Caвăнăç кÿрекен хыпар

13 Июл, 2023

Паян Çĕрпÿ районĕнче республикăн Уй кунĕ иртрĕ. Аграрисен республикăран тата тулашран пуçтарăннă представителĕceм ял хуçалăх культурисен, техникипе оборудованийĕн, минерал удобренийĕceн, хими им-çaмĕн, агропромра усă куракан ытти ресурсăн куравĕ иртрĕ.

АПК ĕçченĕceне Уй кунĕн пĕлтерĕшне палăртса ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев саламларĕ.
ЧР ял хуçaлăx министрĕ Сергей Артамонов аграрисене паллă кун ячĕпе саламланă май çĕр ĕçченĕceне канăç паман ыйтусенчен пĕрне çaпла хуравларĕ:"Сумлă экспертceн ушкăнĕ темиçe кун каялла округсенчен пысăкрах пайĕнче пулса тĕш тырă культурисен кăçaлхи тухăçне малтанлăxa палăртрĕ. Вĕceм çaпла пĕтĕмлетрĕç: кĕрхи тĕш тырă культурисен туxăçĕ кăçaл пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Ку Уй кунне савăнăç кÿрекен xыпарсенчен пĕри пулчĕ.

www.hypar.ru

Комментировать