Чăваш Республикин ОМС системи — 30 çулта
Йĕркеленнинчен тытăнса çĕнелÿпе аталану патне
Обязательнăй медицина страхованийĕ (ОМС) паянхи сывлăх сыхлавĕн системин пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăрать, вăл граждансен сывлăхне сыхлассине тĕпе хунă май вĕçĕмсĕр аталанать, çĕнелет. ОМС системи хăйĕн хăватне ӳстерсех пырать, сывлăх сыхлавне никĕслет, медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатассипе, унпа пурте усă курма пултарассине тивĕçтерессипе çыхăннă процессене тӳррĕнех хутшăнать.
1993 çулта Чăваш Республикин территорийĕнче патшалăхăн ОМС сферинчи политикине тӳрре кăларма Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе ĕç тăвакан органа — Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фондне /Фонд/ — туса хунă.
30 çулта Фонд ураланупа аталанăвăн вăрăм çулне утса тухнă. ОМС системинче пысăк улшăну пайтах пулнă, обществăри, экономикăпа тата социаллă пурнăçпа çыхăннă улшăнусене кура ĕç те çĕнелнĕ. Çак тапхăрта ОМС сывлăх сыхлавне укçапа тĕревлекен хушма çăл куçран тĕп çăл куç пулса тăнă. ОМСăн территори программине пурнăçлама уйăракан укçа виçи çуллен пысăкланать. Фонд республикăн сывлăх сыхлавĕн системине çĕнетес, ун валли укçа уйăрмалли принципсене лайăхлатас енĕпе питĕ нумай ĕç тунă, республикăри медицина организацийĕсемпе, страхлакан медицина организацийĕсемпе, ытти территори фончĕпе çирĕп çыхăну йĕркелес тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ. Çак çулсенче организаци, чăннипе, регионăн сывлăх сыхлавĕн сферин финанс гаранчĕ пулса тăнă, медицина организацийĕсене укçа-тенкĕпе тытса тăрассин тăнăçлăхне, Чăваш Республикинче пурăнакан мĕн пур çын медицина пулăшăвĕпе пĕр тан условисемпе усă курассине тивĕçтернĕ.
Чăваш Республикинче патшалăхăн граждансене тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли территори программине пурнăçлама уйăракан ОМС укçин виçи çуллен пысăкланать. Калăпăр, 2018 çултанпа ОМСăн территори программин хакĕ 13,5 миллиард тенкĕрен 2023 çулта 18,9 миллиард ытла тенкĕ таран пысăкланнă. Медицина пулăшăвĕн, çав шутра пысăк технологиллĕ пулăшăвăн калăпăшĕ малалла ӳсет.
Фонд Чăваш Республикинче пурăнакансем ăста врачсем патне лекме тата çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕпе усă курма пултарччăр тесе пĕтĕмпех тăвать. Федераци саккунĕсемпе килĕшӳллĕн Фонд çуллен нормăланă страховани саппасне йĕркелет, унпа обязательнăй медицина страхованине хушма укçапа тивĕçтерме усă кураççĕ: медицина организацийĕсен врачсене, вăтам медицина персоналне ĕç укçи тӳлессипе çыхăннă тăкакĕсем валли; медицина ĕçченĕсен пĕлĕве ӳстермелли программăсемпе йĕркелекен хушма професси вĕренĕвне йĕркелемелли мероприятисене укçапа тивĕçтерме; медицина оборудованийĕ туянмалли тата ăна юсамалли мероприятисене, çавăн пекех страховани территорийĕн тулашĕнче страхланă çынсене кӳнĕ медицина пулăшăвĕпе çыхăннă тӳлевсене укçапа тивĕçтерме. Сăмахран, Фондăн нормăланă страховани саппасĕнчен медицина ĕçченĕсен хушма професси вĕренĕвĕ валли 12,4 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Çак укçа пулăшнипе Чăваш Республикинчи медицина организацийĕсен 1276 ĕçченĕ пĕлĕве ӳстермелли программăсемпе вĕренме пултарнă. ОМС укçипе 373,3 миллион ытла тенкĕлĕх 440 единица ытла медицина оборудованийĕ туяннă, 90 единицăна 106,3 миллион тенкĕлĕх юсанă.
Фонд сывлăх сыхлавĕн системине укçапа тытса тăрать кăна мар, кашни тенкĕпе тухăçлă усă курнине те çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Граждансене кӳрекен медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк. Фонд ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕнчен пĕри — страхлакан медицина организацийĕсен медицинăпа экономика экспертизине тата кӳнĕ медицина пулăшăвĕн пахалăхĕн экспертизине иртерессипе çыхăннă ĕçне сăнаса тăрасси. Медицина пулăшăвĕн ведомство экспертизине чирсен мĕн пур профилĕпе штатри тата штатра тăман 140 ытла эксперт-специалист пурнăçлать.
ОМС системинче страхланă çынсен тӳлевсĕр паха медицина пулăшăвĕпе усă курмалли прависемпе саккунлă интересĕсене хӳтĕлессин пĕлтерĕшĕ çӳллĕ шая çĕкленчĕ. Паян ку енĕпе тĕрлĕ аспектпа пуян опыт пухнă, практика та пысăк. ОМС системин историйĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсен шутĕнче — Чăваш Республикин территорийĕнче страхланă граждансен прависене хӳтĕлемелли виçĕ сыпăклă тытăм йĕркелени, страхлакан представительсен институтне — граждансене ОМС системинче хăйсен прависемпе усă курма тата саккунлă интересĕсене тӳрре кăларма пулăшакан тепĕр механизм — туса хуни. Вăл медицина пулăшăвĕн пахалăхне, унпа пурте усă курма пултарассине патшалăх тата ведомство енчен тĕрĕслесе тăрассине çирĕплетет.
Страхланă çынсен прависене пĕтĕмпе страхлакан 110 ытла представитель хӳтĕлет, вĕсем хăйсен ĕçне умри тĕллевсен кăткăслăхне кура пурнăçлаççĕ. 1 сыпăкри страхлакан представительсем — страховани компанийĕн контакт-центрĕн специалисчĕсем. Урăхла каласан — «хĕрӳ лини» операторĕсем, вĕсем граждансене обязательнăй медицина страхованийĕн ыйтăвĕсемпе справкăпа консультаци информацийĕпе тивĕçтереççĕ. 2 сыпăкри страхлакан представительсен ĕçĕ страхланă çынсене медицина пулăшăвĕ кӳнĕ чухне информаципе тивĕçтерессипе, пулăшса пырассипе çыхăннă. Вĕсем страхланă çын ыйтнипе медпулăшу кӳнĕ самантра çуралакан тавлашуллă ыйтусене оперативлă татса пама хутшăнаççĕ. 3 сыпăкри страхлакан представительсем — врач-экспертсем, вĕсем страхланă çынсем медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ тĕлĕшпе çырнă заявленисемпе ĕçлеççĕ, тĕрĕслевпе экспертиза мероприятийĕсем йĕркелесе ирттереççĕ.
Сывлăх — врачпа пациентăн пĕрлехи ăнăçлă ĕçĕн кăтартăвĕ. Страхлакан представительсем вара вĕсен хушшинчи çыхăну сыпăкĕ пулса тăраççĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак функци пахалăх тĕлĕшĕнчен аталанчĕ, сывлăх сыхлавĕн пациента тĕпе хуракан системин никĕсĕнчи блоксенчен пĕри пулса тăчĕ.
Страхланă граждансене информаципе тивĕçтерме, вĕсен прависене хӳтĕлеме Чăваш Республикин территорийĕнче медицина страхованийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Контакт-центр туса хунă. 8 800 77 00 955 номер Фондăн, страхлакан медицина организацийĕсен — «Чувашия-Мед» страховани компанийĕ» АОн тата «Чăваш медицина страховани компанийĕ» АОн — «хĕрӳ линийĕсене» пĕтĕçтерет. Çак номерпе шăнкăравласа ОМС шучĕпе медицина пулăшăвĕпе усă курассипе çыхăннă справкăпа консультаци информацийĕ, кирлĕ тĕк страхалакан медицина организацийĕн специалисчĕсен практика пулăшăвне илме пулать.
Хальхи вăхăтра мĕн пур отрасльте анлă цифра трансформацийĕ пырать, çав шутра — ОМС сферинче те. Фонд ОМС системине хутшăнакансем информаци тĕлĕшпе çыхăнса ĕçлессине виçеллĕ тумалли проектсене ăнăçлă пурнăçлать. ОМС системине модернизацилени, аталантарни ОМС шучĕпе медицина пулăшăвĕ кӳрессипе çыхăннă ыйтусене хăвăрт татса пама май парать.
2022 çултанпа Федерацин обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕ Раççей Федерацийĕн Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствипе пĕрле патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче ОМС тытăмĕнче страхланă граждансем валли çĕнĕ сервиссем хута янă. Çак ĕç кăтартăвĕ — ЕПГУра шута илнине çырса çирĕплетнĕ граждансене «Сывлăх» пайра хушма «ОМС полисĕн управленийĕ» сервиспа усă курма май пани. Вăл ОМС системинче страхланса шута тăма, ОМС системинче страхланă çын страхованийĕпе çыхăннă кăтартусене /страхлакан медицина организацийĕн ятне/ илме, страхланă çынна хăш медицина организацийĕ çумне çирĕплетнине пĕлме, страхлакан медицина организацине суйласа илме е улăштарма, ОМС полисĕн ĕçне вăхăтлăха чарса лартма /граждансен уйрăм категорийĕсемшĕн/, ОМС системинче страхланса çĕнĕрен шута тăма май парать.
Медицина пулăшăвĕпе тӳлевсĕр усă курмалли правăна çирĕплетекен документ та — ОМС полисĕ — улшăнчĕ. Вăл хут çинчи алă вĕççĕн çырса тултарнă ахаль бланк кăначчĕ, страхлакан кашни медицина организацийĕн хăйĕн бланкĕччĕ. Вăл та аталанса цифра формачĕллĕ пĕрлехи документ шайне çĕкленчĕ.
30 çул — сумлă чикĕ, вăл ĕçе пĕтĕмлетме, урок пулса малашлăх валли çĕнĕ тĕллевсем палăртма май парать. Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата Чăваш Республикин ОМС территори фончĕ, медицина организацийĕсем, страхлакан компанисем пĕрле тачă çыхăну тытса ĕçлени малашне те регионăн сывлăх сыхлавне аталантарма, лайăхлатма пулăшĕ, тĕп тĕллеве — Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхне упрассине — тивĕçтерессишĕн медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатма, унпа пурте усă курма пултарассине тивĕçтерме май парĕ.
Комментировать