Куççуль хутаçне тасатнă

31 Авг, 2023

Офтальмологсем икĕ уйăхри ачана операци тунă.

Республикăри офтальмологи клиника больницин ача-пăча уйрăмне амăшĕ икĕ уйăхри тĕпренчĕкĕпе пулăшу шыраса пынă. Пĕчĕкскерĕн куçĕ тĕлĕнче мăкăль тухнă. Çавна май унăн куççуль хутаçне пÿртен тасатма лекнĕ. Специалистсем ÿте касмасăрах операци ирттернĕ. Çав вăхăтрах куççуль каналне йĕркене кĕртнĕ. Ачана эрнеренех больницăран киле янă. Пĕтĕмĕшле илсен, çут тĕнчене килекен пепке кăшкăрнине кура куççуль каналĕ хăех уçăлать. Ку тĕслĕхре вара чăрмав сиксе тухнă. Куççуль хутаççи тулса пынă та инфекци лекнине пула шыçма пуçланă. Çакнашкал лару-тăрура хирургсем пулăшмасан чир шала кайма пултарать.

www.hypar.ru

фото cap.ru

Рубрика: 

Комментировать