«Кунта çăтмахри пекех»

1 Окт, 2014

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нишер Çÿлти тата Аялти Услăх ялĕсемпе пĕрлешиччен пысăках марччĕ. Халĕ 124 килти хуçалăха пĕрлештерет. Николай Николаев çак тăрăхра çуралса ÿснĕ, ял историне лайăх пĕлет. Анчах пурнăçăн тĕп вăхăтне кунта мар, Çĕнĕ Шупашкарта ирттернĕ.

Спутник хулара ĕç вăйĕ кирлине пĕлсен вăл çамрăклах унта куçса тĕпленнĕ. Çемье çавăрнă. Елена Александровнăпа пĕрле ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Слава авланма ĕлкĕреймен, тĕп килте пурăнать. Хĕрĕ качча кайнă, хăйсен хваттер, пĕр ача пур.

Николай Леонидович хими промышленноçĕнче вăй хунă. Пурăна киле чирлеме тытăннă. Эмел те ĕçнĕ, сыватмăшра та сипленнĕ - вăхăтлăха самайланнă-ха вăл, анчах чир тĕппипех иртмен, хăйĕн çинчен аса илтерсех тăнă.

- Мăшăрăм та аптратчĕ. Вара пурăнмашкăн яла куçма шухăшларăмăр. Хам маларах, тивĕçлĕ канăва тухсан, 2009 çулта. Арăм кăшт каярах, - терĕ Николай Николаев. - Кунта çăтмахри пекех. Сывлăш уçă, шыв таса. Икĕ ĕне, темиçе сурăх, чăх-чĕп тытатпăр. Ачасене сĕт-çупа, пахча çимĕçпе, улма-çырлапа, ашпа тивĕçтеретпĕр.

Унччен Н.Николаев «Иж-планета» мотоциклпа çÿренĕ, юлашки 9 çул - «Жигулипе». Çĕнĕ Шупашкара та кайса килеççĕ, ывăлĕпе хĕрне ял кучченеçĕпе савăнтараççĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Пĕри - инженер-электрик, тепри - инженер-строитель. Çулла отпускра ялта пурăнаççĕ: ашшĕпе е амăшĕпе пĕрле çырлана, кăмпана, пулла çÿреççĕ.

- Икĕ ĕнерен сĕт талăкра самаях пухăнать. Усламçăсене кунсерен 25-26 литрне 13 тенкĕлле сутатпăр, - тет Елена Александровна.

Анчахрах яла çут çанталăк газĕ çитрĕ. Чи хĕрринчи килте пурăннăран кăвак çулăм чĕртме вĕсем малтан тивĕçрĕç.

- Унччен кÿрсе килнипе усă кураттăмăр. Анчах баллона илсе юлма ĕлкĕрмелле. Газ çунса пĕтессе асăрхасах тăмалла. Унсăрăн вутпа апат пĕçеретĕн, - аса илет чăрмавлă вăхăта кил хуçи.

Чирлеме пăрахнăшăн питĕ савăнать. Пахчинче экологи енчен таса та сывлăхшăн усăллă пахча çимĕç, улма-çырла çителĕклех туса илет.

Николаевсем тем парса илĕртсен те Çĕнĕ Шупашкара тепĕр хут пурăнма каяс çук.

 

В.ВАЛЕНТИНОВ.

Надежда ВАХТЕРКИНА

сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.