Патшалăх пулăшать — бизнесăн çак пулăшупа тухăçлă усă курмалла кăна
Инвестицишĕн налук енĕпе вычет илесси, офсет контракчĕпе усă курасси, уйрăм экономика зонинчи çăмăллăхсене анлăлатасси — çак тата ытти ыйтăва ытларикун республикăн Аслă экономика канашĕн анлă ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисем бизнеса, территорисене аталантарма пулăшмалли мерăсен тухăçлăхĕшĕн пăшăрханнине пысăка хурса хакларĕ. Ларура çĕкленĕ ыйтусенчен чылайăшĕ, ун шучĕпе, татса памаллискерсем — влаç сĕнÿсене шута илсе пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлĕ.
Аслă экономика канашĕн председателĕ, Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков бизнеса патшалăх енчен пулăшмалли инструментсем питĕ нумаййине палăртрĕ — муниципалитет округĕсен, предприятисен ертÿçисен вĕсем пирки пĕлмелле, çак инструментсемпе тухăçлă усă курма тăрăшмалла.
www.hypar.ru Николай КОНОВАЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать