Хыпар 67-68 (28095-28096) №№ 23.06.2023

23 Июн, 2023

«Чăваш Ен: санăн вăхăту»

Çĕртме уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртрĕç: сенаторсем тата Чăваш Ен депутачĕсем Раççей парламенчĕн çӳлти палатин профильлĕ комитечĕсен анлă ларăвĕсенче регион аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Тĕплĕ тишкернĕ ыйтусен шутĕнче — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх инфратытăмĕ, вĕрентӳ тата культура обĕекчĕн сехечĕ» пулнă. Çавăн пекех кунта регион çитĕнĕвĕсене халалланă экспозицисем ĕçленĕ.

Çĕнĕ больницăсем хута кайĕç

Чăваш Ен Правительствин вицепремьерĕ Владимир Степанов Федераци Канашĕн социаллă политика комитечĕн анлă ларăвĕнче регионшăн пĕлтерĕшлĕ проектсемпе паллаштарнă. Сенаторсене республикăн клиника больницин, Олимп резервĕсен 9-мĕш спорт шкулĕн спорт тата сывлăха çирĕплетмелли комплексĕн, сусăр ачасен реабилитаци центрĕн строительстви пирки каласа кăтартнă. «Халĕ эпир республика аталанăвĕн пысăк тĕллевĕсен пĕр пайне кăна кăтартрăмăр. Пирĕн халăх проектсем пурнăçа лайăх енне улăштарнине кĕске вăхăтра туйса илме пултарччăр тесе тăрăшмалла», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, социаллă сферăна уйăракан финанс пулăшăвĕн виçи 2018-2022 çулсенче 67 процент ӳснĕ. Çав укçа-тенкĕпе сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкĕн 300 яхăн çĕнĕ об±ектне хута яма, ача-пăча поликлиникисене çĕнетме май килнĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Ен пĕчĕк ачасем сахал вилнин кăтартăвĕсемпе тата сывлăх сыхлавĕн отраслĕсене цифра çине куçарас енĕпе Раççейре 2-мĕш вырăнта тăрать, спорт инфратытăмĕн аталанăвĕн шайĕпе 6-мĕш вырăн йышăнать, Раççей регионĕсенчи пурнăç пахалăхĕн рейтингĕнче — 16-мĕш вырăнта /АСИ/. Федераци Канашĕн Председателĕн çумĕ Галина Карелова Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата унăн команди регионăн социаллă пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе курăмлă ĕçленине палăртнă. «Чăваш Енре эпир нумай çĕнĕлĕх тата вĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртнине куратпăр. Регион наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме хутшăнать. Эпир Чăваш Республики ачасен сывлăхне çирĕплетме тата канăвне йĕркелеме май паракан объектсене хăвăрт хута янипе чăннипех те мăнаçланатпăр. Çакă паянхи пурнăç ыйтнипе шайлашуллă ĕçлеме пултарнине кăтартакан тĕслĕх», — тенĕ вăл. Чăваш Ен делегацийĕ ларура сенаторсенчен республикăри социаллă объектсен строительствине çĕршыв бюджетĕнчен пулăшма ыйтнă. Федераци Канашĕн профильлĕ комитечĕн членĕсем республика сĕннĕ социаллă сферăри пуçарусене ырласа йышăннă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Шупашкаршăн ĕç вăйĕн донорĕн шăпи юрăхсăр

Çак кунсенче Шупашкарта урбанистсен Пĕтĕм Раççейри «Глазычев вулавĕсем» конференцийĕ иртрĕ. Çĕршыври паллă архитекторсем Чăваш Енре хуласен аталанăвĕн моделĕсене тишкерчĕç. Сумлă специалистсемпе пĕрле Шупашкар агломерацийĕн Дом.РФ корпораци хатĕрлекен мастер-планне сӳтсе явма республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.

Çĕнни киввипе çураçтăр

Конференцие Раççейĕн паллă ăсчахне, урбанистне Вячеслав Глазычева асăнса йĕркеленĕ. Ку вулав шучĕпе 11-мĕш пулчĕ. Ăна ирттерме Шупашкара суйласа илни ăнсăртран мар. Вячеслав Глазычев республикăра хула хутлăхĕн аталанăвĕн темипе темиçе семинар та ирттернĕ — Шупашкарăн паянхи сăн-сăпатĕнче, архитектуринче унăн витĕмĕ пур. Чăваш Енĕн пĕчĕк хулисене «Анлă Раççей» тĕпчеве кĕртнинче те унăн тивĕçĕ пур — ăна шăпах Вячеслав Леонидович наука енĕпе ертсе пынипе хатĕрленĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕн залĕнче йĕркеленĕ тĕлпулура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕршыври урбанистсем шăпах кунта пухăнни пысăк чыс пулнине палăртрĕ. Ку пирĕн архитекторсене хăйсен проекчĕсемпе сумлă специалистсене паллаштарма май парать, кирлĕ тĕк усăллă тиркев те вырăнлă пулĕ. Шупашкар агломерацийĕн мастерпланĕ вара кунта пурăнакан пин-пин çын хăтлăхне тивĕçтермелле. Çĕннине çул панипе пĕрлех Олег Алексеевич вăл халăхăн, унăн культурин уйрăмлăхĕсемпе хăйне евĕрлĕхне шута илессине те кĕтет — йăласене асра тытмаллах. Çав вăхăтрах аталану комплекслă пулмалла: «Эпир мастер-план кунта пурăнакан тата пурăнма палăртакан çамрăксем кĕтнине тӳрре кăларасса шанатпăр». Республика çынсене пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтерес тĕлĕшпе çĕршывра малти 10 регион шутĕнче. Апла пулин те Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕр тăвас тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Çак шая, иккĕленмест республика Пуçлăхĕ, тата темиçе çул упрама май пур. Ку енĕпе Раççей ертӳлĕхĕ арендăна памалли çурт-йĕр тăвассине аталантарма тĕв туни те пулăшма тивĕç. Çак механизм хальлĕхе ОПК ĕçченĕсем валли хута каять, вăл аталаннă май регионсенчи çурт-йĕр строительствишĕн хушма тĕрев пулса тăрĕ. Мастер-планра çакна та шута илмелле. Прожектсем кирлĕ мар Документ çирĕплетнĕ хыççăнах пурнăçланма тытăнасси пирки вара никамăн та иккĕленӳ пулмалла мар: «Ку енĕпе республика Пуçлăхĕн командин политикăри кăмăл çирĕплĕхĕ те, пуçарулăхĕ те пур», — терĕ тĕлпулу модераторĕ, Дом.РФăн хула хутлăхне аталантарас енĕпе ĕçлекен директорĕ Антон Финогенов. Чăваш Ен ертӳлĕхĕ мастер-план хатĕрлессине Дом.РФа шанса парассишĕн çине тăнине аса илтерчĕ. Çакăнта та вăл ку документ сентре çинче тусан пухса выртмассине шанмаллине курать: «Корпораци пуçлăхĕ Виталий Мутко теори шайĕнчи прожектсене тӳсме пултараймасть — ку тĕслĕхре хавхаланса ĕçе пуçăнтăмăр». Халăхăн тата экономика хастарлăхĕн хула агломерацийĕсенчи концентрацийĕ паян пĕтĕм тĕнчешĕн кăтартуллă. Шупашкар агломерацине ансат килменни паллă. Юнашарах вырнаçнă пысăк хуласем, Чулхулапа Хусан, çынсене илĕртеççĕ. Чăваш Ен çамрăкĕсем Мускава, Санкт-Петербурга туртăнаççĕ. Вĕренме кайсан та вĕсем каялла килесси иккĕленӳллĕ. Чи малтанах, Антон Владимирович шучĕпе, шăпах çамрăксене кунти малашлăх та çутă пулассине ĕнентермелле. Пысăк хуласен хушшинчи кĕрешӳре çĕнтерме, паллах, укçа кирлĕ. Ăна федераци центрĕнчен илмешкĕн сăлтавлă тата паха проектсем хатĕрлемелле. Пĕрлех вырăнти бизнесăн пысăк ресурсĕсене ĕçе кĕртмелле. Чи кирли, эксперт шучĕпе, «кунта алăпа ĕçлеме манманни. Миллион çынлă хуласенче пурăнакансем постиндустри тапхăрĕн тыткăнне лекнĕ май çапла тума маннă ĕнтĕ». <...>

Никлай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ĕçлеме вăхăтлăха килекенсем валли хăна çурчĕ те уçнă

Ăçта çуралнă çавăнта кирлĕ пулнă. Çакăн пек калама пулать «Авангард» тулли мар яваплă обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕн директорĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Федотов çинчен. Юрий Александрович пире хуçалăхăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартма килĕшрĕ.

Студентсем практика тухаççĕ «Çĕрпӳ беконĕ» филиала 2009 çулта уçнă. Малтан кунта «Восход» хуçалăх пулнă. Реконструкци ĕçĕсене туса сысна самăртмалли комплекс хута янă. — Пĕтĕмĕшле илсен, эпир сысна пăхса ӳстеретпĕр. Куллен 40 пине яхăн сысна самăртатпăр. Çав вăхăтрах çĕр ĕçне те тăватпăр. 2008 çулта 200 гектар çĕр пулнă тăк, хальхи вăхăтра — 8 пин çурă гектар. Пирĕн кӳршĕ округсенче те çĕр пур. Акă, сăмахран, Куславкка округĕнче — 500, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче — 1000 гектара яхăн. Канаш округĕнче вара нумаях мар: 120 гектар. Ытти — Çĕрпӳ тăрăхĕнче, — çапла пуçларĕ калаçăва Юрий Александрович. Филиалта ĕçлекенсен вăтам ӳсĕмĕ 40 çулпа танлашать. Пĕлтĕр вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 41703 тенкĕ пулнă. Механизаторсем, сысна пăхакансем юнашар ялсенчен çӳреççĕ. Çĕрпӳрен килекенсем те пур. — Сыснасем валли апат хатĕрлеме çурхи урпа, тулă, кĕрхи тулă акатпăр. Кăçал çуркунне ир килчĕ. Ака ĕçĕсене питĕ хăвăрт вĕçлерĕмĕр. Икĕ эрнере йăлтах акса пĕтертĕмĕр. Апла пулин те механизаторсен ĕçĕ нихăçан та вĕçленмест. Халĕ вĕсем тыр-пул пухса кĕртме хатĕрленеççĕ. Техникăна юсаççĕ, хура пусăсене сухалаççĕ. Тепĕр уйăхран тĕш тырă пуçтарма тухăпăр. Тĕрĕссипе, кăçал мĕн пур ĕç маларах пулса пырать. Паллах, çакă çанталăкран та килет. Кĕрхи культурăсем шăркана ларнă вăхăт та иртрĕ авă, — паллаштарчĕ ертӳçĕ. Юрий Федотов пĕлтернĕ тăрăх, «Çĕрпӳ беконĕ» филиалта 100 çын ĕçлет. Сыснасем патĕнче 60 çын вăй хурать. Малта пыракан, ура çинче çирĕп тăракан хуçалăха студентсем те ĕçлеме килеççĕ. — Чăваш патшалăх аграри университетĕнчен кăçал çур аки вăхăтĕнче тăватă студент килчĕ. Вĕсемшĕн пирĕн патра вăй хуни питĕ лайăх практика пулчĕ. Унсăр пуçне шалу аван илчĕç. Куллен ĕçлекенсем пирки калас тăк, сысна пăхакансен ĕç укçи вăтамран 45 пин тенкĕпе танлашать, механизаторсен шалăвĕ — 50 пин тенкĕрен ытларах. Студентсен йышĕнче 100 пин тенкĕ ытларах ĕçлесе илнисем те пулчĕç, — калаçăва кăмăллăн тăсрĕ Юрий Александрович. Сыснасене 154 кунран сутма тытăнаççĕ Пире, хаçат ĕçченĕсене, сысна самăртнă çĕрте мĕнле специалистсем вăй хуни те интереслентерчĕ. Унта операторсем, технолог тухтăрсем, цех пуçлăхĕсем ĕçлеççĕ. Цехра тăватă çын ветеринари енĕпе йĕрке пулассишĕн тимлет. Çапах сыснасене чир-чĕр ан ертĕр тесе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ-ха? — Пирĕн хуçалăх хупă йышши шутланать. Эпир сыснасене тула кăлармастпăр. Шала выльăх патĕнче ĕçлекенсем çеç кĕреççĕ. Вĕсем малтан çăвăнса тасалаççĕ, ятарлă çи-пуç тăхăнаççĕ. Килти тума хывса хăвараççĕ. Хывăнса тăхăнма икĕ пӳлĕм уйăртăмăр. Унсăр пуçне пирĕн таса тата хура зонăсем пур. Иккĕшĕн хушшинче кабинăсем лараççĕ. Ĕçтешсем шампуньпе лайăх çăвăнса тухсан тин малалла иртеççĕ. Халĕ, ав, стройка пырать: галерейăсем тăватпăр. Самана улшăнать. Çĕнĕ йĕрке тăрăх, сысна пăхакансен ятарлă çи-пуç тăхăннă хыççăн ĕç вырăнне çитиччен уçă сывлăша урăх тухма юрамасть. Вĕсен çĕр тăрăх та утмалла мар. Галерейăра çутă, вентиляци пулĕ. Çынсем сыснасем патне çав галерейăсем витĕр каяççĕ. Самăртнă сыснасене сутнă хыççăн секцисене çĕнĕ йыша кĕртме хатĕрлетпĕр. Тасататпăр, çăватпăр, дезинфекцилетпĕр. Унтан сысна çурисене кĕртсе тăрататпăр та вĕсем ӳсичченех секцисенче пурăнаççĕ. Паянхи куна илсен, сыснана 154 кунран сутма тытăнатпăр. Çав тапхăрта вăл вăтамран 115-120 килограмм таять. 2022 çулта 113 пин те 615 центнер аш-какай туса илтĕмĕр, 253 миллион та 956 тенкĕ тупăш куртăмăр, — уçăмлатрĕ Юрий Александрович. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, комплексра сысна шучĕ вăтамран пĕр шайрах. Пĕлтĕр 36 пин пуç пулнă, 2021 çулта çак хисеп 33 пинпе танлашнă. Ертӳçĕ ăнлантарнă тăрăх, выльăх патĕнче çамрăксем те ĕçлеççĕ. Сăмахран, цех пуçлăхĕнче тăрăшакан Юлия Батинская Шупашкарти аграри университетĕнче вĕренет, кăçал 5-мĕш курс пĕтерет. Кадр ыйтăвĕ çивĕч мар пулин те механизаторсемпе водительсем кирлĕ иккен. Вăхăтлăха ĕçе килекенсем валли хуçалăхра хăна çурчĕ те пур. Унта пĕр харăс вунă çын вырнаçма пултарать. Хальхи вăхăтра хăна çуртĕнче строительсем пурăнаççĕ, кăшт маларахра студентсем кун кунласа çĕр çĕрленĕ. Территорирех столовăй ĕçлет, унта кунне виçĕ хутчен апат çитереççĕ. — Сыснасене хутăш апат çитеретпĕр. Ăна холдингăн Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Пăрăнтăк станцийĕнче вырнаçнă элеваторĕнче кăлараççĕ. Хамăрăн тырра шăпах çавăнта турттаратпăр. Вĕсем пире хатĕр апат туса параççĕ. Ăна турттарма ятарлă машинăсем пур. Сыснасене апат парассине те пĕтĕмпех механизацилерĕмĕр. Шалта — икĕ машина. Хура зонăри транспорта шала кĕртместпĕр. Кашни секцирех хальхи йышши сырăшсемпе шыв валашкисем пур. Вĕсене слесарьсем пăхса тăраççĕ, — малалла паллаштарчĕ Юрий Александрович. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Чаткассен хирĕсем таса – тухăç пысăк пуласса шанма май пур

Вăл, чăн чăваш хушаматлăскер, тыр-пул та ӳстерет, выльăх-чĕрлĕх те тытать. Сăмахăм Шăмăршă округĕнчи Елена Пондякова хресчен-фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Григорий Кашкоров çинчен. Вĕсем Анат Чаткас тата Тури Чаткас ялĕсен çывăхĕнчи çĕрсене сухаласа акаççĕ.

Пăрçа... кăмăла çĕклет Çак кунсенче вĕсем патĕнче пулса курма тӳр килчĕ. Григорий Александрович хирсене кăтартса çӳрерĕ. Малтанах кĕрхи тулă пуссине çитрĕмĕр. Пире куçа савăнтаракан ӳкерчĕк тыткăнларĕ. Çӳллех ӳсмен «Марафон» сорт акнă вĕсем. «Пире улăм кирлĕ мар. Чи пĕлтерĕшли — тырри ăнса пултăр», — мĕншĕн шăпах çак сорта суйланине ăнлантарчĕ ертӳçĕ. Малалла пирĕн çул курăк çулнă лаптăк еннелле выртрĕ. Вĕсем çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăннă… «Çур аки ир пуçланчĕ кăçал. Хамăн ĕмĕрте ун пек пулнине астумастăп та. Акана ака уйăхĕн 13-мĕшĕнчех тухрăмăр. Тырра çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне акса пĕтертĕмĕр. Хĕвел çаврăнăшне çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне варăнтарса тухрăмăр. Ăна ир акма юрамасть, вăл шăнма пултарать. Паянхи кун эпир сухаласа акакан çĕр лаптăкĕ 912 гектар йышăнать. Кĕрхи тулă 200 гектар çинче ӳсет. Ыттисем — çурхи культурăсем: тулă, урпа, сĕлĕ. Кунсăр пуçне пăрçа тата, каларăм ĕнтĕ, хĕвел çаврăнăш пур. Пĕлтĕр те пăрçа акнăччĕ. Унăн тухăçĕ аван пулни кăмăла кайрĕ. Çавăнпа кăçал та акрăмăр. Хĕвел çаврăнăшĕ 200 гектар йышăнать. Ăна çу тумашкăн Хусана тата Чăнлăна ăсататпăр», — ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ Григорий Александрович. Пысăк мар ферма та пур вĕсен. Унта — сăвăнакан 30 ĕне. Кунсăр пуçне вăкăрсемпе пăрусем тытаççĕ. Фермăра иккĕн кăна — дояркăпа скотник — ĕçлеççĕ. Сĕтне вырăнти усламçăсене параççĕ. Вĕсем хăйсемех килсе илеççĕ. «Хирте эпир тăваттăн ĕçлетпĕр. Механизаторсемпе пĕрле эпĕ те тар тăкатăп. Паянхи кун люцерна çулатпăр. Кăçал çу типĕрех килчĕ. Курăк çӳллĕ те, çăра та мар. Иккĕмĕш хут çулаятпăр-и ĕнтĕ — хальлĕхе пĕлместпĕр те. Шăмăршă тăрăхĕнче çăва тухнăранпа çумăр тăпрана ислетсе пĕрре те çумарĕ. Çĕр типрĕ, çурăлать. Хăш-пĕр çĕрте çурăкĕсене алă кĕрет. Ĕнер çур çĕр иртни иккĕччен пăрçа анине фунгицид сапрăмăр. Чир-чĕртен, хурт-кăпшанкă ересрен упрать вăл. Çав вăхăтрах хĕвел çаврăнăшĕн речĕсен хушшине иккĕмĕш хут кăпкалатса тухрăмăр, — каласа кăтартрĕ управляющи. — Механизаторсене кунне виçĕ хутчен вĕри апат çитеретпĕр. Унсăр пуçне базăра чей, кофе ĕçме пулать. Механизаторсем – вырăнти ялсенчен. Çав вăхăтрах Ульяновск облаçĕнчен килсе çӳрекенсем те пур. Пĕлтĕр тыр-пул тухăçĕ савăнтарнăччĕ. Анчах хаксем пĕчĕкрех пулчĕç. Юрать, тăкака саплаштарма патшалăх пулăшрĕ», — палăртрĕ ертӳçĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Иван КАЗАНКОВ: Çын çĕр çине телей курма килет

Кӳршĕллĕ Мари Республикинчи халăх предприятийĕсен «Звениговский» пĕрлешĕвĕ Раççейре кăна мар, Европăра та — чи курăмлисен йышĕнче. Унăн ертӳçи — паллă çыравçă-поэт Петĕр Хусанкай çуралнă Сиктĕрме ялĕнче тĕнчене килнĕ тата çитĕннĕ Иван Казанков пĕчĕкле Йăван Ванькки тесе чĕннĕ ăна — самай çулланнă пулсан та, хăйĕн ĕçĕпе, пултарулăхĕпе тата пуçарулăхĕпе такама та тĕлĕнтерет. Çавна май ăна, анлă тавра курăмлă, ырă кăмăллă, чăтăмлă та пиçĕ чăваша, тăван чĕлхене хытă юратакан тата шăкăлтатса калаçакан пуçлăха, редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Ĕçшĕн лайăх тӳлесен тав сăмахĕ çеç илтетĕн

— Каçарăр та, Иван Иванович, эпир иксĕмĕр те пĕр çулаллисем, вăрçă ачисем шутланнăран, тĕрĕсрех каласан, чунпа-юнпа çывăх пулнăран, сăмаха ачалăха аса илнинчен пуçласшăн. Кам сĕнĕвĕ е мĕнле асра юлнă пулăм сире пурнăçри çул-йĕре тĕрĕс суйласа илме тата çирĕппĕн тытса пыма хистет? — Атте, вăрçăра йывăр аманнăскер, шăпах эпĕ çуралнă кун, 1942 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче киле таврăннă. «Çĕнĕ кайăка» мĕн ятлă хурасси пирки ыйтсан вăл пĕр шутласа тăмасăрах: «Иван!» — тесе персе ярать. «Эпĕ фронтран таврăнаймасан та Иван Иванович юлтăр ялта», — хушса хурать тепĕр самантран. Атте кăштах çăмăллансан вăрçа тепĕр хут каять те киле Çĕнтерӳпе таврăнать. «Куратăр-и: епле паттăр çитĕнет пирĕн, Иван Иванович! — тенĕ пулать вăл мана алла илсен... Анчах атте, суранĕсем те пирчесе çитменскер тата вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер, пирĕнтен 52 çултах уйрăлса кайрĕ. Эпĕ вара, çамрăклах Иван Иванович ят илнĕскер, ырă атте-анне ятне çӳлте тытасчĕ тесе, сакăр теçетке çул урлă каçрăм пулсан та, вăй тата ăс çитнĕ таран пысăк пĕрлешĕве ăнăçлă ертсе пыма тăрăшатăп. Акă мĕншĕн... Лайăхах астăватăп: вăрçă хыççăнхи çулсенчен пĕринче çемьери чи кĕçĕнни, Куля ятли, выçлăха пула йывăрлансах çитрĕ. Кукаçин шăллĕ, медпунктра ĕçлекенскер, ăна больницăра сиплекелеме, кăштах вăй кĕртме май тупрĕ. Анчах темиçе кунранах ача каçса кайсах макăрма тапратрĕ. «Манăн пайанкă çиеç килет», — тет хăй чĕлхипе. Нина аппа, хире шăннă-çĕрнĕ крахмал шырама кайнăскер, алăкран пырса кĕчĕ те ача часах шăпланчĕ. Эпир те лăплантăмăр. «Мана часах крахмал пашалăвĕ çитереççĕ», — ăнланчĕ пулас пĕчĕкскер. Тепĕр пулăм та куç умĕнчен каймасть. Те вăрçă вăхăтĕнчи çивĕчлĕх пĕтменрен — пĕр вăхăт вырмана тухнă çынсене те çăкăрпа кирлĕ пек тивĕçтерейместчĕç. Ĕçлекенсене вара кĕсьери темиçе пучахшăнах е шĕкĕлченĕ тырăпа тытсанах питех те хытă айăплатчĕç, тĕрмепе хăрататчĕç. Уполминзаг текенни ªтаçтан янă хатĕрлевçĕ хуçаº ĕçрен таврăнакансене хăй те ухтарма вăтанман. Анчах вăрçăран аманса таврăннă Степан Афанасьев председатель, çынсен выççине лайăх ăнланнăскер, хирте тар тăкакансене кăштах та пулин пулăшма хăтланнă. «Паян уполминзаг мунча кĕрет. Лайăхрах, тăрăшарах ĕçлĕр!..» — тенĕ вăл хăй çине пăхакан çынсене куç хĕссе. Çакна ăнланнă хресченсем, чăнах та, пикенерех ĕçленĕ, анчах çав кун пĕри те киле пушă кĕсьепе таврăнман...» Çавăнтан вара эпĕ яланлăхах çакна ăнланса юлнă: ĕçлекене кирек мĕнле пулсан та тăранмалăх кăна тӳлемелле мар, чунтан хавхаланса ĕçлеме тата пурăнма пулăшмалла. — Халĕ сирĕн манăн каярахпа пама хатĕрленĕ ыйтăва туллилентермелли çеç юлать. Сирĕн предприятисенче темиçе пин çын ĕçлет. Кашнин — хăйĕн специальноçĕ, тивĕçĕ... Паллах, яваплăх тĕп вырăнта пулни пуринчен те пахарах. — Тӳрех палăртам. Ĕçшĕн тӳлесси тата пухăнакан укçа пĕтĕмĕшле хушусемпе пĕлтерĕшсенчен тăракан положенипе, йĕркепе тейĕпĕр эппин, нихăçан та шăп та шай килмест. Çынсен тĕнче курăмĕ, ĕç туртăмĕ, хавхаланăвĕ тата чун туртăмĕпе ĕçченлĕхĕ тĕрлĕрен. Апла пулсан ĕç укçин шайĕ, эпĕ уншăн чи явапли пулсан та, пĕр манран кăна килмест. Урăхла каласан, ăна хăйсен ĕçне чунтан парăннă специалистсем татса параççĕ. Çапла вара пирĕн патра — коллективлă хуçа. Çав йыша чикĕленнĕ яваплăхлă юлташлăхсен директорĕсем (управляющийĕсем), участоксемпе (цехсен) ертӳçисем тата ытти вун-вун çын кĕрет. Пирĕн общество организацийĕсем те пĕр тĕллевпе, алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ: ĕç ушкăнĕсем, профсоюз комитечĕпе пуçламăш организацийĕсем, парти ушкăнĕсемпе партком та... пĕр тĕвве пĕрлешсе, çирĕп тĕллевпе вăй хураççĕ. Шăпах çакă пире ăнăçлăх çулĕпе кайма хавхалантарса пырать. <...>

Анатолий ТИМОФЕЕВ, журналист, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

♦   ♦   ♦


Вĕсен тĕп тĕллевĕ – çĕр ĕçченсене пулăшасси

Чăваш Енри Апат-çимĕç фончĕ республикăри ял хуçалăх таварне туса илекенсемпе тата фермер хуçалăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Çулсерен çак çыхăну çирĕпленсе, аталанса пырать.

Аграрисене — 13 тĕрлĕ им-çам

Предприяти аграрисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать: хăйсем туса илнĕ продукцие вырнаçтарать, чĕр тавар илсе уншăн удобренипе тата çунтармалли-сĕрмелли материалпа тавăрать. Аукционсене хутшăнса бюджет учрежденийĕсене (шкулсене, ача сачĕсене, больницăсене) йӳнĕрех хакпа паха продукципе, пахча çимĕçпе, кĕрпепе, аш-какайпа тивĕçтерет. Апат-çимĕç фончĕ уйрăм хуçалăхсемпе те ĕçлет. Ун валли тивĕçлĕ документсем çеç кирлĕ. Предприяти ял хуçалăх продукцине тӳррĕн туянать, кирлĕ пулсан машина та уйăрать, тырра типĕтсе пама, упрама, тасатма та майсем пур. Паян фонд харпăрлăхĕнче — 9 склад. Унта тырпул кăна мар, çĕр улмипе пахча çимĕç те вырнаçтараççĕ. Çавăн пекех управсене арендăна та илме пулать. Çурхи тата кĕрхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме Апат-çимĕç фончĕ вырăнти аграрисене минерал удобренийĕсемпе, сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе тивĕçтерме яланах хатĕр. Çуркунне фонд хуçалăхсене удобрени тӳлевсĕрех парать, кĕркунне уншăн тырăпа тӳлесе татма пулать. Им- çам ассортименчĕ те ӳссе пырать. Паян предприяти çĕр ĕçченне 13 тĕрлине сĕнет: аммиак селитринчен пуçласа хутăш удобренисем таранах. Хуçалăх ертӳçисем лайăх пĕлеççĕ: вĕсемпе усă курни çĕр пахалăхне ӳстерет, тухăçа витĕм кӳрет. Конкурссенче медальсем çĕнсе илеççĕ Предприяти Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнса тахçанах ят-сум çĕнсе илнĕ. Награда та сахал мар унăн. Акă, сăмахран, 2021 çулта Апат-çимĕç фондне тӳрĕ кăмăллă поставщиксен реестрне, шанчăклă предприятисен рейтингне, Раççейри чи лайăх 100 предприяти-организаци йышне кĕртнĕ. Унсăр пуçне фонд «Раççейри чи лайăх 100 тавар» конкурсăн регионти тапхăрĕнче çĕнтерсе федераци шайĕнчине хутшăннă. Пĕтĕм çĕршыври «Ылтăн кĕркунне» куравра Апат-çимĕç фончĕ кăларакан кĕрпесем пахалăхлă та экологи тĕлĕшĕнчен таса пулнине çирĕплетнĕ. 2019 çулта предприятире кăларакан пăри кĕрпи икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Икĕ çул каялла вара Апат-çимĕç фончĕ «Ылтăн кĕркунне» куравран кун йышши çичĕ медальпе таврăннă. Вăл «Пысăк пахалăхлă апат-çимĕç продукцине туса илнĕшĕн» номинацире çĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра предприяти хамăр республикăра туса илнĕ тырăран çичĕ тĕрлĕ кĕрпе кăларать. Цехра пилĕк лини ĕçлет. Вĕсенчен иккĕшне юлашки икĕ çулта хута янă. Кĕрпесене пĕчĕк хутаçсене чĕркемелли цеха ĕçе кĕртнĕ. Штатра паян — 57 çын. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Килтисем ан пăшăрханччăр, эпир Турăпа пĕрле»

— Аттен салтакран таврăннă тумтирне пĕчĕкрен ăмсанса пăхнă эпĕ. Китель çинчи тӳмисем уйрăмах килĕшетчĕç. Унта çурлапа мăлатук ӳкернĕччĕ. Аттен «дембель» альбомĕ пурччĕ. Вăл килте халĕ те упранать. Маншăн çав альбом питĕ хитреччĕ. Ăна бархат хутпа илемлетнĕ. Темĕн те пур унта: çĕлени те, тимĕртен касса кăларса çыпăçтарни те. Кашни страници кăсăклă, — ачалăхне аса илчĕ Александр Иванов. Нумаях пулмасть каччă Украинăри ятарлă çар операцийĕнчен отпуска таврăннă.

АЛЬБОМА ШКУЛА ТА ИЛСЕ КАЙНĂ. Саша Красноармейски тăрăхĕнчи Çĕньял Шетмĕ ялĕнче çуралса ӳснĕ. Пикшикри шкултан тăххăрмĕш класран вĕренсе тухсан Шупашкара çул тытнă, электромеханика колледжĕн студенчĕ пулса тăнă. Вĕреннисĕр пуçне хăйне спортзалта аталантарса кĕлеткине çирĕплетнĕ. Салтак пулма ĕмĕтленнĕ-çке вăл. Хăшпĕр çамрăк физкультура урокĕнчен пăрăнса çӳрет-çке, Сашăна вара спортпа туслă пулни пурнăçра пĕрре мар усă кӳнĕ. Акă, тĕслĕхрен, ятарлă çар операцийĕнче йĕппе çип тытса çĕлеме пĕлни те кирлĕ пулнă. Кĕреçепе çĕр чаваймасан, пăрапа ĕçлеймесен йывăр килнине пытармарĕ вăл. — Аттен çав альбомĕн пĕлтерĕшĕ çитĕннĕ май мана тата çывăхрахчĕ. Шкула илсе каяттăм ăна. Класс сехетĕнче, чăваш литературин урокĕнче усă кураттăмăр. Патриотлăх туйăмĕ манра тымар ячĕ. Манăн иккĕмĕш сыпăкри пиччен Чечняри хирĕç тăрăва хутшăнма тиврĕ, анчах вăл унтан, шел те, таврăнаймарĕ… Патриотла кинофильмсем курма кăмăллаттăм. Шкулта вĕреннĕ чухнех истори, обществознани, физика, математика предмечĕсене юратса вĕренеттĕм. Футболла выляттăм, ăмăртусене те çӳреттĕм, — каласа кăтартрĕ каччă.

ОТДЕЛЕНИ КОМАНДИРĔ. Пилĕк çула яхăн вĕренсе дипломлă пулнă хыççăн вăл салтака кайма повестка илнĕ. Ытти яш-кĕрĕм пекех ăна та хăй курманни-пĕлменни кăштах шиклентернĕ. Çĕртме уйăхĕнче салтак чупса ăсатнă ăна. Вĕсен тăрăхĕнче салтак ачисем уй варринче карталанса юрлаççĕ. Чи малтан ăна амăшĕ пил парса ал шăлли çакнă, унтан — тăванĕсем. Салтак пурнăçĕ Александрăн Архангельск облаçĕнче пуçланнă. Мирный хулинче вĕренӳре пулнă. — Мана отделени командирĕ пулма шанчĕç. Взвод командирĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлаттăм. Чăваш Енрен эпир чылаййăн кайнăччĕ. Хăшне-пĕрне уйăрса ячĕç. Вун улттăн пĕр взвода лекрĕмĕр. Малтанах ирхине вăранма йывăрччĕ. Хăнăхма пĕр эрне çителĕклĕ пулчĕ. Канмалли кунсенче çывăх çынсем патне шăнкăравлама телефон паратчĕç. «Çарта пулни — пурнăç шкулĕ», — теççĕ. Командирсене психологи те вĕрентетчĕç. Вĕсен салтаксене мĕн пăшăрхантарнине, чунне витĕр курма пĕлмелле. Салтака кайиччен эпĕ кăра кăмăллăрахчĕ, çарта чăтăмлă пулма хăнăхрăм. Çав вăхăтрах йĕппе, çиппе лайăхрах çĕлеме те. Апат лайăх çитернĕрен кĕлеткерен туллилентĕм те, — йăл кулчĕ каччă. Вĕренӳ хыççăн Александр Иванова Астрахань облаçне куçарнă. Хурал взводĕнче служба малалла тăсăлнă. Салтакран таврăнассине Саша килтисене пĕлтермен. Чăваш Ене çитсен вăл чечек туянса тăван килне вĕçтернĕ. Çывăх çыннисем ывăлне курсан хирĕç чупса тухнă, амăшĕ куççульленнĕ те. Салтак аттине хывсан вăл Красноармейски салинче хăйĕн специальноçĕпе ĕçленĕ. Унтан хулана куçнă.

ОКРУГРАН ТА ПУЛĂШНĂ. Пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕнче Украинăра çар операцийĕ пуçлансан Сашăн ашшĕ унта хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайма шухăшланă. Ывăлĕ ашшĕне пӳлнĕ, «Санăн шăллăма ӳстермелле, хам каятăп», — тенĕ. Сăмах май, Александр килте — асли, хыççăнхисем — 21-ри йăмăкĕ, 5-ри шăллĕ. Хĕрӳ чĕреллĕ яша амăшĕ, савнийĕ чарнă. Анчах кĕркунне мобилизаци пуçлансан Александр Иванова та çар комиссариатне чĕннĕ. — Манăн шухăшсене Турă илтрĕ. Пирĕн çемьере патриот воспитанийĕ тĕп вырăн йышăнать. Тĕрĕс марлăх чуна ыраттарнăран çак утăма тума шухăшларăм эпĕ. Донбасс çыннисем сакăр çул асапланса пурăнчĕç. Сăмах май, асаттепе асанне — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕсем. Асанне каласа кăтартнине астăватăп: çавăн чухне вăрманти чĕр чунсем выçăпа аптăраса яла килнĕ, çынсене тапăнни те пулнă. Ахаль те çынсем çиме çуккипе аптăранă-ха, тата кашкăрсем хăратнă. Вăрçă çинчен кĕнеке те нумай вуласа ӳснĕ эпĕ. Çавăнпа ятарлă çар операцине кайма повестка илсен хатĕрленме тытăнтăм. Чи малтан аптечка пуçтартăм: бинт, жгут… РФ Оборона министерстви пире икĕ аптечкăпа тивĕçтернĕрен хам пуçтарни кирлĕ пулмарĕ, ăна ыттисене патăм. Хамăр тăрăхран Алексей Николаевич йĕркелесе гуманитари пулăшăвĕпе вăйлă тĕрев пачĕ. Вăл тăрăшнипе пире Ульяновска кутамкка, çумăртан хӳтĕленмелли плащ, турникет, перчетке, чĕркуççи çыххи, ятарлă куçлăх, суранлансан çыпăçтарма пластырь тата ытти япала илсе пырса пачĕç. Кайран, çар операцине кĕрсен, чăвашсем валли куçса çӳрекен мунча, пирĕн взвод валли УАЗ ячĕç. Вăл тăрăшнипех çĕмĕрĕлнĕ машинăна юсама саппас пайсем илсе çитерчĕç, — çакăншăн Александр округра ентешĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ йĕркелесе ăсатакан Алексей Григорьева тав тăвать. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


«Шупашкара чун туртать»

Оренбургри чăвашсен наци культура автономине 2009 çултанпа Петр Семенов усламçă ертсе пырать. Сăмах май, вăл Шупашкарта тăтăш пулать. Телефонпа çыхăнсан та Республика кунне килме хатĕрленнине палăртрĕ. Вăл Пушкăртстанри чăваш ялĕнче Лукьяновкăра Илья Алексеевич колхозникпе Наталья Ивановна вĕрентекен çемйинче çуралнă. Арçын ача икĕ çула çитсен çемье пурăнма Шупашкара куçнă. Çакă Петр Ильичăн амăшĕ Чăваш Енре çуралнипе çыхăннă. Диплом илсен çамрăк вĕрентекене Пушкăрт Республикине ĕçлеме янă. Унта вăл шăпа пӳрнине тупнă.

Акатуй йĕркелеççĕ «Ултă çулччен чăвашла кăна калаçнă», — аса илет Петр Семенов. Пуçламăш классенче вĕреннĕ вăхăтра çемьен кил хуçи çар тивĕçне пурнăçланă вырăна — Германие — куçма лекнĕ. Унтан каллех Чăваш Енĕн тĕп хулине таврăннă вĕсем. Аслă класа çитнĕ çамрăк Шупашкарти 27-мĕш шкулта физикăпа математикăна тарăн вĕрентекен класра пĕлӳ илнĕ. Çакă, ахăртнех, пурнăç çулне суйлама пулăшнă та ăна. Чăваш каччи Оренбургри политехника институтĕнчен инженер механике вĕренсе тухнă. Малтан патшалăх организацийĕсенче хăйне çак ĕçре тĕрĕслесе пăхнă. Пуçарулăхĕпе палăраканскере ертсе пыракансен йышне кĕртнĕ. Унтан 1991 çулта хăй уйрăм предприяти йĕркеленĕ. Петр Ильич Оренбургри тимĕр конструкцисен завочĕн пуçлăхĕн тилхепине çирĕп тытса пырать. Оренбургри «Наци ялĕ» культура комплексĕнче темиçе çул каялла чăваш килне уçнă. Йăхташăмăрсем кăна мар, унта пыракан хăнасем те кĕрсе тухнине сăн ӳкерчĕксенче курнăччĕ. Шел, тăкаклă пулнăран ку хуçалăха хупма тивнĕ. «Юлашки вăхăтра влаç çыннисем наци политикине тимлĕх ытларах уйăрни сисĕнет», — ырă малашлăха шанса калать йăхташăмăр. Оренбургри чăвашсен наци культура автономийĕн йышĕ хастарлăхĕпе палăрать. Пилĕк районта вырăнти уйрăмсем ĕçлеççĕ. Халăх пултарулăх коллективĕсем концертпа тĕрлĕ тăрăха çитеççĕ. Икĕ шкулта чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. «Оренбург облаçĕнче çулсеренех Акатуй йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Чăваш Енрен, Самартан, Пушкăртстанран, Тутарстанран, Челябинскран, Екатеринбургран… хăна нумай килет», — ăнлантарать Петр Ильич. Çакă, паллах, чăвашсен культурине сарма, хутшăнусене çирĕплетме пулăшать. Ахальтен мар тăван халăх йышпа ĕçлеме, уявра пĕрле юрласа ташлама хăнăхнă. Хăнана çӳреççĕ Вăл каланă тăрăх, Оренбург облаçĕнче 12 пине яхăн чăваш пурăнать. Вĕсем йăхнесĕлтен куçакан историе, культурăна, йăла-йĕркене упраççĕ. «Чăваш ялĕсенче тăван чĕлхепе калаçаççĕ. Чăвашла вĕрентес тĕлĕшпе йывăрлăхсем пур. Сăмахран, педагогсем çитмеççĕ. Çапах ыйтусене вăхăтра татса памашкăн тăрăшатпăр», — чăрмавсене сирме вăй çитернине ĕнентерет ертӳçĕ. Чăваш Республикин ертӳлĕхĕн тĕревне туйни çине пусăм турĕ вăл. «Облаç шайĕнче йĕркелекен уявсене Чăваш Енрен хăнасем килниех хавхалантарать пире. Хастарсене чыслани савăнтарать. Хисеп тунине Оренбург облаçĕн влаç çыннисем те кураççĕ. Чăвашсен автономийĕн пĕлтерĕшне, пĕрлехи вăй-хăвата кăтартать çакă. Шупашкара хăнана чĕнеççĕ. Шкулта чăвашла вĕрентмешкĕн литература илме пулăшаççĕ», — каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ Петр Семенов. Оренбург облаçĕнче Акатуй ирттерме те, фольклор ушкăнĕсене çула тухма та укçа уйăрать вăл. Унсăр пуçне Чăваш Енри паллă юрăçсен концерчĕсене хăйсен патĕнче йĕркелеме, пултарулăх çыннисене финанс енчен пулăшма май тупать. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.