Çар хĕсмечĕ - пурнăç шкулĕ

6 Окт, 2014
Унăн витĕр тухас кăмăллисен шучĕ çулсерен ÿсет
Раççейре кĕрхи призыв пуçланчĕ: Тăван çĕр-шыва чунтан парăннисен, кăмăлпа çирĕпписен, çĕр çинче, тинĕсре, тÿпере хăюлăхпа паттăрлăх кăтартма хатĕррисен тепĕр ăрăвĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен алла хĕç-пăшал тытса çар ретне тăрать.

Çар тумне тăхăнакансен шучĕ çурхи призывринчен чылай сахалрах. Енчен те ун чухне хăйĕн çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçне пурнăçлама çар подразделенийĕсене 1897 ентеш тухса кайнă тăк, кĕрхинче 1204 çамрăк хĕсмете тăрĕ. Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çара каякансенчен шучĕ федераци шайĕнче те палăрмаллах чакать: 2500 çынна яхăн. Çурхинче те чылай пĕчĕкленнĕччĕ.

Чăваш Республикин çар комиссариачĕн хĕсмете тăма хатĕрлекен тата çар чаçĕсене ăсатакан пайĕн ертÿçи Сергей Козюра полковник çакăн темиçе сăлтавне асăнчĕ. Пĕрремĕшĕ, тĕпри - Раççей çар доктринине виçеллĕ тума палăртнă, унпа килĕшÿллĕн контракт мелĕпе хĕсмете тăракансене ытларах хатĕрлеççĕ. Çарăн ятарлă техникин водителĕсене, кăткăс электрон оборудование ĕçлеттерме пултаракан специалистсене, çыхăнăвăн автоматизациленĕ тытăмĕсен операторĕсене - ку тата ытти должноçа халĕ контрактниксене ытларах çирĕплетеççĕ. Хĕсмет вăхăтне çулталăк хăварни те, Конституципе килĕшÿллĕн çар тивĕçне пурнăçлама çар ретне тăратакан çамрăксен шутне призывран призыва чакарса пыни те çакăнпах сăлтавланать. Унччен повестка илмелли каччăн сывлăхне тĕпе хунă тăк, халĕ унăн пĕлĕвĕ «мала тухнă».

Кăçалхи призыврах çак кăтарту икĕ процент ÿснĕ: çурхи призывра çара ăсатнисенчен 18% аслă пĕлÿллĕ пулнă, кĕрхинче 20% ытла дипломлисене алла хăватлă хĕç-пăшал тыттармалла. Кусем хĕсмете питĕ вăрттăн документсемпе ĕçлеме ирĕк илĕç, режимлă çар чаçĕсенче /космос, сывлăшран тапăнассинчен хÿтĕлекен çарсенче, шыв ай киммисем çинче.../ çар тивĕçне пурнăçлĕç.

Çамрăксене çара ăсатмалли тапхăр пуçланнă май республикăри çар комиссариачĕсен çумĕнче 26 призыв комиссийĕ йĕркеленĕ. Вĕсем малтанхи кунсенченех хĕрÿ ĕçе тытăннă. Тĕрĕссипе вăл пĕр самантлăха та чарăнман: алла кĕрхи призывра повестка илекен каччăсен сывлăхне çулталăкĕпех тĕрĕсленĕ, кирлисене сипленĕ те. Врач комиссийĕнчисем те, çар комиссариачĕнчисем те призывниксен сывлăхĕ кашни çулах лайăхланса пынине çирĕплетеççĕ. Сывлăха пур енлĕн тĕплĕ тĕрĕслеме, организмри ку е вăл кăлтăка çийĕнчех тупса палăртма хальхи медицина диагностикин оборудованийĕ пулăшать. Врач комиссийĕн тĕплĕ тĕрĕслевĕ витĕр тухнисен 70 проценчĕ - хĕсмете тăма /А категори/ тата юрăхлăх тĕлĕшпе чару пуррисен /Б категори/ йышĕнчен.

Сергей Александрович çамрăксене çар хĕсметне мĕнле хатĕрленипе те паллаштарчĕ. Ку чăннипех анлă комплекслă, чылай мероприятирен тăракан тытăм. Вăл шутра - çар-патриот воспитани парасси, ДОСААФ шкулĕсемпе курсĕсенче çар специальноçĕсене алла илме пулăшасси, хăватлă техника водителĕсене хатĕрлесси... Кĕрхи призывра çар ретне тăракан 1204 çамрăкран çурри ытла çар комиссариачĕ урлă е хăйсем тĕллĕн хĕсметре кирлĕ специальноç илнĕ.

«Юлашки призывсенче хĕсметрен пăрăнакан сахалланнине уйрăммăн палăртмалла», - терĕ пай пуçлăхĕ. Апла тăк çамрăксен ăнланăвĕ те ырă енне улшăнать. «Çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçласси - Конституцире палăртнă ирĕк. Пирĕн çемьери кашни арçын салтак пăттине çинĕ. Унашкалли тăвансен йышĕнче те нумай. Енчен хам тивĕçе чыслăн пурнăçламасан мана вĕсен умĕнче намăс та. «Çар хĕсмечĕ - пурнăç шкулĕ» теççĕ халăхра. Манăн та çав шкул витĕр тухас килет», - терĕ Шупашкарти врач комиссийĕн пĕтĕмлетĕвне кĕтекен Олег Маслов призывник. Тĕрĕс сăмахсем, вĕсен çумне темех хушаймăн. Эпир Олега тата ыттисене ăнăçу кăна сунтăмăр.

Юрий СТЕПАНОВ

Олег МАЛЬЦЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: