Çамрăк биатлонçăн пĕрремĕш çĕнтерĕвĕ

30 Сен, 2014

Ĕпхÿ хулинче çуллахи биатлон енĕпе иртнĕ çĕр-шыв ăмăртăвĕ вĕçленнĕ. Унта пирĕн республика спортсменĕсем те хутшăннă.

Перекен йĕлтĕрçĕсем спринтрсен кĕрешĕвĕнче, уйрăм тупăшура тата эстафетăра вăй виçнĕ. Чăваш Ен чысне Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин биатлон уйрăмĕн студенчĕсем хÿтĕленĕ. Раççей турнирĕнче пуринчен ытларах 3-мĕш курсра вĕренекен Сергей Моржанова ăннă. 17 çулти каччă 12,5 километрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Вăл Тюмень облаçĕн тата Мордва Республикин маттур биатлонçисене кая хăварма пултарнă. Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Геральд Салдимиров патĕнче ăсталăха туптакан çамрăк спортсменăн пĕрремĕш пысăк çитĕнĕвĕ ку.

А.АНДРИЯНОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.