Çăлавçăсем те вĕренеççĕ
Паллах, инкек тухасса никам та кĕтмест, анчах ăна кашнин хатĕр пулмалла. Çавăнпа вăл е ку лару-тăрăва лексен мĕн тумаллине ача садне е шкула çӳренĕ чухнех вĕрентеççĕ. Мĕн пĕлнине вара çăлавçăсемпе пĕрле тĕрĕслеççĕ. Çапла, пушар хуралĕнче тата çын пурнăçĕшĕн тăрăшакан ытти ведомствăра ĕçлекенсем те хăйсен пĕлĕвне çĕнетсех тăраççĕ.
Юпа уйăхĕн 17-20-мĕшĕсенче Чăваш Енре çăлав службисен командăпа штаб вĕренĕвĕсем иртрĕç. Çăлавçăсем çыннăн пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ май хăрушлăхпа куçа-куçăн тĕл пулнине, тен, хăшĕ-пĕри ăнланмасть те. Кунта вара хăюллă пулмалла çеç мар, йĕркене те çирĕп пăхăнмалла. Çав вăхăтрах командăпа пĕрле ĕçлеме пĕлни те кирлĕ.
Çăлавçăсем валли хатĕрленĕ практика ĕçĕсен шутĕнче: çын нумай çĕрте пушар сӳнтересси, çурт ишĕлнĕ хыççăн ишĕлчĕксене тĕрĕслесси, çул çинчи авари хыççăнхи тата пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан хими шĕвекĕ юхса тухсан лару-тăрăва йĕркелесси, хăрушă инфекци тухнипе кĕрешесси.
Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаса кĕрешекен пĕрлехи патшалăх тытăмĕн Чăваш Енри территори тытăмĕн вăйĕсемпе хатĕрĕсен смотрĕ иртрĕ. Мероприяти вăхăтĕнче Раççей МЧСĕн Чулхулари тĕп управленийĕн ертӳçи, шалти службăн генерал-лейтенанчĕ Валерий Синьков тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пушар тата çăлав машинисен, ятарлă техникăн уççисене панă.
Смотр пынă вăхăтрах Шупашкарти Текстильщиксен урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра, Çĕнĕ Шупашкарти чукун çул тата Вăрнар округĕнчи çулйĕр çинче «çăлав операцийĕсем» иртрĕç. Вĕсенчен пĕринче пулса курма тӳр килчĕ. Текстильщиксен урамĕнчи çуртра пĕр хваттерте килте усă куракан газ «сирпĕннĕ». Ун пирки газ компанийĕн диспетчер службине шăнкăравласа пĕлтернĕ. Абонент нумай хутлă çуртăн 2-мĕш под˜ездĕнче газ шăрши пуррине каланă. Газ сирпĕнни тата подъездăн сулахай енĕ ишĕлсе анни çинчен хыпарлама çавăнтах пушар чаçне шăнкăравласа çитнĕ, 5 çын «вилни», 12-ĕн йывăр «аманни» çинчен пĕлтернĕ. «Ишĕлчĕксен» айĕнче çынсем «пулнă» иккен. Эппин, вĕсене çăлмалла. Чăнах та, хăрушă лару-тăру. Юрать-ха, вăл вĕренĕвĕн пайĕ çеç. Чăннипех çакнашкал инкек сиксе тухнă пулсан вăл миçе çемьене пырса тивĕччĕ, мĕн чухлĕ хур кăтартĕччĕ. Çăлавçăсем хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçларĕç. Полици ĕçченĕсем вăхăтра çитсе çурт патне çынсем пырасран асăрхаса тăчĕç. «Аманнисене» васкавлă медицина пулăшăвĕн машинисемпе илсе кайрĕç. Çăлавçăсем «ишĕлчĕксен» айне пулнă çынсене тупма «шăплăх минучĕ» те ирттерчĕç.
«Çăлав ĕçне Шупашкарăн хула звенинчи харпăр йышĕн 16 техникине тата 78 çынна хутшăнтарнă», — пĕлтерчĕ ЧР 5-мĕш пушар-çăлав отрячĕн ертӳçи, Шупашкар хулин вырăнти пушар-çăлав гарнизонĕн ертӳçи, шалти службăн подполковникĕ Алексей Александров.
Çак кун тата — Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче те, тепĕр кунне вара Ӳнер музейĕнче те «çăлав операцийĕ» ирттерчĕç. Кашнин — хăйĕн кăткăслăхĕ. Музейре, сăмахран, çынсене инкекрен хăтарнисĕр пуçне ӳнер ĕçĕсене те «çăлмалла».
«Вĕренӳ тĕллевĕсене пурнăçланă», — палăртнă пĕтĕмлетӳ ларăвĕнче Валерий Синьков. Вăл çăлавçăсене çакăнпа çеç чарăнмалла марри, халăха хӳтĕлес ĕçри ăсталăха ӳстерес енĕпе яланах ĕçлемелли пирки каланă.
Пирĕн вара çакна асра тытасчĕ: çăлавçăсем пурри аван, анчах хамăрăн та хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасчĕ, инкек тухма сăлтав тăвас марччĕ.
www.hypar.ru Сергей Журавлев тата Лариса Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментировать