Санитари вертолечĕпе — Шупашкара
Улатăртан Шупашкара санитари вертолечĕпе илсе килекен пациентсенчен 90 проценчĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăранине палăртнă.
Çак кунсенче хăйне япăх туякан 70 çулти çынна республикăн тĕп хулине илсе килнĕ. «Арçын чĕре тĕлĕнчен ыратнипе маларах нушаланма пуçланă. Çапах медицина пулăшĕвĕ ыйтман. Çавăнпах ăна тÿрех реанимаци уйрăмне хума тиврĕ. Унăн инфаркт пулни палăрчĕ. Çавнашкал лару-тăрура кашни минут хаклă. Çавăпах санитари авиацийĕпе усă курни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», — палăртнă Улатăрти тĕп больницăн кардиологи уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Чеписов. Сăмах май, санитари авиацийĕн вертолечĕ 2020 çулта ĕçлеме пуçланă. Çак вăхăтра Улатăртан Шупашкара 130 çынна илсе çитернĕ.
Комментировать