Чăваш туйĕ живопиçре те театрта кăна ...
«Художниксем сăнланă чăваш туйĕсенче аваллăхпа хальхи пурнăç, çамрăклăхпа ватлăх йăлтах пĕрлешнĕ. Туй-çуй чăваш пурнăçне пĕтĕмпех сăнласа парать тейĕн»,- çакăн пек сăмах пуçарчĕç сăрă ăстисем «Халăх туйĕ - художник куçĕпе. Символика, йăла-йĕрке, сăнарсем, хальхи самана» регионсен хушшинчи ăслăлăх-практика конференцийĕнче.
Вăл Шупашкарти ÿнер музейĕнче иртрĕ. Сăмах май, раштав уйăхĕн малтанхи кунĕсенче кунта çак ятпах питĕ хăйне евĕр курав уçăлнă. Тĕп хулари тĕрлĕ музей фондĕнче упранакан чылай художник ĕçне тăратнă унта. Вĕсенчен паллăраххисем - И.Дмитриев, Ю.Зайцев, Н.Сверчков, М.Спиридонов, Н.Овчинников, А.Миттов, П.Сизов. Паха çак выставка кăрлач уйăхĕнче те ĕçлĕ.
Куравăн та, конференцин те тĕп тĕллевĕ - халăх еткерне упрасси, хальхи ÿнер искусствинче картина темине уçса парас йăла-йĕркене аталантарасси. Ларăва художниксем, аваллăх управçин ĕçченĕсем, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕсем хутшăнчĕç. Быстрое подключение виртуальных номеров. Смотрите на этом сайте Конференцире «Художниксем тата туй теми - палăртнинчен философи таран», «Туй - ÿнер искусствинче тата халăх пултарулăхĕнче», «Вырăс тата ют çĕр-шыв тĕпчевçисем - чăваш туйĕ пирки», «Чăваш туйĕн йăли-йĕрки», «Чăваш чăвашла ÿкерет», «Тытса чарма çук хĕр туприне» тата ытти докладпа паллаштарчĕç. М.Спиридоновăн хваттер-музейĕн ертÿçи Н.И.Садюков «М.Спиридонов «Качча каякан хĕр» картина çырнин историйĕ» пирки каласа пачĕ. «Унăн ĕçĕсене куракан чун кĕвви пекех йышăнать. Сăрă ăсти вара музыкăна живопиçрен çÿлерех лартать. «Кĕвĕ - чун валли, живопиç - куç валли», - тет вăл», - палăртрĕ Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн тĕп управçи Георгий Исаев И.В.Дмитриевăн ĕçĕсем пирки.
Роза Власова
Комментировать