Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ

2 Ноя, 2023

Паян, чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне республикăра уявличчен пĕр кун маларах, Хĕрлĕ Чутай тата Шупашкар округĕсенче савăнăçлă пуху ирттерсе мăйракаллă шултра выльăх валли инвестици проекчĕн çĕнĕ объекчĕсене уçрĕç.

Чутай тăрăхĕнчи «Коминтерн» кооперативра 13-24 уйăхсенчи пăрусене вырнаçтарма кăçал вите тунă, унăн смета хакĕ 92 миллион та 457 пин тенкĕпе (НДСсăр шутласан) танлашнă. Вăл — выльăх комплексĕн 3-мĕш тапхăрĕнче чи юлашкинчен ĕçе кĕртнĕ объект. Строительство 2022 çулхи ака уйăхĕнче пуçланнă, кăçалхи авăн уйăхĕнче вĕçленнĕ.

Маларах, 2022 çулта, 3-12 уйăхсенчи пăрусене вырнаçтармалли вите хута янă, ăна тума — 57 миллион та 304 пин, çӳлте палăртнă икĕ объект строительствинче 149 миллион та 762 пин тенкĕ тăкакланă. Иккĕшĕ те çамрăк ĕне выльăхпа тулличчĕ, ăна туянман — кунти ăратлă ĕнесенченех.

ЯХПК комплексра 1200 пуç мăйракаллă шултра выльăха вырнаçтармалли витесен инвестици проектне пурнăçлама 2017 çулта пуçланă. Унăн 1-мĕш тапхăрĕнче 600 пуçлăх пĕрремĕш вите хăпартнă, ăна 2017 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче ĕçе кĕртнĕ. Проектра пăхнă хăватне 2019 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне 100% тивĕçтернĕ.

Проектăн 2-мĕш тапхăрĕнче, 2018-2019 çулсенче, ĕне сумалли, витене кĕмелли-тухмалли, пушар каланчи, шĕвĕ каяш тата типĕ каяш пухмалли блоксем тунă. Вĕсене 2019 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче хута янă.

600 пуçлăх иккĕмĕш витене 2020 çулта çĕклесе лартнă, çав çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçе кĕртнĕ.

«Коминтерн» кăçал 2924 гектара акнă. Çав шутра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем — 1444, апатлăх куккурус — 488, хура пусă 320 га. Кăçал 5946 тонна тырă пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç 41,2 центнер. Кĕрхи культурăсем 543 га акнă.

2023 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх — 2492 пуç (çулталăк каяллахинчен 117,8%), çав шутра ĕне 850 пуç (çулталăк каяллахинчен 109,7%) шутланнă. Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 7605 килограмм (2022 çулхи çав хушăринчен 15,6% нумайрах) сунă.

ЯХПК кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне федераци бюджетĕнчен — 20,3 млн, республикăран 22 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ.

2023 çулхи тăхăр уйăхра 121 миллион та 678 пин тенкĕлĕх таса тупăш тунă. Коллективра 92 çын ĕçлет, кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 48250 тенкĕ пулнă.

Шупашкар округĕнчи «Чурачикское» общество 2022 çулхи раштав уйăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхăн 750 пуç çамрăк пăрăвне вырнаçтарма тата тăрантарма икĕ вите тума тытăннă, строительствăна кăçалхи авăн уйăхĕнче вĕçленĕ. Смета хакĕ 114 миллион та 648 пин тенкĕпе (НДСсăр шутласан) танлашнă.

Общество 2023 çулта 2909 га акнă, çав шутран тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем — 1115, куккурус — 685, хура пусă 80 га йышăннă. Кăçал 4005 тонна (бункер виçи) тырă е кашни гектартан 39,5 центнер пухса кĕртнĕ. 2024 çулта пуçтарса илме кĕрхисене 517 га акнă.

Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх — 2507 пуç (2021 çулхи çав кунринчен 111,4%), çав шутра ĕне 747 (çулталăк каяллахинчен 106,7%) усранă. Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче иртнĕ çулхи çав хушăринчен сĕт 14,6% нумайрах, кашни ĕнерен вăтамран 7817 килограмм (пĕлтĕрхи палăртнă тапхăртинчен 7,4% ытларах) сунă.

Общество кăçал, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, федераци бюджетĕнчен — 16,6 млн, республикăран 17 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Обществăра 65 çын ĕçлет, кашни уйăхра ĕç укçи вăтамран 44765 тенкĕ панă, кăçалхи тăхăр уйăхра 74,6 миллион тенкĕлĕх таса тупăш илнĕ.

www.hypar.ru Юрий Михайлов сӑн ӳкерчӗкӗсем

Комментировать