Хыпар 91-92 (28119-28120) № 18.08.2023
Китай – Чăваш Ен: инçе пулин те – питĕ çывăх
Китай ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сычуань — Чăваш Ен» инвестици проектне çĕнетсе тепĕр хут ĕçлеттерсе ярас тĕллевлĕ сĕнĕвне тÿрре кăлармашкăн ырлама пултарать. Çакăн çинчен КНРăн Хусанти генеральнăй консулĕ Сян Бо Шупашкарта пулнă май пĕлтернĕ.
Икĕ енлĕ тĕлпулура Олег Николаев «Сычуань — Чăваш Ен» агропромышленноç комплексĕ йĕркелемелли инвестици проектне çĕнетсе унта хăмла туса илессине тĕпе хума сĕннĕ. Хăй вăхăтĕнче проекта пысăк пĕлтерĕшлисен шутне кĕртнĕ — çакна ЧР Министрсен Кабинечĕн 2019 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Республика Пуçлăхĕ тĕрлĕ сăлтава пула проект «ăнсах кайманнине» палăртнă — «малтанах тĕрĕс мар стратеги суйласа илнĕ-тĕр». Пăрачкав тата Çĕмĕрле округĕсен администрацийĕсем панă информаци тăрăх, «Сычуань — Чăваш Ен» агропромышленноç суту-илÿ компанийĕ» пĕрлешÿ кăçал агротехника ĕçĕсене пурнăçламан, ĕне фермин строительстви те чарăннă. Пăрачкав тăрăхĕнче вара обществăн нумай çул ÿсекен курăксен иртнĕ çулсенче акса хăварнă, 200 гектарпа танлашакан ани пур. «Енчен те хăмла çитĕнтерес, унран продукци хатĕрлес ĕçе пĕрле кÿлĕнсен «Сычуань — Чăваш Ен» инвестици проекчĕ çĕнĕ çул-йĕрпе кал-кал ĕçлесе каяс шанăç пысăк, — тенĕ Олег Николаев. — Çакă икĕ еншĕн те лайăх. Пирĕн çĕршывсен лидерĕсем кĕтнине тĕпе хурса, регионăн хăмла çитĕнтермелли компетенцийĕсене шута илсе, ăна ăçта сутмаллине, çавăн пекех КНРăн техника майĕсем пысăккине ăнланса çак ĕçе кĕске вăхăтра йĕркелеме май пур, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç. Ку проекта çĕнĕлле ĕçлеттерсе яма май тупсан пирĕн çĕршывсен лидерĕсем палăртнă тĕллеве пурнăçлăпăр. Ку ĕçе хутшăнакансемшĕн пуриншĕн усă пулĕ, чи кирли — çакна рынок та кĕтни». Олег Алексеевич Раççейре туса илекен хăмлан 93% Чăваш Ен тÿпи пулнине палăртнă. Анчах çитĕнтерекен «симĕс ылтăн» виçи пĕчĕк — 200 тонна кăна. Чăннипе вара 8 пин тонна патнелле пулмалла. Çак культура ытти çĕршыва та кирлĕ — экспорта ăсатмалли продукци. Унпа сăра пĕçерме кăна мар, фармацире, косметологире те усă кураççĕ, çавна май Чăваш Ен туса илекен хăмлана туянас кăмăл та пысăкланса кăна пырать. Сян Бо çак проекта çĕршывсен ертÿлĕхĕн, вице-премьерсен, «Янцзы — Атăл» ĕçтешлĕх механизмĕн шайĕнче пĕрре кăна мар сÿтсе явнине аса илтернĕ. «Вăл хăвăртрах çĕнĕлле ĕçлесе кайни пысăк пĕлтерĕшлĕ — пирĕн кăмăл та çавăн пек. Эпир парк ертÿлĕхĕпе те калаçрăмăр, халĕ унта çĕнĕ команда ĕçлет — çĕнĕ план хатĕрлеççĕ. Эсир кĕпĕрнаттăр пулнă май панă сĕнÿ çак проектăн малалли аталанăвне пулăшĕ». Генеральнăй консул Чăваш Республики Китай регионĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçтеш пулнине палăртнă. Чăваш Ен Китайăн хăш-пĕр хулипе, регионĕпе тачă çыхăну тытать. Чунцин хулипе, Сычуань, Аньхой, Хубэй, Хунань, Цзянси провинцийĕсемпе икĕ енлĕ килĕшÿсем те тунă. «Генконсульство çыхăнусене анлăлатассине, ĕçтешлĕхĕн çĕнĕ çул-йĕрĕсене шырамашкăн пулăшма хатĕр. Пĕр-пĕрин патне кайса çÿрессине, делегацисене йышăнассине йĕркелеме пултаратпăр», — тенĕ хăна. Вăл республикăра машиностроени, электротехника, хими отраслĕсем, ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннине палăртнă. Халĕ шăпах АПК продукцийĕ тĕлĕшпе суту-илÿ вăй илни палăрать. Пĕлтĕр Чăваш Енрен Китая ăсатнă ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ 40% пысăкланнă. Ку енĕпе, генконсул шучĕпе, малашлăх пысăк. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кÿршĕ çĕршыва ăсатакан продукци калăпăшне пысăклатма хатĕррине çирĕплетнĕ: «Кайăк-кĕшĕк ашĕ тĕлĕшпе япăх мар ĕçлетпĕр. Ассортимента кăштах ÿстерсен аванччĕ. Кондитер çимĕçĕсем нумай туса кăларатпăр. Кăçал Китая пăрçа ытларах тиесе ярасшăн. Тырă унта ахаль те ăсататпăр». Китай республикăн тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕнче — 1-мĕш вырăнта. Çав шутра экспорт тĕлĕшпе — 3-мĕш, импорт енĕпе 1-мĕш вырăнсене йышăнать. 2022 çулта тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ 227,1 миллион долларпа танлашнă /Чăваш Енĕн тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕн 41,2%/ — виçĕм çулхинчен 65% ÿснĕ. Çав шутра импорт — 204,6 миллион долларлăх /умĕнхи çулхинчен 69% пысăкланнă/, экспорт — 22,5 миллионлăх /35% хушăннă/. Чăваш Ен Китая ытларах аш-какай, ашран хатĕрленĕ субпродуктсем /çак çĕршыва тиесе яракан экспортăн 53,4%/, тырăран, çăнăхран, крахмалтан, сĕтрен хатĕрленĕ çимĕçсем, кондитер çимĕçĕсем, какао тата унран хатĕрленĕ çимĕçсем, электричество машинисемпе оборудованине, вĕсен пайĕсене, сахăр ăсатать. Китайран килекен тиевсен пысăк пайне органикăллă хими хутăшĕсем йышăнаççĕ — импортăн 58,7%. <...>
Николай ДМИТРИЕВ.
♦ ♦ ♦
Малалла утакана çул парăнать
Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ юнкун черетлĕ хут иртрĕ. Информаци ушкăнĕсем ял-хула çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе, общество ĕçĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов тата Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов ертсе пыракан ушкăн Красноармейски тĕп библиотекинче тĕлпулу йĕркелерĕ. Кун йĕркинче вĕренÿ заведенийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе, «Пушкин картти» программăна пурнăçлассипе, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем пулчĕç. Муниципалитетра, Павел Семенов пĕлтернĕ тăрăх, 16 вĕрентÿ заведенийĕ — 4 ача сачĕ, 9 шкул тата хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени — ĕçлет. Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче вĕрентÿ организацийĕсене тĕрĕслеме пуçланă. Округри пĕлÿ çурчĕсем, тĕпрен илсен, çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме хатĕр. «Кăçал федераци программипе килĕшÿллĕн Кĕçĕн Шетмĕ тата Алманч шкулĕсене тĕпрен юсаççĕ. Хальхи вăхăтра строительство ĕçĕсен пысăк пайне пурнăçланă. Красноармейски шкулĕн картишне хăтлăлатма уйăрнă укçа-тенкĕпе туллин усă курнă», — пĕлтерчĕ Павел Семенов. «Пушкин карттипе» 14-22 çулсенчи çамрăксем усă курма пултараççĕ. Кашнине 5-шер пин тенкĕ параççĕ. Чăваш Енри 98 культура организацийĕ ку программăна хутшăнать. Трак енре «Пушкин карттипе» Культура тата библиотека ĕçĕн аталанăвĕн центрĕ йĕркелекен мероприятисене кĕмешкĕн билет туянма пулать. РФ Культура министерствин «Цифра культури» учрежденийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, центр 2021 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи утă уйăхĕччен 38200 тенкĕлĕх билет сутнă. Павел Семенов палăртнă тăрăх, ку хисеп муниципалитетшăн сахал. «Пушкин картти» сĕнекен майсемпе туллин усă курмалла. Çитес вăхăтра округ центрĕнче уçма йышăннă кинозал ку енĕпе курăмлă пулăшу пулассине пĕлтерчĕ вăл. «Унта Трак енре пурăнакансем кăна мар, кÿршĕ округсенчи шкул ачисем те килме пултарĕç», — терĕ вăл. Сăмах май, Трак енре пурăнакан 1093 çамрăкран 998-шĕн «Пушкин картти» пур. Анчах хальхи вăхăт тĕлне вĕсем карттăсем çинчи укçан çуррипе те усă курман. Красноармейски районĕнчи социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрăн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Светлана Андреева пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 2500 ытла çынна социаллă пулăшу панă. Центр 92 çемьене, вĕсенче 249 ача çитĕнет, пăхса тăрать. 763 гражданин валли пурăнмалли çурт-йĕр тăкакĕсене саплаштарма 1872,73 пин тенкĕлĕх компенсаци уйăрнă. Çурта çут çанталăк газĕ кĕртме пĕр çын центр урлă патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. «Социаллă контракт пулăшнипе чухăнлăх шайне чакарас тĕллевпе кăçал 14 çынна ĕçе вырнаçма, ултă çынна предприниматель ĕçне пуçлама, çичĕ çынна хушма хуçалăх йĕркелеме, ултă çемьене укçан пулăшнă. «Ача çуралсан çемьесене финанс пулăшăвĕ парасси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕр ытла çемьене виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çут тĕнчене килсен уйăхсерен паракан тÿлевпе тивĕçтернĕ. Çичĕ çемьене 0,8 миллион тенкĕлĕх республикăн амăшĕн капиталне панă», — пĕлтерчĕ Светлана Андреева. Информаци ушкăнĕн членĕсемпе тĕлпулăва килнисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене те хускатрĕç. Культура тытăмĕн ветеранĕсене, акă, Красноармейскинче клуб, ачасем валли вăйă пÿлĕмĕсем çукки, кафе-ресторан ĕçлеменни, çавна май çынсем туй е паллă урăх куна уявлама Шупашкара, Çĕрпĕве кайни, халăх музейĕ валли халĕ те тивĕçлĕ вырăн тупăнманни пирки пăшăрханса калаçрĕç. Павел Семенов çирĕплетнĕ тăрăх, çак ыйтусем пурте — çитес çулсенче татса пама палăртнисен шутĕнче. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, акă, Красноармейскинче ачасем валли ятарлă кафе уçăлĕ. Унта пĕчĕккисем тĕрлĕ вăйă выляма, чей е кофе ĕçме пултарĕç. Çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕ валли ятарлă техника, оборудовани туянма палăртнă. Çапла майпа урамсенчи курăка çулса тирпейлесси те хăвăртланĕ, ĕç пахалăхĕ те палăрмаллах ÿсĕ. Николай Угаслов «муниципалитетра çивĕч ыйту сахал маррине, анчах вĕсене пĕрлехи вăйпа татса пама май пуррине» палăртрĕ. «Малалла утакана çул парăнать, — терĕ вăл. — Çирĕп тĕллев лартсан, ĕç юхăмне йĕркелесен кирек епле кăткăс ыйтăва та татса пама пулать. Çĕр çинчи кашни çын лайăхрах пурăнасчĕ тесе тăрăшать. Çавăнпа çитменлĕхсене асăрхаса пĕлтерни кăна çителĕксĕр. Вĕсене пĕтермелли меслетсене пĕрле шырамалла, пĕрле палăртмалла, сĕнÿсем памалла. Пĕрлехи вăйпа эпир нумай ырă ĕç тума пултарăпăр», — терĕ Николай Федорович. Сĕнтĕрвăрри округĕн ĕçлĕ ушкăнĕ Карапаш тата Шуршăл тăрăхĕсене çитрĕ. Чи малтанах хăрушсăрлăх ыйтăвне çĕклерĕç. «Çут çанталăк газĕпе усă курнă чухне питĕ тимлĕ те асăрхануллă пулмалла. Пĕлтĕр Чăваш Енре 5 инкекре 16 çын шар курнă, 1 çын вилнĕ. Кăçал 14 çын газ сĕрĕмĕпе наркăмăшланнă», — пĕлтерчĕ «Газпром газораспределение Чебоксары» филиалĕн мастерĕ Валерий Перов. Вăлах газ хуçалăхĕн организацийĕсен ĕçченĕсем çынсене газ оборудованийĕн техникине вăхăтра тĕрĕслеттермеллине, вентиляци каналĕсемпе тĕтĕм çулĕсем юсавлă пулмаллине аса илтерчĕ. «Газ пыми пулсан е пÿлĕмре /котельнăйра/ газ шăршине туйсан оборудовани кранне пĕр тăхтаса тăмасăр хупмалла. Хваттере е çурта уçăлтарас тесе форточкăсене, чÿречесене, алăксене уçмалла. Федерацин çĕнĕ саккунĕ вăя кĕрет. Сирĕн килĕшÿсене тепĕр хут тума тивĕ. Ку — тÿлевсĕр. Газ службин ĕçченĕсене пÿрте кĕртес умĕн докуменчĕсене ыйтăр, ултавçăсенчен асăрханăр», — асăрхаттарчĕ Валерий Анатольевич. Сĕнтĕрвăрри округĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Арсентьева вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленни пирки пĕлтерчĕ. «Сĕнтĕрвăрринчи Коновалово микрорайонĕнче çĕнĕ шкул çĕкленни пирки пĕлетĕр. Унăн алăкĕсем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлĕç. Ĕçе вĕçленĕпе пĕрех — оборудовани илсе килмелли кăна юлнă. Подрядчиксем ăна вăхăтра илсе çитерессе шанатăп», — терĕ Светлана Витальевна. Вăлах «Пушкин картти» программа еплерех пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Ачасем унпа усă кураççĕ: музейсене çитеççĕ, спектакльсемпе кинофильмсем кураççĕ, мероприятисенче пулаççĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА, Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
Бизнесăн пулăшупа тухăçлă усă курмалла кăна
Инвестицишĕн налук енĕпе вычет илесси, офсет контракчĕпе усă курасси, уйрăм экономика зонинчи çăмăллăхсене анлăлатасси — çак тата ытти ыйтăва ытларикун ЧР Экономикăн аслă канашĕн анлă ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.
Ку хутĕнче лару формачĕ хăнăхнинчен уйрăмрах пулчĕ. Малтан бизнес, муниципалитетсен ертÿçисем, министерствăсен представителĕсем стратеги сессийĕнче тăватă «сĕтеле» пайланса кашни пайăр ыйтăва тĕплĕн тишкернĕ, кăнтăрла хыççăн вара çав «сĕтелсен» представителĕсем пĕтĕмлетÿсемпе, сĕнÿсемпе трибуна умне тухрĕç. Калăпăр, инвестици вычечĕн теми. Унпа паллаштарнă май «Элара» заводăн гендиректорĕн çумĕ Наталия Партасова вычет илмелли майсене саккунсемпе уçăмлăн çирĕплетнине палăртрĕ. Çăмăллăх пур — ăна виçĕ çул каяллах вăя кĕртнĕ, анчах усламран илекен налук тĕлĕшпе тĕп фондсене модернизацилеме янă тăкаксемшĕн республикăра паянхи кунччен пĕр организаци те çав вычета илмен иккен. Предприятисем унпа усă курманнин сăлтавĕсенчен пĕрне Наталия Юрьевна вычет илмелли йĕрке ытла та кăткăссинче курать. Эппин, ансатлатмалла. Чылай регионта çак утăма тунă ĕнтĕ — пирĕн те вĕсен опычĕпе усă курмалла. Вăл хутшăннă «сĕтелĕн» тепĕр сĕнĕвĕ — вычета виçеллĕ тăвасси: 300 миллион тенкĕ таран юрăхлă пулмалла. Çавнашкал чикĕ палăртмасан хăшĕсем вычетпа иртĕхсе усă курасси те часах. Наталия Партасова çак çăмăллăх професси вĕрентĕвĕн программисемпе ĕçлекен организацисемшĕн уйрăмах меллĕ пулассине палăртрĕ. Пытармарĕ: промышленноç предприятийĕсенче паян рабочи кадрĕсен дефицичĕ çивĕч — çак ыйтăва сирес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелли куçкĕрет. Чылай предприяти «Профессионалитет» программăпа килĕшÿ тунă: кадрсен дефицичĕпе çураçма юрамасть — «вĕсем — пирĕн пуласлăх». Комсомольски округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Раськин территорисене аталантармалли инвестицисем пирки калаçнă май М-12 автомагистраль строительстви уйрăм муниципалитетсемшĕн анлă майсем уçас ыйтăва çĕклерĕ. Комсомольскисене ку, паллах, тÿррĕнех пырса тивет — М-12 магистраль А-151 трассăпа хĕресленекен вырăнти развязка шăпах çак округра вĕт. Эппин, унта транспорт юхăмĕ пысăкланасси иккĕленÿсĕр. Логистика майĕсемпе усă курма тăрăшмаллах. Тепĕр «сĕтел» тĕпченĕ тема — офсет контракчĕсем. Нумайăшĕ унăн пĕлтерĕшне те чухламасть пулĕ — ларура уçăмлатма тиврĕ. Сăмах таварсемпе, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтермелли вăрах вăхăтлăх килĕшÿ пирки пырать — поставщик хăйĕн çине инвестиципе çыхăннă обязательствăсем те илет. Хальлĕхе çĕршывра офсет контракчĕсем валли патшалăх кăна укçа уйăрать. Пухăннисен шучĕпе вара çак тĕллевпе тĕрлĕ фонд укçипе те усă курма май памалла. Сăмахран, Обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕн укçипе — медицина валли кирлине ун шучĕпе офсет контракчĕсемпе туянни тухăçлă пулмалла. Уйрăм экономика зонин теми Çĕнĕ Шупашкар тĕслĕхĕ çинче никĕсленчĕ. Пухăннисен шучĕпе, унти зона резиденчĕн статусне çĕнĕ производствăсене кăна мар, çав территорире хальччен ĕçленĕ предприятисене те памалла. 540 гектар ытла йышăнакан зонăра паян пушă лаптăк 94 гектар çеç — ку сахал, çавăнпа сĕнÿ пулчĕ: УЭЗа Шупашкар округĕнче те сарас. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев уйрăм экономика зонипе çыхăннă çак тата ытти сĕнÿре çĕнĕлĕх курмарĕ — вĕсене сÿтсе явса пурнăçласси йывăр мар. Пухăннисем бизнеса, территорисене аталантарма пулăшмалли мерăсен тухăçлăхĕшĕн пăшăрханнине вара вăл пысăка хурса хакларĕ. Ларура çĕкленĕ ыйтусенчен чылайăшĕ, ун шучĕпе, татса памаллискерсем — влаç сĕнÿсене шута илсе пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлĕ. Çав шутра — офсет контракчĕсемпе те. Хальччен республикăра унашкал пĕр контракт та пулман, кăçал пĕрремĕшне тумаллах — тивĕçлĕ алгоритм йĕркелесе çак мелрен те инвестици ĕçĕн пĕр енне туса хумалла. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Аслă тата хаклă шкул
Шкул пĕтернĕ пин-пин яшпа хĕр кĕçех аслă вĕренÿ заведенийĕсен алăкĕсене уçса кĕрĕ — 1-мĕш курсра вĕренме пуçлĕ. Çамрăксен пысăк пайĕ бюджет вырăнĕсене йышăнать, анчах тÿлевсĕр вырăн пурне те çитмест — унашкаллисен вара аслă пĕлÿпе çыхăннă ĕмĕте пурнăçа кĕртессине çитес çула хăварма е вуçех пăрахăçлама тивет. Чăн та, тепĕр мел те пур — тÿлевлĕ майпа вĕренесси.
Статистика мĕн калать? Çывхартса палăртнă статистика пур: çĕршывра кашни виçĕ студентран иккĕшĕ бюджет вырăнĕсенче вĕренет, виççĕмĕшĕ вара пĕлĕве укçалла илет. Эппин, тÿлевлĕ вĕренÿ пĕчĕк йыша кăна пырса тивет тени чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Центрти массăллă информаци хатĕрĕсем вара çак кунсенче тÿлевлĕ вĕренÿпе çыхăннă хыпарсем пĕлтерсе чылайăшĕн сехрине хăпартрĕç. Вузсем вĕренÿ хакне тăруках нумай пысăклатнă-мĕн. Çапах тимлĕрех пăхсан ку, тĕпрен илсен, пысăк хуласенчи, уйрăмах Мускаври, аслă вĕренÿ заведенийĕсене пырса тивни палăрать. Уйрăмах — медицинăпа çыхăннă вузсене. Акă, сăмахран, И.М.Сеченов ячĕллĕ Пĕрремĕш Мускав патшалăх медицина университетĕнче «сиплев ĕçĕ» специальноçпа вĕренессин пирвайхи çулĕ тăруках 235 пин тенкĕлĕх хакланнă — 650 пине çитнĕ. «Стоматологи» специальноçăн 1-мĕш курсĕ тата хаклăрах — 700 пин тенкĕ. Çапла вара медфакри ултă çула тăсăлакан вĕренĕвĕн пĕтĕмĕшле хакне тавçăрнă май темиçе миллион тенке ларакан «ылтăн» диплом илме пултаракансене ăмсанмалли çеç юлать. Вĕренÿ заведенийĕсем хаксен ÿсĕмне инфляципе, пандемипе тата ятарлă çар операцийĕпе сăлтавлаççĕ имĕш. Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви вара çакна айккинчен кăна сăнаса тăрать тени те йăнăш мар: унăн шучĕпе, вĕрентÿ хакне пысăклатасси — вĕрентÿ организацийĕсен хăйсен ĕçĕ, вĕсене çапла тумашкăн чарма, «çÿлтен» хистеме ирĕк çук. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Ырă çын нумайран пурăнатăп ĕнтĕ çак таран»
«Çурла уйăхĕнче педагогсен канашлăвĕ иртсен кĕркунне çитнĕ пек туйăнатчĕ. Астăватăп-ха: канашлăва шкулти мĕн пур учитель каяттăмăр. Ĕç шавĕ тытăнатчĕ вара. «Юрать, шкулта ĕçленĕ», — тетĕп халĕ. Вĕреннĕ, студент пулнă, шкулта ĕçленĕ çулсем — чи хаваслисем. Ун чухнехи пурнăçа нимĕн те çитмест», — кăмăллăн палăртрĕ Шупашкар округĕнчи Мăналта пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Римма Петрова. Çак кунсенче Римма Ильинична патĕнче пултăмăр. Учитель ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пирки калаçрăмăр.
«Апи патне шкула çÿреттĕм»
— Римма Ильинична, кăçал Раççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнине мĕнле йышăнатăр? — Çав тери лайăх. Шăпах кирлĕччĕ вăл. Паян педагогăн ят-сумне ытларах çĕклемелле. Пултаруллă, маттур вĕрентекенсене хавхалантармалла. Вĕсен ĕçлес килсе тăтăр. Республикăн тата Раççейĕн ертÿçисем вĕрентекенсемшĕн тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть Чăваш Енре тăван чĕлхе олимпиадин призерĕсемпе çĕнтерÿçисене хатĕрленĕ вĕрентекенсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев премипе хавхалантарчĕ. Хальтерех кăна Раççей Президенчĕн Хушăвĕ тухрĕ. Унпа килĕшÿллĕн пултаруллă учительсене 200-шер пин тенкĕ пачĕç. Вĕсен йышĕнче Чăваш Енри педагогсем пурри савăнтарчĕ. Кăçал манăн вĕренекенĕм Анжела Московцева та «Тăван чĕлхен чи лайăх вĕрентекенĕ» конкурсра çĕнтерчĕ. Халĕ вăл Раççей шайĕнчи ăмăртăва кайма хатĕрленет. Питĕ пултаруллă учительница. Уншăн шутсăр савăнатăп.
— Таçта аякка кайиччен хăвăр çинчен каласа кăтартăр-ха.
— Анне Ирина Яковлевна шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Вăл пĕлÿ çуртĕнче 34 çул ĕçленĕ. Аннен йăмăкĕ Хăймалакассинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ун патне хăнана каяттăм. Чăланта «Тăван Атăл» журналăн номерĕсене çыхса хунăччĕ. Унта кĕреттĕм те вуласа лараттăм. «Илсе кай», — тесе çĕклемĕпех тыттарса яратчĕ. Халĕ мачча çинче, верандăра, залри шкапра темĕн чухлĕ кĕнеке. Вĕсем маншăн питĕ хаклă. Кĕнеке вулама çав тери юратнă, халĕ те кăмăллатăп. Маларах хамăн ачасенчен хăшĕ те пулсан учителе вĕренессе кĕтеттĕм… Нихăшĕ те каясшăн пулмарĕç. Атте Илья Григорьевич колхозник пулнă, 4 класс кăна вĕреннĕ, çапах шăрçа пек илемлĕ çыратчĕ. Вăрçăран аманса таврăнсан бригадирта ĕçленĕ. Çывăх çыннăм Беларуçра партизан отрядĕнче пулнă. Тыткăна лекни, кайран тарни пирки каласа паратчĕ. Беларуç вăрманĕнче Иван Шатаков партизан отрядне лекнĕ вăл. Ялан нимĕçле калаçатчĕ. «Сан çинчен кĕнеке çыратăп, атте», — теттĕм ăна. Кĕнекине кăлартăм. Ăна халалласа сăвă та çыртăм. Анчах атте кулнине, чăн та, астумастăп. Куç умĕнче ялан унăн хурлăхлă куçĕ, пасарнă тăнлавĕсем. Питĕ çирĕп кăмăллă çынччĕ. «Эсĕ аçу пек пулнă», — теççĕ мана. Çемьере тăваттăн ÿсрĕмĕр: виçĕ хĕр те пĕр ывăл. Шăллăм Володя университетра 5-мĕш курсра вĕреннĕ чухне аварие лексе вилчĕ. Йăмăкăмсем Вальăпа Лиза сутуçăра ĕçлеççĕ.
— Эсир вара мĕншĕн вĕрентекен çулĕ çине тăрас тенĕ?
— Эпĕ апи патне шкула час-часах çÿреттĕм. Вăл Ырашпулăх шкулĕнче вăй хуратчĕ. Хăш чухне тепĕр учительницăпа йăпăртлăха тухатчĕ те наччас вĕрентекен вырăнне йышăнаттăм. Тантăшăмсем ача чухне пирĕн пата выляма килетчĕç. «Римма усалччĕ те», — тенĕ вĕсем каярахпа. Эпĕ хĕрачасем пырсан тухса ан тарччăр тесе алăк айĕсене йăлт хуплаттăм. Хам патра кунĕпех выляттарас килнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа усал пулнă-ши? Ишек шкулĕнче учительсем питĕ ăслăччĕ. Чăваш чĕлхипе — Людмила Тельмова, вырăс чĕлхипе Анастасия Николаева пĕлÿ панă. Алексей Тимофеев сăвă çырма вĕрентрĕ. Ун патне кружока çÿреттĕмĕр. Пире вĕрентнĕ хыççăн вăл Шупашкара «Çамрăк коммунист» хаçат редакцине ĕçлеме куçрĕ. Манман-ха: шкулта хаçат кăларма мана редактора суйланăччĕ. Заметкăсем çитмесен лараттăм та наччасра сăвă çыраттăм. Чăвашла çырнă. Пирĕн вăхăтра ытларах чăвашла калаçнă. Географие те чăвашла вĕреннĕ эпир. Математикăна та юратнă эпĕ. Неонилла Кольцова шăтăршатăр учительницăччĕ. Питĕ çирĕп ыйтатчĕ. Çавăнпах тăхтава тухма хăраса вĕренсе лараттăмăр. Людмила Тельмовăна сăнама кăмăллаттăмăр. Çÿçне ялан хитре прическа туса килетчĕ, кĕлетки хĕрĕнни пек яштакаччĕ. Ăна кура чăваш чĕлхи вĕрентекенне кайрăм. Вĕреннĕ вăхăтра укçа çитменрен П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменне урай çума вырнаçрăм. Каçхине ĕçлемеллеччĕ. Йăмăксене хитре пальто туянса патăм. Хам та илсе тăхăнтăм. Анчах çывăрса тăранаймастăм. Лекцисенче ыйхă пусатчĕ. Тăватă уйăхран пăрахрăм. Унсăр пуçне кино курма питĕ юрататтăм. Лекцисем хыççăн кинотеатра чупаттăм. Хăш артист мĕнле рольте вылянине çырса пыраттăм. 4-мĕш курсра куçăн мар майпа вĕренме куçрăм. Çĕньялти шкула кĕçĕн классене вĕрентме кайрăм. Апи пек пулма тăрăшнине, ачасенчен çирĕп ыйтнине астăватăп. Çывăх çыннăм çÿллĕччĕ, яштакаччĕ, чиперччĕ. Пурăна киле Мăналта вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ кирлĕ пулчĕ те унта куçрăм. Каярахпа чăваш чĕлхипе литературине те вĕрентрĕм. Çулсем иртсен тăван ен культури хушăнчĕ. Ăна та питĕ юратса вĕрентеттĕм. Ачисемпе пĕрле юрлаттăм та.
— Мăнал каччипех çемье çавăрнă пулас эсир?
— Çапла, мăшăрăм Виталий Мăналта çуралса ÿснĕ. Ăна 1971 çулта качча тухрăм. Мĕнле паллашнă тетĕр-и? Вăл салтакран килнĕ кăначчĕ, эпĕ шăпах унта ĕçлеме куçнăччĕ. Шутсăр хитре йĕкĕтчĕ. Çÿллĕччĕ, яштакаччĕ. Хам пĕчĕк пулнăранши — лутра кĕлеткеллĕ каччăсене юратмастăм. «Ачасем пĕчĕк пулаççĕ», — теттĕм. Ун чухне мăшăрăм механикчĕ. Авлансан ЧПУн экономика факультетне вĕренме кĕчĕ. Диплом илсен учхоза профком председательне вырнаçрĕ. Кайран парткомра ĕçлерĕ, кăлпасси цехĕн пуçлăхĕ пулчĕ. Виçĕ ывăл — Володя, Николай, Алеша — пăхса ÿстертĕмĕр. 55 çулччен, пенсие тухиччен питĕ телейлĕ пурăнтăм. Кайран ывăлăмсем пĕрин хыççăн тепри пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕç. Мана ялан диспутсене хутшăнтаратчĕç. «Римма Ильинична, астăватăр-и: сирĕнтен: «Эсир телейлĕ-и?» — тесе ыйтнăччĕ. Ун чухне эсир: «Эпĕ телейлĕ», — терĕр», — аса илтерчĕ çак кунсенче пĕр вĕренекенĕм. «Юратнă çынна каçарма пулать-и?» — ыйтнă-мĕн тата манран. «Юратсан каçарма пулать», — хурав панă эпĕ. Чăнах, каçарма пулать. Çав самантсене асăнаççĕ те хĕпĕртетĕп. 2002 çулта ĕçлеме пăрахрăм. Пуç ыратнипе аптăранăран тек вăй хурас мар терĕм. Хамăн вырăна вĕренекенĕме Анжела Московцевăна хăвартăм. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Вут куçĕ ку çуртра ан сÿнтĕр
Чăвашсен çĕнĕ пÿрт хăтлас (çĕнĕ пÿрт ĕçки) йăли IV ĕмĕрте пуçланнă. Уява пĕтĕм ял-йыш хутшăннă, мĕншĕн тесен çурта нимелле хăпартнă.
Перекет пĕлтерĕшлĕ
«Вĕрентÿ институчĕ йĕркелекен курссенче лекцисем вуланă чухне Михаил Скворцов ăсчах çĕнĕ пÿрт хăтлани тавра çырнине тупрăм. Ку йăла-йĕрке çинчен пĕлнĕ-ха. Çапах Михаил Иванович каласа кăтартни ытларах килĕшрĕ», — терĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Земфира Яковлева. Вăл ăнлантарнинчен куç умне çакнашкал ÿкерчĕк тухрĕ: çĕнĕ пÿрте уйрăлса тухакан çемьепе савăнмашкăн çывăх тăванĕсем, кÿршĕ-аршă, пĕлĕшĕсем пухăннă. Çăка хăмасенчен саваласа тунă сĕтел çине ĕçме-çиме лартнă. Пÿлĕм варринче шапшурă çÿçлĕ аслашшĕ тăнă. Тĕп çуртри вучахран пĕрерĕн-пĕрерĕн суйласа кăвар тултарнă тăм чÿлмеке аллине тытнă вăл. Арçын çĕнĕ çурта хăтланă май кăвар чĕртни, çапла майпа чĕрĕлĕх кĕртни çинчен каланă. Вăл чÿлмекри хĕмленсе выртакан кăвар чăмаккисене шап-шурă кăмака анине çакса янă хуран айне хĕскĕчпе тирпейлĕн илсе хунă. Çак килте вут чĕртсе яраканскере хуçа арăмĕ тĕрĕллĕ ал шăлли çинчи çăкăр-тăвара астивме сĕннĕ. Ăна сăра тултарнă алтăр тыттарнă. «Вут куçĕ ку çуртра нихăçан та ан сÿнтĕр. Яланах перекет пултăр», — ватă çыннăн пилĕнче çакнашкал сăмахсем пур. Ял-йыш кĕрекене ларнă. Ватă çын çаврака çăкăра хуçса, тăвар сапса çинĕ те сĕтел хушшине вырнаçнисене панă, алăран янă. Алтăрти сăрана ĕçсе ыттисене тыттарнă. Вăл пурне те йышпа ташлама-юрлама ирĕк панă. Земфира Кузьминична Михаил Скворцов çырнипе усă курса уйрăм сценари хатĕрленĕ. Авалхи йăла-йĕркене хăй ертсе пынă «Çĕн ял» халăх фольклор ушкăнĕпе икĕ хутчен кăтартнă. Ватă çын сăнарне малтан Анатолий Соловьев, кайран Николай Фомиряков калăпланă. Земфира Яковлева çĕнĕ пÿрт ĕçкине чăвашсен пурнăç йĕркине сăнлакан «Алран кайми» юрăпа пуçланине палăртрĕ. Хăнасем çапла майпа кил хуçисене ырлăх сунаççĕ. «Çĕнĕ пÿрте чи малтан кушак кĕртекенсем те пур. Ку йăлана çынсем тытса пынине курнă. Маншăн ватă çын çĕнĕ пурнăç пуçланнине сăнласа çулăм чĕртни хаклăрах», — пусăм тусах çирĕплетрĕ Земфира Кузьминична. Çапах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Хальхи вăхăтра кăмака хутманнине кура çĕнĕ çĕре вут-кăвар илсе каяймăн. Апла пулин те авалхи йăла-йĕркене пĕлни йăх-несĕле хисеп тунине кăтартать. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Сăвăç патĕнчен çын татăлман
Çак уйăх пуçламăшĕнче Шупашкарти К.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Альберт Канаш поэт çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă литературăпа музыка уявĕ иртрĕ. Мероприятие пуçтарăннă писательсемпе журналистсем, вĕрентекенсемпе шкул ачисем «Эпир — аптрамансем» куравпа паллашма пултарчĕç. Экспозицире сăн ÿкерчĕксемпе Альберт Георгиевичăн тĕрлĕ çулта тухнă кĕнекисем пулчĕç. Стенд çине çавăн пекех «Николай Островские. Николаю Островскому» сăвва вырнаçтарнă.
«Вун çич çултах тÿшек çине тÿнсен – Эп браунинг е мăйкăч шырамарăм. Эп Павкăпа тус пулнă пĕчĕкрен! Ун сăнарне нихçан умран ямарăм!» — çырнă нуша мĕнне çамрăклах астивнĕ поэт. Вăл 1928 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче халĕ Сĕнтĕрвăрри округне кĕрекен Октябрьски салинче çуралнă. Вăтам шкулта вĕреннĕ, анчах йывăр чире пула унăн чылай вăхăт вырăнпах выртма тивнĕ. Апла пулин те каччă пуç усман, сăвăсем шăрçаланă, публицистика статйисем çырнă. Районта тата республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă. Ку кăна та мар, вăл пултаруллă яшкĕрĕмпе хĕр-упраçа хăй тавра пухнă — райхаçат çумĕнчи литература пĕрлешĕвне ертсе пынă. 1962 çулта СССР Писательсен союзĕн членĕ пулса тăнă. Альберт Канашшăн гражданла лирика та, туйăмсене çутатасси те ют мар. Хайлавĕсенче пурнăçа юратни, ырра шанни, çутă малашлăха кĕтни сисĕнет. Вĕсенче самана сывлăшĕ тапса тăрать, хăват тĕлкĕшет, илĕртет. Альберт Георгиевич чылай çыравçăпа çыхăну тытнă. Петр Осипов писатель тата тухтăр унăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă: ăна сипленме майсем тупса панă, çырма хавхалантарнă. Сăвăç патĕнчен çын нихăçан та татăлман. Уçă кăмăллăскер, вашаватскер пурне те хапăлласа йышăннă. Хăнисем те кил хуçин тараватлăхне туйнă-тăр. Альберт Канаш Андриян Николаев космонавта хăйĕн кĕнекине парнеленĕ, Андриян Григорьевич вара пултаруллă ентешне хăйĕн сăн ÿкерчĕкне алă пусса халалланă. Шел те, 1968 çулта сăвăçăн чĕри тапма чарăннă. Пурăннă чухне Альберт Георгиевич икĕ сăвă пуххи кăларма ĕлкĕрнĕ: «Сăвăсем» /1960/ тата «Иккĕмĕш утăм» /1965/. Каярахпа «На наковальне сердца» /1972/, «Шăпчăксем, эп сире итлесе» /1978/ кĕнекесем тухнă. Мероприятие Литература музейĕн наука ĕçченĕ Галина Еливанова ертсе пычĕ. Уява «Надежда» халăх ансамблĕ «Чечексем, чечексем» юрăпа уçрĕ. Сăввин авторĕ, паллах, – Альберт Канаш. Унăн лирика хайлавĕсемпе композиторсем чылай юрă кĕвĕленĕ. Çĕрпÿ округне кĕрекен Чурачăк шкулĕнчи чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Венера Иванова Литература музейне мăнукĕсемпе пĕрле пынă – Шупашкарти 30-мĕш шкулта ăс пухакан Артемпа Арина Парусовсем Альберт Канашăн сăввисене пăхмасăр каларĕç. — Альберт Канашăн ури тĕрекĕ пулмасан та чун тĕрекĕ хăватлă пулнă. Çавăншăн мухтатăп ăна. Вăл – кĕрешÿçĕ, Çеçпĕл йăлисене аталантарнисенчен пĕри. Поэзи унăн таса чунне кăтартать. Хăйĕн кăмăл-туйăмĕпе вăл чăваш поэзийĕн çÿпçине пуянлатнă, – терĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Мефодьев сăвăçпа çыру çÿретнĕ. 1955 çулта «Ялав» журналăн çурла уйăхĕнчи номерĕнче Александр Иванович Альберт Канашăн сăввисене вуланă. Ум статйине Митта Ваçлейĕ çырнă. Çамрăк поэтăн хайлавĕсемпе паллашни 9-мĕш класс вĕренекенне хавхалантарса янă — хăйĕн те сăвă çырас килнĕ. Анчах мĕнрен пуçăнмалла? Хăтланса пăхнă — хут çинчи йĕркесем тивĕçтермен. Эппин, канаш ыйтса сăвăç патне çыру çырмалла. Адресне пĕлменни те ура хурайман ачана. Редакцие шăрçаланă. Тем вăхăтран, чăнах та, Альберт Канашран хурав çитнĕ. Конверт пичĕ çинче адресне чăвашла çырнă. «Александр Мефодьев çамрăк сăвăçа» тенĕ тата. Вăл Сантăртан 10 çул аслăрах пулнă, апла пулин те хăйне «эсĕ» теме ыйтнă. Çакăнтанпа поэзие парăннă яшсем пĕр-пĕрин патне çыру ăсатма тытăннă, пĕр-пĕрне сăвăсем ярса панă. Асли кĕçĕннине сĕнÿсем панă, анчах аслă çын пек вĕрентсе мар, тантăшпа калаçнă пек юптарса. «Каярахпа юлташсемпе пĕр шухăшлă пулса, алăпа çырса «Юхма» журнал кăларма пуçларăмăр. Виçшер экземпляр хатĕрлеттĕмĕр», – аса илчĕ Александр Иванович. Паллах, ку утăм та Альберт Георгиевич хавхалантармасăр пулман. «Альберт Канаш маншăн атте пек, пичче пек», — терĕ сумлă литературовед. – Унăн сăввисем чăваш чĕлхине, тăван çĕре юратма вĕрентеççĕ, — палăртрĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Геронтий Никифоров. — Вĕсенче мĕн чухлĕ метафора, эпитет, танлаштару! «Эп çуралман поэт пулма...» — çырнă вăл пĕр сăввинче. Ÿкерме юратаканскер художник пулма ĕмĕтленнĕ. Стена хаçачĕсене илемлетес ĕçе те хутшăннă. Эпир шкулта ачасене поэтăн йывăр шăпи çинчен каласа паратпăр, унăн пурнăçа юратма хистекен сăввисемпе паллаштаратпăр. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
♦ ♦ ♦
Вăрçă паттăрĕсене пĕр альбома пухнă
Çак тĕллевпе 14 сыпăкри тăванĕсен ячĕсене шыраса тупнă
Шупашкарта пурăнакан Алексей Курицын тăванĕсемпе мăнаçланса «Аслă Çĕнтерÿ паттăрĕсем» альбом хатĕрленĕ. Ăна кĕнеке майлă кăларнă. Унта тăнăçлăхшăн çапăçнă йăх-несĕлĕн — 25-шĕн — сăн ÿкерчĕкĕсене кĕртнĕ. Вĕсем пурăннă тапхăра, наградăсене кăтартнă.
Курскран куçса килнĕ
Алексей Павлович ăнлантарнă тăрăх, Алексеевсен йăхĕ Комсомольски тăрăхĕнчи Тĕвенеш ялне никĕсленĕ чухнех пуçланнă. Пĕтĕмĕшле илсен, 1685 çултанпа тăсăлакан 14 йăхри çынсен ячĕсене тĕпчесе пĕлнĕ вăл. Сăмах май, арçын Курскран тăван тăрăха сакăр çул каялла куçса килнĕ. Йăх-несĕлĕн хăватне туйса ĕçе пуçăннă. Архиври документсем тăрăх тăванĕсен кун-çулне тĕпченĕ. Хăй палăртнă тăрăх, нумайăшĕ музыка инструменчĕ — купăс, баян, пианино, гитара — калама пĕлнĕ. Светлана Таллерова, сăмахран, Хусан консерваторийĕнче пĕлÿ илнĕ. Ансамбль йĕркеленĕ. Алексей Курицын хăй те, çулсем иртнине пăхмасăр, нота вулама вĕренес шухăша пăрахăçламасть. РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Семин Шупашкара концертпа килсен Алексей Курицын сцена çине хăпармасăр, сăмах каламасăр пултарайман. Йăх-несĕлĕ кĕвĕ калас, юрлас пултарулăхĕпе палăрнăран сумлă хăнана «Аслă Çĕнтерÿ паттăрĕсем» альбом парнеленĕ вăл. Ахăртнех, ĕçĕ курăмлă пулса тухни хăйне те хăпартлантарнă. Сăмах май, ку кăларăма тăванĕсем валли те пичетлеттернĕ. Капла çулсем иртсен те никам та, нимĕн те манăçмĕ.
Амăшĕ пур çĕртех тăлăха юлнă
«Атте Павел Курицын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн киле нимĕçсен бритвине тута купăсне илсе килнĕ. Ача чухне унăн медалĕсемпе выляттăмăр. Пирĕн пата интернатра пурăнакан шăпăрлансем килетчĕç. Пĕчĕкскерсем çав тупра мĕнешкел хаклине ăнланман. Шел, çав наградăсем çухалса пĕтнĕ. Манăн аттен иккĕмĕш сыпăкри 42 тăван пулнă. Вĕсенчен пĕри — 93-ри Маргарита — пурăнать-ха», — каласа кăтартрĕ Алексей Павлович. Унăн ашшĕне 1939 çултах хĕсмете илсе кайнă. Арçын яппун самурайĕсене хирĕç çапăçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăватă хутчен аманнă. Ăна 1946 çулта тин демобилизациленĕ. «Атте тăван амăшĕ пур çĕртех тăлăх çитĕннĕ», — тет хурланса ывăлĕ. Мĕнле майпа çавнашкал пулса тухнă-ха? Павелăн амăшне Марийăна мăшăрĕ Граждан вăрçинче çут тĕнчерен уйрăлсан килтен кăларса янă. Хĕрарăм тепре качча тухнă. Тепĕр ывăлне те Павел ят хунă. «Эпĕ хам та çакăн çинчен пĕлмен. 2018 çулта Комсомольски тăрăхĕнчи Çĕнĕ Мăратри шырав отрячĕн йышĕнчи вĕренекенĕсем хаçата çырни йăлтах уçăмлатрĕ», — хăйĕн сăмахне тăсрĕ Алексей Павлович. Историрен çакă паллă: 150-мĕш дивизи ялавне 1945 çулта салтаксем Рейхстаг çине çĕкленĕ. Шкулти шыравçăсем дивизи йышĕнчи Комсомольски округĕнчи тăватă çынна тупса палăртнă. Вĕсенчен пĕри шăпах — Павел Манзуркин, Павел Курицынăн шăллĕ. Каччă 17 çултах вăрçа тухса кайнă. Снайпер пулнă. Ăна III степень Мухтав орденĕпе наградăланă. Вăл 1944 çулта Ржев çывăхĕнчи хаяр çапăçура пуç хунă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Алли сусăррине пăхмасăр ĕçре малта пынă
Тăрăшулăхĕшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ
Шăпа ăна хура-шурне сахал мар кăтартнă. Пĕчĕклех сусăр тăрса юлнă вăл, çапах ĕçре ыттисенчен юлман. Пушшех ытларах тăрăшса ĕçленĕ, нумай çул колхозра ĕне сунă. Ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн, чуна парса вăй хунăшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне те тивĕçнĕ. Сăмахăм Шупашкар округĕнчи Курак Чурачăк ялĕнче кун кунлакан Ольга Муравьева çинчен. 97 çула кайнă кинемей кил таврашĕнче уткаласа çÿрет, чăх-чĕп пăхать, кĕнеке-хаçат вулать.
Тÿшекрен тухса ÿкнĕ
«Эпĕ çак ялтах çуралнă, çемьере виççĕн — аппа, эпĕ тата шăллăм — çитĕнтĕмĕр. Атте Петр Романович малтан Павлов хушаматпа çÿренĕ, салтакра ăна улăштарнă, Муравьев пулса тăнă. Вăл унтер-офицер, кавалерист пулнă, çичĕ çул службăра тăнă. Таврăнсан çемье çавăрнă, çамрăк мăшăр çумĕнче çичĕ уйăх пурăнсан Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи пуçланнă, атте унта тухса кайнă. Вăрçăран таврăнсан çывăх çыннăм çурт хăпартнă. Вăл коммунист пулнă, кулаксемпе кĕрешнĕ. Лешсем ăна кураймасăр кил-çурта чĕртсе янă. Пирĕн кăна мар, кÿршĕри тепĕр икĕ çурт та çунса кĕлленнĕ. Пÿрт тăррине улăмпа мар, сăмала сĕрнĕ хăмапа витнĕ, çавна май вăл тата хытăрах çуннă. Ун чухне Мăнкун уявĕ пулнă, аслисем хăнана «пăтă çиме» кайнă. Аппа урамра выляса çÿренĕ, эпĕ, пĕчĕкскер, килте тÿшек çинче çывăрнă. Çурт çунма тытăнсан тахăшĕ тÿшеке йăтса тухнă, унтан эпĕ тухса ÿкнĕ. Çапла чĕрĕ юлнă эпĕ. Пушарта кил-çурт кăна мар, выльăх-чĕрлĕх те тĕп пулнă, пĕр сыснапа пĕр чăх кăна çăлăнса юлнă», — аслисем каласа панинчен акă мĕн астăвать Ольга Петровна. Унччен маларах вара вăл пысăк тепĕр инкеке лекнĕ. Иккĕре чухне ăнсăртран яшка вĕрекен хурана кĕрсе ÿкнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул çемье пысăк çухату чăтса ирттернĕ, 60 çула çывхаракан кил хуçи чире пула вилнĕ. 40 градуслă шартлама сивĕре икĕ кун шăтăк алтнă ял çыннисем. Çав çулхине пахчари ашшĕ лартнă улмуççисем те шăнса хăрнă. «Нуша курса çитĕнтĕмĕр, — тăсрĕ калаçăва кинемей. — Çимелли пулман, çăкăр тупма йывăрччĕ. Вăл лавккара та, хулара та пулман. Çулла алăпа тырă выраттăмăр. Аннепе иксĕмĕре ана виçсе паратчĕç те ир пуçласа каçчен пилĕк аваттăмăр. Шăллăм Илюш пулăшма тухатчĕ те ăна та çур тÿпе паратчĕç. Колхозра тырă вырнăшăн аннепе иксĕмĕре — пĕрер, Илюша çур тÿпе çăнăх лекетчĕ. Хĕлле çĕр улмипе купăста, тăварланă хăяр çиеттĕмĕр. Тантăш хĕрĕн ашшĕ колхоз председателĕччĕ, вăл çăкăр çисе пурăнчĕ. Эпир ăна курман. Тăхăр тĕрлĕ курăк /çав шутра çĕр улми, кăшман, кишĕр çулçи/ ярса хуранта вĕрететтĕмĕр, унта çăнăх пăтратса яраттăмăр. Çавна ăша янă. Ĕне тытнă, сĕт-турăхне, çăвне патшалăха панă. 15 çулта чухне хĕлле Йăлăма вутă касма ячĕç, çулла утă çулаттăмăр, лашапа çÿреттĕмĕр. Аки лавккара ĕçлетчĕ, ăна ĕçрен кăларса Уралти çар заводне ăсатрĕç. Хуралçă вĕсене: «Сирĕн кунтан каймалла, унсăрăн кунта вĕлереççĕ», — тесе хăратнă. Вара аки унтан тухса тарнă. Ăна тытса тĕрмене хупрĕç. Эпĕ сывлăх енчен хавшакрах та мана пăхакан кирлĕ тесе справка тутарса аппана тĕрмерен кăларттартăм. Пурнăç çăмăл пулмарĕ. Халĕ ав лайăх пурăнатпăр-ха, лавккара çăкăр та, ытти апат- çимĕç те пур, мĕн çиес килет — çавна туян». <...>
Вера ШУМИЛОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать