Пурнăçа пуянлатакансене ял савать

7 Окт, 2014

Элĕк районĕнчи Кураккасси ялĕнчи Андреевсем çу каçипе вун-вун чечек, Чăваш Енре сайра тĕл пулакан тĕмсем çитĕнтереççĕ.

Темиçе çул каялла вĕсене пăхма кил хуçи арăмне Людмила Никитичнăна мăшăрĕ Юрий Иванович тата хĕр ачисем пулăшатчĕç. Юлашки çулсенче ку ĕçе тума кĕрĕвĕсемпе мăнукĕсем те хапăл.

Кураккассине кĕрсенех Андреевсем ăсталанă шур акăшсем, вăй хурса ÿстернĕ çеçкесем куçа илĕртеççĕ. Кунтах ача-пăча валли вырăн майлаштарнă. Выляма вĕтĕр-шакăр пухăнать.

Андреевсен пÿрчĕ умĕнче карта тулли çеçке. Картишĕнче те пайтах. Илĕртÿллĕ çăлран ăснă шыва хĕвел питтинчи витресене тултарсах тăраççĕ. Кăçал çу, çĕртме уйăхĕсенче çанталăк шăрăх тăчĕ. Чечексене куллен шăварчĕç.

Пахчине кĕрсен тĕлĕнсех кайрăм: чечексен хушшинче - чулсемпе меллештернĕ икĕ кÿлленчĕк. Пуканесемпе илемлетнĕ. Пĕрне çатан картапа çавăрнă. Юнашарах - хĕвелтен, çумăртан хÿтĕленмелли пÿлĕм. Кунта çемье ĕç хыççăн чей ĕçет.

"Чечек сорчĕсемпе хаçат-журнал вуласа паллашатăп," - тет Людмила Никитична. Андреевсем çурчĕпе юнашарах йывăç-тĕм лартса çитĕнтернĕ. Унта çулла тĕрлĕ вĕçен кайăк юрă шăрантарать. Юрий Иванович шухăша кайса хутран-ситрен сулхăнра вĕсене итлет.

Ирина СТЕПАНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.