Олимп чемпионĕ В.Соколов валли хаçатăн 4-мĕш страницинче çеç вырăн тупăннă
1968 çулхи юпа уйăхĕн 12-27-мĕшĕсенче Мехикăра çуллахи XIX Олимп вăййисем иртнĕ. Мексикăн тĕп хулине 112 çĕр-шывран 5531 спортсмен /çак йышра 781 хĕрарăм/ килсе çитнĕ. Программăна спортăн 20 тĕсне кĕртнĕ. Вăйăсем 76 олимп тата 28 тĕнче рекорчĕпе палăрнă. Лидерсен шутне АПШ /107 награда, 45 «ылтăн»/, СССР /91 награда, 23 «ылтăн»/, Япони /25 награда, 11 «ылтăн»/ кĕнĕ. Совет Союзĕн чысне мĕн пур республикăн 322 спортсменĕ хÿтĕленĕ. Çак йышра пирĕн ентеш те - Валерий Соколов боксер - пулнă. Чăваш каччи тăван ене «ылтăнпа» таврăннă.
«Коммунизм ялавĕ» хаçатра ТАСС спецкорĕсем Мехикăран Олимп вăййисен кулленхи хыпарĕсене, совет спортсменĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлтерсе тăнă. 4-мĕш страницăра «Олимпиада, тăваттăмĕш кун» /пиллĕкмĕш, улттăмĕш кун.../ ятпа пичетленнĕ статьясенче тулли информацие, ылтăн, кĕмĕл, бронза медаль илнĕ спортсменсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă.
Хаçатăн 1968 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнчи 239-мĕш номерĕ СССР Министрсен Канашĕн Председателĕн А.Косыгинăн саламĕпе уçăлать /ун чухнехи орфографипе пунктуацие сыхласа хăварнă/: «Çуллахи XIX Олимп вăййисен организаторĕсене, унта хутшăнакан мĕнпур çынсене - пилĕк континентри чаплă спортсменсене чĕререн саламлатăп.
СССР правительстви, пĕтĕм совет халăхĕ XIX Олимп вăййисене пирĕн планета çинчи çамрăк ăрăвăн пурнăçĕнчи пысăк событи вырăнне хурать. Спортсменсен пĕтĕм тĕнчери форумĕн, миршĕн, прогресшăн, демократишĕн тăрăшса, çамрăксен туслăхне, пĕтĕçÿлĕхне тата вĕсем килĕштерсе ĕçлессине çирĕплетме пулăшмалла.
Çакăншăн вăя шеллесе ан тăрăр, хаклă тусăмсем, мĕншĕн тесен çавăн пек условисенче кăна спорт кашни çамрăк çын пуянлăхĕ пулса тăма пултарĕ, сирĕн вăй-халăр, хастарлăхăр, талантăр пултаруллă ĕçĕн анлă çулĕ çине тухĕ. Эпир çакăн пек вăхăтра пурăнатпăр: халăхсен ирĕклĕхĕпе телейĕ халĕ тÿрĕ кăмăллă мĕнпур çынсен тĕнче кун-çулĕ умĕнче ответлăхне ÿстерме, вĕсене реакцие, вăрçăсене, чухăнлăхпа пусмăра хирĕç кĕрешмешкĕн малалла мобилизацилесе пĕтĕçтерме хушать. Олимп вăййисем халăхсем пĕр-пĕрне ăнланса пурăнассине, вĕсем хушшинчи туслăхпа мире малалла çирĕплетме пулăшчăр. Кашни олимпиеца çĕнĕ рекордсен савăнăçĕпе, спортри харпăр хăй çитĕнĕвĕсен савăнăçĕпе савăнма ырă сунатăп».
Хыççăнхи кăларăмсенче «Коммунизм ялавĕ» В.Соколовăн çитĕнĕвĕсене сăнасах пынă.
Олимпиада, вуниккĕмĕш кун
/.../ Çурма финала тата тепĕр виçĕ совет боксерĕ - Шупашкар хулинчи Валерий Соколов студент, Владимир Мусалимов /Киев/ тата Токиори Олимпиада чемпионĕ Борис Лагутин /Мускав/ тухнă.
Олимпиада, вунвиççĕмĕш кун
/.../ Бокс енĕпе олимпиадăри финалта кĕрешекенсенчен Совет Союзĕн представителĕсем нумайрах пулаççĕ. Малтанхи тытăçусен вăхăтĕнче мала тухнă боксерсенчен пиллĕкĕшĕ пирĕн: В.Соколов, Б.Лагутин, А.Киселев, Д.Позняк тата И.Чепулис.
Олимпиада, вунпиллĕкмĕш кун
Совет боксерĕсем Мексикăран виçĕ ылтăн, икĕ кĕмĕл медаль илсе килеççĕ. Валерий Соколов /Шупашкар/, Борис Лагутин /Мускав/, Дан Позняк /Вильнюс/ чемпионсем ятне илнĕ.
Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнчи кăларăм.
Чăваш боксерĕ - Олимп чемпионĕ
ÇАК КУНА эпир тахçанах кĕтнĕ. Вăхăт çурçĕр тĕлне çитнĕ пулин те, нумай хваттерсенче çывăрма выртман-ха. Çынсем сенкер экран умне пухăнса ларнă, инçетри Мехикăран паракан передачăсене кĕтеççĕ. Кунта боксерсен финалти ăмăртăвĕ пулмалла, ринга чăваш спортсменĕ Валерий Соколов тухмалла. /.../
Акă, кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. /.../ чăваш паттăрĕ пусма тăрăх çÿлелле хăюллăн хăпарать. Мĕн чухлĕ кĕрешмен-ши Валерий çак финала тухиччен!
/.../ Мехикăра çăмăл пулман Валерие. Чи вăйлă спортсменсене çĕнтерсе финала тухма вăй-хал та, чăтăмлăх та, пĕлÿ те нумай кирлĕ пулнă.
УМРА ФИНАЛ... Валерий Соколовăн Уганда боксерĕпе кĕрешмелле. Акă, вĕсем пĕр-пĕрне алă парса саламлаççĕ. Часах кĕрешÿ пуçланчĕ. /.../ Малтан кăштах Соколовăн хÿтĕленмелле пулчĕ, унтан пуçларĕ вăл лешин çине тапăнса пыма...
/.../ Çав вăхăтра вара Валерий Уганда боксерне пĕр кĕтессе хĕссе хучĕ. Лешĕ чăтаймарĕ, йăванса кайрĕ. Çакăнпа «ылтăншăн» пыракан кĕрешÿ вĕçленчĕ. Уганда боксерне çĕнтерсе Валерий Соколов Олимп чемпионĕ ятне çĕнсе илчĕ.
/.../ Мала тухнисене медальсем пама тытăнчĕç. Хисеп пьедесталĕ çине Валерий Соколов тăчĕ. /.../ Юлашкинчен вăл хăйĕн тăванĕсене, земляксене Мехикăран хĕрÿллĕ салам каларĕ, часах тĕлпуличчен, терĕ.
* * *
Çак йĕркесене çырса пĕтернĕ çĕре телетайп тепĕр çĕнĕ хыпар илсе çитернĕ: олимпиадăра уйрăмах палăрнă 13 спортсмена, вăл шутра Валерий Соколова та, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ ятне панă.
Тăван çĕр çинче кĕтетпĕр, Валерий!
И.БОРИСКИН.
Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчи кăларăм.
Олимп чемпионĕ тăван хулара
Мексикăран XIX Олимпиада чемпионĕ, Чăваш ялхуçалăх институчĕн студенчĕ В.Соколов боксер ĕнер тăван республикăна килсе çитрĕ. Канаш станцийĕнче ăна спорта юратакансем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вокзал умĕнчи площадьре нумай çынлă митинг пулса иртрĕ.
Ĕнерех Шупашкарти электроаппаратура завочĕн Культура дворецĕнче хулари ĕççыннисем хăйсен чаплă землякĕпе - Олимп чемпионĕпе, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕпе В.Соколовпа тĕл пулчĕç.
Канашри митингпа Шупашкарти тĕлпулу çинчен ноябрĕн 2-мĕшĕнчи хаçатри «Олимп паттăрĕ - тăван хулара!» статьяра çырса кăтартнă.
/.../ Ĕнер вара Олимп чемпионĕ пичет çуртĕнче журналистсемпе тĕл пулчĕ. Вăл Олимп вăййисем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. /.../
...Хальхи куçпа пăхса хакласан Олимп чемпионне Чăваш Енре кĕтсе илни çинчен çырнине «Коммунизм ялавĕн» 1-мĕш страницинче вырăн памалла пек. Хаçата уçса пăхсанах савăк кăмăл сĕвĕрĕлчĕ. Ун чухне чăваш каччин çитĕнĕвĕнчен пĕлтерĕшлĕреххи те пулнă иккен. Шăпах юпан 30-мĕшĕнче Г.Береговой летчик космонавт уçлăхран ăнăçлă таврăннă. Хаçат çак пулăмпа çыхăннă информаципе тулса ларнă.
Хаçата В.БАГАДЕРОВА вуланă.
Комментировать