Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрĕнче театрпа концерт учрежденийĕсен ҫĕнĕ пултарулӑх сезонĕ уҫӑлнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти пулчĕ

12 Сен, 2023

Уява ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑнчĕ. Олег Алексеевич республикӑри пултарулӑх ушкӑнĕсене ҫĕнĕ сезон уҫӑлнӑ ятпа саламларĕ. Пушкин карттин пĕлтерĕшĕ пысӑк пулнине палӑртрĕ.

"Ҫамрӑксем спектакльсем урлӑ информацие лайӑхрах йышӑнаҫҫĕ, лайӑхрах астуса юлаҫҫĕ. Театрсем те паян ҫĕнĕ технологисемпе анлӑн усӑ кураҫҫĕ. 101-мĕш сезона уҫнӑ Вырӑс драма театрĕ карас телефонĕ урлӑ усӑ курма приложени вӑя кĕртнĕ. Ун урлӑ билет туянма, репертуарпа паллашма май пур", - терĕ Олег Алексеевич. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тӑрӑх, иртнĕ сезонра 51 премьера пулнӑ. Кӑҫал театрсем ҫĕнĕ спектакльсем чылай кӑларĕҫ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкрчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментировать