Хыпар 121-122 (28149-28150) № 27.10.2023

27 Окт, 2023

«Çыравçăн наркозсăр пурăнмалла»

Çапла каларĕ паллă çыравçă тата публицист, Раççей писателĕсен союзĕн правленийĕн председателĕ Николай Иванов нумаях пулмасть Наци библиотекинче ирттернĕ тĕлпулура. Унăн пурнăçĕ те, пултарулăх çул-йĕрĕ те хăйне евĕрлĕ. Николай Федорович 1956 çулта Брянск облаçĕнчи Страчево салинче çуралнă. «Советский воин» журналта малтан корреспондент пулнă, кайран — тĕп редактор. Хĕрÿ çапăçу пыракан вырăнсене çитнĕ. Ахальтен мар вăл: «Çыравçăн библиотекăра лармалла мар, вăрçа хутшăнмалла», — тет. СССР арканнă хыççăн «Честь имею» çар журналне ертсе пынă. 20 ытла кĕнеке авторĕ. 2018 çулта ăна Раççей писателĕсен союзĕн председательне суйланă.

Çар журналисчĕ пулас килчĕ

— Николай Федорович, литературăпа ача чухнех кăсăкланма пуçларăр-и?

— Çапла, литература ман пата кĕнекесем урлă çитрĕ. Килти библиотека пуянччĕ. Унта патриотизм, çар сĕмĕллĕ кĕнекесем пурччĕ. Питĕ нумай вулаттăм. Пичче Саша, манран тăватă çул аслăрахскер, ман çинчен, эпĕ ялта мĕн туса çÿрени çинчен темĕнле поэма çырма тытăннăччĕ. Пуçланă хайлава вĕçлеймесĕрех Ашхабада вĕренме кайрĕ, тетрадьне килте хăварчĕ. Эпĕ ăна тупрăм, хам çинчен вуларăм та малаллине сăвăласа çыртăм. 8-мĕш класра вĕренеттĕм ун чухне. Манăн пирвайхи опыт теме юрать. Суворов училищине вĕренме кĕрсен стена хаçачĕ калăпламаллаччĕ. Эпĕ ку енĕпе хастарччĕ тееймĕп, анчах майне пĕлеттĕм. Манăн атте ял корреспонденчĕ пулнă, район хаçатĕнче ĕçлетчĕ. Ялта мĕн пулса иртнине эпир пурте куратпăр, çав ĕç-пуçа хутшăнатпăр. Тăрук хаçатра заметка тухать, ун айĕнче вара — манăн аттен хушамачĕ. Пĕр-пĕр пулăм хаçатри йĕркесене çаврăнни маншăн тĕлĕнмеллеччĕ. Çакă та хавхалантарчĕ. Эпĕ ытларах та ытларах çырма тытăнтăм: çырнисене округ, суворовецсен хаçачĕсене яраттăм.

— Эппин, çар ĕçĕ сире пĕчĕк чухнех кăсăклантарнă?

— Çапла, çарпа çыхăннă пулăмсем çинчен çырни яланах илĕртетчĕ. Суворов училищи хыççăн пирĕн çар училищине вĕренме каймаллаччĕ. Мана направленипе Мускаври команда училищине ярасшăнччĕ, 15 çул рота старшини пулăн терĕç. Командир хăнăхăвĕсем пурччĕ ĕнтĕ. Генерал та пулăн терĕç. Эпĕ вара: «Çар журналисчĕ пулас килет», — терĕм. Пĕртенпĕр училище Львов хулинчеччĕ. Унта çар журналисчĕн факультетне вĕренме каясшăнччĕ эпĕ. Направленипе ямастчĕç, мĕншĕн тесен училище пĕтĕм Совет Союзĕ валли 60 çын çеç хатĕрлесе кăларатчĕ. Пĕрех унта кайрăм, çар журналисчĕсен факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Десант çарĕсене, десант хаçатне лекрĕм. Ку çарсем хĕрÿ çапăçу пыракан вырăнсене хутшăнаççĕ. Унта вара шăпах Афганистан… Манăн пакунсем улшăнса пычĕç, должноçпа та, пултарулăхра та ÿсме тытăнтăм. Кĕнекесем, тĕрленчĕксем, калавсем çыртăм – таçта та хутшăнни, нумай курни витĕм кÿчĕ.

«Маншăн 1 миллион доллар ыйтрĕç»

— Эсир ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăнсене те çÿретĕр.

— Çулланнă çыравçăсем те çапăçу хирне лекееççĕ. Эпĕ автобус станцине утатăп, 1800 тенкĕпе Луганск таран билет туянатăп, çапăçу пыракан вырăна çитетĕп. Унта вара палланисем тĕл пулаççĕ. Çав çынсенех эпĕ Афганистанра курнă, унтан — Цхинвалта, Чечняра тĕл пулнă /вĕсем мана тыткăнран çăлнăччĕ/. Донбасра вĕсем полковнике çитнĕ ĕнтĕ, пысăк подразделенисене ертсе пыраççĕ. Мана кĕтсе илчĕç хайхискерсем. Пĕр блокпоста ертсе кайма ыйтрăм. «Халĕ блокпостра пытару мешехи иртет», — терĕç мана. «Кама пытараççĕ?» «Ольга Сергеевнăна». «Блокпострах-и?» «Урăх тата ăçта пытармалла?» Кайрăмăр çав вырăна. Çитсе пыратпăр. Куратăп: пĕчĕк шăтăк чавнă. Салтаксен взвочĕ тăрать, сывпуллашу салючĕ сирпĕтме автоматсем тытнă. Ольга Сергеевна вара йытă иккен. Вăл çар çыннисемпе пĕрле çак блокпостра тăватă çул пурăннă. Анчах пĕр кунхине тăшман мини çине лексе леш тĕнчене ăсаннă. Ăна паттăрла пытарнă пек çĕр айне чавса чикеççĕ, хисепленине кăтартаççĕ. Ку мана тата ытларах тĕлĕнтерчĕ. Мĕншĕн тесен маларах эпĕ пачах урăх тĕслĕхпе паллашнăччĕ. Мана Украина нацисчĕсем пирĕн салтаксен виллисене траншейăна сарнине, вĕсем тăрăх утса çÿренине сăнлакан сăн ÿкерчĕк кăтартнăччĕ. Çак икĕ тĕслĕхе танлаштарсан уйрăмлăх тÿрех курăнать. Ку пирĕн вăхăтра, 21-мĕш ĕмĕрте, пулса иртет: Европа варринче çынсене тăван чĕлхепе калаçнăшăн вĕлереççĕ. Эпир Украинăпа мар, НАТО блокĕпе кĕрешетпĕр. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦   


Ялти ĕç чуна тасатать

Кăçал фермер шкулĕнче вĕренсе ялта ĕçлемелли пĕлĕве анлăлатнă çынсен Чăваш патшалăх аграри университечĕ панă списокĕнче Алексей Кольцов Етĕрне округĕнче ĕçленине палăртнă. Анчах ал айне Шупашкар округĕн хаçачĕ лекрĕ те — унта Алексей Николаевич çак тăрăхри Мамкара фермер ĕçне аталантарни çинчен кĕскен каланă. Хăшĕ йăнăшать?

— Нимĕнле йăнăш та çук, — пĕлтерчĕ 36 çулти фермер хаçат корреспондентне. — Манăн мăшăр Шупашкар округĕнчи Мамка ялĕнчен. Унта сурăх ĕрчететпĕр. Аттепе анне вара Етĕрне районĕнче çуралнă. Хулара пурăннăскерсем тăван тăрăха — яла, Етĕрне округĕнчи Кăкшăма — куçрĕç. Унта халĕ 25 ĕне усратпăр. Мĕнле калас, тымарсем патне таврăнатпăр... «Фермер шкулĕнче» вĕренни те, эппин, вăхăт ирттермелле тенĕ пек ячĕшĕн мар — хайхи шухăшлавпа пĕр саслă утăм, хăйĕн шăпине ялта курнипе çыхăннă ăнтăлу. Кăçал вăл шкулта «Ялти туризм» çул-йĕрпе вĕреннĕ. Маларах вара «Аквакультура» çул-йĕрпе пĕлÿ илнĕ. Кунта та тĕлĕнмеллине курмасть. Пулă ĕрчетессине ăнăçлă йĕркелесе ярсан пулă хуçалăхĕнче туристсене те йышăнма пуçласшăн. Пулăç çурчĕ, хăнасене илĕртмелли ытти май — пĕтĕмпех пулмалла. Пулă хуçалăхĕ йĕркелес ĕмĕт пушă вырăнта çуралман. «Ялта пахча хыçĕнче меллĕ вырăн пурччĕ — унта шыв тултартăмăр», — пĕлтерчĕ Алексей. Анчах ку пысăк ĕç пуçламăшĕ кăна-ха. Пĕвене пулă ямалла. Хĕле хирĕç çапла туни, паллах, вырăнсăр. Пулла çитĕнме тивĕçлĕ температура кирлĕ, сивĕре вăл ÿсмест. Çитес çул вара унта вăлтапа ларма май пулатех. Анчах çамрăк çын вăлтапа пулă тытнипе кăна çырлахасшăн мар — пулă ĕрчетесси пысăк производствăнах çаврăнмалла. Паллах, тăкаксăр пулмĕ. Çавăнпа хăйĕн бизнес-проектне Ял хуçалăх министерствине тăратнă, ăна ăнăçлă хÿтĕлесе «Перспектива» гранта тивĕçнĕ. Хаçат корреспонденчĕпе калаçнă май шăпах инçе çула тухма хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ — пулă хуçалăхĕ валли меллĕ ангар туянма каять-мĕн. «Фермер шкулĕнче» вĕреннĕ май лайăх пĕлет: 1 гектар йышăнакан пĕве-кÿлле 600 килограмм таран пулă ярсан ăна ятарласа тăрантармасăр та çитĕнтерме пулать-мĕн — пулă çут çанталăк панипе тăрансах çитĕнеет. Паллах, расхучĕсем пĕчĕкрех пулĕç, анчах кунашкал «перекетлĕх» производство кăтартăвĕсемпе савăнтараймĕ, çавăнпа Алексей Кольцов пулла апатлантарасшăн. Малтанлăха карп, толстолобик ĕрчетесшĕн, унтан вара хаклăрах йышши пулăпа ĕçлес ĕмĕчĕ те пур. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


«Ыттисем килмесĕр, вилсен те, ан таврăн»

Амăшĕ куççульне шăлса ăсатнă

Агафия Самарина Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче 1924 çулта çуралнă. 1932 çулта шкула кайнă. «Эпир 9-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ, — çырнă хăйĕн аса илĕвĕнче Агафия Николаевна. — Ял çыннисемпе пĕрле çав çул тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕрте ĕçлерĕмĕр. Юпа уйăхĕнче Сăр хĕррине илсе кайрĕç. Лавсем çине япаласене тиерĕмĕр, хамăр хыççăн утрăмăр. Киря станцине çитсен пире çамрăк тесе каялла ячĕç. Шкулта ĕçлекен техничкăсене пурне те вăрман касма илсе кайнăччĕ, çавна май шкул çуртне хамăрăнах хутса тăма тиврĕ. Чÿк уйăхĕнче, çын çитмен пирки, пире Сăр хĕррине тепĕр хутчен илсе кайрĕç. Çĕр пÿртре пурăнтăмăр. Ĕçе 7-8 çухрăм çуран каймаллаччĕ. 1941 çул вĕçĕнче, 1942-мĕшĕн пуçламăшĕнче çанталăк питĕ сивĕ тăчĕ. Каçхине ĕçрен ывăнса таврăнаттăмăр. Хăш-пĕр чухне апат çимесĕрех çывăрса каяттăмăр. Çапла икĕ эрне ĕçленĕ хыççăн хĕр тусăмпа киле кайма шут тытрăмăр. 50-60 çухрăм çуран утса каçхине киле çитрĕмĕр. Эпĕ килте пулман вăхăтра аттене колхоз председательне лартнă иккен. Вăл питĕ тÿрĕ кăмăллă çынччĕ. Ирхине ĕçе каймалли çинчен лăпкăн çеç пĕлтерчĕ. Анне шывланнă куçне шăлса: «Хĕрĕм, çынсем пурте килмесĕр, вилсен те, ан таврăн», — терĕ. Сăр хĕрринче тепĕр уйăх çурă ĕçлерĕмĕр. Ĕçлесе пĕтерсен митинг ирттерчĕç. Ун хыççăн çĕрлех киле тухса утрăмăр. Сăр шывĕн сылтăм çыранĕ хĕррипе танксене хирĕç 2-3 метр çÿллĕш стена турăмăр. Мĕн чухлĕ ДОТ туман-ши тата? Траншея та чавнă. Миçе хутчен пит-куçа тăм илмен-ши тата? Ĕçлесе таврăннă хыççăн, кăрлач уйăхĕнче, 10-мĕш класра вĕренме пуçларăмăр. Çав çулхине аттене вăрçа илсе кайрĕç. Çур çултан вăл хыпарсăр çухални çинчен хут килчĕ. Пирĕн çемье çине калама çук пысăк хуйхă йăтăнса анчĕ. Ял çыннисемпе çул тума кайрăм. Пирĕн бригадир чирлесе ÿкрĕ. Ун вырăнне мана лартрĕç. Ĕç нормине ирттерсе тултартăмăр, вара пире киле маларах ячĕç. Вунă кунран Киряпа Буинск хушшинче раз˜езд тума çул тытрăмăр. Унтан килсен хĕр тусăмпа вĕренмешкĕн кайма шутларăмăр. Шупашкартан яла учительсем пулса таврăнтăмăр. Мана — Нăрваш Шăхальне, тантăша Шăхача ячĕç. Хĕр тусăмпа киле кайнă чухне яланах ачасем, шкул пирки калаçаттăмăр. Çуркуннехи илемлĕ кун Çăл Атăкпа Çĕньял хушшинчи сăрта çитсен вăрçă чарăнни çинчен пĕлтĕмĕр. Ял варрине çитсен митинга хутшăнтăмăр. Мана килте 80 çулти кукаçипе вăхăтсăр ватăлнă анне тата икĕ йăмăк, шăллăм мăйран уртăнса кĕтсе илчĕç. Хăйсем питĕ савăннă. Вăрçă чарăнсан та анне «атте таврăнĕ-ха» тесе, хăйне хăй лăплантарса пурăнчĕ». Агафия Самарина ĕмĕрне учительте ĕçлесе ирттернĕ.

Торф та кăларнă

Анастасия Сергеева Красноармейски районĕнчи Çĕньял Карай ялĕнче 2023 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 17-ре пулнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа Тăвай районĕнче окоп чавнă. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн тăван тăрăхне çуран таврăннă. Çав çулах Мордва, Чăваш, Тутар тăрăхĕсенчи çамрăксене Иваново тăрăхне торф хатĕрлеме илсе кайнă. Кунне вĕсене 700 грамм çăкăр панă. Ĕç условийĕсем йывăр пулнă. Çынсем чĕркуççи таран шывра ĕçленĕ. Вăрăм туна тапăнса халтан янă. Вĕсем вара çăпатапа кăна пулнă. Торфа çара алăнах тытнă. Бараксенче çывăрнă. Вĕсене начар хутнă. Вăрçă хыççăн Анастасия Федоровна Вăрнар районĕнчи Чапаев ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. Ултă ачана лайăх воспитани парса ÿстернĕ. Ватлăх çулĕсенче мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăннă. Тыл ĕçченне «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


«Сцена çине тухсан ыратни те иртет»

Надежда Кузьмина калăплакан сăнарсем кирек хăçан та кăмăла çĕклеççĕ. Янăравлă, хаваслă вĕсем… Чуна парса вылянăран, манăн шухăшпа, çапла илĕртÿллĕ, асра юлмалла пулса тухаççĕ.

— Надежда Геннадьевна, артист пулмах çуралнă эсир.

— Пултарулăх атте-аннерен куçнă пулĕ. Хама астума пуçланăранпах юрлатăп. Хăнасем килсен мана, пĕчĕкскере, пукан çине хăпартса тăрататчĕç. Атте питлĕх çапатчĕ, купăс калатчĕ. Эпĕ вара юрлаттăм. Кĕрекене лариччен хăнасем концерт пăхатчĕç. Акробатика хусканăвĕсене тăваттăм. Вĕсене хамах шухăшласа кăларнă. Вĕрентекен пулман. Телевизорпа та курман пуль. Пире хирĕçле пурăнакан Коля пичче пĕрмай аса илетчĕ: «Виççĕ-тăваттăра чухне урама тухаттăн та юрлаттăн». Вăл ман пирки: «Ку хĕрача опера юрăçи пулать», — тенĕ. Çавăн хыççăн ман çума «Опера» хушма ят çыпçăнчĕ. Сăмахĕ мĕне пĕлтернине те ăнланман ĕнтĕ, анчах питĕ кÿренеттĕм.

— Шкулта вĕреннĕ чухне сирĕнсĕр пĕр концерт та иртмен ĕнтĕ?

— Тĕрĕсех. 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне вара мана ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» ансамбле илчĕç. Вăл аслисен коллективĕччĕ, ачасем çÿремен унта. Эпĕ ун чухне больницăран сипленсе кăна тухнăччĕ. Унта мана кÿршĕ палатăсенче выртакансем «Заболела бабушка» юрра вĕрентнĕччĕ. «Концерт лартмалла. Пирĕн юрлакан çук. Сана юрлаттаратпăр», — терĕ «Шуçăм» ансамблĕн илемлĕх ертÿçи. Больницăра вĕреннĕ çав юрăпа тухрăм вара халăх умне. Çавăн чухне эпĕ пĕрремĕш хут микрофон курнă. Ăна алла тытнипе савăннăран питĕ хытă кăшкăрса ятăм. Çав кунран вара «Шуçăм» ансамбльте юрлама пуçларăм.

— Артист пулас ĕмĕт хăçан çуралчĕ?

— Ĕмĕчĕсем пĕчĕк чухнех пулнă ĕнтĕ… Шкул пĕтерсен хаçатра пĕлтерÿ вуларăм: «Çамрăксене Санкт-Петербурга театр академине вĕренме кайма пуçтараççĕ». Нумай шухăшласа тăмарăм, кайрăм. Экзаменсене ăнăçлă тытса вĕренме кĕтĕм. Диплом илсен Чăваш Енех таврăнтăм. Малтан Çĕнĕ Шупашкарти сăнав театрĕнче ĕçлерĕм. Кайран мана Чăваш драма театрне илчĕç.

— Чăваш театрĕнчи пĕрремĕш роле астăватăр-и? Пуçласа çакăн пек сумлă театр сцени çине тухнă чухне пăлханмарăр-и?

— Пĕрремĕш роль — В.Розовăн «Туй кунĕ» спектакльти Нелли. Питĕ хăйне евĕрлĕ, юнтармăш пĕчĕк хĕрача. Паллах, пăлханнă. Халĕ те, театрта нумай çул ĕçлетĕп пулсан та, сцена çине тухас умĕн пăлханчăк туйăмсем çавăрса илеççĕ. Спектакльте пĕрле вылякансен шанăçне çухатас марччĕ тесе яланах пăшăрханатăн. Уйрăмах пĕччен юрлама тухнă чухне чун-чĕре канăçсăрланать. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Тÿлевĕн пĕр пайне тавăрас килет-и?

«Юлашки ыйтăва пĕлнĕ çĕртех тĕрĕс мар хуравларăмăр. Çапла майпа 40 балл çухатрăмăр», — тивĕçлĕ канурисен хушшинче финанс пĕлĕвĕ енĕпе йĕркеленĕ чемпионата Надежда Быченковăпа хĕрÿ сÿтсе яватпăр. Çакă федераци шайĕнчи тупăшура Чăваш Ен командине такăнтарнă тесен те юрать. Унсăрăн çĕнтерÿçĕсем пулĕччĕç вĕсем. Çапах пĕтĕмĕшле рейтингра — 7-мĕш, балл кăтартăвĕпе 4-мĕш вырăн йышăнни те аслă ÿсĕмрисене хавхалантарни куçкĕрет. Тен, çитес çул вĕсен ыттисене хыçа хăварма май килĕ? Шанăç пур. Ахальтен мар тивĕçлĕ канурисем пĕлĕве пĕр вĕçĕм тарăнлатаççĕ.

Еткерлĕх, цифра тенки…

Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин капитанĕ Надежда Быченкова регион шайĕнчи чемпионатра мала тухнă. Вăл Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрти «Аслă ÿсĕмрисен университечĕ» клубра тавра курăмне аталантарать. Сăмах май, унта финанс пĕлĕвĕ енĕпе уйрăм факультет уçнă. Ирина Сапожникова специалист ăнлантарнă тăрăх, банк, социаллă фонд, полици ĕçченĕсене тĕлпулăва ятарласа чĕнеççĕ. Вĕсем «Аслă ÿсĕмрисен университетĕнче» вĕренекенсене çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнисĕр пуçне чи çывăх ыйтусене уçăмлатма пулăшаççĕ. Çакă, чи малтанах, пенси илекенсене кулленхи пурнăçра шар курасран сыхланма май парать. Хальхи технологисен анлăшĕ вĕçĕ-хĕррисĕр. Тÿлевĕн пĕр пайне /кэшбэк/ каялла тавăрма май килни кама савăнтармĕ? Федераци шайĕнчи чемпионат ыйтăвĕсем патне таврăнатпăр. Пĕлнĕ çĕртех йăнăшни шăпах ахаль çын электронлă мелпе алă пусма пултарнипе çыхăннă. Тĕрĕс хурава юлашки самантра улăштарнăран ÿкĕнмелле пулса тухнă. «Ку – вăйă çеç», — чунне хытарса пĕтĕмлетет Надежда Быченкова. Сăмах май, вăл пĕлтĕр те çавнашкал тупăшура палăрнă. «Малтанах финанс пĕлĕвне укçа-тенкĕпе кăна çыхăнтараттăм. Ку тытăм мĕнешкел анлă пулнине юлашки çулсенче, социаллă центра çÿреме пуçласан, тин ăнлантăм. «Чемпионат ыйтăвĕсене хуравламашкăн финанс тытăмĕнче тăрăшнисем пухăннă ĕнтĕ», — калаçрăмăр хамăр хушăра. Тепĕр тесен, тивĕçлĕ канăва тухсан укçа-тенкĕпе ĕçленĕ тапхăр та манăçать. Çĕнĕлĕхсем вăя кĕреççĕ. Ĕçрен кайнă çын вĕсене ăса хывни иккĕленÿллĕ. Унсăр пуçне ыйтусем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç», — тупăшăва хутшăнни чунра тарăн йĕр хăварнине çирĕплетет капитан. Мĕнлисем-ши? Пирĕн те пĕлес килет. Тĕслĕхрен, чемпионатра Владимир Маковский художникăн картинин ятне ыйтнă. Надежда Анатольевна палăртнă тăрăх, халăх хушшинче йĕрке хуралçисене те сăнланăран тăватă хуравран «Крах банка» ята суйланă. 1880 çулта ÿкернĕскере командăри çынсенчен нихăшĕ те унччен курман. Ку хутĕнче сăнама пĕлниех балл хушма пулăшнă. Макс Гайссерăн «Банкир» /Ростовщик/ картининчи пĕр лаптăка хура тăваткалпа хупланă. Çав вырăнта мĕн ÿкернине ыйтнă. Сĕтел çинче мĕнле хатĕр пулма пултарать? Укçа-и? Кĕнеке-и? Тен, сейф? Чим, ăна мĕншĕн стенаран çакман? Юрать, сейф уççин пĕр пайĕ курăннă. Шăпах çакă тĕрĕс хуравлама май панă та. Банка хунă укçана еткерлĕхе куçарассипе çыхăннă ыйтăва вара Чăваш Ен команди çăмăллăнах хуравланă, мĕншĕн тесен Надежда Быченковăн хăйĕн çавнашкал документа алă пусма тÿр килнĕ. Апла тăк çулсем иртнĕçемĕн опыт пухăнни мĕнешкел пĕлтерĕшлĕ. Цифра тенки тавра калаçу пуçарчĕ вăл. Чемпионата хатĕрленнĕ май хĕрарăм çĕнĕ йышши укçа пирки те вуласа пĕлнĕ. Ан тив, хальлĕхе унпа усă куракан сахал пултăр. Çапах цифра тенкин хăйне евĕрлĕхĕ çинчен пĕлмеллех. «Регион шайĕнчи тупăшура çавнашкал укçапа çыхăннă ыйту пурччĕ. Пĕтĕм Раççейри чемпионатра та çавăн евĕрлĕреххине кĕтрĕм», — ăнлантарать хĕрарăм. Кĕтни-шанни тÿрре тухнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


Тăшман чееленме ăста

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра «Государственная граница» илемлĕ фильм курнă хыççăн Алексей Данилов салтака кайсан пограничник пулма ĕмĕтленнĕ. Шăпа çапла çырнă та. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе вăл çак çарта пурнăçланă. Алексей Гавриловичпа вăл Украинăри ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килсен тĕл пулса калаçрăмăр.

Шÿт чăна çаврăннă

Алексей Данилов Çĕрпÿ хулинче çуралса ÿснĕ. Пĕлтĕр Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан хăйĕн ирĕкĕпе «Атăл» батальона çырăннă вăл. — Юлташсем пĕрин хыççăн тепри кайрĕç. Вĕсене кайран куçран мĕнле пăхăп — аван мар. Эпир мар пулсан кам? Пирĕн пурин те патриот пулмалла, — терĕ старшина. Вăл — пограничниксен туслăхĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн председателĕ. Сăнав шкулĕнчи ЮДП /пограничниксен çамрăк тусĕсем/ класĕнчи ачасемпе тĕлпулусене хутшăнать. Çарпа патриотизм воспитанийĕ пама витĕм кÿрет. Хăй салтак аттине пĕрремĕш хут тăхăннине те куç умне кăларчĕ Алексей Гаврилович. Çывăх çыннисем ăна ал шăлли çакса ырă суннă, ашшĕ ята чыслăн упрама пилленĕ. Юлташсем салтак юрри юрланă. …Салтак юррин тарăн шухăшлă сăмахĕсене арçын ача чухнех илтнĕ, çитĕннĕçемĕн ытларах ăнланма тытăннă. Унăн та салтак пулмалла вĕт. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ, астрономи предметне кăсăкланса ăса хывнă, математикăпа физикăна юратнă, физкультура урокĕнче, бокс секцийĕнче хул-çурăмне çирĕплетнĕ. Тавра курăма аталантармашкăн ытти кружока кайма та вăхăт тупнă вăл. Алексей Данилов салтакра отделени командирĕ пулнă. Çав вăхăтра Чечняра, Таджикистанра хирĕç тăрусем пынă. Унăн юлташĕсенчен чылайăшĕ Чечняна кайма заявлени çырнă. Вĕсен йышĕнче Çĕрпÿ каччи те пулнă. Анчах салтаксене Чечняна мар, Таджикистана янă. — Тĕрлĕ чаçри пограничниксем Душанбере пĕр тĕле — Мускав пограничникĕсен отрядне — пуçтарăнтăмăр. Афганистанпа Таджикистан чиккинче тăтăмăр, душмансем каçасран хураллаттăмăр. Хăш-пĕр вырăнта общество транспорчĕн чарăнăвĕсен будкисене, пĕр-икĕ çурта аркатнине курма тивнĕччĕ. Унти халăх чухăн пурăнатчĕ, апат-çимĕç хаклăччĕ. Хамăр та тĕрлĕ лару-тăрăва чăтса ирттернĕ, — аса илчĕ ĕнерхи салтак. Отпуска килсен каччă палланă хĕре тĕл пулнă. «Светлана, качча тухмарăн-и-ха?» — шÿтлесе сăмах хушнă вăл. «Сана кĕтетĕп», — çухалса кайман хĕр. Алексей отпускран кайсан ку минутлăх тĕлпулу çинчен маннă. Анчах Светлана Валерьевна Турă çырниех пулнă иккен. Шăпа вĕсене татах тĕл пултарнă, çамрăксем çемье çавăрнă, хĕр çуратса ÿстернĕ. Пĕлтĕр кĕркунне Алексей Данилов «Атăл» батальона хăй ирĕкĕпе кайма шухăшланине пĕлтерсен çар комиссариатĕнче ĕçлекен мăшăрĕ куççульленнĕ. Анчах мĕн тăвăн? Çемье пуçĕ тĕллев тытнă пулсан… <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.