ тăвайккин пĕр хăми тухса ӳкнĕ. Ун пирки вăл социаллă сетьсенче çырнă. Ыйтăва Шупашкар хулин администрацине çитерсен асăннă çитменлĕхсене пĕтернĕ. Красноармейски салинче пурăнакан Сергее урамри саксене такам пĕрмай куçаракуçара лартни канăç паман. «Саксене тĕмсен хушшинех илсе кайнă, ниçта ларса канма çук… Мĕн те пулин тăвăр-ха», — тенĕ вăл. Ыйтăва округ администрацийĕ пăхса тухнă хыççăн саксене вырăнне тавăрнă, лайăх çирĕплетнĕ. Шупашкарти Граждан урамĕнчи 61/1 тата 66-мĕш çуртсен хушшинчи çĕнĕ асфальт пирки те кăмăлсăрланмалли тупăннă. Унта пурăнакан пĕр хастар асфальт çинчи пысăк путăк çинчен социаллă сетьре тарăхса çырнă. Ыйтăва ЦУР ĕçченĕсем шута илнĕ хыççăнах путăка хупланă.

Çӳп-çапа вăхăтра турттармалла

Хăтлă вырăнта ешĕл тавралăх илемĕпе киленсе пурăнасси хамăртан та килет. Шел, хăшĕ-пĕри çакăн пирки пачах пуç ватмасть, унта та кунта çӳп-çап кăларса ывăтать, çут çанталăка варалать. Юрать, çакна лăпкăн тӳссе ирттереймен çынсем пур. Вĕсем çакнашкал вырăнсем çинчен кирлĕ çĕре евитлеме пачах ӳркенмеççĕ. Шупашкарти «Лента» микрорайонта пурăнакансем те çаплах тунă. Пабликсенчен пĕринче вĕсем урамра çилпе вĕçекен хутаçсене, сапаланса выртакан пластик кĕленчесене сăнланă сăн ӳкерчĕксем вырнаçтарнă. «Çакăншăн йăлтах Трактор тăвакансен проспектĕнчи 78-мĕш çурт умĕнче çӳп-çап контейнерĕ çукки айăплă», — çырнă вĕсем çавăнтах. Социаллă сетьри поста ЦУР ĕçченĕсем асăрхамасăр хăварман. Шупашкар хулин администрацийĕн специалисчĕсем çуртра пурăнакансене пуху ирттерсе контейнер вырнаçтармашкăн йышăну тума сĕннĕ. Анчах кун пек чухне нумай вăхăт кирлĕ. Çавăнпа Шупашкар администрацийĕн ĕçченĕсем çӳп-çап ыйтăвне татса пама коммуналлă службăна явăçтарнă — çӳп-çапа çийĕнчех тиесе кайнă.

Ача-пăча лапамĕсене сăнасах тăмалла

Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕшĕн пăшăрханать. Пĕчĕкскерсене пĕр самант та тимлĕхсĕр хăварма юрамасть-çке. Хăрушлăхĕ вара кашни утăмрах кĕтсе тăрать тейĕн. Çавăнпах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ вăйă лапамĕнче те тимлĕхе çухатмасть. Конструкцисем çирĕп-и, пурте юсавлă-и? Акă, Кӳкеçре пурăнакансем ача-пăча тăвайккинче шăтăк асăрханă. Ун тăрăх шуса анасси пĕчĕкскерсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Çакăн пирки вĕсем анлă сарăлнă пабликсенчен пĕринче çырса пĕлтернĕ. Информацие ЦУР ĕçченĕсем шута илнĕ, Шупашкар округĕн ертӳлĕхне çак кăлтăксене пĕтерме ыйтнă. Вырăнти администрацин специалисчĕсем тăвайккине çав кунах юсанă. Палăртмалла: ача-пăча лапамĕсенчи хăрушсăрлăха Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма хушнă.

Канализацие тасаттарнă

Шупашкарти автомобилистсем насус станцийĕ çывăхĕнчи вырăна килĕштереççĕ пулас. Шăпах вĕсем ăна йĕркене кĕртме сĕннĕ. «Ильенко, 14С. Çумăр канализацийĕн решеткине тата, кирлех пулсан канализацие те, тасатма ыйтатпăр. Бордюр евĕрлĕ чăрмава пуçтармалла, вăйлă çумăр чухне вăл шыва юхса кайма памасть, канмалли вырăн çумĕнчи çырмана пухăнать. «Волжский 3» микрорайона тивĕçтерекен насус станцийĕн хапхи çумĕнче хушмасăр вырнаçтарнă чăрмавсене пуçтармалла», — тенĕ вĕсем регионти анлă сарăлнă пабликсенчен пĕринче. Сăн ӳкерчĕксене пăхсан йывăрлăхсем çут çанталăк тапхăрĕнчен килнине ăнланма пулать. Çумăр вăхăтĕнче унта автомобиль лартма питĕ кăткăс. Региона ертсе пыракан центр специалисчĕсем ыйтăва шута илнĕ, Шупашкар хулин администрацине ура çине тăратнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем палăртнă вырăна тӳрех çитнĕ, вазонсене пуçтарнă, шыв каймалли çула тасатнă. Малашне унта чăрмав пулмалла мар.

ИНТЕРЕСЛĔ ФАКТСЕМ

►ЦУР специалисчĕсем муниципалитет тата хула округĕсен администрацийĕсем çынсен ыйтăвĕсемпе мĕнле ĕçленине тишкерсех тăраççĕ. Кăçалхи виççĕмĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Çĕмĕрле хулипе Çĕмĕрле округĕ рейтингра малти вырăна йышăннă. Çавăн пекех Красноармейски, Тăвай, Пăрачкав тата Етĕрне округĕсем «симĕс зонăна» лекнĕ.

►Вăтамран илсен, социаллă сетьсенче пĕр эрнере республикăра пурăнакансенчен 400-500 ыйту килет. Иртнĕ хĕлле вара ку хисеп 1500-пе танлашнă.

►Улатăрта пурăнакансем иртнĕ уйăхра çеç влаç органĕсен страницисенче 300-е яхăн ыйту çырнă.

►Тухтăр патне çырăнас тесен халĕ больницăна çитмесĕрех, социаллă сетьре медицина учрежденийĕн аккаунтне кĕни те çителĕклĕ. Унти ятарлă виджет урлă хăвăра çеç мар, çывăх çыннăра та медицина пулăшăвĕ илме çырăнтараятăр.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.