Çурт-йĕр илме çăмăлрах

24 Авг, 2023

Республикăри 21 çемье 3 процент ставкăпа паракан ипотекăпа çурт-йĕр туяннă.

Пурăнмалли условисене лайăхлатма черетре тăракан 47 çемье çăмăллăхлă кредитпа усă курма свидетельство илнĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен 21-шĕ пĕчĕклетнĕ 3 процент ставка ипотекăпа çурт-йĕр туяннă. Ку проекта Чăваш Ен Правительствипе ДОМ.РФ хута янă. «Çав программăпа республикăра 2025 çулччен усă курма май килĕ. Кăçал 160 çемье хутшăнма пултарать. Çамрăк çемьесен, нумай ачаллисен, сусăрсен, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен, çамрăк специалистсен, ятарлă çар операцине хутшăнакансен тата ытти категорири çынсен çăмăллăхпа усă курма ирĕк пур», — уçăмлатнă строительство министрĕ Павел Данилов.

www.hypar.ru

Комментировать