Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕлÿ кунĕпе саламлать
Хаклӑ туссем!
Сире Пӗлӳ кунӗпе – авӑнӑн 1-мӗшӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак кун шкул ачисемпе студентсемшӗн ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне, пӗрремӗш класа каякансемпе пӗрремӗш курсра вӗренекенсемшӗн вара ҫӗнӗлӗхсемпе пуян пӗлӳ тӗнчине илсе каякан аслӑ ҫул ҫинчи пуҫламӑш утӑмсене палӑртать.
Сирӗнтен кашниех – Республикӑмӑр пуянлӑхӗ, унӑн малашнехи ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗн шанӑҫӗ. Шӑпах эсир, хаклӑ тусӑмӑрсем, кӑштах вӑхӑтран Тӑван ҫӗршыва аталантарас ӗҫе тивӗҫлӗ тӳпе хывакансем пулатӑр.
Тарӑн пӗлӳ илме ӑнтӑлни, пуринпе те кӑсӑкланни тата пурне те пӗлме тӑрӑшни сире паллӑ ҫитӗнӳсемпе ӳсӗмсем тата ҫӗнтерӳсем тума пулӑшса пырасса шанса тӑ-ратӑп.
Ҫакӑ сирӗнтен кашнийӗнех паллӑ ҫын, пысӑк ӑстаҫӑ тата чӑн-чӑн патриот пулса тӑма ҫул уҫакан тӗлӗнмелле май пуррине ҫирӗплетет.
Паллах, кунта воспитатель, педагог, вӗрентекен тата наставник ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ калама та ҫук пысӑк, вӗсем хӑйсен пурнӑҫне пархатарлӑран та пархатарлӑ тивӗҫе – ачасемшӗн ӗҫлессине халалланӑ.
Сире пурсӑра та телей, ӑнӑҫу тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Комментировать