Хыпар 115-116 №№ (28143-28144) 13.10.2023
Телемедицина консультацийĕ илме те май пулать
— Пирĕн ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ пуласса тĕлĕкре те тĕлленмен. Эпĕ те, ялта пурăнакан ытти çын та ФАП уçнăшăн питĕ савăнтăмăр, — терĕ Вăрмар округĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакан Галина Прокопьева. Ял-салара медицина пулăшăвĕн ĕçне лайăхлатасси паянхи саманара сывлăх сыхлавĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Çавăнпах ФАПсем тума бюджетран укçа самай уйăраççĕ.
Яла пĕтме памаççĕ
Наци проекчĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă. Вăл палăртнă тăрăх, ФАПсен ĕçĕ пациентсене справкăсем, направлени çырса парса районти больницăна ăсатнипе мар, унта ĕçлекен специалистсем çынсене чăннипех пулăшма, çĕнĕ оборудованипе, хăвăртлăхлă интернетпа усă курма пултарнипе пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн республикăра ФАПсем çĕклесси лайăх пурнăçланса пырать. Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакансем валли те ФАПа «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн пуçламăш сыпăка модернизацилессипе çыхăннă программипе килĕшÿллĕн çĕкленĕ. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче ял-йыш çĕнĕ çурт умне пуçтарăннă. Савăнăçлă мероприятие округ ертÿçи Василий Шигильдеев, район больницин тĕп тухтăрĕ Олег Волков, округри депутатсен пухăвĕн депутачĕ Николай Зайцев хутшăннă. Василий Викторович ял-йыша ырă пулăмпа саламланă май ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине, Вăрмар районĕн больницин ертÿлĕхне тав тунă. Çакăн пек ФАП округра тата тăваттă уçăлмаллине пĕлтернĕ. — Хĕрлĕçырти кивĕ медпункт 1960 çулта лартнăскерех пулнă. Паллах, унти условисем паянхи пурнăçпа килĕшсе тăмастчĕç. Сивĕччĕ, хĕлле кăмака хутсан та çиелти тумтирпе лараттăм. Çавна пулах районти тухтăрсем ялти тивĕçлĕ канури çынсен сывлăхне тĕрĕслеме хĕлле питех килсе çÿреймен. Ытларах çуркунне, çулла килетчĕç, — каласа кăтартрĕ Хĕрлĕçырти ФАП заведующийĕ Людмила Иванова. Людмила Николаевна унта ĕçлеме куçнăранпа пилĕк çул çитет. Унччен пирвайхи пулăшу памалли медицина çуртĕнче ĕçленĕ Людмила Васильева медсестран ĕç стажĕ те 41 çул. Çак вăхăтра йывăрлăх пайтах пулнă ĕнтĕ. Пурпĕрех ял-йыша пулăшу кÿнĕ. Йывăрлăхран хăраса пăрахса кайман. Халĕ те вăл, тивĕçлĕ канурискер, килте лармасть, ФАПра тирпейлÿçĕре тăрăшать, Людмила Ивановăпа килĕштерсе ĕçлет, опычĕпе пайланать. — Кивĕ ФАПра шыв çукчĕ. Витрепе ăсса илсе кĕреттĕмĕр. Услови çуккине кура, уйрăмах хĕллехи вăхăтра, çынсем патне килĕсене çÿреттĕм. Яваплăх — ялти 200 çыншăн. Пĕлтĕр кĕркунне ФАП тăвасси пирки пĕлтерсен ял халăхĕпе пĕрле эпĕ те савăнтăм. Камăн ăшă, çутă пÿлĕмре ĕçлес килмĕ? Мĕншĕн тесен кăмака хутса ăшăтмалли ФАП паянхи саманапа килĕшÿллĕ мар пек. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче çĕнĕ çурт тума тытăнсан чăнахах ĕнентĕм. Сăмах çеç мар, ĕç тапранчĕ. Çурта тума тытăниччен ял халăхĕ ăна лартма палăртнă вырăна тасатса тирпейлеме хастар хутшăнчĕ, — кăмăллăн пĕлтерчĕ Людмила Николаевна. Вăл юнашарти Тикаш ялĕнчен çÿрет. Медицина ĕçченĕн куллен ултă çухрăма парăнтарма тивет. <...>
Елена ЛУКИНА
♦ ♦ ♦
«Ниçта та ан кайăр: юлăр»: – тенипе яла сыхласа хăвараймăн
Николай Кирилловăн шухăшлавĕ тарăн
Аграри университетĕнче маларах ял хуçалăх институчĕ, академийĕ пулнă кăна мар, республикăри ытти аслă шкулта та ректорта ун чухлĕ ĕçлекен пулман. Николай Кириллов асăннă вуза 21 çул ертсе пынă. Ăна çак кунсенче «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.
«Кашни ĕне пуçне — икĕ ветеринар»
— Николай Кириллович, эсир 11-те чухнех колхозра 74 ĕç кунĕ тума пултарнă. 16 çул тултарнă тĕле стаж 3 çул çурăпа танлашнă. Ун чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ эсир?
— Ачалăх кашнинех хăйне майлă. Вăрманлă тăрăхри пирĕн пĕчĕк ялта пуçламăш шкул кăначчĕ. Эпĕ 1-мĕш класа виçĕ çул кайнă. Пĕрремĕш хутĕнче аппапа тухса утнăччĕ. Ун чухне 5 те тултарманччĕ-ха, çапах вулама, шутлама пĕлеттĕм. Учителĕ Тимофей Павловиччĕ. Шкула пирвайхи хут кайсан унта мĕн пуррине йăлт лайăх астуса юлнăччĕ. Ăна халĕ те ÿкерчĕк çинчи пек куратăп. Пилĕк стеналлă шкул çурчĕ… Умĕнче тирек ÿсетчĕ. Кĕретĕн те — сылтăм енче учительсен хывăнса тăхăнмалли пĕчĕк пÿлĕмĕччĕ. Унпа юнашар — кăмакаччĕ. Сулахай енче ачасем валли хывăнса тăхăнмалли кĕтесчĕ. Класалла иртсен сылтăм енче тăватă ача лармалли парттăна асăрхатăн. Сулахай енче вара — икшерĕн вырнаçмалли виçĕ парттăччĕ. Малта — çĕнĕ доскаччĕ. Юнашарах — шут шăрçиччĕ. «Санăн шкула çÿреме вăхăт çитмен, килтех лармалла», — терĕ вĕрентекен пĕрремĕш чĕрĕк вĕçленсен. «Мана шкула илмеççĕ», — тесе пĕр эрне макăртăм. Тепĕр çулхине каллех шкула кайрăм. Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне мана каллех: «Шкула урăх ан çÿре», — терĕ учитель. Виççĕмĕш хут кайни вара ун пекех асра юлман.
— Эсир вăл вăхăтра мĕнле майпа 5-рех вулама вĕреннĕ?
— Лайăх астуса юлаттăм. Анне каçхине çывăрма выртиччен кĕнеке вулаттаратчĕ. Шкула маларах кайнă аппа пулăшнипе вулама хăнăхрăм. Пирĕн ялта паллă икĕ çемье пурччĕ. Вĕсем вĕреннĕ çынсемччĕ. Пурте Вăрнарти ветеринари техникумĕнче, Хусанти ветеринари институтĕнче пĕлÿ илнĕ. «Çавăн пек çынсем пулас тесен лайăх вĕренмелле», — асăрхаттаратчĕ атте-анне. Çавăнпа ялти ачасенчен нумайăшĕ техникума кайнă. «Кашни ĕне пуçне икĕ ветврач», — тетчĕç пирĕн патра. Чăнах та, урăх çĕре кайман. Манăн аппа та вĕреннĕ, йăмăк та техникумра пĕлÿ илнĕ. Унта малтан ветеринари енĕпе кăна вĕрентетчĕç, пурăна киле зоотехни, экономика енĕпе специальноçсем хушăнчĕç. Пирĕн пĕчĕк ялтан 6 наука докторĕ, 8 наука кандидачĕ тухнă. Виçĕ доктор халĕ аграри университетĕнче ĕçлет. Эпĕ те çав техникумра ăс пухрăм, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Унтан Хусанти институтра пĕлÿ илтĕм. Унта та пĕр «4» та пулман. Кайран аспирантурăна кĕтĕм. Диссертаци хÿтĕлерĕм, биологи наукисен кандидачĕ пулса тăтăм. Темĕнле пулсан та чун тăван тăрăхах туртăнать. Мана, телее, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне илчĕç, тÿрех доцент должноçне пачĕç. Унтан вунă çул деканра ĕçлерĕм. Унтан проректорта вăй хутăм. «Ректорта ĕçлеме пуçланăранпа вунă çул иртрĕ, каятăп», — терĕ пĕррехинче Александр Кузнецов ректор. Ун чухне ку должноçа сасăласа суйланă. Астăватăп-ха: маншăн 47 çын сасă панăччĕ, тепĕр кандидатшăн 17-ĕн сасăланăччĕ. Çапла ректор пулса тăтăм. <...>
Роза ВЛАСОВА
«Нарспи» спектакль те пулмаллах
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 106-мĕш сезона çĕнĕ ертÿçĕпе пуçларĕ. Куракансене мĕнле улшăнусем кĕтĕç? Çак ыйту тавра калаçма редакци тĕпелне театр директорне Елена НИКОЛАЕВĂНА йыхравларăмăр.
— Хам пирки Чăваш драма театрне пĕлмен çын тесе калассăм килмест. Кунта шкулта вĕреннĕ чухнех çÿренĕ. Ÿнер тĕнчи мана пĕчĕкрен тыткăнланă. Ун чухне, паллах, темиçе çултан çак театра ертÿçĕ пулса килетĕп тесе вуçех шухăшламан. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрне вун икĕ çул ертсе пытăм. Çавăнпа опыт пур, ку ĕçе пĕлетĕп пулин те çĕнĕ должноç маншăн, чăнах та, питĕ пысăк яваплăх.
— Елена Васильевна, пултарулăх сезонне эсир питĕ хăйне евĕрлĕ уçрăр. И.Максимов-Кошкинский ячĕллĕ халăх театрĕнче вылякан пĕлĕшĕм çавăн чухне вĕсене те республикăри чи сумлă сцена çине кăларни пирки хавхаланса каласа кăтартрĕ…
— Ку çулталăк театршăн пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе пуян. Чăваш театрне никĕсленĕ Иоаким Максимов-Кошкинский çуралнăранпа кăçал 130 çул çитрĕ. Çавăнпа çĕнĕ сезона унпа çыхăнтарса уçас терĕмĕр. «Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем» ĕç хатĕрлерĕмĕр. Унта вăл çырса, каласа хăварнисемпе çыхăннă самантсене кăтартма пултартăмăр. Чăннипех те, питĕ интереслĕ, юрăллă-ташăллă ĕç пулса тухрĕ.
— Çĕнĕ сезонта куракана çĕнĕ мĕнле ĕçсемпе савăнтарма хатĕрленетĕр?
— Çулталăк вĕçлениччен куракан патне виçĕ çĕнĕ спектакль çитмелле. Иван Тургенев пьесипе Дмитрий Миронов режиссер лартнă «Пĕр уйăх çеç пĕрле» ĕç сцена çине тухрĕ ĕнтĕ. Тепĕр спектакль — «Анне». Валентин Распутин хайлавĕ тăрăх Алексей Герасимов лартнă ĕçпе куракансем паян паллашма пултараççĕ. Виççĕмĕшĕ — Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака». Унпа Наталия Сергеева режиссер ĕçлет. 2024 çул валли çĕнĕ премьерăсем хатĕрлетпĕр. Хальлĕхе вĕсене уçса памăп.
— Дмитрий Миронов Чăваш театрĕшĕн — çĕнĕ ят. Хальччен унта аякри режиссерсем спектакль лартни пулманччĕ…
— Манăн шухăшпа, чĕнсе илнĕ режиссерсемпе ĕçлени — питĕ интереслĕ опыт. Унпа, сăмах май, Мускаври, Питĕрти чи паллă театрсем те анлă усă кураççĕ. Çамрăксен театрне юлашки виçĕ çулта нумай режиссера чĕнсе илме пултартăмăр. Артистсем те, ертÿçĕ те вĕсемпе пĕрле вăй хурса хăйсем валли çĕннине тупаççĕ. Малашне те çак мелпе усă курас шухăшсем пур. Çакă эпир кунти режиссерсемпе ĕçлеместпĕр тенине пĕлтермест. Вĕсемшĕн те ăсталăх класĕ пулĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
♦ ♦ ♦
Чăваш Ен те хăйне чыслăн кăтартĕ
Раççей пысăк ĕç-пуç йĕркелесе ирттерме хатĕрленет — чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускавра Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форум уçăлĕ. Калăпăшлă мероприяти ВДНХра иртĕ, унта çĕршыври мĕн пур субČект хутшăнĕ. 2024 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен иртекен форумра кашни регион хăйĕн пысăк çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕ. Унта тÿлевсĕрех кĕрсе курма пулĕ. Чăваш Енĕн кунĕ — раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ.
Чи пысăк çитĕнÿсемпе паллаштарĕç
Пирĕн çĕршывăн историйĕ пуян, малашлăхĕ пысăк. Ăсчахсем кулленех мĕн те пулин шухăшласа кăлараççĕ, вĕрентÿ тытăмĕ те вырăнта тăмасть, çĕршыв аталанăвне витĕм кÿрет. Кунта авалтан пыракан йăласене упраççĕ. Çак хăйне евĕрлĕхе манăçа кăларас мар тесе туризм маршручĕсем йĕркеленĕ. Ку вара тĕрлĕ халăхăн пуян культурипе паллашма май парать.
2023-2024 çулсенче çак форума ирттересси çинчен калакан хушăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă. «Раççей Федерацийĕн экономикăн тĕрлĕ отраслĕнчи /çав шутра промышленноç, агропромышленноç комплексĕ, транспорт, строительство, ăслăлăх тата культура/ пысăк пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕсене, Раççей Федерацийĕн суб˜екчĕсен аталанăвĕн паха опытне кăтартма, тĕнче шайĕнче килĕштерсе ĕçлессине витĕм кÿме 2023-2024 çулсенче Мускав хулинче Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн территорийĕнче пĕтĕм тĕнчери «Раççей» форум-курав ирттерме йышăнас», — палăртнă документра. Çак мероприятие Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн территорийĕнче ирттерес шухăш та ахальтен çуралман. ВДНХ историйĕ 1939 çултах пуçланнă. Ун чухне Мускавра Пĕтĕм союзăн ял хуçалăх куравĕ уçăлнă. СССР вăхăтĕнче унта çĕршывăн ял хуçалăхĕнчи, машина тăвас ĕçри, искусствăри, космос технологийĕнчи тата ытти сферăри чи пысăк çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Пирĕн çĕршывра хатĕрленĕ дизельпе ĕçлекен пĕрремĕш трактор, Çĕр планетăн пĕрремĕш спутникĕ, тĕслĕ телекурав валли хатĕрленĕ пайсем, ядерлă реактор — çакна пĕтĕмпех куравра кăтартнă. Ял çыннисем унта колхозран кайма тивĕçни те пысăк чыс шутланнă. Сăмахран, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аслашшĕ Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче икĕ хутчен пулнă. Вăл тăрăшнипе колхозри мĕн пур путек чĕрĕ-сывă çитĕннĕ, сурăх çăмĕ пуçтарассипе хуçалăх мала тухнă.
Самолетран — мамонт таран
«Раççей» курав-форум уçăличчен шутлă кунсем юлчĕç. Çав вăхăтрах хатĕрленÿ тапхăрĕ хĕрсе пырать. 250 пин тăваткал метр лаптăк çинче инфратытăмăн 70 яхăн об˜екчĕ хута кайĕ. Кĕмелли тĕп алăк умĕнче, тĕп аллейăра, Çурçĕр скверĕнче, Октябрь тÿремĕнче тата чечек партерĕ çывăхĕнче хушма павильонсем вырнаçĕç. Вĕсен шутĕнче: «Космонавтика тата авиаци» центр, «Сăмах» славян çырулăхĕн музейĕ, «Робостанци», К.А.Тимирязев ячĕллĕ биологи музейĕ, «БИОТЕХ музей» хальхи биотехнологисен центрĕ, «Раççей — манăн истори» павильон, Кино музейĕ, «Ăслă хула» павильон тата ытти те. Куравра Раççейри тĕрлĕ регионăн çеç мар, ют çĕршывсен экспозицийĕсем те пулĕç. Унта самолет кабинине те, мамонт çурине те курма пулĕ. <...>
Лариса ПЕТРОВА
Пукравра купăста тÿмешкĕн пухăннă
Пукрава чăвашсем хĕл сивви пуçланнă кун тесе палăртнă, çавăнпах пÿрте ăшăтма тăрăшнă. Ĕлĕкрех çуртăн мĕн пур шăтăкне мăк чикнĕ, чÿречесене тăм сĕрнĕ. «Пукрав ăшши хупни» йăла та пулнă. Пушкăртстанри Слакпуç чăвашĕсем, сăмахран, вăрмана кăвайт пуçтарма кайнă. Çакна Пукрав ăшши пуçтарнă пек йышăннă.
Николай Ашмарин тĕпчевçĕ çырнă тăрăх, чăвашсем Пукрав ăшшине кукăль ăшне хупса хăварнă. Ахальтен мар çав кун кукăль пĕçересси çирĕпленсе юлнă. Пукрав çавăн пекех чиркÿ паллă тăвакан кĕркуннехи тĕп уяв шутланать. Вăл икĕ тапхăра — кĕркуннепе хĕле — уйăрать. Йĕпреç тăрăхĕнчи Пучинкери вăтам шкулта ĕçлекенсем йăла-йĕрке кăтартас енĕпе палăраççĕ. Пукравра йышпа купăста тÿни те кирек кама кăсăклантарĕ. Музыка учителĕ Лилия Иванова каланă тăрăх, уяв хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштармашкăн хатĕрленнĕ май уйрăм сценари те çырнă.
...Купăста тÿме пыракансене кил хуçисем кĕтсе илнĕ. Унччен маларах вĕсем пахча çимĕçе янтăласа хунă. Хĕрсем ĕç хатĕрĕ — тяпка — илсе килнĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ пулăшакансене кĕтнĕ май купăста кукăлĕ пĕçернĕ. Педагогсем йăх-несĕлĕ пуçарнă çав йăлапа паллаштармашкăн тĕллев тытнă. Темиçе сыпăкри тăванĕсене евĕрлесе чăваш кĕпи тăхăннă. Пукрав уявĕ çинчен каланине, купăста тÿнине видео ÿкерсе юлнă. Лилия Михайловна çав кун çĕнĕ тырăран çĕнĕ çăкăр пĕçернине палăртать. Çавнашкал икерчĕ пĕçернĕ. Ăна килти турăсене хурса панă. «Пукравра кăмакана улмуççи турачĕсемпе хутса пÿрте тутлă шăршă кăлармалла пулнă», — ăнлантарать наци культурине саракансен йышĕнчи хĕрарăм. Сценарие купăста çинчен юрă та, такмак та кĕртнĕ. Вĕсене чăваш халăх юррисен кĕнекисенче шыраса тупнă. Халăх сăмахлăхĕнчи каларăшсемпе те усă курнă. Килте ĕç вĕренĕ çав кун. Малтан пурте пĕрле юрласа, такмак каласа йывăç валашкара купăста тÿнĕ. Унтан ăна каткана тултарса пусăрăнтарнă. Кил хуçи арăмĕ пулăшакансене купăста кукăлĕпе хăналанă.
«Йĕпреç округĕнче пултарулăх коллективĕсен фестивалĕ çулленех иртет. Унта хутшăнакан ушкăнсенчен кашниех çичĕ номер кăтартать. Вĕсенчен пĕрне шăпах халăх йăли-йĕркипе çыхăнтарма ыйтаççĕ. Урăхла каласан, фольклор номерĕпе куракансен кăмăлне тупмалла», — калаçăва тăсать музыка вĕрентекенĕ. Ун чухне, паллах, хальччен кăтартман йăлапа сцена çине тухни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар Пучинкери учительсен коллективĕ купăста тÿнине кăтартнине халăх ăшшăн йышăннă. «Ун пеккине хальччен курманччĕ», — хавхалантарнă вĕрентекенсене куракансем. Ĕçе тĕплĕ тума хăнăхнăскерсем, паллах, пысăк хака тивĕçнĕ. Лилия Ивановăпа хальхи вăхăтра та килте купăста тÿни тавра сăмах пуçартăмăр. Çапах йышпа пухăнса ĕçлесси манăçа тухса пырать. Унран та ытла, çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче нумайăшĕ йывăç валашкапа тяпкăна пуçтарса хунă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра кухня комбайнĕпе пахча çимĕçе часах вĕтетме пулать вĕт. Е йÿçĕтнĕ купăстана лавккаран туянма май пур. «Эпир, шкулта ĕçлекенсем, йăла-йĕркене манăçа кăлармастпăр. Ачасем те, ял çыннисем те авалтан килекен ĕç-пуçа кăтартнине кĕтсе тăраççĕ», — ăнлантарать вĕрентекен. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА
♦ ♦ ♦
Федераци çĕнĕ кире пуканĕсемпе пуянланнă
Юпа уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Шупашкар тимĕр вăййипе туслисен тĕп хули пулса тăрĕ. Тĕрлĕ регион спортсменĕсем Пĕтĕм Раççейри турнирта «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн тата РФ спорт мастерĕн ятне тивĕçессишĕн кĕрешĕç. Ăмăрту умĕн Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Карпов кире спорчĕ епле аталанни, пирĕн пăхаттирсем мĕнле çитĕнÿсем туни, спорт федерацийĕ епле йывăрлăхсемпе тĕл пулни çинчен каласа кăтартрĕ.
— Юлашки вăхăтра спортра мĕнле улшăнусем пулчĕç? — Кире спорчĕ çĕнелсех пырать: акă хĕрсем икĕ кире пуканне тĕртме тытăнчĕç, маттуррисем жонглировани ăсталăхне алла илеççĕ, ветерансен хушшинче эстафета, марафонпа çурма марафон /çур сехет тата пĕр сехет йăтни/ ирттересси, тĕрлĕ фестиваль йĕркелесси йăлана кĕчĕ.
— Чăваш спортсменĕсен пухмачĕ мĕнле наградăсемпе пуянланчĕ?
— Раççей чемпионатĕнче палăрнă хыççăн çу уйăхĕнче пирĕн атлетсем Ази чемпионатне хутшăнчĕç. Бишкекран Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕ Александр Константинов тата Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренекен Александр Герасимов медальпе таврăнчĕç, анчах укçа-тенкĕ ыйтăвне пула вĕсене тĕнче чемпионатне яраймарăмăр. Унта вĕсем призер пулатчĕçех. Сăмах май, иккĕшне те çĕршывăн пĕрлештернĕ командине илнĕ. Ытти ăмăртура та наградăсем пулчĕç.
— Пурлăхпа техника бази енĕпе çĕнĕлĕхсем пур-и?
— Кăçал Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕ /ертÿçи — РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Кириллов/ çĕнĕ 134 кире пуканĕпе тивĕçтерчĕ. Федерацин спорт оборудованийĕ çителĕклĕ, анчах ятарлă зал çук, пирĕн валли «Атăл» спорт керменĕнче вырăн тупăнасса шанатпăр. Халĕ Шупашкарсем ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин пулăшса пынипе аграри университечĕн спорт залĕнче тренировка ирттереççĕ.
— Чăваш Енре çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ турнир ирттересси ырă йăлана çаврăнчĕ…
— Çапла. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Шупашкарта тĕнче чемпионачĕ те пулнăччĕ. «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир уйрăмах сумлă пулса тăчĕ. 2015 çултанпа вăл мастерсен ăмăртăвĕ шутланать, унашкалли çĕршывра виççĕ кăна. Кашни çул пысăк йыш хутшăнать. Кăçал та унта тĕрлĕ регион /Киров, Питĕр, Тутарстан, Чĕмпĕр, Чулхула…/ спортсменĕсем килме заявка тăратнă. Ветерансен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвне темиçе çул ĕнтĕ Шупашкарта йышăнатпăр. Темиçе çул каялла пăхаттирсем çĕршыв кубокĕшĕн те тупăшрĕç. Районсенче чылай турнир йĕркелетпĕр. Тĕслĕхрен, Куславккара Бронислав Чернова, Патăрьел тăрăхĕнче Станислав Белкова асăнса ăмăртусем ирттерме пуçларăмăр. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Ырă ячĕпе ырă ĕçĕсем ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç
«Ыр çын кайсан ыр ят юлать», — тенĕ. Ыр ят çеç мар, вăл тунă ырă ĕçсем те ыттисене вĕсене малалла тăсма, хавхаланса ĕçлеме хистеççĕ. Педагог, тавра пĕлÿçĕ, фольклорист, журналист, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш халăх академикĕ, В.Бараев-Серкке поэтпатриот ячĕллĕ преми лауреачĕ, РФ Журналистсен союзĕн, Чăваш Енри тавра пĕлÿçĕсен канашĕн членĕ Герман Ларшников-Пэхет пĕр çулталăк каялла пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ…
Тавра пĕлÿçĕсен кружокĕнчен пуçласа
Герман Николаевича Шăмăршă тăрăхĕнче çеç мар, республикăра та, кÿршĕ регионсенче те пĕлнĕ. Ыттисемшĕн чунне парса тăрăшнă çыннăн ĕçĕн хакĕ виçесĕр. Çакна вăл уçнă музей умне ытларикун, юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче, пуçтарăннă халăх йышĕ те кăтартрĕ. Герман Ларшникова асăнса йĕркеленĕ мероприятире музее малашне унăн ячĕпе хисеплессине пĕлтерчĕç. Историе, аваллăха упракан çурт çумне асăну хăми çакрĕç. Ăна пĕлнĕ, хисепленĕ сумлă хăнасем тавра пĕлÿçĕ çинчен нумай ырă сăмах каларĕç. Герман Николаевич Кивĕ Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти И.Н.Ульянов ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан Васанти шкулта ачасене географи, истори, тăван ен культури, физкультура, музыка вĕрентнĕ. Çак пĕлÿ çурчĕн директорĕ те пулнă. Вăл Чăваш Ен историне упраса хăварассишĕн, тавра пĕлĕве аталантарассишĕн нумай тăрăшнă. 1986 çулта Герман Николаевич шкулта çамрăк тавра пĕлÿçĕсен кружокне йĕркеленĕ. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле уроксем хыççăн çывăхри çырмасенче авалхи япаласем шыранă. Мамонтăн асав шăлĕсене тупсан ачасемпе пĕрле хăй те савăннă. Унăн вĕренекенĕ пулнă, халĕ Васан уйрăмĕн ертÿçинче ĕçлекен Юрий Ильин акă мĕнле аса илет: — Музейри мамонтăн икĕ шăлне шкулта вĕреннĕ чухне эпир, Герман Николаевичăн ывăлĕпе Владикпе тупрăмăр. Шыв урлă чулсем çинчен сиксе каçнă чухне асăрхарăмăр. Вăл музейри Герман Николаевич тупни евĕрлине ăнлансан васкаса учителе чĕнтĕмĕр, ăна кăтартрăмăр. Чăнах та, вăл мамонт шăлĕ пулчĕ. Вĕсемпе музее пуянлатрăмăр. Аваллăхпа интересленме тытăннă ачасем килĕсенчи ĕлĕкхи япаласене музее илсе пыма пуçланă. Ялти çынсем те пырса панă. Учитель ачасене лаша урапи çине лартса ялсем тăрăх япаласем пуçтарса çÿренĕ. <...>
Елена ЛУКИНА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать