Хыпар 128 (28156) № 14.11.2023
Чи урă яла палăртĕç
Раççейре алкоголизмпа пĕр ĕмĕр кăна кĕрешмеççĕ. «Симĕс çĕлене» çĕнтерме пулăшас тĕллевлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ пулин те экспертсем пĕлтерекен статистика, шел те, хăратма чарăнмасть.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăхра республикăра 1018 çын наркăмăшланнă. Çак шутран 438-ăшĕ спиртлă хутăш ĕçсе шар курнă. Алкоголь 173 çыннăн пурнăçĕ татăлнин сăлтавĕ пулса тăнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ведомство пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре эрех-сăра ĕçсе наркăмăшланнисен шучĕ кăçал пĕтĕмĕшле 0,5 процент чакнă. Уйрăммăн илсен вара Улатăр, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Етĕрне, Елчĕк округĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче шар курнисем нумайланнă. Çав вăхăтрах Шăмăршă тата Çĕмĕрле округĕсенче пĕр тĕслĕх те шута илмен. Спиртлă хутăшсемпе наркăмăшланакансем ытларах чухне арçынсем — 78,5 процент. 24 тĕслĕхре çул çитмен çамрăксем, 16 тĕслĕхре 14 çула çитменнисем наркăмăшланнă. Эрех-сăраран шар курнă ачасем Канаш, Вăрмар, Шупашкар, Патăрьел, Йĕпреç округĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Шупашкар хулисенче пурăнаççĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, 345 тĕслĕхре — этанолпа, 22-шĕнче — метанолпа, 8-ăшĕнче пропанолпа наркăмăшланнă. Специалистсем 60 тĕслĕхре çынсен сывлăхне сиенленĕ спирт хутăшне палăртайман. Роспотребнадзор ытларах чухне ĕçсĕр граждансем алкогольтен шар курнине пĕлтерет. Иккĕмĕш вырăнта — пенсионерсем. Вĕсем хыççăн — ĕçлекен çынсем, шкул ачисем, студентсем… Çакă пĕтĕмпех — статистика, типĕ цифрăсемпе фактсем. Анчах кашни тĕслĕхре — хуçăлнă шăпа, татăлнă пурнăç, куççуль, инкек… Алексей А. Мускавра йывăр тиев турттаракан компанире водительте ĕçлет. «Кашни кун руль умĕнче пулнăран унта эрех ĕçейместĕн. Канмалли кунсенче киле таврăнсан вара виçерен тухать», — каласа кăтартрĕ арçын. Пĕррехинче вара больницăна лекмеллех ĕçнĕ. Çав вăхăта аса илнĕ май: «Тухтăрсем çăлса хăварчĕç. Унсăрăн паян çакăнта ларайман пулăттăм», — терĕ. Çакăн хыççăн эрех-сăраран пăрăнмалла пек ĕнтĕ. Икшер эрне кун çути курмасăр ĕçни мăшăрĕн, ачисен кăмăлне хуçнине те, вĕсем уншăн чĕререн пăшăрханнине те ăнланать арçын. Анчах… «Пĕлетĕп ĕçме юраманнине. Çакă ырăпа вĕçленес çуккине те чухлатăп. Апла пулин те пыр тĕпĕнче кăтăкласа тăраканнине хирĕç тăма мехел çитерейместĕп. «Пĕр-икĕ черкке ĕçетĕп те чарăнатăп», — кашнинчех çапла шухăшлатăп. Хыççăн вара хама алла илейместĕп…» — терĕ Алексей. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
♦ ♦ ♦
«Артиста асăрханса сĕнÿ памалла»
Дон Жуан та пулнă вăл, вĕри юнлă çемçе чун та… К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн вун-вун сăнара калăпласа куракана тыткăнлакан артисчĕ Валерий Карпов хальхинче пирĕн ума роль калăплама мар, чунне уçма тухрĕ.
— Валерий Владимирович, эсир 20 çул ытла сцена çинче. Çак тапхăрта çĕр-çĕр куракана пултарулăхăрпа куççульлентернĕ те, хаваслантарнă та… Çапах пĕрремĕш роль асран нихăçан та тухмасть пулĕ?
— Театра вырнаçсанах Николай Терентьевăн «Кайри мала хур-кайăксем» пьеси тăрăх лартнă спектакльте çамрăк колхоз председатель сăнарне калăпларăм. Тÿрех тĕп сăнар шанса пачĕç вĕт. Хумханнă паллах. Артисчĕсем те, режиссер та палламанскерсемччĕ, асăннă пьесăна та ун чухне пуçласа вуларăм. Веçех тĕлĕкри пек иртрĕ. Режиссер хушнине те веçех туса çитереймерĕм-и, тен? Спектакле халăх умне кăларас умĕн пысăк инкек пулчĕ: икĕ кун маларах Чăваш халăх артисчĕ Иван Геннадьевич Иванов çĕре кĕчĕ. Вăл спектакльте пĕлтерĕшлĕ сăнар вылятчĕ. Капашсăр пысăк çухату… Çапах спектакль палăртнă кунах куракан умне тухрĕ. Кăмăла хытарма тиврĕ. Унашкал самантсенче хама вĕрентнĕ Раççей халăх артистки Тамара Лякина калани аса килет: «Ирхине аннем вилсе кайрĕ, манăн вара каçхине камитре выляма тиврĕ». Лару-тăрăва пăхмасăр мĕн пур çирĕплĕхе пухса сцена çине тухмаллах. Куракан пирĕн инкеке чухламасть, вăл пĕрех палăртнă вăхăта спектакль курма пухăнать. Унăн айăп çук.
— Кăмăл-туйăма айккине сирсе сцена çине ним пулман пек тухасси çăмăл мар-тăр.
— Психикăна та витĕм кÿрет çакă, чуна пусарать. Çапах артист профессийĕ çавăн пек — кирек мĕнле лару-тăрура та ĕçе тивĕçлĕн пурнăçламалла.
— Сцена çинче йĕме тивнĕ-и?
— Хăш-пĕр артист сцена çинче çăмăллăнах йĕреет. Анчах пирĕн тĕллев — сăнара витĕмлĕ кăтартса куракан чунне пăлхатасси. Вăл пĕрле пăшăрхантăр, йĕтĕр, култăр. Артист макăрни мар, куракан куççульленни пĕлтерĕшлĕрех. Паллах, хăш-пĕр сăнарта йĕмесĕр май çук, спектакльти чуна пырса тивекен самантсенче хама тытса чарма йывăр.
— Пурнăçра вара макăрнă самантсем пулнă-и?
— Арçынсем йĕмеççĕ тенине ĕненместĕп. Вĕсем чăтăмлăрах, çирĕпрех имĕш. Тен, вĕсем хĕрарăмран та чăтăмсăртарах-тăр. Ун пек те пулать. Тин çеç пĕрле хĕсметре службăра тăнă ача, хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаканскер, отпуска килнĕччĕ. Кану вĕçленсен ăна ăсатма кайрăмăр, тăванĕсем, мăшăрĕпе ачисем пуçтарăннăччĕ. Уйрăлу саманчĕ çитсен куççуль хăех тапса тухрĕ, ним те тăваймастăн. Эпĕ артист пулнă май яланах çынна сăнатăп. Вăл профессин пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Куç пĕрмай ăна-кăна сăнать. Пĕр-пĕр сăнара калăпланă чухне çав сăнавсемпе усă куратăп. Хайхи уйрăлу самантĕнче арçынсем пуçĕсене айккинелле пăрчĕç, хăшĕ-пĕри пăрăнса пирус тивертрĕ. Тапса тухнă куççуле арçын кăтартма тăрăшмасть кăна.
— Артист ĕçĕ килĕшнине хăçан ăнланса илтĕр?
— Тĕрĕссипе, эпĕ артиста вĕреннĕ вăхăтра профессие тĕрĕсех суйларăм-ши тесе иккĕленеттĕм. Пиçет-ши манран артист е çук-ши? Вĕрентекенсенчен те пĕрре мар ыйтнă кун пирки. Театра килсен ĕçе майĕпен юратма тытăнтăм. Театр, паллах, «чирлеттерет». Чăннипех çак профессие парăннă, пурнăçне унпа çыхăнтарнă çынсем ĕмĕр тăршшĕпех театрта ĕçлеççĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА
♦ ♦ ♦
Гориллăна ÿкерес тесе икĕ эрне кĕтнĕ
Александр Авалова Мускав зоопаркĕнчи чĕр чунсем палласа çитнĕ ахăртнех. Ара, вăл вĕсен фотографĕха та! Вăтăр çул ытла ĕнтĕ Александр Владимирович тăватă ураллă туссене «моделе çавăрать». Вĕсен сăнсăпачĕ хальччен миçе галерейăна капăрлатман-ши? Нумаях пулмасть Шупашкарта та пултаруллă фотоăстан куравĕ уçăлчĕ. Вăл çулталăк вĕçленичченех тăсăлĕ.
Хăйне евĕр фотовыставка «Радуга» куравпа культура центрĕнче «Чĕр чунсен портречĕсем» ятпа иртет. Аллă пилĕк сăн ÿкерчĕк икĕ зал йышăнать. Тигрсемпе леопардсем, çÿлевĕçсемпе панда хушшинче çурине «алла тытнă» горилла ами тÿрех хăйне тимлеме хистет. Вăл об˜ектив умне ятарласа тирпейленсе ларнă тейĕн. Чăннипех çапла иккен. Авторăн кашни сăн ÿкерчĕкпе тенĕ пекех çыхăннă кăсăклă истори пур. Вăл е ку экспонат пирки пĕлмешкĕн картинăпа юнашар вырнаçтарнă ятарлă кода смартфонпа сканерласан Александр Владимирович сăн ÿкерчĕк пирки кĕскен каласа кăтартакан видеона курма пулать. Пĕр шутласан, читлĕхри чĕр чуна сăн ÿкересси ансат пек туйăнать. Анчах илемлĕ те чĕрĕ кадр тăвассишĕн фотографăн чăтăмлăхĕ чикĕсĕр пулмаллатăр. Акă, тĕслĕхрен, горилла аçи сăн ÿкерчĕкрен çав тери мăн кăмăллăн тинкерет. Шăп çак саманта Александр Владимирович икĕ эрне кĕтнĕ иккен! Вун тăватă кун вăл гориллăсен вольерĕ патне фотосунара пынă. «Ку сăн ÿкерчĕк — Чехи зоопаркĕнче кантăк витĕр тунăскер. Горилла аçи виçĕ амапа пĕр читлĕхре пурăнатчĕ. Зоопарк ĕçченĕсем вĕсене апатлантарнă чухне çимеллине читлĕхри тĕрлĕ кĕтесе хурса паратчĕç, унсăрăн аçи пĕтĕмпех пĕччен çисе яма пултарать. Унта вăл патша пекехчĕ ĕнтĕ, амисем пĕрмай ăна тимлетчĕç, ытлашши хускалма та шикленетчĕç тейĕн. Вун тăватă кунран тинех интереслĕ ракурс тупма май килчĕ», — каласа кăтартать видеора фотоÿнерçĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать