Хыпар 88-89 (28116-28117) № 11.08.2023
Çĕнтерÿçĕсене укçан хавхалантарĕç
Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем субсиди пулăшнипе туянакан техника тĕсĕн шутне ÿстернĕ. Çакна çирĕплетекен улшăнусене саккуна кĕртессине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче пăхса тухрĕç.
Ял хуçалăх производствине техника тата технологи тĕлĕшĕнчен çĕнетмелли тăкаксен пĕр пайне саплаштарма субсиди памалли машинăсен шутне — хăй тĕллĕн çÿрекен, прицеплă, çурма прицеплă опрыскиватель, выльăх апачĕ хатĕрлемелли, валеçмелли агрегат — кĕртнĕ. «Çулталăк пуçланнăранпа республикăри аграрисем патшалăх пулăшнипе 334 ял хуçалăх техники, çак шутра 154 трактор, тырă пухса кĕртекен 18 комбайн, выльăх апачĕ пуçтарса илекен 6 комбайн, 40 навигаци оборудованийĕ, туяннă. Программа питĕ кирлĕ, ял хуçалăх предприятийĕсен хăватне ÿстерет, тыр-пул туса илессине хăвăртлатать, тавар пахалăхне лайăхлатать», — терĕ вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Чăваш Енре ял хуçалăх техникине çĕнетесси 2020 çулта, субсиди пама пуçласан, анлă сарăлчĕ. ЧР Правительстви ĕçе кĕртнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене çĕнĕ техника тата оборудовани туянсан хакăн 35-50 процентне тавăрса параççĕ. Сăмах май, чи пысăк виçене — хакĕн çуррине — хăмлаçăсене ятарлă техника туяннăшăн параççĕ. Выльăх ĕрчетекен, çĕр улми, пахча çимĕç ÿстерекен хуçалăхсен тăкакĕсене 45 процент таран саплаштараççĕ. Тыр-пул туса илекен аграрисен тăкакĕсене 35 процент тавăрса параççĕ. Маларах, сăмах май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев субсидисен виçине пăхса тухнăччĕ, патшалăх пулăшăвĕпе туянма май пур техника тĕсĕн шутне Раççейпе туслă çĕршывсенче туса кăларакан ятарлă машинăсене кĕртнĕччĕ. Çапла майпа Таможня союзĕн территорийĕнчен, Китайран илсе килекен тракторсене, косилкăсене, хăмла авăрне çакмалли оборудованисене, опрыскивательсене патшалăх пулăшăвĕпе туянма пулать. Республикăра кăçалхипе çиччĕмĕш хут Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурсăн регионти тапхăрне ирттернĕ. ЧР Юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов пĕлтернĕ тăрăх, тупăшу пилĕк номинаципе — хула строительствин политики, муниципалитетăн экономика политики, муниципалитетра пурăнакансемпе çыхăну йĕркелени, нацисен туслăхне тата килĕшĕвне çирĕплетни, цифра технологийĕсемпе усă курса хула хуçалăхне çĕнетни — иртнĕ. Конкурса утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене укçан хавхалантарма йышăннă. Ларура тĕрлĕ номинацире мала тухнă муниципалитет тата хула округĕсен бюджечĕсене укçа парассине пăхса тухрĕç. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 3 миллион та 900 пин тенкĕ уйăрнă. Ку укçапа, Дмитрий Сержантов пĕлтернĕ тăрăх, муниципалитет территорине хăтлăлатма, кредит парăмĕсене чакарма, территори хăй тытăмлăхĕн органĕсене аталантарма, нацисен хутшăнăвĕсене çирĕплетме, инфратытăм управленийĕн тухăçлăхне ÿстерме усă курмашкăн юрать. Ларура пăхса тухса çирĕплетнĕ йышăнусемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин ведомствăсен информаци хутшăнăвĕн тытăмĕ те çĕнелсе анлăланĕ. Ку тытăм 2011 çулта ĕçлеме пуçланă, граждансене тата организацисене патшалăх пулăшăвĕсемпе электрон майпа тивĕçтермелли тытăм шутланнă. Хальхи вăхăтра унăн тивĕçĕсем чылай анлăланнă. Паян вăл патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе тивĕçтернисĕр пуçне регион шайĕнче патшалăх ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусене пухакан, пăхса тухакан, анализ тăвакан, республика тата федераци шайĕнчи ведомствăсемпе тытăмсен пĕрлехи стандартсемпе килĕшÿллĕн информаци хутшăнăвне йĕркелекен, социаллă пулăшу мерисем пирки пĕлтерекен цифра хатĕрĕ пулса тăрать. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Çывăхра банкомат пулмасан…
Чăваш Енре, çĕршыври пекех, финанс пулăшăвĕсемпе усă курасси вăйлă аталанать. Суту-илÿпе сервис предприятийĕсенчен чылайăшĕнче банк карттипе тÿлеме пулать. Анчах хăш чухне çакнашкал лару-тăру та сиксе тухать: мĕншĕн те пулин тÿлеме хут укçа кирлĕ, çывăхра вара банкомат та, банк уйрăмĕ те çук. Ялта пурăнакансем ун пеккипе час-часах тĕл пулаççĕ. Кун пек чухне «Кассăри укçа» сервис пулăшать. Мĕнле усă курмалла-ха унпа? Кун пирки ЧР Наци банкĕн ертÿçипе Максим Фроловпа калаçрăмăр.
- Максим Петрович, «Кассăри укçа» сервис мĕнпе аван-ха?
— Паян Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннăн вăтамран икĕ банк картти пур. Вĕсемпе таварсемшĕн е пĕр-пĕр пулăшу илнĕшĕн тÿлеççĕ. Хăш чухне банк е банкомат килтен аяккарах вырнаçнине пула хут укçана çийĕнчех кăларса илме май килмест. «Кассăри укçа» сервис пулăшнипе хăвăн банк карттинчи укçана суту-илÿ вырăнĕнчи кассăра илме пулать. Çапла майпа сахал йышлă е инçе вырнаçнă ялсенче те финанс пулăшăвĕсемпе усă курма май пур.
- Миçе тенкĕ илме пулать?
— Сутуçăран тÿрех алла укçа илме пулмасть, малтан йÿнĕ тавар та пулин туянмалла, уншăн карттăпа тÿлемелле. Çак сервис пулăшнипе пĕр карттăран пĕр кунра — 5 пин тенкĕрен, пĕр уйăхра 30 пин тенкĕрен ытла мар илме пулать. Çĕршыври статистикăна пăхсан çынсем çапла майпа кунне вăтамран икĕ пин тенкĕ илни паллă.
- Çак пулăшупа республикăри пур лавккара та усă курма пулать-и? Килтен инçе мар — вырнаçнă лавккара укçа илме май пуррине мĕнле пĕлмелле?
— Хальлĕхе ку пулăшăва пур çĕрте те илме пулмасть. Анчах сервис аталанать, унпа тивĕçтерекен вырăн та нумайланать. «Кассăри укçа» пулăшупа супермаркетсенче, пĕчĕк лавккасенче, автозаправка станцийĕсенче усă курма пулать. Чăваш Енре çакнашкал 330 вырăн ĕçлет, вĕсен 45 проценчĕ — ялта. Палăртнă вырăнта укçа илме май пур-и — çакна кассăри ятарлă информаци наклейкинчен е тÿлев терминалĕ çинче çырнинчен пĕлме пулать. Çакнашкал паллăсене курмасан сутуçăран ыйтса пăхăр. Карттăри укçана кассăран — илесси мĕнле пулса иртет? Тĕплĕнрех ăнлантарăр-ха, тархасшăн. — Чи малтанах суту-илÿ вырăнĕнче çакнашкал сервис пур-и, çавна пĕлĕр. Пур тăк укçа илме палăртнине кассира таваршăн тÿличчен асăрхаттарăр. Кассăра сире кирлĕ чухлĕ укçа пулсан сутуçă çак хисепе чека кĕртет. Ун хыççăн тавар туянакан банк карттипе тÿлет. Унăн счетĕнчен тавар хакĕ те, кирлĕ чухлĕ укçа та илĕнет. Вара сутуçă ăна çав укçана тыттарать. Карттăра мĕн чухлĕ укçа пуррине маларах тĕрĕслемелле, мĕншĕн тесен кассăра ăна пăхма май çук. Тавар туянмалăх çеç пулсан банк укçа парассине ырламĕ. <...>
Ирина ЛЬВОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕлтĕрхинчен пысăкрах çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ
Строитель кунĕ умĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕнчен — строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕнчен Павел Даниловран республикăра юлашки çулсенче пурăнмалли çурт тăвас, пурнăç условийĕсене лайăхлатма çынсене пулăшас ĕçе епле йĕркелени çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
Ÿсĕм курăнать
— Пурăнмалли вырăн 2021 çулта 716,7 пин тăваткал метр (çав çулхи планран — 100,1%, 2020 çулхинчен 124,1%) хута ятăмăр: çав шутра нумай хваттерлине — 328 пин (мĕн пур кăтартуран 45,8%, 2020 çулхи калăпăшăн 98,2%), уйрăм çынсем — 388,7 пин (мĕн пурринчен 54,2%, 2020 çулхи калăпăшран 238,8%). Пурăнмалли вырăн 2022 çулта 850,6 пин тăваткал метр (çав çулхи планран 118,8%) е 2021 çулхинчен 18,7% нумайрах ĕçе кĕртрĕмĕр: çав шутра нумай хваттерлине — 279,3 пин (мĕн пурринчен 32,8%, 2021 çулхинчен 85%), уйрăм çынсем 571,4 пин (мĕн пурринчен 67,2%, 2021 çулхинчен 147%).
— Кăçал мĕн чухлĕ пулĕ? — Республикăн «Пурăнмалли вырăн» регион проектне пурнăçласа 730 пин тăваткал метртан сахал мар тумалла. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 436 пин (кăçалхи планăн 59,7%) тăваткал метр е 2022 çулхи çав тапхăртинчен 18,7% нумайрах хута янă: çав шутра нумай хваттерлине — 254,3 пин (2022 çулхи çур çулхинчен 21,6% ытларах), уйрăм çынсем 181,7 пин (2022 çулхи палăртнă хушăринчен 14,8% нумайрах).
— Пурăнмалли вырăна лайăхлатма патшалăх хăш категорисене пулăшать?
— Мĕн пур программăпа килĕшÿллĕн республикăри 1400 çемьен пурнăç условийĕсене лайăхлатмашкăн патшалăх пулăшăвĕ пама тĕрлĕ шайри бюджетран 2021 çулта 1,46 миллиард тенкĕ уйăрнă. «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене хăтлă пурăнмалли вырăнпа тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтересси» патшалăх программине пурнăçласа 2021 çулта 662 çамрăк çемьен пурнăç условийĕсене лайăхлатрăмăр. Пурăнмалли вырăн туянма (тума) вĕсене социаллă тÿлев 480,7 млн тенкĕ (çав шутра федераци бюджетĕнчен — 340,5 млн, республикăран — 99,9 млн, вырăнти бюджетран — 40,3 млн) уйăрнă. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин — ултă, çапăçусен 62 ветеранĕпе 34 инваличĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатма федераци бюджетĕнчен 2021 çулта — 83,4 млн, тăлăх ачасем валли пурăнмалли 292 вырăн туянма (тума) — 391,6 млн, çул çитмен пилĕк тата ытларах ача çитĕнтерекен нумай ачаллă 41 çемьен пурнăç условийĕсене лайăхлатма республика бюджетĕнчен 159,1 млн тенкĕ куçарнă. Кунсăр пуçне федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн Çурçĕрте пурăннă икĕ çемьене республикăра пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 3 млн тенкĕ уйăрнă.
— Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2020-2024 çулсенче аталантармалли уйрăм программипе килĕшÿллĕн çăмăллăхлă ипотека кредичĕн программи пурнăçа кĕнине пĕлетпĕр. Унпа епле усă кураççĕ?
— Ипотека кредичĕ илнисене пурăнмалли вырăншăн пĕрремĕш взнос хывмашкăн граждансене укçа тÿлевне пĕрре параççĕ. 2021 çулта 272 çемье патшалăхăн çак пулăшăвĕпе — 146,7 млн тенкĕпе — усă курчĕ. Çав шутра — федераци бюджетĕнчен — 145,2 млн, республикăран 1,5 млн тенкĕ. ЧР Пуçлăхĕн 2021 çулхи «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене социаллă ырлăх ытларах кÿресси çинчен» 98-мĕш указне пурнăçласа сакăр тата ытларах ачаллă тăхăр çемьене пурăнмалли вырăн туянмашкăн пĕр хут тивĕçтерекен тÿлев илме сертификат панă. Вĕсене 44,9 млн тенкĕлле ĕçе кĕртнĕ. Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен пĕр ушкăнĕ çирĕм виçĕ çул тултарнă хыççăн сертификат илсе пурнăç условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ. 2021 çулта 10-шĕ 13,7 млн тенкĕлĕх пурăнмалли вырăна харпăрлăха илчĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваш çимĕçĕ – тутлă, усăллă
Шупашкар округĕнчи Ишлейре республикăри «Чăваш Ен техĕмĕсем» фестиваль иртрĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, яваплă ытти çын хутшăнчĕç.
Ишлейри Çĕнтерÿ паркĕ капăр тумлă çынсемпе, хаваслă юрă-кĕвĕпе тата техĕмлĕ те ырă шăршăпа тулчĕ. Уява Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем, общество апатланăвĕн организацийĕсем пĕри тепринчен тутлăрах апат-çимĕç хатĕрлесе пынă. Мĕн кăна çук кунта?! Чăваш наци апачĕ чăннипех пуян, усăллă. Вĕсене вырăнта туса илнĕ чĕр тавартан хатĕрленĕ. Сĕтелсем пулăран, çĕр улмирен, ашкакайран, сĕтрен… хатĕрленĕ апат-çимĕçрен авăннă. Олег Николаев фестивале уçнă май чăваш çимĕçĕ илемлĕ пулнине, пирĕн йăла-йĕркене, халăх историне уçса панине палăртрĕ.
— Чăваш Ен туристсене илĕртет, вĕсем авалхи йăла-йĕркене пăхăнса тата çĕнĕ мелпе хатĕрленĕ наци çимĕçне тутанса пăхассишĕн килеççĕ. Эпир потребительсен ыйтăвне тивĕçтерме вĕренетпĕр. Республикăри общество апатланăвĕн 1000 ытла предприятийĕ килен-каяна наци апачĕпе хăналать. Пирĕн фестиваль ăна хатĕрлес ăсталăха алла илме пулăшать. Правительство фестивале аталанма, çĕнĕлĕхсемпе пуянланма пулăшĕ, — терĕ Олег Алексеевич.
Чăн та, общество апатланăвĕн предприятийĕсем халăха, туристсене илĕртме час-часах республикăра, Атăлçи тăрăхĕнче мероприятисем, фестивальсем йĕркелеççĕ, наци апат- çимĕçĕпе паллаштараççĕ. Çавна май кăçалхи пĕрремĕш кварталта Чăваш Ене 147 пин турист е иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 45% ытларах çитсе курнă.
«Чăваш Ен техĕмĕсем» фестивалĕн жюри председателĕ Николай Уездный ăçта кăна çитсе курман-тăр. Чăвашăн тутлă çимĕçĕпе ют çĕршывра пурăнакансене те тĕлĕнтернĕ.
— Пирĕн тĕллев — авалхи несĕлсем туптанă кулинари йăли-йĕркине упрасси, çамрăк ăрăва вĕрентсе хăварасси. Чăваш апат-çимĕçне республикăри уй-хирте, фермăра туса илнĕ чĕр тавартан хатĕрлеççĕ, — палăртрĕ вăл. Çимĕçне кăна-и, чăваш кулинарĕсене пур çĕрте те пысăка хурса хаклаççĕ иккен. Кулинари ассоциацийĕ ют çĕршывсемпе ĕçлĕ çыхăну тытать. — Эпир наци çимĕçне — хуплăва, хăна кукăльне, шăрттана тата ыттине те — тĕнчене кăтартатпăр, — пĕлтерчĕ Николай Уездный. Анатолий Аксаков та чăваш апат-çимĕçне кăмăлланине, уяв умĕн юриех çименнине пытармарĕ. Кĕçех жюри, хаклă хăнасем ăстасан апатне хаклама тытăнчĕç. Пĕри тепринчен тутлăран чи лайăххине палăртма çăмăл мар иккен. Етĕрне округĕ Сăр хĕрринче вырнаçнă май пулăран тĕрлĕ çимĕç пĕçерессипе ăсталăха туптанă. Хальхинче те вăрăм сĕтеле пулă кукăлĕ, салачĕ, катлет, ролл… илемлетрĕç. Пăрачкавсем вара чи пысăк пÿремеч пĕçернĕ. Унăн сарлакăшĕ — 1 метр! Хуçисем хăнасене, кăмăл тăвакансене хаваспах сăйларĕç. Муркаш округĕнчи Мăн Сĕнтĕр райповĕ хушма хуçалăхра çитĕнтернĕ улма-çырларан пицца, кукăль ытти çимĕç пĕçернĕ. Çынсем экологи тĕлĕшĕнчен таса та тутлăскерсене кăмăлласа тутанчĕç. Шупашкар округĕн Хĕрарăмсен канашĕ те хăйсем пуçтарнă çырларан, сиплĕ курăкран варени, джем, компот, чей тата ыттине хатĕрленĕ. Вĕсен симĕс чейĕ жюри членĕсене уйрăмах килĕшрĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Çырла туса илесси, агротуризм...
«Фермер шкулĕ» ял хуçалăхне çĕнĕлле аталантарма пулăшать
2022 çулта фермерсен республикăн ял хуçалăх производствинчи тÿпи 15,2% танлашнă. Кăçал çак цифра мĕнлерех пулĕ — калама иртерех, анчах вăл хушăнасси иккĕлентермест. Çакна ку кăтарту çуллен пысăкланса пыни те çирĕплетет — вунă çулта вăл икĕ хут ÿснĕ. Юлашки çулсенчи ÿсĕме республикăра Чăваш патшалăх аграри университетĕнче тăватă çул каялла пуçарнă «Фермер шкулĕ» проект та вăй пани нимĕн чухлĕ те иккĕлентермест. Вăл нумай фермершăн аталану çулне курмалли, ăна такăрлатмалли шкул пулса тăчĕ.
Çамрăклăхпа опыт пĕр çыхăра
Чăваш Енре фермерсем сухалакан-акакан анасен лаптăкĕ те пысăкланса пырать, вĕсем усракан выльăх-чĕрлĕх шучĕ те хушăнать. «Фермер шкулĕнче» илнĕ пĕлÿ унта вĕреннисене ялти бизнеса «нульрен» пуçарса уралантарма та, ĕçлекен фермер хуçалăхĕсене çĕнĕ шая çĕклеме те пулăшмалла. Чăваш Енре çакă тÿрре тухрĕ — шкулта фермер ĕçне пуçăнас шухăшлисем те, ку енĕпе самай опыт пухма ĕлкĕрнисем те вĕренеççĕ. Кăçал пĕлÿ илнисем пирки те çавнах каламалла: ял хуçалăх бизнесне темиçе çул каяллах килнисемпе пĕрлех ку енĕпе хальччен ĕçлеменнисем те парта хушшине ларчĕç. Пăрачкав çамрăкĕ Алексей Чесноков, авă, халĕ çынсене чун киленĕçĕпе çыхăннă таварсем сутнине палăртать, анчах çывăх вăхăтра çырла çитĕнтерес ĕç лавне кÿлĕнесшĕн. Çавăнпа кăçал «Фермер шкулĕнче» «Çырла çитĕнтересси» специальноçпа вĕренсе диплом илнĕ. Çĕр çырлипе ĕçлеме пуçласшăн. Малтан ăна уçă вырăнта çитĕнтерĕ, кайран вара пысăк теплица лартма ĕмĕтленет. Тен, чечек ĕрчетме те май пулĕ — вăхăт кăтартĕ. «Фермер шкулĕнче» илнĕ пĕлÿ ĕçре пулăшасси пирки вара пĕртте иккĕленмест. «Халĕ çырлана мĕнле çитĕнтермеллине, вăл мĕн вăхăт чечекре ларнине, продукцие ăçта сутмаллине тата ыттине пĕтĕмпех пĕлетĕп», — тет те — «Фермер шкулĕнче» вĕренни çамрăк çыннăн çĕнĕ ĕçе кÿлĕнессипе çыхăннă шиклĕх туйăмне сирнĕн туйăнать, унăн калаçăвĕнче хастарлăх тени тапса тăрать. Çырла тенĕрен, ку енĕпе çамрăксемшĕн иртнĕ çулсенче «Фермер шкулĕнче» вĕренсе паян хăйсен ĕçне сумлă бизнеса çавăрма ĕлкĕрнĕ çынсен ăнăçлă тĕслĕхĕсем пур. Çак шкулта вĕренни фермерсене патшалăх гранчĕсемпе усă курма та пулăшать те — çырла ĕрчетессине аталантарма регионта виçĕ çулта «Агростартап» тата «Перспектива» грантсене вун-вун фермерпа предприниматель илнĕ. Хунав, техника туяннă, ытти тăкака саплаштарнă. Çак кунсенче шăпах ЧР Ял хуçалăх министерствин «Перспектива» грантне илмелли заявкăсене йышăнасси вĕçленчĕ. Кăçал ăна аграри бизнесĕн малашлăхлă тăватă çул-йĕрне аталантарма параççĕ. Çав шутра — сыр тăвасси, аквакультура, сурăх ĕрчетесси тата, чухларăр пуль, çырла çитĕнтересси. Юлашкинчен асăннă çул-йĕрпе заявка уйрăмах нумай-мĕн — 12 фермер çырла туса илессине аталантармашкăн грант ыйтать. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ял сăн-сăпачĕ улшăнать
Ишлей уйрăмĕнче кăçал халăх пуçарăвĕпе 16 проект пурнăçланать
Пуçаруллă бюджет программи республикăра 2017 çулта вăя кĕнĕ. 2020 çулта ăна çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе ялсалана комплекслă майпа аталантаракан патшалăх программине кĕртнĕ. Халăх пуçарăвĕпе юлашки ултă çулта Чăваш Енри ялсенче 3 миллиард тенкĕлĕх 3657 проект хута янă. Кăçал 1 пин ытла проект пурнăçа кĕртмелле. Шупашкар округĕнчи Ишлей тăрăхĕнче çак енпе мĕнле ĕçлеççĕ — вырăна тухса паллашрăмăр.
Футбол уйĕ пулĕ
Асăннă территори уйрăмне кăçалтан Александр Ердуков ертсе пырать. Вăл тилхепене алла тытичченех кунта пуçаруллă бюджет программипе ăнăçлă ĕçленĕ, çулсем сарнă, парк тунă, пĕвесене тасатнă, шыв пăрăхĕ хывнă. Çак ĕçсене малалла тăсса кăçал уйрăмра 16 проект хута яраççĕ. — Ишлей уйрăмне 15 ял кĕрет, вĕсенче 6 пине яхăн çын пурăнать. Паллах, чи пысăкки — Ишлей сали, кунта 3 пин ытла çын пропискăра тăрать, — территори уйрăмĕн хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарчĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче темиçе çул специалистра вăй хуракан Галина Кушникова. — Кашни çулах пуçаруллă бюджет программине хастар хутшăнатпăр. Кăçал уйрăмăн 14 проектне ырланă. Ял хуçалăх министерстви конкурсăн хушма тапхăрĕ иртнине пĕлтерсен тепĕр 11 проект хатĕрлерĕмĕр, вĕсенчен 2-шне кăçалах хута ямалла. Ялта курăмлă пĕр-пĕр ĕç тăвас пирки е пухура сÿтсе яватпăр, е пуçаруллă ушкăн ыйтупа администрацие тухать. Смета туса халăхпа мĕн чухлĕ укçа пухасси пирки калаçатпăр. Нухрата çынсем ятарлă счет çине хураççĕ, администрацие квитанци копине кăна илсе килеççĕ. Халăх проекта хутшăнма мĕн чухлĕ нумайрах укçа хывни те витĕм кÿрет, кун пек чухне конкурсра мала тухас шанăç пысăкрах. Кăçал пурнăçлама палăртнă проектсенчен тăваттăшĕ — Етĕрнекассисен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисене халалланă палăка нумаях пулмасть ял кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнă. 290 çын пурăнакан ялта энергие перекетлекен лампăсем лартнă, плафонсене улăштарнă. Асăннă проектăн хакĕ — 1 миллион ытла тенкĕ. Халăх 51 пин тенкĕ пухнă. Çак ялтах купель тата палăк-часавай тумалла. Ку тăрăхри чи курăмлă проектсенчен пĕри — Курак Чурачăк ялĕнчи футбол уйĕ. Унăн хакĕ — 3 миллион та 325 пин тенкĕ. Пысăкрах пайне — 1 миллион та 996 пин тенкине — республика бюджетĕнчен уйăрнă. Халăх хывнă тÿпе — 147 пин тенкĕ. Футбол лапамне тăвас ĕçе предпринимательсем те хутшăннă. Хальлĕхе футбол уйĕнче ĕçсем вĕçленмен-ха, стадионта искусственнăй сий сарнă, хапхасем лартнă. Лапам ача-пăчапа çамрăксен, аслăраххисен юратнă вырăнĕ пуласси куçкĕрет. Асфальт çул çирĕпрех Ишлей тăрăхĕнче халăх пуçарăвĕпе кăçал пурнăçлама палăртнă ĕçсенчен пысăкрах пайĕ çул сарассипе çыхăннă. Мамка ялĕнчи Кăнтăр урамĕн пĕр пайĕнче, Мăттикассинчи Сад урамĕнче, Ишлейри Сад, Çĕнĕ Ишлей, Строитель урамĕсенче, Матикассинчи Хĕвел тухăç, Шоссе урамĕсенче, Мускаринкассинчи Ленин урамĕнче хытă сийлĕ çул пулĕ. Хăш-пĕр об±ектра ĕçе вĕçленĕ те ĕнтĕ. — Малтанах çулсем çине асфальт ванчăкĕ, вак чул сараттăмăр, анчах вăл пахалăхĕпе асфальтпа танлашаймасть. Çынсем халĕ тÿрех асфальт сарма тăрăшаççĕ. Акă, Ишлей салинчи Владимир урамĕнче пурăнакансем ыйтнипе конкурсăн хушма тапхăрне хутшăнтăмăр. 1 километр та 200 метр асфальт сарас ĕçпе çыхăннă проектăн хакĕ — 5 миллион тенке яхăн. Халăх 405 пин тенкĕ пухрĕ, усламçăсем те тÿпе хыврĕç. Çынсем пуçаруллă бюджет программине хутшăнса курăмлă ĕç тума май пуррине ăнланаççĕ. Халĕ Ишлейре физкультурăпа спорт комплексĕ те пур, пысăк культура çурчĕ пулсан аванччĕ, — çынсем тата мĕн пирки ĕмĕтленнине пĕлтерчĕ Галина Апполоновна. Пуçаруллă бюджет программипех Ишлей салинче Сад тата Космос урамĕсенче таса мар шывсене юхтарса кăлармашкăн пăрăх хываççĕ, Мускаринкассинчи Спутник урамĕнче шыв пăрăхĕ хураççĕ. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Анатолий КОНСТАНТИНОВ: Малти вырăнсене вунă çул никама та памарăмăр
Елчĕк округĕнчи Курнавăшри вăтам шкулта физкультура тата ОБЖ вĕрентекен Анатолий Константинов: «Эпĕ ачасемшĕн пурăнатăп», — тет. Сăмах май, Анатолий Сергеевич РФ пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, аслă категориллĕ педагог. Ыран вăл ĕçтешĕсемпе пĕрле Физкультурник кунне кăна мар, çуралнă кунне те уявлĕ.
«Анне манран математик тăвасшăнччĕ»
— Анатолий Сергеевич, ытти çул çуралнă кунпа професси уявĕ пĕр куна лекни пулнă-и?
— Темиçе çул каялла пулнăччĕ ун пекки. Професси уявĕпе çуралнă кун пĕр кунра килни кăçалхипе иккĕмĕш хут. Çак пулăм хамшăн та интереслĕ пек.
— Физкультурник кунĕ сирĕншĕн уяв-и?
— Ĕмĕр тăршшĕпех çак ĕçе парăнса ĕçлетĕп те епле уяв ан пултăр-ха ĕнтĕ? Пирĕншĕн, физкультурниксемшĕн, унран пысăк уяв çук. Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпана 13 учитель пухăнăпăр. Унта мини-стадион уçма палăртнă. Физкультурник кунне те кăçал çавăнта уявлăпăр. Мероприятире физкультура учителĕсен хушшинче дартсла, баскетболла выляс енĕпе ăмăртусем пулĕç. Малтан пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламлăпăр, унтан тĕрлĕ ăмăртура вăй виçĕпĕр.
— Хăвăр çинчен каласа кăтартăр-ха. Эсир мĕншĕн вĕрентекене каяс тенĕ?
— Эпĕ Курнавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере вуннăн — ултă ывăлпа тăватă хĕр — çитĕнтĕмĕр. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Улттăшĕ — аслă пĕлÿллĕ. Наука кандидачĕсем иккĕн. Вĕрентекенсем те пур. Аттепе анне колхозра ĕçленĕ. Атте — водитель, анне колхозница пулнă. Вĕсене вунă тĕпренчĕкне ÿстерме, тивĕçлĕ воспитани пама, паллах, çăмăл пулман. Пире мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ ĕçе явăçтарнă. Эпĕ мĕн ачаран физкультурăпа спорта кăмăлланă. Йĕлтĕрпе чупас енĕпе малтисенчен пĕри пулнă. Чупнă, кире пуканĕ йăтнă, волейболла, футболла вылянă. Анне мана математика учительне вĕренме ярасшăнччĕ. Эпĕ ача пулсан та çине тăнă. «Эпĕ физкультурăна юрататăп. Физкультура учительнех каятăп», — тенĕ. Çапла Шупашкарти пединститутăн алăкĕн хăлăпне хăюллăнах пырса тытрăм. 1985 çулта диплом илтĕм. Тăван шкулах таврăнтăм. Курнавăшри пĕлÿ çуртĕнче ĕçлеме тытăннăранпа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче 38 çул çитет.
— Шкулта спортăн хăш тĕсне ытларах аталантаратăр?
— Шкулта ачасене пĕлÿ пама стадион та, спортзал та пур. Спортзала 2017 çулта тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Питĕ лайăх туса пачĕç. Тирпейлĕ тытса тăнипе халĕ нимĕн те кивелмен. Мĕнле тунă — çавăн пекех çап-çутă. Пырса кĕме кăмăллă. Эпир районти ăмăртусене спортăн нумай енĕпе хутшăнатпăр. Шел те, шкулта ача шучĕ сахалланчĕ халĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çитмĕл виççĕнччĕ. Авăн уйăхĕнчен мĕн чухлĕ пулать ĕнтĕ? Çăмăл атлетика енĕпе ялан пысăк кăтартусем пулнă. Вунă çул пирĕн шкул çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе чупассипе районта пĕрремĕш вырăнсене никама та паман. Халĕ, кăтартусем пăртак чакрĕç. Республикăри ăмăртусене тăтăш çÿренĕ. Шкул ачисене шахматла выляс енĕпе те аталантаратпăр. Калăпăр, штанга йăтассипе 5 спорт мастерĕ тухрĕ пирĕн шкултан. Вĕсене Николай Молоствов хатĕрлерĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын вăл. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Литературăри сăнара тишкерсе хăвна лайăхрах пĕлетĕн»
«Манăн литературăпа чи пысăк баллăх экзамен тытас тĕллев пулман. Эпĕ çак предмета питĕ юрататăп, олимпиадăсене те чылай хутшăннă. Çавăнпа нумай хатĕрленни пулăшрĕ пулĕ», — терĕ кăçал Шупашкарти 2-мĕш гимназирен вĕренсе тухнă Яна Семенова. Вырăс литературипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне вăл 100 баллăх тытнă. Ку предметпа çакнашкал кăтарту тăвакан республикăра кăçал урăх пулман.
Кашни вак-тĕвеке асра тытмалла
Яна тĕрлĕ конкурс-олимпиадăна тăтăшах хутшăнать. Пĕрре мĕнпе те пулин кăсăклансан хăйĕн валли усăллине илмесĕр те лăпланмасть вăл. Олимпиадăпа экзаменăн, анлă тавра курăмлă хĕрĕн шухăшĕпе, пĕр пеклĕхсем пур: пултаруллă шухăшлав, вуласа тухнине тишкерме пĕлни… — Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ — вĕренекенĕн пурнăçĕнчи уйрăм тапхăр. Ун витĕр пурин те тухмалла. Паллах, питĕ хумхантарать. Анчах чи кирли — сана ĕненекен, пулăшма хатĕр вĕрентекенсем юнашар пулни. Вара нимĕн те хăратмĕ. Литературăпа экзамен тытакан нумаях мар. Вăл пултарулăхпа çыхăннă çеç мар, ăна юратни те кирлĕ. Тата питĕ ансат мар предмет вăл, хаклав тытăмĕ çав тери кăткăс, — терĕ Яна. Çак сăмахсене ахальтен каламасть вăл, литературăпа кăсăкланасси унăн 5-мĕш класра пуçланнă. Наталия Курняева педагогăн урокĕсенче çак предмета питĕ килĕштерме тытăннă. Ун чухне вăл ертсе пынипе тĕрлĕ конкурса хутшăннă хĕрача. Наталия Викторовнăна ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕшĕн чунтан тав тăвать вăл халĕ. Литературăна пĕлес тесен, паллах, нумай вуламалла. Ку енчен Янăшăн нимĕнле йывăрлăх та çук, вăл кĕнекепе шутсăр туслă. — Литература — урăх тĕнче, — терĕ вăл. — Унта эсĕ тепĕр пурнăçа сăнама пултаратăн. Хăш-пĕр сăнарта хăвăнпа çыхăннине асăрхатăн. Е хăв тĕллĕн, е литература урокĕнче пĕр-пĕр сăнара тишкернĕ май хăвна та лайăхрах пĕлме тытăнатăн пек туйăнать. Хăвшăн çĕнĕлĕх уçатăн, лайăхрах пулма тăрăшатăн. Çавăнпа эпĕ кĕнеке вулама питĕ юрататăп, классика хайлавĕсене пушшех те. Сăвă вĕренесси те маншăн нихăçан та йывăр пулман. Вăхăт çеç кирлĕ ĕнтĕ. Литературăпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн кодификаторне питĕ нумай хайлав кĕртнĕ. Çавăнпа шкулта вĕрентекен тĕп хайлавсене çеç пĕлни сахал. Шкул программине кĕскетсе кĕртнĕ хайлавсене библиотекăра тупса вулаттăм. Çавăнпа кодификаторта кăтартнă списокринчен те ытларах произведенипе паллашрăм — пĕтĕмпе 200 ытла. Пирĕн шкул библиотекарĕ те мана лайăх астуса юлчĕ ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен киле питĕ нумай кĕнеке илсе каяттăм, вĕсене вăхăтра тавăрса пама та ĕлкĕрейместĕм, пĕрре вуланине те аса илсех тăмалла-çке. Тепĕр тесен, экзаменра кашни вак-тĕвеке асра тытмалла. Сăмахран, Раскольниковăн хваттерĕ таран миçе утăм пулнă? Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ — 100 проценчĕпех тăрăшни те, тарăн пĕлÿ те. Ăнăçуран та кăштах килет. Мана хамăн вариантпа питĕ ăнчĕ — Михаил Шолоховăн «Судьба человека» хайлавĕ лекрĕ. Тĕп сăнар пулнă кашни вырăнти çут çанталăка сăнласа кăтартма тиврĕ. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ашшĕ сĕннипе суйланă ĕçре – ĕмĕр тăршшĕпе
Красноармейски округĕн Хисеп хăми умĕнчен мăнаçланмасăр иртеймĕн. Унта тĕрлĕ отрасльте нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе Трак енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тÿпе хывакан ĕçченсем сăнланнă.
Красноармейски районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцин Янкасри ветеринари участокĕн заведующийĕ Валентина Феофанова выльăх-чĕрлĕхе сиплеме пуçланăранпа акă 35 çул çитет. Янкасри «Звезда» хуçалăха вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме килнĕ. Унта тăватă çул вăй хунă хыççăн ветучастока куçнă. Унтанпа 30 çул иртнĕ. — Атте сĕннипе ветеринар профессине суйларăм. Тĕрĕссипе, çак ĕç мана малтанах килĕшсех те кайман. Халĕ вара — чи юратнă ĕç, — терĕ Валентина Григорьевна. Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче йышлă çемьере çитĕннĕ вăл. Улттăн пĕртăван вĕсем: виçĕ ывăл та виçĕ хĕр. Ашшĕ колхозра бригадирта ĕçленĕ, ферма заведующийĕ те, зоотехник та пулнă. Çавăнпа Григорий Александрович хĕрĕн кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарас тени ахальтен мар. Унра вăл, ахăртнех, хăйĕн ĕçне малалла тăсакана курнă. Çав çулсенче, тепĕр тесен, ял çыннишĕн колхоз тăнăçлăх, шанчăклăх, çирĕп пурнăç палли пулнă. — Анне сысна пăхнăран эпир те, ачисем, фермăран тухма пĕлмен, пĕчĕкрен ăна пулăшма çÿренĕ. Пирĕн анне ĕç кăтартăвĕсемпе малта пыракан свинарка пулнă. Ун пирки час-часах хаçатсенче çыратчĕç, сăн ÿкерчĕкне пичетлетчĕç, — аса илчĕ Валентина Григорьевна. — Эпĕ ача чухнех ветеринар ĕçне курнă-ха ĕнтĕ. Анчах питех кăсăкланман. Атте ферма заведующине илсе каятăп тетчĕ тата. Манăн вара пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулас килетчĕ… Паян Валентина Григорьевна пурнăç çулне ашшĕ сĕннипе суйланăшăн вуçех ÿкĕнмест. Çынна кирлĕ çын вăл. 35 çулта унран пулăшу ыйтакан миçен пулнă-ши? Шутласа та кăлараймăн. Ветеринар патне, паллă ĕнтĕ, ĕç вăхăтĕнче кăна мар, уявсенче те, канмалли кунсенче те пыраççĕ. Выльăх çумне чир хăш вăхăтра çыпăçассине кам малтанах пĕлтĕр-ха? «Никама та хирĕçлемест, пурне те пулăшать», — теççĕ Валентина Феофанова пирки Янкас тăрăхĕнче пурăнакансем. Хальхи вăхăтра Красноармейски районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцин Янкасри ветеринари участокĕ çичĕ ялти выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрать. Малтанхи çулсенче кунта виççĕн ĕçленĕ. Халĕ пилĕк çула яхăн Валентина Григорьевна пĕчченех тăрăшать. — Хуçалăхсенче 100 ытла ĕне, 200-300 сурăх тытаççĕ. Сысна усракансем те пур, чăх-чĕп, хур-кăвакал йышлă. Юлашки çулсенче ĕнесем пăруланă хыççăн парезпа чирлеççĕ. Сĕтлĕ ĕнесем уйрăмах вăйлă аптăраççĕ. Выльăх кÿпĕнет. Ытти амак та тупăнать. Профилактика мероприятийĕсене вăхăтра туса пынăран чир-чĕр ытлашши алхасмасть-ха. Тĕпрен илсен, ытларах çав енĕпе ĕçлетпĕр, инфекци сарăласран асăрханатпăр, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Валентина Григорьевна. — Выльăх тытакансем ватăлса пыраççĕ. Ĕнене вăкăр патне илсе кайнă чухне сусăрланас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа искусственнăй майпа пĕтĕлентересси анлă сарăлчĕ. Кунсăр пуçне искусственнăй майпа чуптарнă ĕнен пăрăвĕ те пысăкрах, ăратлă пулать. Выльăха ветучастока та илсе килеççĕ, хам та çынсем патне килĕсене каятăп. Янкас тăрăхĕнче кăна мар, пур енче те, шел те, ялсем ватăлса пыраççĕ. Çавна май ĕне усракан та сахалланать. Выльăх пуçне пĕтерме сĕт йÿнни те витĕм кÿрет. Кăçал, сăмахран, хăçантанпа ял халăхĕ сĕте 13 тенкĕпе парса ярать. Утă та ку çул сахал. Йышлă выльăха хĕл каçарма апат сахал мар кирлĕ. Утă-улăма укçалла илни ял çыннишĕн тăкаклă пуласси куçкĕрет. Хальхи вăхăтра, Валентина Григорьевна каланă тăрăх, Янкас тăрăхĕнчи ялсенче 3-4 пуç ĕне тытакан та пур-ха. — Сыснасене хуçалăхра кил-йыш валли какай тума кăна усраççĕ. Маларахри çулсенче сутмалăх та тытатчĕç. Сурăхсен шучĕ те чакса пырать. «Путекшĕн те касу пăхмалла та. Пĕтеретпĕр», — тенине час-часах илтетĕп, — пăшăрханса калаçрĕ Валентина Григорьевна. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать