Çуртсене ăшă панă
Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле пуçланине тунтикунхи канашлура строительство министрĕ Михаил Коледа хакларĕ. Пурăнмалли çурт-йĕре ăшăпа тивĕçтересси 100% танлашать, социаллă об±ектсем тĕлĕшпе ку кăтарту 99,68% шайĕнче. Хальлĕхе Улатăрсен 3, Комсомольскисен 5, Етĕрнесен 2 культура учрежденийĕнче ăшă çук. Шупашкарта 2 шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ — çавăнпа сивĕ.
ТЭЦсемпе котельнăйсенче резерв топливо çителĕклĕ — мазут 11,4 пин, çĕр кăмрăкĕ 12,7 пин тонна. Потребительсен ресурссемпе тивĕçтерекен компанисен умĕнчи парăмĕ пысăкки çав-çавах пăшăрхантарать. Электричествăпа ăшă энергийĕ тĕлĕшпе çивĕчлĕх çук-ши — министр ку кăтартусене асăнмарĕ, çут çанталăк газĕ тĕлĕшпе вара парăм 965 миллион тенкĕпе танлашать. Çак виçе çулталăк пуçламăшĕнчи шайран 14,7% чакнă, çапах — пурпĕр пысăк-ха.
Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Виктор Кочетков çуртсене ăшăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе чăрмав тухса тăнă хăш-пĕр тĕслĕхе палăртрĕ. Шупашкарта нумай хваттерлĕ пĕр çуртăн çӳлти хваттерĕн хуçи килте çук-мĕн — ют çĕршыва канма тухса кайнă. Ăшă тытăмĕнчи сывлăша шăпах çав хваттерте кăлармалла — кĕме çук, çавăнпа çуртăн пĕтĕм «стоякĕ» сивĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара республикăра çурт-йĕре хутса ăшăтас тĕлĕшпе лару-тăру йĕркеллĕ.
Комментировать