Грипран та сыхланмалла, ковидран та
ОРВИ, грипп, коронавирус тĕлĕшпе пулма пултаракан эпидеми тапхăрне хатĕрленесси ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Гладнев пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пĕр инфекци больници, муниципалитетсенчи больницăсен 14 инфекци уйрăмĕ ĕçлеççĕ. Вĕсенчи койкăсен шучĕ 413-пе танлашать. Кирлĕ пулсан медучрежденисенчи 3,5 пин койкăна ерекен асăннă чирсеме чирленисене йышăнмашкăн куçарма пулать. Автомобильсен шучĕ çителĕклĕ. Эмелсен кирлĕ саппасне йĕркеленĕ. Медиксемпе тивĕçлĕ занятисем ирттереççĕ. Çав шутра — вырăна тухса йĕркелекен семинарсем. Халь министерство грипп тĕлĕшпе диагностика тумалли реагентсем туянас енĕпе ĕçлет. Грипран сыхланмалли 142 пин доза вакцина килмелле. Хальлĕхе ку чиртен халăхăн 21,7% прививка тунă. Коронавирусран сыхланма вара 615 пин çынна вакцинациленĕ — республикăра пурăнакансен 52,8%.
Темăна Роспотребнадзорăн регионти управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская тăсрĕ. Вăл каланă тăрăх, авăн уйăхĕнче республикăра çынсем асăннă чирсемпе чирлесси палăрмаллах пысăкланнă. ОРВИ тĕлĕшпе цифрăсем эпидемишĕн кăтартуллă чикĕрен иртнĕ тапхăр та пулнă. Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче лару-тăру пушшех çивĕчленнĕ. Çакна Надежда Феофановна вĕренӳ çулĕ пуçланнă май шкулсенче, ытти вĕренӳ заведенийĕнче çĕнĕ коллективсем чăмăртаннипе сăлтавларĕ.
Пневмонипе чирленĕ 106 çынна тупса палăртнă. Коронавируспа чирлекенсен шучĕ ытти чухнехинчен 4,5 хут пысăкланнă. Эрнери кăтарту 498 тĕслĕхе çитнĕ — ковидăн «омикрон» текен штамĕ вăтамран куллен 70 ытла çынна ернĕ. Чир ачасемсĕр пуçне граждансен пĕр ӳсĕмне те тиркмест-мĕн — вăйпитти çынсем те, ватăсем те чирлеççĕ. Çапах уйăхăн юлашки кунĕсенче çивĕчлĕх чакни палăрнă. Çавна май, управлени ертӳçин шучĕпе, тĕрлĕ чару мерисемпе усă курни, общество вырăнĕсенче пурте маска тăхăнмалли режима ĕçе кĕртни кирлĕ мар — хăрушлăх аплах пысăк мар. Çапах медицина учрежденийĕсенче сыхлăх çӳллĕ шайра пулмаллине палăртрĕ — медперсоналăн маскăпа ĕçлемелле.
Комментировать