Хăш-пĕр округра тухăç темшĕн пĕчĕк

7 Авг, 2023

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерекен тунтикунхи канашлура ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕççипе паллаштарчĕ. Тыр-пула, выльăх апатне кăçал 547 пин гектар çинчен пухса кĕртмелле. Çав шутра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем — 300 пин, çĕр улми — 5,5 пин, пахча çимĕç — 847, техника культурисем — 35 пин, выльăх апачĕлĕх культурăсем 139 пин гектар йышăнаççĕ. Тырă пирки калас тăк — унăн анисен 56,6% /168 пин гектар/ тулă çитĕнтернĕ. Техника культурисенчен аграрисем рапса ытларах килĕштереççĕ — вăл анасен 42% йышăнать.

Вырма республикăра кăçал ир, утă уйăхĕн 7-мĕшĕнчех, пуçланнă. Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче çĕр улми кăларма пуçланă. Техника хатĕрлĕхĕ 98% танлашнă, çавна май ку енĕпе, иккĕленмест министр, чăрмавсем пулмалла мар. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене 55% чухлĕ хатĕрлесе хунă, ыттине ĕççи пынă вăхăтра кÿреççĕ. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне минераллă удобренисене 22,1 пин тонна кÿнĕ — кирлин 97% чухлĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 23,5 пин тоннăпа танлашмалла — иртнĕ çулхинчен 12% нумайрах. Çапла вара кашни гектар пуçне хывакан виçе 52 килограмран кая мар пулĕ.

Техника тенĕрен, тĕш тырă пухса кĕртмелли кашни комбайн вăтамран 326 гектар çинче вырма ĕçĕсене пурнăçлать. 350 гектар шăпах виçеллĕ шутланать те — çакă республикăра ку техника çителĕклĕ теме май парать. Çанталăк ура хумарĕ тĕк вырмана, тĕпрен илсен, 15-20 кунра вĕçлеме май пур. Чăн та, тĕрлĕ округра лару-тăру тĕрлĕрен. Комсомольски, Çĕрпÿ, Вăрнар округĕсенче комбайн нумайрах, Элĕк, Йĕпреç, Шупашкар округĕсенче вара техника çителĕксĕрри сисĕнет — кашни комбайн пуçне тивекен гектарсен шучĕ те пысăкрах.

Ĕççи паян республикăри мĕн пур муниципалитетра хĕрÿ пырать. Тунтикун тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 63 пин гектар çинче çулнă — пĕтĕм лаптăкăн 21,2% чухлĕ. Пĕлтĕр çак кун тĕлне ку кăтарту кăшт пĕчĕкрех пулнă. 62,5 пин гектар çинчи тырра çапса пухса кĕртнĕ. Хальлĕхе кĕлетсемпе йĕтемсене 214,5 пин тонна тырă кĕнĕ. Ĕççире Елчĕк, Улатăр, Çĕрпÿ округĕсем малта. Юлашки талăкра «пушатнă» лаптăк 11,5 пин гектарпа танлашнă. Тухăçа илес тĕк — Çĕрпÿсен мăнаçланма сăлтав пур: хальлĕхе кашни гектартан вăтамран 47,3 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Республикăри вăтам тухăç — кашни гектартан 34,3 центнер. Улатăрсен кăтартăвĕ те лайăх — 43 центнер. Унтан — Шупашкар округĕн: унта асăннă виçе 37 центнер шайĕнче.

Сергей Артамонов республикăра сушилка çителĕклине палăртрĕ: 136 единица — тырра типĕтмелле пулсан вĕсен хăвачĕсемпе туллин усă курма май пур. Управсем тĕлĕшпе те чăрмав çук — тырă хума лаптăк çителĕклĕ. «Чăвашçăкăрпродукт» çĕнĕ тырра туянма пуçланă ĕнтĕ — кĕлете 3 пин тонна ытла тырă хывма ĕлкĕрнĕ. Сергей Геннадьевич кăçалхи тырă пахалăхĕпе иртнĕ çулхинчен лайăхраххине палăртрĕ.

Çав вăхăтрах çитес çулхи тухăçшăн та халех тăрăшма пуçламалла. Кĕрхи культурăсене кăçал 105 пин гектар акса хăвармалла. Шел те, регионта çĕр лаптăкĕ пысăк маррине кура хура парсем хăвармалли майсем çук, çавăнпа кĕрхисене акмашкăн уйсене кăçалхи тырăран хăвăртах пушатмалла — тин акана тухма пулать. Хальлĕхе кирлĕ лаптăксен çурринчен ытларах пайне кăна хатĕрленĕ-ха. Çĕрпÿ окуругĕнче шăматкун кĕрхи акана тухнă.

Выльăх апачĕ пирки каланă май Сергей Геннадьевич утă, сенеж хатĕрлесси лайăх пынине çирĕплетрĕ. Силоса та палăртнин 34% чухлĕ хывма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Анчах куккурус вырмалли вăхăт çитеймен-ха — çак культурăна çулма тытăнсан хайхи кăтарту та тÿрех пысăкланĕ. Выльăх апачĕ енĕпе, палăртрĕ вăл, «çителĕксĕр пулас хăрушлăха курмастпăр». Чăн та, утă-сенеж пахалăхĕ пĕлтĕрхинчен кăшт япăхраххине те пытармарĕ. Çакă чылай окуругра типĕ çанталăк пулнипе сăлтавланнă. Тăпрари нÿрĕк çителĕксĕррине кура 6 округра хуçалăхсем сиен тÿснĕ — 109 миллион тенкĕлĕх. Паянхи уяр та типĕ çанталăк вара ĕççине пулăшать — ĕçсем кал-кал пыраççĕ.

Олег Николаев Элĕк, Комсомольски округĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ пĕчĕк пулнине палăртса сисчĕвленчĕ — кашни гектартан вăтамран 26-27 центнер кăна пухса кĕртеççĕ. «Тен, çак кăтартусем пысăкланĕç-ха», апла пулин те, унăн шухăшĕпе, ĕç-пуçа тĕплĕн тишкерме сăлтав пур. Тивĕçлĕ технологисемпе усă кураççĕ-и, удобрени çителĕклĕ хываççĕ-и — çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупмаллах. Çавна май Олег Алексеевич кĕркунне лару-тăрва тĕплĕн пăхса тухма сĕнчĕ. Систерсе каларĕ: çав тишкерÿ кăтартăвĕсем хуçалăхсене патшалăх енчен пулăшассин формисене улăштарассине те сăлтавлама пултарĕç.

www.hypar.ru
 

Комментировать