«Ыттисен» шалăвĕ те хушăнать
Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнчи уйрăм тема — ĕç укçи. РФ Президенчĕн указĕсемпе килĕшӳллĕн бюджет ĕçченĕсен шалăвĕн ӳсĕмне шута илнĕ. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи кăçал 14,7% хушăннă — 38,3 пин тенкĕрен иртнĕ. Çитес çул та ӳсĕм курăмлă пулмалла — 8,9% ӳссе 41,4 пин тенкĕ патне çывхармалла. Вĕрентекенсемпе медиксемсĕр, культура ĕçченĕсемсĕр пуçне бюджетран укçа илекен ытти çын та пур — «ыттисем» тесе палăртакан çак йышăн шалăвĕ Çĕнĕ çултанах 8,5% пысăкланĕ. Ку, паллах, бюджетшăн ансат мар, анчах кирлĕ укçана резервланă. Çав шутра — 2024 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен МРОТа 18,5% ӳстерессине тивĕçтерме те.
Çийĕнчен министр република Пуçлăхĕ мĕн пур патшалăх учрежденийĕн ĕçченĕсен шалăвне тишкерме хушнине аса илтерчĕ. Тишкернĕ — вĕсен ĕç укçине те ытти бюджетникăннипе шайлашуллă тумаллине палăртнă. Çапла вара çитес çулхи бюджетăн ĕç укçи валли каякан тăкакĕсен калăпăшĕ 33,6 миллиард тенкĕпе танлашĕ — кăçалхинчен 9,1% пысăкрах.
Бюджетăн пĕтĕмĕшле тăкакĕсем 86,3 миллиард тенкĕпе танлашĕç. Вăл 1.4 миллиарда яхăн тенкĕлĕх дефицитлă пулĕ. Михаил Ноздряков кăçалхи патшалăх парăмĕ самай пысăк пулнине аса илтерчĕ, вăл çитес çул та пысăкланĕ — 19,5 миллиард тенке çитĕ.
Бюджет проекчĕ тĕлĕшпе прокуратура енчен асăрхаттарусем пулнă-мĕн. Надзор органĕ тăлăхсене тата нумай ачаллă çемьесене хваттерсемпе тивĕçтермелли тимлĕхе пысăклатма сĕннĕ. Михаил Геннадьевич Чăваш Енре тăваткал метрсемпе тивĕçтермелли тăлăхсен шучĕ çуллен пысăкланса пынине аса илтерчĕ. Кăçал тинех чакма пуçланă. Ку 2023 çулта 315 тăлăха хваттер панипе те çыхăннă — «умĕнхи çулсенчи кăтартуран виçĕ хут нумайрах». Çитес çул валли те 320 тăлăх валли хваттер туянма укçа хывнă. Нумай ачаллă çемьесем тĕлĕшпе, чăн та, ӳкерчĕк урăхларах. Кăçал 160 çемье çĕнĕ хваттерсене куçмалла. Çитес çулхи бюджет проектĕнче вара 67 çемье валли укçа уйăрассине палăртнă — хальлĕхе. Министр çак цифрăна пысăклатасси тĕп ыйтусен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Çав вăхăтрах република Пуçлăхĕ хушнине те аса илтерчĕ. Укçа уйăрни кăна сахал — çак категорисене кирлĕ хваттерсем çителĕксĕр, вĕсене тăвас тĕлĕшпе строительсмпе пайăррăн ĕçлемелле.
Комментировать