Хыпар 66 (28094) № 20.06.2023

20 Июн, 2023

Кĕнеке кăларакансене «Хĕрлĕ тÿрем» пуçтарчĕ

Раççейĕн тĕп хулинче çулсеренех çу пуçламăшĕнче пысăк калăпăшлă литература фестивальне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл çĕртме уйăхĕн 2-6-мĕшĕсенче Мускаври Хĕрлĕ тÿремре тăххăрмĕш хут иртрĕ. Унта эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнтăм. Çак уяв кашни кун çĕнĕ тĕлпулу парнелерĕ: тĕрлĕ самантпа асра юлчĕ.

Савăнăçĕ çеç мар, пăтăрмахĕ те

Фестивале мĕншĕн «Хĕрлĕ тÿрем» тенĕ-ха? Паллах ăна ăçта йĕркелени¬не кура. Кăçал вăл ытти çулти пек тăватă куна мар пилĕк куна тăсăлчĕ. Паллă ĕнтĕ: кĕнеке кăларакансем ку уява чăтăмсăррăн кĕтеççĕ — ара «Хĕрлĕ тÿремре» Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи издательствăсем кĕнеке сутакан организацисем хăйсен кăларăмĕсемпе паллаштараççĕ-çке. Унсăр пуçне ĕçтешсем пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яваççĕ тусĕсен çĕнĕ проекчĕсемпе паллашаççĕ. Кăçал уява кĕнекеçĕсем 60 яхăн регионтан килсе çитрĕç пирвайхи хут унта Донецк Херсон Луганск тата Запорожье тăрăхĕсенчен те пулчĕç.

Чăваш кĕнеке издательстви курава çулсеренех хутшăнать. Наци издательствисем яланхиллех «Раççей регионĕсем» шатерта вырнаçрĕç. Пушкăрт кĕнеке издательстви – пĕр енче Çурçĕр Осети-Алани Республики тепĕр енче пулчĕç. Çавăн пекех Чечня Мордва Хакас Мари Дагестан Удмурт Тутар Якут çĕрĕсенчен пынă кĕнекеçĕсемпе кÿршĕллĕ пултăмăр. Çав кунсенче тÿ¬ремре тĕрлĕ наци чĕлхи янăрарĕ хаваслă кулă савăнăç хуçаланчĕ.

Пăтăрмахсăр та пулмарĕ. Кăçал курава хутшăнакансене йĕркене уйрăмах çирĕп пăхăнма ыйтрĕç. Пĕрремĕшĕнчен Хĕрлĕ тÿреме кĕнеке издательствисене хăйсен машинисемпе кĕртмерĕç. Пурте кĕнекесене маларахах фурăсемпе ăсатнă. Хĕрлĕ тÿреме çитиччен курупкасен таможня тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Апла пулин те кашни издательствăнах курупкисем палăртнă вăхăтра çитмелле. Кăçал «Хĕрлĕ тÿреме» 400 яхăн предприяти хутшăнма кăмăл туни те ку ĕçе кăткăслатрĕ ахăртнех. Пирĕн издательствăн тавара каçхи вунă сехетре кĕтсе илмеллеччĕ анчах çур çĕр те иртрĕ виççĕ çитрĕ. Çутта сÿнтернĕччĕ ĕнтĕ кăшт тĕттĕмленсенех йăлтăр-йăлтăр çуталса тăракан ГУМ ыйха путрĕ – капăр çурт çутисем сÿнчĕç. Хĕрлĕ тÿремре — тĕп-тĕттĕм.

Кĕнекеçĕсем – тĕлĕнмелле çынсем шăннă ывăннă çапах никам та шавламасть мăкăртатмасть – пурте шÿтлеççĕ пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Ирхине вара издательство ĕçченĕсем ним пулман пекех хаваслă кăмăлпа «Хĕрлĕ тÿрем» фестивале кĕнеке вулама кăмăллакансемпе тĕл пулма васкарĕç.

Анчах... курав уçăлнă тĕле 18 издательствăн кĕнекисем çукчĕ. Телей¬сĕррисен шутне Мари Чечня издательствисем те лекнĕ. Каярахпа çапах та кĕнекисене шыраса тупнă вĕсене çÿлĕксем çине вырнаçтарнăччĕ. Çапла савăнмалли çеç мар, шарт сикмелли те пĕрлех пулчĕ.

Ольга ФЕДОРОВА

Денис Гордеев хĕрĕн пултарулăхне вăхăтра асăрханă

Хăш чухне пĕр-пĕр кĕнеке вуласан: «Манăн пурнăçран илнĕ пекех», — тени пулнă-и сирĕн? Ку ахальтен çапла килсе тухмасть. Сăвăра та, калав-тĕрленчĕкре те вулакан хăйĕн пурнăçĕнчи пек пĕр самант та пулин тупатех. Эппин, литература пирĕн пурнăçа тĕкĕр пек сăнлать мар-и? Çакна Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче ĕçлекенсем те аван ăнланаççĕ. Нумаях пулмасть унта Денис тата Светлана Гордеевсен пултарулăхне халалланă «Литература — пурнăç тĕкĕрĕ» курав уçăлчĕ.

Чăваш халăх çыравçи Денис Гордеев кăçал 85 çул тултарчĕ, Светлана Гордеева вара — 55-ре. Çак вăхăт тĕлне ашшĕпе хĕрĕ литературăна темĕн чухлĕ паха хайлавпа пуянлатнă. Курав уçăлнă кун çыравçăсем, литературăпа культура ĕçченĕсем тата тус-юлташĕ пултаруллă ентешĕмĕрсене саламлама Литература музейне пухăнчĕç. Шел, чире пула Денис Викторович çитеймен. Çапах ун пирки ырă сăмах сахал мар янăрарĕ.

Мероприятие музей ертÿçи Ирина Оленкина ертсе пычĕ. Вăл Денис Гордеев прозаик, публицист, сăвăç, çавăн пекех журналист, Библие чăвашла куçаракан пулнине аса илтерчĕ. Денис Викторович — 20 кĕнеке авторĕ. Вăл 5 роман, 30 повеç, 150 калав пичетлесе кăларнă. Светлана Денисовна — сăвăç тата ÿнерçĕ, вăл та 20 кĕнеке авторĕ. Çак куравра унăн ÿнер ĕçĕсем те вырăн тупнă. Вĕсем çепĕçлĕхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Юрий Артемьев литературовед тата критик Денис Гордеевăн пултарулăхне тĕрлĕ енлĕхшĕн мухтарĕ.

— Пирĕн очеркистсем — виçĕ-тăватă çын. Çав шутра — Денис Гордеев та. Тивĕçлипе. Нумаях пулмасть вăл очерксен пуххине кăларчĕ. Денис Викторовичăн ĕçĕсене эпĕ Емельяновăннипе юнашар куратăп, — терĕ вăл. Çавăн пекех Юрий Михайлович хаçат ĕçĕнчен литературăна кĕрсе кайнине те лайăх пулăм шутне кĕртрĕ. Ку, критик шухăшĕпе, çыравçăн чĕлхине пуянлатать. Уява пухăннисем Денис Викторовичăн ырă кăмăлĕнчен, тÿрĕ чунлăхĕнчен тĕлĕннине палăртрĕç. Юрий Михайлович та çакна асăрхамасăр пултараймарĕ. — Вăл кĕсьере чул тытнине эпĕ нихăçан та курман. Манăн кăшт-кашт асăрхаттару пулнине астăватăп. Анчах Денис Викторович критикăна йышăнма пĕлетчĕ, — терĕ вăл.

ЧР Профессионал писательсен союзĕн ертÿçи Улькка Эльмен çыравçă Денис Гордеевпа пĕрремĕш хут мĕнле тĕл пулнине аса илчĕ.

— Ун чухне Писательсен союзне кĕме кайрăм. Çÿллĕ те патвар арçын. Эпĕ пырса кĕрсен сĕтел хушшинчен тухрĕ те алă пачĕ. Çавăн пек чаплă çыравçăн та мăн кăмăллăхĕ çук. Манăн пĕр кĕнеке çеç тухнăччĕ ун чухне. Манпа, пачах палламан çынпа, çапла кăмăллăн калаçнинчен тĕлĕннĕччĕ, — терĕ Ольга Геннадьевна. Светлана Денисовна та ашшĕ пекех уçă чунлă пулнине палăртрĕ вăл. Денис Викторович пьеса çырас ĕçе те хутшăннă. Ун пирки ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов каласа кăтартрĕ. Пĕррехинче актер тата драматург «Ялав» журналта «Анаталла-тăвалла» повеçпе паллашнă. Вуланă май хайхискере сăнарсене те, хайлаври вырăнсене те пĕлнĕ пек туйăнма пуçланă.

Лариса ПЕТРОВА

Курăк пыйти, сăвăсĕ тапăнаççĕ

Çу кунĕсем çитнĕ май сад-пахчана сăтăрçăсем — ÿсен-тăран сăвăсĕ, курăк пыйти… — тапăнаççĕ. Культурăна вĕсенчен мĕнле сыхламалла? Кун çинчен Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн пай пуçлăхĕ Татьяна Пыркина каласа кăтартрĕ.

Пахчара. Шăрăх кунсенче помидора, хăяра сăтăрçăсем тапăнаççĕ. Вĕсенчен çийĕнчех хăпмасан тухăç палăрмаллах чакать. Ÿсен-тăран сăвăсĕ /паутинный клещ/ — чи сиенлĕ сăтăрçăсенчен пĕри. Вăл хăяр е помидор тĕммисенче сарăлать. Енчен те ăна йăран çинче асăрхасан çийĕнчех мерăсем йышăнмалла.

Курăк сăвăсĕ хăяр тата томат аврисен, çулçин сĕткенĕпе тăранса пурăнать. Çавна май ÿсен-тăран аталанаймасть, майĕпен типсе пĕтет. Сăтăрçăпа сиенленнĕ хăяр пахалăхĕ чакать, çимĕçĕ йĕркеллĕ çитĕнеймест. Культурăна вăхăтра им- çамламасан /акарицидлă препарат/ курăк сăвăсĕ тухăçа йăлтах пĕтерет. Культурăна сăтăрçă тапăннине мĕнле пĕлмелле-ха?

 Хăяр е томат аври çитĕнме чарăнни.

 Çулçи айĕнче пысăк мар шурă пăнчăсем пурри.

 Çулçи тата туни çинче шурă та çÿхе эрешмен картисем курăнни.

 Çулçă сарални. Унпа мĕнле кĕрешмелле?

Хальхи вăхăтра хими хутăшĕ пайтах сутаççĕ. Çав шутра хăяр çулçи çинчи курăк сăвăсне, хуртне, çăмартине пĕтерекен препаратсем те пур. Паллах, вĕсенчен чи лайăххине суйласа илме çăмăл мар. Енчен сăтăрçăсем ытлашши сарăлма, сиен кÿме ĕлкĕреймен пулсан биологи препарачĕсемпе усă курмалла. Сăмахран, «Фитоверм», «Битоксибациллин», «МатринБио», «Клещевит». Вĕсем сывлăхшăн сиенлĕ мар. Анчах курăк сăвăсĕ нумай пулсан ку препаратсем вăйсăртарах. Ирĕксĕрех хими хутăшĕ сапмалла. Кун пек чухне «Актеллик», «Фуфанон», «Фуфанон-Нова» сăтăрçăсене лайăх пĕтерет.

Çак ĕçе ирхине хĕвел тухиччен е каçхине хĕвел ансан пурнăçламалла. Çумăрлă, тĕтреллĕ çанталăкра им-çам сапнин усси сахал. Садра. Çу-çĕртме уйăхĕсенче хурлăхана, йĕплĕ çырлана курăк пыйти тапăнма пултарать. Çак тапхăрта ÿсен-тăран çулçи варринче хĕрелсе хăмпăланать, форми те улшăнать. Турачĕ çине хĕрлĕ-хăмăр çăпан тухса тулать. Çулçă вĕçĕ пĕтĕрĕнет, типме тытăнать. Тĕм майĕпен çитĕнет, хунавĕсем те вăйсăр. Курăк пыйти икĕ тĕрлĕ пулать: йĕплĕ çырла пыйти, çулçă пыйти /галловая тля/. Çулçă пыйти хĕрлĕ тата шурă çырлаллă тĕмсене кăмăллать. Сăтăрçă сиенленĕ çулçă калăпăшĕ улшăнать, варринче хĕрлĕ-хăмăр тĕслĕ хăмпăлчăк пулать. Сиенленнĕ вырăнта хăмăрланса хулăнланни, çăпан тухни ÿсен-тăран сипленме тăрăшнине пĕлтерет. Кун пек çулçа çавăрсан айĕнче вĕтĕ кăпшанкăсене курма пулать.

Лариса НИКИТИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.