Спорт вăй-хал парать, туслăха вăйлатать

1 Окт, 2014

Чăваш Енри культурăпа искусство учрежденийĕсенче ĕçлекенсен спартакиади юлашки вăхăтри паллă пулăмсен шутне кĕчĕ. Республика шайĕнчи спорт мероприятийĕ Кÿкеçри «Улăп» комплексра иртрĕ. Ăна «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум умĕн ятарласа ГТО нормисене пама хатĕрленсе йĕркеленĕ.

Ăмăртусене 300 яхăн культура ĕçченĕ тата ЧР Культура министерствине пăхăнакан организацисенче тăрăшакансем хутшăнчĕç. Спартакиадăна культура министрĕ Вадим Ефимов уçрĕ. «Чăваш Енри культура тытăмĕнче ĕçлекенсем профессионал пулнине тахçанах çирĕплетнĕ. Спорт уявĕнче те пултарулăхпа палăрасси иккĕлентермест», - терĕ вăл спортсменсене ăнăçу суннă май.

Министр сăмахĕсем чăннипех те тÿрре тухрĕç. Культура ĕçченĕсем тĕрлĕ ăмăртура - çăмăл атлетика эстафети, вырăнтан инçĕшне сикесси, ункăна мечĕк персе кĕртесси, савăнăçлă старт т.ыт.те - хăйсен вăйне, тÿсĕмлĕхне, çаврăнăçулăхне туллин кăтартрĕç. Культура учрежденийĕсен ертÿçисем VIP-чупăва хутшăнчĕç.

Спорт уявĕ чаплă лару-тăрура çĕнтерÿçĕсене чысланипе вĕçленчĕ. Пĕрремĕш вырăна ЧР Хальхи истори архивĕн команди йышăнчĕ. Иккĕмĕшсем - К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн хастарĕсем. Чăваш патшалăх филармонийĕн туслă йышĕ виççĕмĕш вырăнта. Вадим Ефимов çĕнтерÿçĕсене чысланă май спорт кĕрешĕвĕ малалла ĕçлеме хавхалантарнине, коллектив туслăхне тата та çирĕплетнине палăртрĕ.

Сывă пурнăç йĕрки, спорт çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ĕçтешсемпе пĕрле çакăн йышши спорт мероприятийĕсенче ăмăртни пушшех те усăллă: хутшăнусем çирĕпленеççĕ, пĕр шухăшлăх вăйланать, кашнинех пысăк çак тĕнчере çын пĕччен маррине туйса илме пулăшать.

 

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.