Промышленноç та, ял хуçалăхĕ те ÿсĕмлĕ

19 Июн, 2023

Ырă туртăмсене упраса хăвартăмăр кăна мар, чылай енĕпе Атăлçи округĕнчи вăтам шайран пысăкрах кăтартусем те пур. Çапла хакларĕ Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов республикăн кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне.

Пилĕк уйăхри ĕç-хĕле ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕтĕмлетрĕç. Дмитрий Краснов кашни отрасль ĕçне тишкерчĕ. Промышленноç производствин индексĕ çу уйăхĕнче 17% çитнĕ. Тирпейлекен производствăсен çак кăтартăвĕ тата пысăкрах — 20%. Республикăшăн профильлĕ шутланакан отрасльсем — электротехника, хими, машиностроени — ÿсĕмлĕ ĕçлени савăнтарать.

Кăрлач-çу уйăхĕсенче тиесе ăсатнă продукцин пĕтĕмĕшле хакĕ 25% пысăкланса 150 миллиард тенке\çитнĕ. Çак виçен çурринчен ытларах пайĕ — 54% — машиностроенипе электротехника тÿпи. Çав вăхăтрах компьютерсемпе оптика оборудованийĕ туса кăларасси те виçĕ хута яхăнах хушăннă. Çавăн пекех сĕтел-пукан, автотранспортпа прицепсем туса кăларасси палăрмаллах ÿснĕ. Тата — апат-çимĕç производстви: вăл 27% пысăкланнă.

Производствăна ÿстернĕ лидерсен шутĕнче Дмитрий Иванович чи малтан Куславкка тата Шупашкар округĕсене асăнчĕ — вĕсем кăтартусене 2,3 тата 2,1 хут пысăклатнă. Çĕмĕрле, Муркаш, Етĕрне округĕсен, Шупашкар тата Канаш хулисен кăтартăвĕсем те ÿсĕмлĕ. Каялла чакнисем те çук мар — Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Вăрнар округĕсем... Ял хуçалăх отраслĕ ÿсĕмлĕ ĕçлет. Аш-какай туса илесси, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 101% çитнĕ, сĕт — 101,6%. Строительство отраслĕн кăтартăвĕсем вара чăннипех ăмсанмалăх пур. Çав шутра пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси 20% хушăннă — пилĕк уйăхра 390 пин тăваткал метр хута янă. Вĕсенчен 150 пинĕ — 40% — уйрăм çынсем тунă çурт-йĕр. Хăш-пĕр муниципалитет ÿсĕмне процентсемпе хаклани те вырăнсăр пек: Канашра çурт-йĕр хута ярасси 14 /!/ хут ÿснĕ, Çĕрпÿсен — 6,7 хут.

Тулашри суту-илÿ калăпăшĕ пысăкланнă. Анчах ку, пытармарĕ экономика аталанăвĕн министрĕ, импорт пысăкланнипе çыхăннă. Экспорт вара çав-çавах чакать — тата 6% пĕчĕкленнĕ. Экспорт тĕлĕшпе çирĕп çыхăну тытакан çĕршывсене Дмитрий Краснов пайăррăн асăнчĕ. Чăваш Ен чикĕ леш енне ăсатакан продукцин 30% Казахстана каять. Беларуç тÿпи те курăмлă — 22%. Экспортăн 9% — Китай туянакан продукци.

Ĕçсĕрлĕх чакать: пĕр уйăх каялла кăна вăл 0,9% шайĕнчеччĕ — халĕ 0,7%. Предприятисемпе организацисене кадрсем сывлăш пекех кирлĕ — вĕсем 15,5 пин ваканси пурри çинчен евитленĕ. Эппин, кадрсемшĕн кĕрешÿ пырать тĕк — çак лару-тăрура ĕç укçи те пысăкланса пымалла. Статистика ĕнентернĕ тăрăх, вăл та ÿсĕмлĕ. Министр пайăр цифра пĕлтерчĕ: асăннă тапхăрти уйăхри вăтам шалу 45,4 пин тенкĕпе танлашнă — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 19% пысăкрах. Ĕç укçи тĕлĕшпе ăмсанмаллисем — çĕр айĕнчи пуянлăха кăларакан отрасль, информаци технологийĕсем, финанспа страховани ĕç-хĕлĕ. Муниципалитетсене илес тĕк — Çĕнĕ Шупашкарта ĕç укçи 26% хушăннă, çавăн пекех Çĕмĕрлере, Канашра, Етĕрнере, Улатăрта хушăм аван.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков пилĕк уйăхра бюджета пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленине тишкерчĕ. Тупăш тĕлĕшпе республикăн пĕрлештернĕ бюджетне 47,7% пурнăçланă. Хыснан 26,2% хамăрăн тупăш тивĕçтернĕ — вăл та, федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар майпа уйăрнă укçа виçи те ÿсĕмлĕ. Пысăк проектсене, çав шутра «Волга» стадион реконструкцине, роликлă йĕлтĕр трассин, регионăн кăнтăр енчи районĕсене ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли водовод строительствине, ытти объекта укçапа тивĕçтерес тĕлĕшпе чăрмавсем çук. Çав вăхăтрах Михаил Геннадьевич патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсене контрактлас ĕçе васкатма ыйтрĕ. Республика укçипе çыхăннисем пирки ыйтусем çук, федераци укçипе усă курмалли ĕçсем тĕлĕшпе вара вăхăт хĕсĕнсех пырать. Контрактацие çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле — тăсса пыма юрамасть.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев шкулсен капиталлă юсавĕ тĕлĕшпе уйрăмах яваплă пулма чĕнсе каларĕ. Вĕсен картишĕсене тирпейлес ыйтусене вырăнти укçапа татса памалла — пушшех муниципалитетсен ертÿлĕхĕ енчен тимлĕх пысăк пулмалла. Чăрмавсем тухса тăрсан вĕсене сÿтсе явма, сирме Олег Алексеевич хăй те хутшăнма хатĕррине çирĕплетрĕ. Канашлура çавăн пекех иртнĕ эрнере Санкт-Петербургра пулнă пĕтĕм тĕнчери экономика форумне пĕтĕмлетрĕç. Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, форумра Чăваш Ен Омск облаçĕпе, Дагестанпа тĕрлĕ енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен килĕшÿсем алă пуснă. Çавăн пекех Федерацин çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен агентствипе, Перекет банкĕпе, ВТБ банкпа килĕшÿсем тунă. Промышленноç министрĕпе Денис Мантуровпа, Турцин Раççейри посолĕпе, «Т Плюс» ПАО, Перекет банкĕн ертÿлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. Дмитрий Иванович çавăн пекех Чăваш Енре çуралнă, Ленинград облаçĕнче тата Санкт-Петербургра пурăнакан йăхташсемпе курнăçнине пысăка хурса хакларĕ. 70 çын патнелле пухăннă. Пурте Чăваш Еншĕн усăллă пуласшăн, пулăшасшăн — çак майсемпе усă курмалла.

Форумра регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Ен хăйĕн позицине палăрмаллах лайăхлатса рейтингра 19-мĕш вырăна йышăннă. Çак кăтартăва хакланă май Олег Николаев тĕрлĕ отрасле кластер мелĕпе аталантарни, çакнашкал ытти йышăну тĕрĕс пулни çирĕпленнине палăртрĕ. Чăваш Енре муниципалитетсен пуçлăхĕсен çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçисен должноçне туса хунине те «çÿлте» хăйне евĕрлĕ тесе хаклаççĕ. Çавна май Олег Алексеевич канашçăсен ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн тишкерме сĕнчĕ — ыйтăва çитес тунтикунах пăхса тухасси çинчен асăрхаттарчĕ.

Комментировать