Криминаллă... ачалăхпа çамрăклăх

2 Окт, 2014

Çул çитмен те - тимлĕх те çитмест-и?

Çул çитменнисем тĕлĕшпе тунă преступленисем тата ачасемпе çамрăксем хăйсем тунисем. Çак ретри йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене паян Следстви комитечĕн подразделенийĕсем тĕпчеççĕ. Ку ахальтен мар. Патшалăх çакнашкал тĕслĕхсен сиенĕ-хăрушлăхĕ пысăккине ăнланать, çавăнпа асăннă йышши преступленисене тĕпчессине, çул çитменнисене хÿтĕлессине, айăплисене явап тыттарассине тĕпе хурать.

- Çавăнпах тĕпчев ĕçне те чи ăста следовательсене шанма тăрăшатпăр, - тет РФ Следстви комитечĕн Шупашкарти следстви пайĕн ертÿçи Константин Кандасов. - Шел те, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе /53 преступление шута илнĕ/ танлаштарсан кăçал çул çитменнисем саккуна пăснипе çыхăннă кăтарту пысăкланни палăрать - 66 преступлени. ачасемпе çамрăксем хăйсем шар курнă тĕслĕхсем çав шайрах юлнă - 49.

Ачасемпе çыхăннă йывăр преступленисем кашнинче тенĕ пекех чуна çÿçентереççĕ. Унашкаллисем юлашки вăхăтра та пулчĕç. Акă тĕп хулари Мускав районĕн сучĕ 37 çулти хĕрарăма ачана саккуна пăсса ирĕклĕхсĕр хăварнăшăн тата вĕлернĕшĕн айăпласа приговор палăртни. Ăна 12 çул çурăлăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă.

Ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе 2 çулти хĕр ачана хреснамăшĕ йышăнса юлнă. Килте пĕччен хăварсан пĕчĕкскер хваттере тустарнипе кăмăлсăрланнă хĕрарăм ачана картон курупкана хурса скотчпа йăваланă. Хăй, маникюрпа çыхăннă пулăшу ĕçĕсем кÿрекенскер, клиентсем патне тухса кайнă. Каялла 3 сехетрен тин таврăннă. Хĕр ача вара курупкаран тухма пултарнă иккен. Тепĕр кунне хĕрарăм хăйĕн ывăлне илме садике кайнă. Пĕчĕк хăнан аллисене колготкипе çыхнă, çăварне скотчпа çыпăçтарса каллех курупкана чикнĕ. Курупки пысăк та мар - 40х27х25 см калăпăшлă. «Ристан» ан тухайтăр тесе ăна та çиелтен скотчпа çыхнă. Сехет те 15 минут иртсен тин ывăлĕпе пĕрле килне таврăннă, хĕр ачана ирĕке кăларнă.

Виççĕмĕш кунхине хĕрарăмăн ачине садикрен илсе килмелле тата клиент патне кайса килмелле пулнă. Хĕр пĕрчи тĕлĕшпе вара каллех хăнăхнă мелпе усă курнă: аллисене колготкипе çыхса, пуçне скотчпа йăваласа курупкана «питĕрнĕ»...

Паллах, ача, хĕсĕк вырăнта эмбрион позипе хĕстерсе хунăскер, ниепле те хăтăлма пултарайман, кăшкăрса пулăшу ыйтайман. Хĕрарăм килне 22 сехет тĕлнелле кăна таврăннă - пилĕк сехет иртсен. Хĕр ача ун чухне сывламан ĕнтĕ. Экспертиза çирĕплетнĕ тăрăх - çыпăçакан хăю пĕчĕкскерĕн çăварĕпе сăмсине те хупланине кура ăна кислород çитмен, çавна май хăсăк тухнă, вăл сывлав çулĕсене лекнĕ.

Психиатри экспертизи çак вилĕмшĕн айăплă хĕрарăм психика енĕпе йĕркеллех пулнине палăртнă, урăхла каласан хăйĕн тискер хăтланăвне вăл ăнлансах тунă.

Ача вилĕмĕпе çыхăннă тепĕр тĕслĕх кăçалхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче пулнăччĕ. Шупашкарти 10-мĕш шкул вĕрентекенĕ никамран ирĕк илмесĕрех хăй ертсе пыракан 6-мĕш класс ачисене пляжа илсе кайнă. Тимлĕ пулман, çавна май ишме пĕлмен 12 çулти арçын ача путса вилнĕ. Унăн приговорĕ те паллă ĕнтĕ. УК 109 статйин 2 пайĕпе /хăйĕн професси тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннине кура асăрханмасăр çынна вилĕм кÿни/ айăпланăскер тĕлĕшпе ирĕклĕхне 1,5 çуллăха виçеллĕ тумалли приговор палăртнă.

Следстви пайĕн ертÿçи ачасене мăшкăлланă, вĕсем тĕлĕшпе намăс ĕçсем тунă тĕслĕх нумаййи пирки уйрăмах пăшăрханать. Çавнашкаллисен шутĕнче шар курнă хĕр ача преступнике тытса чарма хăй пулăшнă тĕслĕх те пур. Тĕп хула урамĕнче 14 çулти хĕр ача патне пĕр арçын пынă та хăйĕн... ар хатĕрне кăтартнă. Ку иртнĕ çул вĕçĕнче пулнă. Уйăх иртсен, кăрлачра, çав путсĕр каллех çак хĕр ачана тĕл пулнă, ку хутĕнче те çаплах хăтланнă. Анчах хальхинче хĕр ача çухалса кайман: арçын хыççăн вăл асăрхамалла мар утнă, хăй полицие шăнкăравланă. Хĕр ача каласа-кăтартса пынă тăрăх пакунлисем çав намăссăра тытса чарнă.

Унăн приговорĕ паллă ĕнтĕ. Чăн та, Константин Анатольевич шухăшĕпе, вăл ытла та «çемçе». Çулталăк çурăлăха ирĕклĕхне виçеллĕ тунипех çырлахнă. Мĕн тăвăн, саккун çапларах. Следстви пайĕн ертÿçин шухăшĕпе, ачасене мăшкăлланă, намăс кăтартнă йышши преступленисем тĕлĕшпе яваплăх хаяр пулмалла. Сăмах май, ачасен умĕнче хăйĕн ар хатĕрĕпе мăнаçланма кăмăлланă арçын психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ мар-мĕн - çакна экспертиза çирĕплетнĕ.

Ачасем чÿречерен тухса ÿкнĕ тĕслĕхсем пирки те сăмах пулчĕ. Следстви пайĕн производствинче кăçал çавнашкал 3 ĕç пулнă. Кашнинпех тĕрĕслех ирттернĕ, иккĕшĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма хирĕçленĕ, тепри производствăра-ха. Кашни тĕслĕхĕ - хула çыннисене калаçтарнăскерсем. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шумилов урамĕнчи çуртăн 9-мĕш хутĕнчи чÿречерен 2 çулти арçын ача ÿкнĕ. Ашшĕ-амăшĕ лавккана тухнă, пĕчĕкскер асламăшĕпе юлнă. Лешĕ тепĕр пÿлĕме самантлăха кăна пăрăннă. Кăштахран таврăннă та - ача çук. Чÿречене ÿпре-шăна хваттере кĕресрен ятарлă сетка карнă. Пĕчĕкскер ун çине таяннă...

Асăннă тĕслĕхсенче виççĕшĕнче те ĕç-пуç хайхи сеткăпа çыхăннă. Пĕчĕкскерсем вăл çирĕп маррине ăнланмаççĕ ĕнтĕ, çавăнпа ун çине таянаççĕ. Эппин, сыхлăх пушшех кирлĕ. Пÿлĕмре пĕчĕк ача пулсан уçă чÿрече - пысăк хăрушлăх. Тепĕр тесен ачасем чÿречене хăйсем тĕллĕн уçни те пулать. Çавăнпа ятарлă питĕркĕчсемпе усă курни шанчăклă. Шăпăрлансем чÿрече янахĕ çине ан хăпарайччăр - юнашар сĕтел-пукан лартни вырăнсăр.

Следстви пайĕн производствинче ачасене хĕненипе, асаплантарнипе çыхăннă уголовлă ĕç те чылай. Кунашкалли ытларах чухне йĕркесĕр çемьесенче пулать. Çавнашкал çемьесенчи ачасемех хăйсем тĕрлĕ преступлени тăваççĕ. Ку енĕпе тĕп хулари вăл е ку шкул вĕренекенĕсем пайăррăн уйрăлса тăни пирки ыйтнине Константин Анатольевич татăклăн хуравламарĕ. Пĕр-пĕр шкул ачисем уйрăмах чарусăр-йĕркесĕр теме çук иккен. Криминал статистикине пуянлатаканнисем - профучилищĕсенче, техникумсемпе колледжсенче вĕренекен çамрăксем. Çавăнпах следстви пайĕн сотрудникĕсем вĕренÿ заведенийĕсенче пулассине, ачасемпе, çамрăксемпе курнăçса калаçу ирттерессине йăлана кĕртнĕ. «Çавнашкал тĕл пулусем пĕр ачана саккуна пăсасран сыхласа хăварни те усăллă», - тет Константин Кандасов.

Юлашки вăхăтра çамрăксем наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе аппаланнă тĕслĕхсем нумайланни сисĕнет. Интернет урлă «спайс» туянаççĕ. Электрон мелĕпе укçа тÿлеççĕ те - «виртуаллă тĕнчери» паллă мар сутуçăсем вĕсене хайхи хутăша ăçта пытарнине пĕлтереççĕ, клиентсем унтан кайса илеççĕ. Çавнашкал наркотиксемпе минренĕ хыççăн çамрăксем хăйсем ăçтине ăнланми пулнă, тăнне çухатнă тĕслĕхсем те пур. Тĕрĕссипе, медиксем вăхăтра пулăшу кÿнипе кăна вилĕмрен çăлса хăвараççĕ.

Çийĕнчен - яваплăх. Нумаях пулмасть Мускав районĕн сучĕ 17 çулти икĕ йĕкĕте айăпланă. Шăпах асăннă мелпе усă курса «спайс» туяннă. Вăрттăн сутуçăсем Элкер урамĕнчи пĕр çурт подъездне пытарса хăварнă наркотике илнĕ хыççăн каччăсем ăна çавăнтах туртнă. Юнашар патруль иртнĕ - вĕсене тытса чарнă. Иккĕшне те çулталăк çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Юрать-ха, условнăй майпа кăна. Урок пулĕ-ши?

Черетлĕ призыв тапхăрĕ пуçланнине кура Константин Анатольевич çар тивĕçне пурнăçласран пăрăнакансен ыйтăвне те çĕклерĕ. Çуркуннехи призыв тапхăрĕнче унашкаллисем пирки 4 уголовлă ĕç пуçарнă. Айăплисем штрафпа кăна хăтăлса юлнă-ха, анчах судпа айăпланни - хăйсен, пулас ачисен ятне ĕмĕрлĕх варалани. Вĕсем, калăпăр, патшалăх службинче ĕçлеймĕç. «Хăшĕсем çаплах калаççĕ: судпа айăпланатăп, анчах çара каймастăп! Çарта, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, паян условисем лайăх - кăнтăрлахи «шăплăх сехечĕ» те пур теççĕ. Çитереççĕ, тумлантараççĕ. Служба вăхăчĕ те - çулталăк кăна. Мĕнрен хăраççĕ - ăнланмалла мар», - тĕлĕнет пай пуçлăхĕ.

Çав хăравçăлăх тепĕр чух путишле самантсем те çуратать. Уголовлă ĕç пуçарнă тĕслĕхсенчен пĕринче, сăмахран, каччă ăсату каçĕ те йĕркеленĕ. Тусĕсем, пĕлĕшĕ-тăванĕ пухăннă, йĕкĕте çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăнма суннă. Ирхине çар комиссариатне кайнă. Унта çитсен вара пулас салтак паспортне çĕклесе çапнă та тара панă - салтак тумне тăхăнас темен. Çар ретне тăман - суд умне тăнă.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.