Паян Шупашкарта - Хресчен уявĕ
Чăваш патшалăx оперăпа балет театрĕнче аграрисем пухăнчĕç, Ял хуçaлăx тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявларĕç.
ЧР Правительствин вице-премьерĕ Сергей Артамонов вĕceне уяв ячĕпе саламларĕ, малашне çĕнĕ çитĕнÿсем тума сывлăx, ăнăçy cунчĕ, уй-xир ĕçĕceне пĕтĕмлетрĕ. Кăçaл тырă 970 пин ытла тонна, 2022 çyлхинчен кăшт сахалрах, пухса кĕртнĕ. Çĕр улми, пахча çимĕç, xăмла, ытти xăш-пĕр культурa иртнĕ çyлхинчен нумайрах пуçтарса илнĕ, сĕт нумайрах туса илнĕ. Вице-премьер ытти ÿcĕме те палăртрĕ.
Пухăннисене ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев уяв ячěпе саламларĕ, кăçaлхи çитĕнÿceмшĕн тав турĕ, малашлăx тĕллевсене тишкерсе тухрĕ. Техника туянса курнă тăкакăн 40% килес çул та саплаштарма, лимита пăxca бюджетран укça хушса уйăрма шантарчĕ.
Уявра экономика ăмăртăвĕнче, тĕрлĕ продукци туса илес енĕпе мала тухнисене диплом тата хаклă парне парca чысларĕç. Пухăннисене республикăри профессионал артистсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Комментировать