Кластер пур, çĕнĕ лаптăксем те пулĕç

30 Авг, 2023

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев юнкун Шупашкарти медицина колледжĕн никĕсĕ çинче уçнă «Клиника тата профилактика медицини» вĕрентӳ кластерĕпе паллашрĕ.

Колледж кăçал федераци шайĕнчи «Профессионалитет» проекта хутшăнса çĕнтернĕ, çакă кластера оборудованипе тивĕçтермешкĕн федераци бюджечĕн укçине — 60,5 миллион тенкĕ — илме май панă.

Колледж директорĕ Елена Гурьева палăртнă тăрăх, кунти вĕренӳ практикăпа тачă çыхăннине кура малашне «пирĕн студенсене ĕçе вырнаçнă май аудиторисенче мĕн вĕрентнине манăр теме хăяймĕç». Çĕнĕ кластер тытăмне медицина колледжĕсĕр пуçне Çĕнĕ Шупашкарти Технологипе управлени академийĕ тата Шупашкарти транспортпа строительство техникумĕ кĕреççĕ. Çавна май çамрăксем вĕренекен специальноçсем те йышланаççĕ. Калăпăр, ТранСтройТехăн автослесаре вĕренекен çамрăкĕсем водитель-санитарăн хушма специальноçне те илеççĕ. Вĕсем васкавлă медпулăшăва ĕçе вырнаçнă май чирлисене пулăшмашкăн та хутшăнма пултарĕç.

Олег Николаев «сестра ĕçĕ», «сиплев ĕçĕ», «ортопеди стоматологийĕ» специальноçсемпе вĕренекен яш-кĕрĕме республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи медицина учрежденийĕсенче кĕтнине палăртрĕ. Колледжа вĕрентӳ лаптăкĕсем çитмеççĕ — Олег Алексеевич çак ыйтăва та тишкерсе татса пама шантарчĕ.

www.hypar.ru Фото Николая Коновалова
 

Рубрика: 

Комментировать