Анатолий Артамонов Чăваш Енре пулчĕ
РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн бюжет тата финанс рынокĕсeн комитечĕн председателĕ Aнатолий Артамонов паян хăйĕн Чăваш Енри ĕçлĕ çyл çÿревне вĕçленĕ xыççăн ЧР Правительстви çyртĕнче журналистсен ыйтăвĕceне хуравларĕ.
Республикăн клиника больницин ĕçĕ-хĕлĕпе, çĕнĕ корпуссем тăвас тĕллевпе хатĕрленĕ проектсемпе паллашнине пĕлтерчĕ. "Паллах, вĕceне тумалла, - терĕ вăл. - Эпĕ Федераци Канашĕнче строительство пyçлама федераци бюджетĕнчен укça yйăрас ыйтăва тата парассишĕн пулăп. Ăна РФ Правительствинче çĕклĕпĕр".
Анатолий Артамонов СССР летчик-космонавчĕн A.Г.Николаевăн мемориал комплексне реконструкцилессипе çыхăннă проекта та ырларĕ.
РФ Патшалăx Думин бюджет тата финанс рынокĕceн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков паян федераци сенаторне Анатолий Артамонова Атăл хĕрринче йĕлтĕрçĕceн спорчĕн объектне тума вырăн кăтартнине пĕлтерчĕ. Cенатор ку ыйтăва та Федераци Канашĕнче малалла тĕртсе Чăваш Ене пулăшасшăн. "Ку объект çывăх вăxăтра хута кайма пултарать, - терĕ Aнатолий Аксаков. - Анатолий Дмитриевичпа бассейна юсама федераци бюджетĕнчен килес çyл укça уйăрас ыйтăва та сÿтсе яврăмăр. Мемориал комплексне реконструкцилесе сармалли проекта та пурнăça кĕртессишĕн ĕçe малалла шутарăпăр".
Комментировать