Хыпар 124-125 (28152-28153) №№ 03.11.2023

3 Ноя, 2023

Туслăхпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсем кивелмеççĕ

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне республикăри Туслăх çурчĕн пуçлăхĕпе Юрий Токмаковпа тĕл пултăмăр. Калаçура туслăхпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсем нихăçан та кивелменнине палăртрĕ вăл. Тĕслĕхрен, «Укçапа пуйиччен туспа пуй», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук», «Юлташ пуçа çăлнă» каларăшсем мĕнешкел тарăн шухăшлă. Халăхсен туслăхĕн çурчĕн ĕç-хĕлĕ çинчен хаçатра тăтăш çыратпăр. Тĕрлĕ наци çыннисем акцисене хастар хутшăнаççĕ, уявсем йĕркелеме ÿркенмеççĕ. Çапах Чăваш Енре пурăнакан халăхсем çинчен ытларах пĕлни ытлашши пулмĕ.

— Юрий Алексеевич, республикăри нацисен пĕрлешĕвĕсем çинчен каласа кăтартсамăр. Вĕсен йышĕ пысăк-и?

— Халăхсен туслăхĕн çуртне уçнăранпа ултă çул çитрĕ. Çакăнтах Чăваш Республикинчи халăхсен ассамблейи ĕçлет. Сăмах май, ăна 2016 çулта йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра 20-е яхăн наци хăйсен пĕрлешĕвне туса хунă. Чи йышлисем — чăваш, тутар, вырăс, мăкшă, мари çыннисем. Ытти çĕртен килсе пирĕн тăрăхра хăтлăх тупнисем — эрменсем, азербайджансем, узбексем, туркменсем, таджиксем — сахалрах. Араб çĕршывĕсенчен Чăваш Ене вĕренме килнĕ çамрăксене, тĕслĕхрен, Бассам доктор пĕр пĕрлешĕве пухрĕ. Унсăр пуçне республикăра ĕмĕртенех пурăнакан тĕрлĕ нацие йыша илчĕ. Сирирен килнисен пĕрлĕхĕнче — 100-е яхăн çын.

— Пĕр йыша чăмăртанни инçе çула кĕскетсе пирĕн тăрăха çитнисене мĕнле ыйтусене татса пама пулăшать-ши?

— Эпир республикăра аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Халĕ кашнинчех урăх çĕршывран килнĕ студентсем пур. Вĕсене Халăхсен туслăхĕн çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратпăр, уявсене чĕнетпĕр, пултарулăха кăтартмашкăн май туса паратпăр. Малтанхи вăхăтра çамрăксене кунта пурăнакан халăхсен чĕлхине пĕлменни ура хурать. Çапах пĕчĕккĕн вĕренсехăнăхса пыраççĕ. Пĕрлешĕвĕн йышĕ вĕсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать. Пурăнмалли вырăнпа çыхăннă ыйтусене татса пама та пулăшаççĕ. Вĕренме килсенех вĕсем общежитири пÿлĕмсенче пурăнаççĕ. Капла хăйсене те меллĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çамрăксем уйрăм хваттере куçас шухăш тытаççĕ.

— Аякран килнисем кунта шăпа пÿрнине тупаççĕ. Вĕсем çемье çавăрнă тĕслĕх нумай-и?

— Мăшăрланакан, чăнах та, чылай. Бассам доктор çемйинех илер. Унăн мăшăрĕ — Патăрьел тăрăхĕнчен. Вĕсем Мускавра вĕреннĕ вăхăтра паллашса пĕрлешнĕ. Кайран Чăваш Енре тĕпленнĕ. Шупашкарта пĕлÿ илекен нумай студент çапла майпа мăшăр тупать. Араб çĕршывĕсенчен килнисен чĕлхисем пĕрешкелрех, çавăнпах вĕсене калаçăва сыпăнтарма çăмăлрах. Туслăх çуртĕнче йĕркелекен уявсенчи ташă-юрă, апат-çимĕç хăтлавĕ, куравсем нацисене пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашма май параççĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, Татьяна Петрова ал ăстин ĕçĕсен куравне йĕркелерĕмĕр. Египет студенчĕсем чăваш тĕрринче хăйсен наци эрешĕпе пĕр пек паллăсем тупрĕç. Апла тăк халăхсене авалтан куçакан культура та пĕрлештерет. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


«Йывăрлăхсăр пулмасть, хăранине çĕнтерме пĕлмелле»

— Салтака кайма хатĕрленсе ÿсрĕм, çавăнпа шкултан вĕренсе тухсанах урăх тĕллев пулман. Малтан Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлăп, таврăнсан аслă шкула вĕренме кĕрĕп тесе шухăшларăм, — пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ утăмĕсемпе паллаштарчĕ Украинăри ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе тухса кайнă Андрей Лаврентьев сержант.

Парашютпа сикнĕ

Красноармейски тăрăхĕнчи Очкассинче çуралса ÿснĕ вăл. Амăшĕ совхозра — бригадирта, ашшĕ конюхра ĕçленĕ. Пилĕк ачаллă çемьере Андрей Валентинович пĕртен-пĕр ывăл çитĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани панă. Шкулта лайăх вĕреннĕ вĕсем, уроксем хыççăн кашниех хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçланă. Арçын ача, паллах, ашшĕне пулăшнă. — 1-8-мĕш классенче Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче вĕрентĕм. Кунсерен ултă çухрăм утаттăмăр. Икĕ çырма урлă каçма тиветчĕ. Çуркунне шыв ансан çÿреме йывăрччĕ. Каçăсем урлă шыв юхатчĕ те урана йĕпетсен те шкула кайса лараттăмăр. Пĕчĕкрех чухне аслă класра вĕренекенсем пĕрле илсе çÿретчĕç. 11-мĕш класа Красноармейски шкулĕнче пĕтертĕм. Математикăна, географие, историе юратса вĕрентĕм. Олимпиадăсене хутшăнса пĕлĕве тĕрĕслеттĕм. Физкультурăна юратман шкул ачи çук пуль ĕнтĕ, эпĕ те çавах. НВП та кăсăклăччĕ. Шкултан час таврăнман, е мероприятие хатĕрленеттĕмĕр, е «продленкăччĕ». Киле çитсен кунсерен шыв кÿрсе килнĕ, аттепе анне ĕçрен таврăниччен выльăх пăхнă, вутă çурнă, кăмака хутнă. Асли апат пĕçернĕ, кил-çурта тирпейленĕ, йăмăксене пăхнă. Çапла туслă çитĕнтĕмĕр, — ачалăхне куç умне кăларчĕ Андрей Лавреньтев. Красноармейски салинчи шкулта 10-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра вăл юлташĕсем чĕннипе Шупашкара парашют шкулне çÿренĕ. Çак вăхăт хĕллехи каникулпа пĕр килнĕ. Ун чухне çамрăксене пурăнма общежитире пÿлĕм панă. Уçă тÿпене тухма шикленмен-ши каччă? — Çанталăк сивĕччĕ, парашютпа сикме вара кăçатă тăхăнмаллаччĕ. Яла кайса илсе килтĕм те кăшт каярах юлтăм. Çавăнпа хампа пĕрле сикекенсемпе самолета хăвăрт кĕрсе ларма тиврĕ. Хăраса та ĕлкĕреймерĕм. Иккĕмĕш хут сикнĕ чухне кăштах шикленнĕччĕ. Виççĕмĕшĕччен хăнăхнăччĕ ĕнтĕ, хăранине астумастăп, — йăл кулчĕ Андрей Валентинович. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Тупнă япаласем археолога савăнăç кÿреççĕ

Паян, вулаканăм, археологи пирки сăмах пуçарăпăр. Чăваш археологийĕ епле аталанса пырать? Ку енĕпе пирĕн специалистсем çителĕклĕ-и? Юлашки вăхăтра мĕнле интереслĕ япаласем тупма май килнĕ вĕсен? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне пĕрле шырăпăр.

Николай МЯСНИКОВ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн аслă сотрудникĕ:

— Республикăри археологсенчен ытларахăшĕ пирĕн институтра ĕçлет. Паянхи кун пиллĕкĕн вăй хуратпăр. Ятарлă лаборатори пур. Иртнĕ çулсенче тупнă япаласен пухмачне йĕркелерĕмĕр. Юлашки вăхăтра нумай экспедици ирттертĕмĕр. Çапах, шел те, республикăра археологсен шучĕ сахал. Пирĕн пата кашни эрнере тенĕ пекех строительсем шăнкăравлаççĕ, çурт хăпартма палăртнă вырăна тишкерме чĕнеççĕ. Эпир сахаллăн пулнăран Чăваш Ене ытти регионти археологсем те ĕçлеме килеççĕ. Кăçал Мари Элти специалистсем Çĕнĕ хулари «Ялав» микрорайон патĕнче 5 пин тăваткал метра чавнă. Уншăн пысăк укçа илнĕ. Унта пирĕн эрăри 1-мĕш ĕмĕрте авалхи йăх пурăннă. Тутарстанри специалистсемпе пĕрле Аслă Таяпара ултă çул шырав ĕçĕсем ирттеретпĕр, Таяпа хулашне тĕпчетпĕр. Атăл леш енче Вăтам ĕмĕрсенчи пытару вырăнне тишкеретпĕр: Шупашкар хулашĕ пулнă вăл. Кăçал пирĕн эрăри пĕрремĕш ĕмĕрсенче пулнă хулашра /Çĕрпÿ округĕнчи Виççĕмĕш Вăрманкас çывăхĕнче/ чавнă. Улатăрпа Шупашкар хулисенче экспедицисем ирттернĕ. Шупашкарта кашни çулах чаватпăр. Пĕлтĕр хулан 1-мĕш больници патĕнче шырав ĕçĕсем пулчĕç. Хĕрлĕ тÿремре, К.Иванов скверĕнче икĕ хутчен чавма тиврĕ. Шупашкар крепоçĕн стенисене тупрăмăр. Халĕ Аслă Таяпан хула стенисем еплерех пулнине пĕлессишĕн ăшталанатпăр. Мĕнле çуртсем лартнă вĕсем? Мĕн енĕпе ĕçленĕ? Çынсене еплерех йăлапа пытарнă тата? Çапла майпа чăваш халăхĕ мĕнле пулса кайнине тишкеретпĕр. Вăл икĕ халăхпа çыхăннă — çармăссемпе тата пăлхарсемпе. 2021 çулта Наталия Березинăн «Каменный век Чувашского Поволжья» кĕнеки тухрĕ. Унччен маларах пĕрлехи ĕç «Чăваш Республикин археологи картти» кун çути курнă. Çулсерен ултă экспедици ирттеретпĕр. Вĕсенчен виççĕшĕ — разведка тумалли, тепĕр виççĕшĕ — шырав ĕçĕсем. <...>

Роза ВЛАСОВА тишкернĕ


«Актерăн хăйĕн ролĕшĕн адвокат пулмалла»

Хăйĕн ĕçне вăл çав тери юратать. Сцена çинче нихăçан та çухалса каймасть. «Вутра та çунмасть. Шывра та путмасть», — теççĕ Николай Тарасов пеккисем çинчен. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артистне хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

«Ишет пăлан, ишет...»

— Эсир республика тулашĕнче çитĕннĕ. Калăр-ха: чăваш театрĕн спектакльне пĕрремĕш хут хăçан курнă?

— Эпĕ ача чухне пирĕн яла, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхале, Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчен артистсем спектакльсемпе пыратчĕç. Сăмах май, Анатолий Чебанов драматург пирĕн ялтан. «Сувар» ташă ушкăнĕн ертÿçи Анатолий Музыкантов — кÿршĕ ялтан. Унăн аппăшĕ те паллă çын: Валентина Тарават çыравçă. Анатолий Чебанов аннепе пĕр класра вĕреннĕ. Пирĕн патра пĕрре мар пулнă. Чăваш спектакльне пĕрремĕш хут шкулта вĕреннĕ чухне курнă. Шупашкартан артистсем гастроле пынăччĕ. Спектаклĕн ятне астумастăп. Эпĕ 5-мĕш класраччĕ пулас. Клубра халăх лăк тулличчĕ. Хĕсĕнсе кĕрсе камит куртăмăр. 11-мĕш класс пĕтернĕ çулхине иккĕмĕш сыпăкри тете Анатолий Тарасов пирĕн пата пычĕ. Анатолий Васильевич ун чухне Çамрăксен театрĕнче ĕçлетчĕ. Вăл — пултаруллă çын. Чăваш сăмахлăхне лайăх пĕлет. «Санăн театра вĕренме кайма кăмăл çук-и?» — ыйтнăччĕ вăл манран. Хурав паричченех юптару, сăвă, юрă, ташă хатĕрлеме сĕннĕччĕ. Темшĕн манăн çавăн чухне артиста кайма кăмăл çуралчĕ. Чăн та, хатĕрленкелерĕм. Тĕрĕссипе, эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне шутсăр шухă пулнă. 9-мĕш класчен лайăх вĕреннĕ. Кайран тăрăшма пăрахнă. Халĕ уншăн ÿкĕнетĕп те... Шухă пулни, унпа кирлĕ пек усă курма пĕлсен, лайăх-ха ĕнтĕ. Атте Анатолий Николаевич ĕмĕрĕпех шкулта завхозра ĕçлерĕ. Анне Юлия Сергеевна хăй вăхăтĕнче колхозра бухгалтеркассир пулнă. Çывăх çыннăм юрлама юратать. Çемьере эпир — икĕ ывăл та икĕ хĕр. Эпĕ — тăваттăмĕш, чи кĕçĕнни. Шел те, пирĕн тăрăхра та ялсем саланса пыраççĕ. Икĕ кил урлă пушă çурт ларать. Ялĕсем пысăк, анчах ĕç вырăнĕ çук. 2000 çулта Шупашкара килсен шăпах культура институчĕ уçăлчĕ. Институт çурчĕ, общежитисем çĕнĕччĕ. Артиста каяс текенсен конкурсĕ пулчĕ. Ун чухне Çамрăксен театрĕ Трактор тăвакансен культура керменĕнче вырнаçнăччĕ. Пĕчĕк залри пĕр самант асра юлчĕ. Çав самант манăн ăраскала татса пачĕ. Хальхи пекех астăватăп: каччăсем тăратпăр. «Сирĕнтен хăшĕ салтак юррине юрлама пултарать?» — ыйтрĕ Вячеслав Оринов режиссер. Эпĕ салтак юррине тăсса ятăм: «Ишет пăлан, ишет пăлан, ишет…» Зоя Ярдыкова, йывăр тăпри çăмăл пултăр, пирĕн çине пăхса тăратчĕ. «Ак ку пултаруллă каччă», — терĕ ман еннелле кăтартса. Пĕрремĕш тапхăр витĕр тухрăм, кайран иккĕмĕш тапхăр пулчĕ. Çапла хам сисмесĕрех, ăнланмасăрах вĕренме кĕтĕм. Театрĕ ăçта ларнине те пĕлмен ун чухне. Сакăр каччăпа тăватă хĕр вĕрентĕмĕр. Каччăсем вĕренсе пĕтерсен сахалланаççĕ. Хăшĕсем урăх çул суйлаççĕ. Пирĕн те çапла пулчĕ — тăваттăшĕ тухса кайрĕç. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Окоп чавма салтак юрри юрласа ăсатнă

— «1941 çулта ялтан хĕрсемпе хĕрарăмсене Пăрачкав тăрăхне окоп чавма салтак юрри юрласа ăсатрăмăр, ял вĕçнех леçсе ятăмăр», — çапла аса илетчĕ анне Нина Алексеевна. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 10 çул тултарнă. Хÿтĕлев чиккисем тумашкăн кайма кĕçĕнрех пулнă пулин те çав вăхăтри лару-тăрăва лайăх астăватчĕ. Терт-нуша тÿснине часчасах аса илетчĕ, — каласа кăтартрĕ Комсомольски салинче пурăнакан Валентина Зайцева. Çывăх çынни халĕ ку тĕнчере çук ĕнтĕ, 91 çула кайнă Нина Зайцева 2021 çулхи раштав вĕçĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă…

Кашкăр та тапăннă, кĕсен те ернĕ…

Валентина Германовнăн амăшĕ Нина Зайцева асăннă районти Ĕнел ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Алексей Белков Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайсан амăшĕ Клавдия Игнатьевна ултă ачапа тăрса юлнă. Вуннăри Нина асли пулнă. Юрать, хуçалăхра ĕне усранă. Вăл ачисене выçлăхран хăтарнă. Сăмах май, вăрçă хыççăн ватăлнă ĕнене аш-какай комбинатне йĕре-йĕре ăсатнă вĕсем. Мĕншĕн тесен Белковсем хăйсем çеç çимен сĕт юр-варне, кÿршĕри ĕне çук çемьесене те парса пулăшнă. — Анне каласа кăтартнă тăрăх, çав çулсенче кашкăр уйрăмах йышлă çÿренĕ. Ун чухне витесен тăррине улăмпа çеç витнĕ. Пĕррехинче вĕсен ĕни пăрулама пуçланă. Амăшĕ çывăракан Нинăна тăратнă. Çывăха çитнĕ кашкăрсем юн шăршине туйса вите тăррине сиресрен питĕ хăранă вĕсем. Темĕнле вара кашкăрсем тивмен, Кĕтне шывĕ хĕрринелле кайнă. Анне шкулта çичĕ класс çеç вĕренейнĕ. Лайăх ĕлкĕрсе пынă пулсан та малалла ăс пухма май килмен, кĕçĕннисене пăхма тивнĕ. Тăхăнма тумтирĕ, çырма шурă хут пулман. Хаçат çине çыркаласа вĕреннĕ. Пĕррехинче шатра ернĕ те вăл текех шкула кайман, фермăра ĕçленĕ, сурăх, хур пăхнă. Унта та тукмак хÿресем час-часах тапăннă. Хурсене пăвса хăварнă. Нуша темĕн те тутарнă: çав хурсене кайран аран-аран вырнаçтарнă. Çуркунне Кĕтне шывĕ сарăлсан анне чылай вăхăт киле таврăнайман, шыв урлă каçма май пулман. Пăру пăхнă. Пĕррехинче пăрусене кĕсен ернĕ. Ветеринар темшĕн вĕсене выльăх çинчи кĕсене алăпа тасатма хушнă. Акă ачасене те çак амак ернĕ. Аннене амăшĕ хăйĕн ашшĕ панă эмелпе сиплесе сыватнă. Ытти ачан больницăрах выртса тухма тивнĕ. Киле таврăнсан та ахаль ларман вăл: фронтри салтаксем валли нуски, алсиш çыхнă, пахча çимĕç типĕтнĕ, — амăшĕ каласа кăтартнине ассăн сывласа аса илчĕ Валентина Германовна. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Пĕр пĕччен – пĕр оркестр

Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул тата Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине паллă туса Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат Чĕмпĕр енче тата Тутарстанра тăватă кун пурăнчĕ. Унăн тĕллевĕ шкул ачисемпе тĕл пулса Иван Яковлев, Писательсен союзĕ, чăваш чĕлхи тата литератури çинчен каласа парасси, хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллаштарасси пулчĕ.

Хаклă хăнана Çĕпрел районĕн çĕрĕ çинче кĕтсе илтĕм. Ку тăрăхра пурăнакансен 40 проценчĕ — чăваш. Автобусран ансанах Светлана Асамата хам çуралнă яла — Çĕнĕ Йĕлмеле — илсе кайрăм. Ку ялта 19- мĕш ĕмĕрте Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă паллă çынсем — П.Миронов математикпа К.Прокопьев этнограф — çуралса ÿснĕ. Пире вăтам шкул директорĕ В.Мискин кĕтсе илчĕ. Ачасемпе тата вĕрентекенсемпе ялти клубра тĕл пултăмăр. Кунта Светлана Васильевна ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕнчен Улькка Эльменрен пысăк салам илсе килнине пĕлтерчĕ, союз çинчен каласа кăтартрĕ. Унтан тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки сăмах хускатрĕ, хăйĕн кĕнекисемпе паллаштарчĕ, сăввисене вуларĕ. Асамат поэт çеç мар, юрăç та, композитор та. Вăл сцена çинче хăй хайланă юрăсене баян каласа юрларĕ, Виталий Адюков парнеленĕ шăхличпе тĕрлĕ кĕвĕ каларĕ. Пĕр пĕччен – пĕр оркестр! Ачасене те мероприятие хутшăнтарчĕ. Тăватă ачана тăватă шăхлич пачĕ, хăй вара баяна тăсса ташă кĕвви пуçларĕ. Ачасем ун хыççăн шăхличпе шăхăрса пычĕç. Пĕтĕм зал кĕрлерĕ, алă çупрĕ. «Сирĕн пек пултаруллă çынна курма питĕ хавас, тĕлĕнтерсе хăвартăр, пирĕн пата тата килĕр», — тесе ăсатрĕç Çĕнĕ Йĕлмелсем хăнана. Иккĕмĕш тĕлпулу Кивĕ Улхашра иртрĕ. Ку ял Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрет, Çĕнĕ Йĕлмелтен ултă çухрăмра вырнаçнă. Çавăнпа хир урлă унта çитесси вăхăта нумай илмерĕ. Тĕлпулу Совет Союзĕн Геройĕ Н.Князькин ячĕллĕ вăтам шкулта иртрĕ. Унта пире чăвашла тумланнă хĕрсем çăкăр-тăварпа, чăваш ташшипе кĕтсе илчĕç. Светлана Васильевна хăйне çапла хисепленĕшĕн савăнчĕ, унăн чутах куççуль тухмарĕ. Кивĕ Улхаш – облаçри чи пысăк чăваш ялĕ, унта паян 500 ытла кил. Светлана Васильевна унта та хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартса куракансене тĕлĕнтерчĕ. Каç енне эпир Чĕмпĕре çитрĕмĕр. <...>

Николай ЛАРИОНОВ-ЙĔЛМЕЛ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.