Ĕçе таврăнмалла
И.Петров ятарлă çар операцине хутшăннисен ĕç вырăнĕ сыхланса юлни çинчен тĕплĕнрех ăнлантарма ыйтать.
РФ Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ палăртнă тăрăх, мобилизаци тапхăрне вĕçленисем хăйсен ĕç вырăнне таврăнма пултараççĕ. Ĕçе тухас кăмăл пуррине пуçлăха виçĕ кун маларах пĕлтермелле. 2022 çулхи юпа уйăхĕнче РФ Ĕç кодексне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ, вĕсем мобилизациленисемпе, контракт çырнисемпе е ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе хутшăннисемпе çыхăннă. Çĕнĕлĕхсемпе килĕшÿллĕн: — Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тытăмĕнче тăнă вăхăтра ĕç вырăнĕ сыхланса юлать, анчах та ĕç килĕшĕвĕ вăхăтлăха чарăнать; — кун пек сотрудник вырăнне вăхăтлăха урăххине илме, унпа килĕшÿ çырма юрать; — мобилизациленисемпе килĕшĕве хăш-пĕр тĕслĕхре кăна татма юрать: организаци е ИП хупăнсан, ĕç килĕшĕвĕн вăхăчĕ вĕçленсен. Мобилизаци тапхăрĕ вĕçленнĕ хыççăн ĕçе тухмашкăн виçĕ кун маларах пĕлтерни питех те пĕлтерĕшлĕ. Çакă, калăпăр, социаллă обязательнăй страхованипе те çыхăннă — унсăрăн больничнăй тÿлемеççĕ. Мобилизациленисен ĕçпе çыхăннă ыйтусем пулсан 8 800 1 00000 1 номерпе тÿлевсĕр шăнкăравлама май пур.
Комментировать