МĂЙĂР ХУППИНЕ ВĔТЕТСЕ

2 Окт, 2014

Халăх медицининче аçтăрхан мăйăрĕн хуппипе тата шалти çурхахĕпе тĕрлĕ чиртен сипленме усă кураççĕ. Темиçе рецептпа паллаштарар-ха.

*Ăшĕнчи çурхахне коньяка ямалла, кăштах пыл хушмалла та пĕр эрне лартмалла. Зоб аптратсан кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

*Вар-хырăм пăсăлсан 300 грамм аçтăрхан мăйăрĕн шалти çурхахне вĕтетмелле, 1 стакан хĕрлĕ эрехе е спирта ярса 3 кун лартмалла. Вĕренĕ ăшă шыва 6-8 тумлам настойка ярса ĕçмелле.

*Варвиттирен çак хутăшпа çăмăллăнах хăтăлма пулать. Стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ мăйăр çурхахне çур литр шурă эрехе ямалла, хĕвел çинче 12 талăк лартмалла. Кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле.

*Вун ик пумăклă пыршă язви чухне тин вĕренĕ 1 стакан шыва 4-5 мăйăр çурхахне ямалла, савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла. Унтан çак шĕвеке сĕте хушса кунне 1-2 хут, çав шутра çĕрлене хирĕç те, ĕçмелле.

*14 мăйăр хуппине вĕтетмелле, çур литр шурă эрехе ярса 7 кун лартмалла. Юн тымарĕсене тасатма выç хырăмла 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Настойка тăвара кăларма, юн чăмаккисене, шыçăсене, кистасене ирĕлтерме, кăкăр хыттисене çемçетме, бронхсене тасатма пулăшать.

*Мăйăр хуппипе хĕрарăмсен амалăх пырĕн эрозийĕнчен, шыççинчен сипленме пулать. Вĕтетнĕ хуппа эмальленĕ кастрюльти шыва ярса хăмăрланиччен вĕретмелле те сăрăхтармалла. Çăра шĕвеке 1:10 шайлашупа шывпа хутăштармалла. Амалăх умне сирпĕтме, шыçса хĕрелнĕ вырăна сĕрме усă курмалла.

*Амалăх фиброми тертлентерсен 1 килограмм аçтăрхан мăйăрĕн хуппипе çурхахане çур литр шурă эрехе ямалла, 10 талăк лартмалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.