Хыпар 84 (28112) № 01.08.2023

1 Авг, 2023

Шур пÿрт лартрăм – ик хутли

Федерацин патшалăх статистика службин республикăри территори органĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, 2023 çулăн пĕрремĕш çурринче Чăваш Енре 5,7 пине яхăн хваттер хута янă — вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 436,4 пин тăваткал метрпа танлашать. Ку 2022 çулхи çак тапхăртинчен 18,8% нумайрах. Уйрăм çынсем тăвакан çуртйĕр лаптăкĕ пысăккине палăртма кăмăллă. Росреестрăн регионти управленийĕнче индивидуаллă строительствăри уйрăмлăха пайăррăн палăртаççĕ: Чăваш Енре пурăнакансем ытларах икĕ хутлă çуртсем тăваççĕ.

Никĕспе тăрă перекетлĕ

— Икĕ хутли чылай енĕпе перекетлĕрех, — тет Шупашкар округĕнче хăйĕн çемйи валли пӳрт тăвакан Александр Петров. — Калăпăр, тăрă валли каякан тăкаксемех чылай пĕчĕкленеççĕ. Ансат арифметика: манăн çурт пĕр хутлă, лаптăкĕпе çавăн пысăкăшах — 120 тăваткал метр — пулнă тăк тăрă валли икĕ хут ытларах тимĕр кирлĕччĕ. Профнастил вара паян йӳнĕ мар — Александр ăна тăваткал метрĕшĕн 600 тенке яхăн тӳлесе туяннине палăртрĕ. Тимĕршĕн кăна /«конекĕпе», кĕтессемпе пĕрле — унта тем те кирлĕ вĕт...»/, хăй астунă тăрăх, 100 пин ытла тенкĕ кăларса хума тивнĕ. Эппин, лаптăкĕпе çавăн пысăкăш пĕр хутлă çурт тăрришĕн икĕ хут нумайрах тăкакланмаллаччĕ. Анчах тăрă тимĕртен кăна пулмасть. Хăма-брус та нумай кирлĕ — вăл та халь хаклă. Апла тăк икĕ хутлă коттедж тăрă лаптăкне пĕчĕклетме май панине кура хăмапа çыхăннă перекет те курăмлă. Анчах тăрă шайне хăпариччен никĕс тумалла-ха. Çапла, пĕр хутлă çурт валли икĕ хут пысăкрах никĕс ямалла. Паллах, икĕ хутлине никĕс çирĕпрех кирлине ача та пĕлет, çапах вăл калăпăшĕпе пĕчĕкреххине кура пурпĕр перекетлĕрех — икĕ хутах мар — строительство пуçарсан хăвăрт пушанакан енчĕкшĕн курăмлă пулăшу пуласси куçкĕрет. Икĕ хутлин илĕртӳллĕ енĕсем çакăнпа кăна вĕçленменни те паллă — чăвашсем çавнашкал çурт ытларах çĕкленин сăлтавĕ татах пур. Сăмахран, пĕр хутлă çурт çĕр лаптăкне ытларах йышăнни. Инçетри ялсем çĕр тĕлĕшпе хĕсĕр мар-ха, анчах райцентрсенче, хула çумĕнчи ялсенче кашни тăваткал метр шутлă. 10 соткăллă е унтан та пĕчĕкрех лаптăкра ĕне ферми тăршшĕ-сарлакăш коттедж туса хураймăн. Хулари тăвăр хваттерте мар, уйрăм çуртра пурăнас тенин пĕлтерĕшĕ те çавăнта вĕт: кăштах çĕр çинче те чакаланас килет — укроппа петрушка, сухан-хăяр та пулин çитĕнтермелĕх çĕр пултăр... Тем сарлакăш, тем тăршшĕ çурт туса лартсан симĕс газон валли те çĕр юлмасть — кунашкалли пире çырлахтармасть.

Иккĕллин ырă енĕсем татах пур. Специалистсем унашкал çурта хутса ăшăтасси ансатрах тата йӳнĕрех пулнине палăртаççĕ. Ăшă сывлăш çӳлелле хăпарнине физикăна чухлакан кашни çын пĕлет, çавна май иккĕмĕш хутра яланах ăшă. — Икĕ хутлă çурта проектлама та ансатрах, — тет тĕп хулари коттеджсем тăвакан компани архитекторĕ Анатолий Павлов. — Сăмахран, 150 тăваткал метрлă пĕр хутлă çурта «ытлашши» коридорсăр проектлама самай кăткăс. Икĕ хутлă çурт тĕлĕшпе вара унашкал ыйту тухса тăмасть. Çавăнпа «икĕ хутлă çуртсем компактлăрах, хăтлăрах — вĕсенче «пушăлăх» çук» тенине час-часах илтме тивет. Пирĕн саккасçăсем те ытларах икĕ хутлă коттеджсем туса пама ыйтаççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Комбайнсене тĕрĕсленĕ, нумайăшĕ – уйра

ЧР Технадзорĕ вырма умĕн округсенчи тырра пухса кĕртмелли комбайнсене техтĕрĕслев витĕр кăларчĕ. Вăл мĕнле иртнĕ? Тыр-пула епле хăватпа пуçтарса илеççĕ?

— Ăна иртнĕ çулсенчи пекех йĕркелерĕмĕр, — терĕ Технадзор ертӳçи Владимир Димитриев. — Республикăри мĕн пур йышши хуçалăхсен инспекцире шута илнĕ 1034 комбайнĕнчен вырмана 900 яхăн, çав шутра кăçал туянни — 19, комбайна, явăçтарма палăртнă. Иртнĕ пилĕк çулта 258 комбайн туяннă. Ку — мĕн пур комбайнăн 25%. Кăçал техникăпа оборудовани туянса тӳснĕ тăкакăн пĕр пайне 35-50% саплаштарма республика бюджетĕнче 500 миллион тенкĕ пăхса хăварнă, çав шутран аграрисем патне 400 млн çитернĕ ĕнтĕ. Ăна 362 трактор-машина туянма янă: трактор — 122, тырă тата выльăх апачĕ пухса кĕртмелли комбайн — 19 тата 4. Кăçал тыр-пул пуçтарса илмелли кашни комбайна вăтамран 340 гектар тивĕ. Ку енĕпе федераци нормативне çывхарса пыратпăр. Хăмла туса илмешкĕн ятарлă техника туянма — 50%, çĕр улми е пахча çимĕç ӳстерекен, выльăх ĕрчетекен е выльăх ĕрчетекен тата ял хуçалăх культурисем çитĕнтерекен хуçалăхсене — 45%, ӳсен-тăран çеç ӳстерекеннисене 35% субсидилеççĕ. ЧР Пуçлăхĕ ял хуçалăх техники туянса куракан тăкакăн пĕр пайне саплаштарма йышăну кăларнă хыççăн парка машинатрактор 3,5 пин хушăннă. 2020 çулта Чăваш Енри сухалаканакакан кашни га çĕр пуçне вăтамран 119 лаша вăйĕ тивнĕ, кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 129,5. Хăват çуллен хушăннăран аграрисем уй-хир ĕçне иртнĕ пилĕк çулта маларахри çав хушăринчен хăвăртрах пурнăçланă. Утă уйăхĕнче республикăра йĕркеленĕ «Уй кунĕ — 2023» куравра Раççейре, Китайра, Казахстанра, Таможня союзне кĕрекен ытти патшалăхра çеç туса кăларнă ял хуçалăх техникипе оборудование куртăмăр. Сăлтавĕ ахальтен мар. — Çапла. Ку çĕнĕлĕхе ЧР Ял хуçалăхĕн министерстви çумĕнчи общество канашĕ сĕннĕ хыççăн çирĕплетнĕ. Аграрисене Европăра туса кăларнă трактор-машина туянма сĕнместпĕр. Вăл-ку çĕмĕрĕлсен йывăрлăха лекес марччĕ. Мĕншĕн тесен Раççее унти техникăн саппас пайне те сутма чарнă, — ăнлантарчĕ Владимир Димитриев. — Округсенче техтĕрĕслеве хушу кăларса туса хунă комиссисем хутшăнчĕç, техника юсавлăхĕпе çеç мар, хăрушсăрлăх техникин йĕркине епле пăхăннипе те кăсăкланчĕç. Сăмахран, Комсомольски округĕнчи инспектор Сергей Кокарев çав ыйтăва яланах пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл ертсе пынипе федерацин «Патшалăх сорт комиссийĕ» учрежденин округри филиалĕн тăхăр техникине, çав шутра «Сампо 500» комбайна, пăхнă чухне Александр Алексеев механизаторпа шăпах çавăн çинчен калаçу ирттернĕ, медаптечкипе, пушара сӳнтермелли хатĕрĕпе кăсăкланнă. Тĕрĕслевçĕсем Красноармейски округĕнчи хуçалăхсенче утăн 13-22-мĕшĕсенче пулнă, 45 комбайна тĕрĕсленĕ. Çав шутран 9-шне «Таябинка» агрофирмăра Алексей Попов ертӳçĕ кăтартнă. Инспекци пуçлăхĕ Юрий Иванов: «Пурте юсавлах-ши?» — тесе тĕплĕн тĕпченĕ. Кашни комбайнрах вут-çулăмпа кĕрешмелли хатĕр пулнă. Механизаторсене вăл та хăрушсăрлăх техникин йĕркине пăхăнса ĕçлеме чĕнсе каланă. Шупашкар округĕнчи инспекци пуçлăхĕ Николай Никифоров, администрацин ял хуçалăх пайĕн ертӳçи Галина Николаева тата Георгий Миронов тĕп специалист вырмана тухас умĕн тĕрĕслеве «Чурачикское» тата «Прогресс» хуçалăхсене çитнĕ. Пĕрремĕшĕн чикĕ леш енчен кӳнĕ — 4, хамăр çĕршывра туса кăларни 1 комбайн. Пурте хăватлă та тухăçлă, çанталăк типĕ тăрсан вырмана кĕске хушăра вĕçлееççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Тури чăвашсен кĕскĕ çук»

Чăн чăваш тĕррине тĕрлеме ятарласа вĕреннĕ вăл. Халĕ ăна тĕрлĕ куравпа конкурса, Акатуйсемпе уявсене чĕнеççĕ. Хăйĕн ĕçĕсемпе хаваспах паллаштарать, «ăсталăх сехечĕсем» ирттерет пултаруллăскер. Чăваш тĕрри кашни килтех пултăрччĕ тесе тăрăшать. Сăмахăм тĕрĕ ăсти, Шупашкарти 61-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Михеева çинчен. Çак кунсенче Нина Ивановнăна хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр, ĕçĕсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.

Аппăшĕсене тутăр, пиччĕшĕсене галстук тĕрлесе панă «Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Дагестанри Кубачи хутлăхĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Кубачи» фестивальне хутшăнма хатĕрленетĕп. Унта республикăран 5-ĕн каятпăр. Виçĕ куна тăсăлĕ çав фестиваль. Унта хамăн тĕрĕсене илсе кайăп, ĕçĕмсемпе паллаштарăп. Çавăн пекех фестивальте «ăсталăх сехечĕсем» йĕркелĕпĕр. Дагестана таçтан та килмелле терĕç. Кăмăлăм лайăх, кайса курас килет. Чăваш тĕррине ытти халăхăн тĕррипе танлаштарасшăн. Хамăрăнне питĕ кăтартас, ун çинчен нумай-нумай каласа парас килет. Ĕçĕмсене пуç-таратăп, çĕннисене те хатĕрлетĕп, — çапла пуçларĕ калаçăва тĕрĕ ăсти. — Халĕ сăнатăп та 10-12 çулсенчи ачасене масмак-тухья тăхăнтартаççĕ. Тĕрĕссипе, масмакпа тухья вĕсен япалисем мар, масмака — чăваш хĕрарăмĕ, тухьяна пиçсе çитнĕ хĕрсем тăхăннă. Ачасем тутăрпа çӳренĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕлĕх пултăр тесе хамăрăн стиле пăхăнса хăйне евĕрлĕ тухья ăсталарăм. Çавна кăçал Мускаври Акатуйра питĕ кăмăлларĕç. Мускавра туянайманнисем Тутарстанри Уява та пычĕç. «Кунта ятарласа çитрĕмĕр. Эсир килетĕрех пулĕ терĕмĕр. Мускавра сирĕн ĕçсене илеймерĕмĕр…» — терĕ пĕр хĕрарăм. Вăл тӳрех икĕ тухья туянчĕ». Чăваш наци музейĕнче йĕркеленĕ Чăваш тĕррин шкулĕнче ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Любовь Вазюкова тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене ăста уçса панă. Нина Михеева унта икĕ курс пĕтернĕ. Ачалăх çулĕсенченех тĕрĕ тĕрлеме хăнăхнă вăл. «Элĕк тăрăхĕнчи Мăн Вылă ялĕнче вунă ачаллă çемьере çитĕнтĕм. Вуннăшĕнчен саккăрăшĕ — хĕрсем. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Аслисене курса эпĕ те тĕрĕ тĕрленĕ. Вăл вăхăтра чăн чăваш тĕррипе тĕрлеме шухăшламан, япаласене хĕресле, яка тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Çĕнĕлĕхе алла илес тенĕ аслисем, вĕсем хыççăн эпĕ те тапаланнă. Анне Мария Павловна тĕрре ăста пулнă. Унăн алли витĕр тухнă сурпансемпе масмаксене типтерлĕ усратăп. Качча кайма хатĕрленсе нумай тĕрĕ тунă эпĕ. Мана Галя аппа /Чăваш халăх артистки Галина Смирнова. — Авт./ Болгарирен тĕрĕ илсе килсе панăччĕ. Çавна ӳкерсе илсе япаласене илемлететтĕм. Пирĕн çемьере пурте тĕрĕпе интересленнĕ. Качча кайма хама валли виçĕ ал шăлли тĕрлерĕм, 7 аппа валли тутăрсем хатĕрлерĕм, хĕррисене чĕнтĕр çыхса капăрлатрăм. Пиччесем валли галстуксем тĕрлерĕм. Халĕ пăхатăп та вĕсенче те чăваш тĕррисемех курăнаççĕ», — пĕлтерчĕ Нина Ивановна. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Тĕллев патне – пĕчĕккĕн

Шупашкарти 44-мĕш лицейре вĕренекен Анастасия Сергеева «Пысăк тăхтав» Пĕтĕм Раççей конкурсне 5-мĕш класранпах хутшăнать. Анчах ытти çулта пĕрремĕш тапхăртан иртме май килмен çав унăн, кăçал вара вăл виçĕ тапхăра та ăнăçлă парăнтарса çĕршыв шайĕнче çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. «Маншăн «Артекра» иртекен финала лекесси те пысăк çĕнтерӳччĕ, мĕншĕн тесен манăн пĕр ĕмĕт пурнăçланчĕ», — савăнăçне пайларĕ хĕрача.

Чăваш Ене таврăничченех çыхăнтăмăр унпа. Хастарскерĕн «Артекри» кашни минучĕ кăсăклă иртетмĕн, пĕрмаях мĕн те пулин тумалла, вăйă-конкурса хутшăнмалла. Çапах Настя манпа калаçма та вăхăт тупрĕ. «Пысăк тăхтав» Раççей конкур¬сĕн финалне çĕршыври 700 яхăн ача пуçтарăннă, пурте пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ. Чăваш Енрен унта вунă ача кайма тивĕçнĕ. Вĕсенчен саккăрăшĕ призерсем пулса тăнă: Елена Валеева, Екатерина Яшманова /Шупашкарти 2-мĕш гимнази/, Александрпа Мария Рыжовсем /Шупашкарти 59-мĕш шкул/, Кирилл Павлов /Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш шкул/, Иван Филиппов /Комсомольски округĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕ/, Елена Борисова /Çĕрпӳ округĕнчи Сăнав шкулĕ/, Кристина Андронова /Шупашкар округĕнчи Кӳкеçри 1-мĕш шкул/. Настя вара çак çĕнтерӳ патне мĕнле утнă-ши? — Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ онлайн вăйă пек иртрĕ, — аса илчĕ пултаруллă хĕрача. — Эпĕ коммуникаци, эрудици тата логика енĕпе тĕрлĕ ĕç пурнăçларăм. Унсăр пуçне видеовизитка хатĕрлерĕм. Иккĕмĕш тапхăра куçма 760 ачана суйласа илчĕç. Вăл калаçу мелĕпе иртрĕ. Эксперт питĕ хăйне евĕрлĕ ыйтусем пачĕ. Анчах эпĕ хатĕр пултăм. Логикăпа хăйне евĕрлĕх задачисене шутлама вĕренмешкĕн манăн икĕ кун пулнă-çке. Иккĕмĕш тапхăра та ăнăçлă парăнтарсан виççĕмĕшне кайрăм — Пĕтĕм тĕнчери «Артек» центра. Финалта пирĕн 12 çынран тăракан ушкăнпа тĕрлĕ кейс шутламаллаччĕ, тата вĕсене хӳтĕлемеллеччĕ. Кейс вăл — кăткăс лару-тăру, пирĕн унтан тухма пĕлмелле. Çакăн валли 8 сехет уйăрчĕç. Кăсăкли тата çакă: эпир пачах палламан ачасемпе пĕр командăна пуçтарăнтăмăр. Эпир ĕçленĕ вăхăтра юнашарах сăнавçă тăратчĕ. Вăл кашнин паха енне тата командăпа ĕçлеме пĕлнине сăнарĕ. Ачасемпе кĕске вăхăтрах туслашрăмăр, пĕрпĕрне лайăх пĕлме тытăнтăмăр. Командăпа ĕçлесси пирĕн питĕ лайăх пулчĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 300 çĕнтерӳçе ĕмĕтри çул çӳревпе тивĕçтерессине пĕлтерчĕç тата сертификат пачĕç. Эпĕ те çав çĕнтерӳçĕсен йышĕнче пулни ман¬шăн калама çук пысăк савăнăç! Пире пуйăспа Владивостокран Питĕр таран илсе кайĕç, çула май 14 хулана кĕрсе тухăпăр. «Пысăк тăхтав» конкурс çавăн пекех кăсăклă уроксемпе тата тĕлпулусемпе асра юлнă. Сăмахран, «Юрă-кĕвĕ лабораторийĕнче» конкурсантсем рэп-фристайлистпа тата баттлсен çĕнтерӳçипе Тема Кубăпа тĕл пулнă. Хăйне евĕрлĕ мероприятисем татах та иртнĕ-ха. — Нумай юлташ тупрăм çак конкурсра, — терĕ Настя. — «Артекра» пур ача та кăмăллăн калаçать, вĕсенчен хуть те хăшĕнпе кирек хăш самантра туслашаятăн. Палăртмалла, Настя лицей пур¬нăçне хастар хутшăнать. Вăл тĕрлĕ конкурсра, олимпиадăра, ăмăртура тăтăшах хăйне тĕрĕслет. Хăш чухне финала тухниех уншăн пурнăçа пуянлатакан опыт пулса тăрать. Çакă ăна малашлăхра кирлĕ пуласса шанать. Çапах та, хăйĕн пуласлăхне мĕнле профессипе çыхăнтарасшăнши вăл? — Хальлĕхе кун пирки çирĕппĕн калаймастăп, — терĕ Настя. — Эпĕ нумай япалапа кăсăкланатăп, нумай енлĕн аталанма тăрăшатăп. Тăххăрмĕш класчен хама тĕрлĕ енĕпе тĕрĕслесе пăхас килет, ун чухне вара ăçталла ытларах чун туртни паллă пулĕ. Хĕрачан шухăшĕпе, пултарулăх ачана çут çанталăкран куçать. Анчах нумайăшĕ унпа усă курмастьмĕн. Усă кураканнисем вара хăйсем суйланă çул çинче чи лайăххисем пулса тăраççĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Ай, мăнтарăн хир мулкачи» – характерсен романĕ

«Варкăш» литература клубĕн çу уйăхĕнчи тĕлпулăвĕнче Георгий Федоровăн (1942-2015) – чăвашсен паллă литературовечĕн, филологи ăслăлăхĕсен докторĕн, профессорăн, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕн – сăвă пуххийĕсене пăхса тухнăччĕ. Унăн поэзийĕпе паллашнă хыççăн «Ай, мăнтарăн хир мулкачи» кăларăмне те вулас килчĕ манăн. Телее, çав ларурах Георгий Иосифовичăн мăшăрĕнчен Галина Федоровнăран туянма май пулчĕ ăна. Отпуск вăхăтĕнче вара пуçĕпех хайлав тĕнчине путрăм.

«Ай, мăнтарăн хир мулкачи» çичĕ повеçрен тăрать. Произведение автор «ытарлă эскиз» тесе палăртнă. Тĕпчевçĕсем хайлав жанрне романа çывăх теççĕ-мĕн. Эпĕ ăна характерсен романĕ е психологиллĕ роман тенĕ пулăттăм. Ман шутпа, малти вырăна кунта ĕç-пуç черетленĕвĕ, сюжет çивĕчлĕхĕ мар, сăнарсен уйрăмлăхĕсем, вĕсен портречĕсем тухса тăраççĕ. Кашни героя юратса сăнарлать автор, ун чунне кĕрсе тухать тейĕн. Тен, сăнарсен прототипĕсем хăйсем те хăйсен шалти кăмăл-туртăмне çав таранччен ăнланайман пуль. Георгий Иосифович вара туллин ӳкерет, тишкерет. Унăн геройĕсем чĕрĕ, кĕç-вĕç çума килсе ларас, сăмах хушас пек. Чи тĕлĕнмелли – усал çынсенче те ырă хĕлхемсем асăрхама пĕлет вăл, вулакана та çавнах вĕрентет. Кăра çилĕллĕ, сĕмсĕр этем яланах çапла пулман-çке. Мĕн тăратнă ăна усал çулĕ çине, мĕн илсе çитернĕ тĕпсĕр ханкăр патне? Хăшĕ-пĕри ӳкĕнет те пек, анчах çылăхсем вĕçертмеççĕ, вĕсен серепинчен хăтăлма ытла та хĕн. Айван хевтеллисем пултараймаççĕ, шурлăха путнăçем путаççĕ. Вара вĕсене шелленипе куççуль те тухать... Этем пĕтни ялан хăрушă. Повеçсенчи ĕçсем Çĕмĕрле районĕнчи Патаккасси, Вăрманкас, Тăванкас ялĕсенче пулса иртеççĕ. Ярăмри вăхăт ытларах XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсене пырса тивет, анчах пĕтĕмĕшле XX ĕмĕре çутатма тăрăшни куçкĕрет. Революци тапхăрĕ, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи, колхозсем туни, репрессисем, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи... Тĕнче арканать тейĕн. Хайлаври сăнарсенчен чылайăшĕн пысăк ырату, çухату витĕр тухма тивет. Пĕрремĕш повеçрех хир мулкачин сăнарĕ юрăсенче курăнса каять. Мулкач калать пек: Иккĕн килеç, виççĕн килеç, Мана тытма килеç пуль, Тытса тире сĕвеç пуль, Пасара кайса сутаç пуль. Эрех илсе ĕçеç пуль. Маткисене хĕнеç пуль, Ачисам та макраç пуль... Е тата: Тан пăр çинче ташла-ташла Ура шăна пуçларĕ. Хыт йывăçа кăшла-кăшла Тута катăла пуçларĕ... «Пурте мулкачсем эпир... Пирĕн чăваш пурнăçĕ – хирти мулкач пурнăçĕ...» – тет Ваçик старик юлашки повеçре. Çакăнта произведенин тĕп шухăшĕ ӳкерĕнмен-ши? Тепĕр юрă та чуна пырса тивет: Шур куяна калăр-ха, Чечек тăрне ан таттăр. Чечек тăрне татсассăн Çимĕç епле çитĕнĕ? Шурă куян, мăнтарăн, Хăй те шурă чечек çав, Кам ӳркенмест, çав татать... Вуланăçемĕн кашни сăнарах хир мулкачи пулнине курса ĕненетĕн. Тертлĕ, нушаллă пурăнать чăваш. Акă Унюка Пуян Матви ывăлĕ вырăнне виçĕ çуллăха салтака ăсатасшăн. Унюкăн ашшĕ-амăшĕ чухăн, пуян вара çурт лартса пама шантарать, пăрăвне те халаллать, тыррипе те илĕртет. Мĕнле килĕшмĕн? Çывăх çыннисен кăмăлĕнчен иртме хăнăхман каччă вăрăм çула ăсанать. Анчах виçĕ çул вун пĕр çула тăсăлать, савнă хĕрĕ усал çын хурри пулать, шантарнă çĕнĕ пӳрте Унюкăн кахал пиччĕшĕ Ваçи йышăнать, шăллĕ яла таврăнсан та ăна пушатса пама шутламасть. Хыçсăмахра Галина Федоровна çапла çырнă: «Хайлаври Унюкăн прототипĕ – Г.Федоровăн кукашшĕ Андрей Кузьмич пулнă. Унюк тĕрлĕ йывăрлăха тӳссе ирттернĕ, анчах чунри илемлĕхе, тасалăха тĕрĕстĕкел упрама пултарнă. Салтакран килсен çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă». <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

♦   ♦   ♦


Паян та стройра

«Çакăн пек професси пур: Тăван çĕршыва хӳтĕлекен. Тахçанах «çунатлă» пулса тăнă çак сăмахсене Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланисене халалланă. Вĕсен ырă ячĕсене ĕмĕр халăх асĕнче упрассишĕн тăрăшмалла», — палăртрĕ Чăваш Енри пограничниксен пĕрлĕхĕн ертӳçи Анатолий Шорников.

Чикĕ хураллакансем кирек хăш саманара та малти ретре тăраççĕ. Вĕсем — Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем. «Эпĕ Хабаровск крайĕнче службăра тăнă. Çав çулсенче Вăтам Ази чикĕ округĕнче лăпках марччĕ. Пограничник пулма шăпа пӳрнишĕн савăнатăп, мăнаçланатăп. Чикĕ хураллама пурте лекеймен, çирĕп сывлăхлисене кăна суйласа илнĕ. Унсăр пуçне КГБ пулас салтаксене кăна мар, вĕсен тăванĕсене те шанчăклăх тĕлĕшĕнчен тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Пирĕн йышра тутарсем, пушкăртсем, чăвашсем, мăкшăсемпе çармăссем, Свердловск, Курган облаçĕнче çитĕннĕ каччăсем ытларахчĕ. Пурте спортсменсем — йĕлтĕрпе чупакансем, боксерсем, биатлонçăсем, ыттисем — пулнă. Чикĕ хуралĕнче тăнă вăхăт нихăçан та асран тухас çук», — терĕ Анатолий Борисович. Служба тивĕçĕсене лайăх пурнăçланăшăн, çирĕп дисциплинăшăн Анатолий Шорников ефрейтора чаç командирĕ В.Милицин подполковник Ялав умĕнче ӳкернĕ сăн ӳкерчĕкпе чысланă. Кунашкал наградăна 2049-мĕш çар чаçĕнчи отрядри пограничниксенчен улттăн тивĕçнĕ. I, II степень «Погранçарсен отличникĕ» палла та чи лайăххисем кăна илме пултарнă. Анатолий Шорников — çавсенчен пĕри. …Застава — питĕ кăткăс ĕç, унта тăракансен чунчĕринче тăванлăх туйăмĕсем ĕмĕрлĕх хурçă пек çирĕпленсе лараççĕ. Йывăрлăхсем пĕрле пулма хăнăхтараççĕ. Çавăн пек лару-тăрура çуралнă туслăх пурнăç тăршшĕпе те арканмасть. Салтак тумне хывнă хыççăн та вĕсем патшалăхшăн тата халăхшăн тăрăшассине малти вырăна хураççĕ. Ветерансен хастарлăхне, отставкăна тухсан та чун хавалне çухатманнине, Тăван çĕршыв историне, мăнаçлăхне упрассишĕн тăрăшнине çирĕплетекен тĕслĕх — Чăваш Республикинчи «Пограничниксен тăванлăхĕ» общество организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ. Пĕрлĕхе ертсе пыма 2014 çулта Анатолий Шорникова шаннă. Погранçарсенче тĕрлĕ çулта служба тивĕçĕсене пурнăçланисем хальхи вăхăтра муниципалитетсенче тата республикăра йĕркелекен мероприятисене анлă хутшăнаççĕ, çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парса ӳстерес ĕçе пысăк тӳпе хываççĕ. Сăмах май, «Пограничниксен тăванлăхĕ» общество организацийĕн ĕç-хĕлне ытти çарта службăра тăнисем те, Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланисем те, Çӳрçĕр Кавказра, хĕрӳ ытти вырăнта пулнисем те хастар хутшăнаççĕ. Ветерансем вĕрентӳ учрежденийĕсенче Паттăрлăх урокĕсем, акцисем, Çĕнтерӳ кунне, çĕршыв историйĕнчи паллă ытти пулăма халалланă мероприятисем йĕркелеççĕ, шкул ачисемпе, училищĕсемпе колледжсенче вĕренекенсемпе, аслă шкулсен студенчĕсемпе час-часах тĕл пулаççĕ, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен паттăрлăхĕ пирки каласа кăтартаççĕ. Чикĕ хуралĕнче тăнисем яланлăх пограничник пулса юлаççĕ. Ачасем «симĕс карттуслисенче» чăн-чăн арçынсене кураççĕ, вĕсем пек пулма, вĕсемпе танлашма тăрăшаççĕ. Сăмах май, кăçал çу уйăхĕнче Элĕк тăрăхĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕнчи кадетсем патĕнче Анатолий Шорниковпа тата Элĕк округĕнчи «Çамрăк армеецсем» штаб пуçлăхĕпе Константин Громовпа пĕрле Паттăрлăх урокĕ ирттертĕмĕр. Эпĕ Аслă çар училищинче вĕреннĕ çулсене аса илтĕм, çарта тăнă вăхăт пирки каласа кăтартрăм. Ачасемпе Украинăри ятарлă çар операцийĕ пирки те сăмах хускатрăмăр. Шкула Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата Нюрнберг ĕçне халалланă кĕнеке парнелерĕм. Кадетсем пире тимлĕ итлерĕç кăна мар, калаçăва та хастар хутшăнчĕç, тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланчĕç. Çавăн пекех вĕсем чăваш халăх ташшисене тата бал ташшисене ташласа кăтартрĕç. Эпĕ вĕсене Мускава йыхравларăм, кадет отрячĕсен кĕрхи фестивальне хутшăнма сĕнтĕм. Урок вăхăтĕнче Анатолий Борисовича питĕ тимлĕ сăнарăм. Унăн кашни сăмахĕнче, хусканăвĕнче хăй ĕçне чунпа парăнни сисĕнсе тăчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн çутă пуласлăхĕшĕн, çамрăк ăрăвăн ырă малашлăхĕшĕн тăрăшни уççăн курăнчĕ. «Çакăн пек хастар пулма мĕнле вăй çитеретĕр? Мĕнре сирĕн пурнăç девизĕ?» — ыйтмасăр чăтаймарăм ун чухне. «Кирек епле ĕçе те пуçлама йывăр. Тĕллев пур тăк — пуçăнмаллах. Тăрăшса ĕçлесен çитĕнӳ пулатех!» — терĕ вăл çирĕппĕн. <...>

Вячеслав ИЛЬИН.

♦   ♦   ♦


Шăмăршă тăрăхне – несĕлсен йĕрĕпе

Утă уйăхĕн варринче тавра пĕлӳçĕсен ушкăнĕ черетлĕ экспедицие тухрĕ. Хальхинче пирĕн çул Шăмăршă муниципалитет округне выртрĕ. Чăваш наци наукăпа искусствăсен академийĕн тĕпчев тавра пĕлӳ экспедицине ăсчахсем, тĕпчевçĕсем, тавра пĕлӳçĕсем, тăван ен культурипе тата историйĕпе кăсăкланакансем кĕреççĕ.

Чи малтанах ушкăн Шăмăршă салинчи «Чăваш вăрманĕ» наци паркне çитсе курчĕ. Вăл информациллĕ курав вырăнĕ, унта экологи мероприятийĕсем час-часах ирттереççĕ. Залсенче интерактивлă стендсем, çулталăк вăхăчĕсем çинчен ăнлантаракан диорамăсем, флорăпа фаунăна халалланă тĕрлĕ экспозици вырнаçтарнă. Интерактивлă карттă çине пăхса кăсăклă вырăнсем, экологи сукмакĕсемпе çуран çӳремелли маршрутсем çинчен пĕлме пулать. Конференц-залра «Чăваш вăрманĕн» хăйне евĕрлĕхĕ çинчен презентаци кăтартрĕç. «Чăваш вăрманĕ» наци паркне 1993 çулта йĕркеленĕ. Сăмах май, экспедицие хутшăнакансен йышĕнче Федор Карягин профессор, Наци паркне йĕркелекенсенчен пĕри пулчĕ. Парк — çут çанталăка хӳтĕлекен, экологипе çут ĕç тата наукăпа тĕпчев енĕпе ĕçлекен федераци пĕлтерĕшлĕ учреждени. Вăл — 25200 гектар чухлĕ вырăн йышăнакан вăрман, йывăçсен çурри — хыр. Кунта ӳсен-тăранăн 800-е яхăн тĕсĕ çитĕнет, вĕсенчен 57-шне Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. «Чăваш вăрманĕнче» 184 кайăк тĕсĕ, сĕтпе ӳстерекенсен 44 тĕсĕ, вырăн тупнă. «Аваллăх алăкне уçса» этнографи сукмакĕпе малалла кайсан çут çанталăк об±екчĕсемпе тата чăваш халăхĕн наци культурипе паллашатăн. Наци паркĕн директорĕн ăслăлăхпа ĕçлекен çумĕ Наталья Игнатьева пирĕн несĕлсен пурнăçĕнче вăрман мĕнле вырăн йышăннине каласа кăтартни пурне те килĕшрĕ. Çак сукмак — Чăваш Ен çинчен вĕренмелли курăмлă хатĕр. Маршрута информаци стенчĕсемпе, таблицăсемпе, авалхи япаласемпе, тĕрлĕ кӳлепепе илемлетнĕ. Экспедицие хутшăнакансем çак вырăнăн çут ĕç майĕсене пысăка хурса хакларĕç. Кунта авалхи чăваш уявĕсем, шкул урокĕсем, пыл хурчĕ тытассипе, хăмла ӳстерессипе тата ытти ĕçпе çыхăннă халăх йăлисем иртеççĕ. Çула тухнă-тухнах, Федор Мадуров скульпторăн çуралнă килĕнче те — «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнчи Баскак ялĕнче — пулса курма тӳр килчĕ. Сăмах май, Федор Иванович — «Чăваш вăрманне» пуçарса яракансенчен пĕри. Унăн «Вун икĕ уйăх» архитектура композицийĕ хушшинче çӳренĕ чухне экспедицие хутшăнакансем несĕлсенчен юлнă халапсене те урăхларах туйни палăрчĕ. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче биологи тата истори палăкĕсем вырăн тупнă. Тахçан авал çак вырăнта куçса çӳрекенсен тата çĕрпе ĕçлекенсен культурисем тĕл пулнă. «Тискер уй-хире» парăнтарнă хыççăн унта тĕрлĕ вырăнти чăвашсем куçса килме тытăннă. Çакăн пирки Васан ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулсан экспедици ертӳçи Римма Альтина-Александрова тĕплĕн ăнлантарчĕ. Римма Семеновна — Чăваш наци наукăпа искусствăсен академийĕн президиумĕн членĕ, этнограф, ЧР писательсен союзĕн членĕ, Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл хăйĕн черетлĕ кĕнекин пĕчĕк сыпăкĕпе паллаштарчĕ. Унта Шăмăршă мĕнле пулса кайни çинчен çырса кăтартнă. Çак вырăнсенчи пĕлтерĕшлĕрех палăк — Хырла хĕрринчи хӳтĕлев чиккисем. Ăна 16-мĕш ĕмĕр варринче Раççей патшалăхне хӳтĕлеме тунă. Халĕ вара, вырăнти хастарсем каланă пек, ăна хăйне хӳтĕлемелле. Хырла хĕрринчи хӳтĕлев чиккисем — археологи еткерлĕхĕн объекчĕ, ăна РФ халăхĕсен культура еткерлĕхĕн объекчĕсен Патшалăхăн пĕрлехи реестрне кĕртнĕ. Вăл Пысăк хӳтĕлев чиккине те / Хаяр Йăван патша вăхăтĕнче тунă хӳтĕлев сооруженийĕсен комплексĕ/ кĕнĕ. Хырла хĕрринчи хӳтĕлев чиккисем Мордва Республикинчен /Темников хули/ пуçланаççĕ, Улатăр тата Шăмăршă çĕрĕсем урлă иртеççĕ, Тутарстан Республикине /Теччĕ хули/ çитеççĕ. Чикĕсем çинчен тĕплĕнрех çак темăпа 17 çул ытла ĕçлекен Галина Веденеева каласа кăтартрĕ. Маларах вăл Шăмăршăри вăтам шкулта истори предметне вĕрентнĕ, çак темăпа ачасене те кăсăклантарнă. Халĕ вара ку тăрăхри пĕлтерĕшлĕ бренда аталантарас тесе вăл вырăнти администраци тата ытти çын пулăшнипе хăйĕн шухăшĕсене пурнăçа кĕртмелли мелсем шырать. Хурал башнине çĕнĕрен çĕклесшĕн, информаци стенчĕсем вырнаçтарасшăн, çак вырăна хăтлăлатасшăн. Çĕнĕ туризм объекчĕ ачасене Раççей историйĕпе кăсăклантарма, патриот туйăмне вăйлатма пулăшĕччĕ. Сăмах май, Шăмăршăн гербĕпе ялавĕ çинче пĕренеллĕ хатĕр сăнланнă, вăл Хырла хĕрринчи хӳтĕлев чиккисене пĕлтерет. <...>

Е.ВАСИЛЬКОВА тата В.ГРИГОРЬЕВ тавра пĕлӳçĕсем.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.