Хыпар 50-51 (28078-28079) №№ 12.05.2023

12 Мая, 2023

Пахчана мĕнпе çитĕпĕр?

Чăваш Енре 700 яхăн сад-пахча юлташлăхне шута илнĕ. Пахча çимĕç тата улма- çырла çитĕнтермелли тапхăр пуçланчĕ ĕнтĕ, çавна май автостанци-вокзалра, общество транспортĕнче, чарăнусенче дачăна çÿрекен йышлă. Çынсем вĕсене хăвăрт çитесшĕн. Çуркунне-çулла пассажирсен çул çÿревне, çав шутра муниципалитетсен хушшинчи сад-пахча маршручĕсене, епле йĕркелĕç? Паян çак ыйтăва тишкерĕпĕр.

— Автобуссен çул çÿревĕ республикăри çын пурăнакан 1720 пунктран — 1068-шне, çав шутран муниципалитетсен хушшинчи маршрутсемпе 482-шне, пĕр-пĕринпе çыхăнтарать, — терĕ ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин. — Пассажирсене автотата электротранспортăн 418 маршручĕпе, çав шутра 97-шĕнче йĕркелесе тăракан тарифпа, илсе çÿреççĕ. Вĕсенчен 251-шĕ — муниципалитетсен хушшинчи, ку шутра 32-ĕн йĕркелесе тăракан тариф.

Пассажирсем муниципалитетсенче сад-пахчана 146 автомаршрутпа тата троллейбусăн 21 маршручĕпе çитеççĕ. Вĕсенчен 65-шĕн тарифне йĕркелесе тăраççĕ. Ăна нумай пысăклатманнине куратпăр ĕнтĕ. Çапах ЧР Правительстви пассажирсене илсе çÿрекен автопредприятисен тăкакне саплаштарса çĕнĕ транспорт туянмалăх, вĕсен аталану программине пурнăçламалăх ÿстерме ирĕк парать. Билет хакне ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви тата Конкуренци политикипе тарифсен служби тытса тăмасан автопредприятисем тарифа хальхинчен темиçе хут хăпартĕччĕç. Сăмах май, муниципалитет маршручĕсемпе сад-пахчана 26 муниципалитетран 17-шĕнче çула тухма пултараççĕ. Ку шутран 6-шĕ — йĕркелесе тăракан тарифлă.

Республикăн пассажирсене общество транспорчĕпе илсе çÿремелли тытăмне чылай çул каяллах хыврĕç. Иртнĕ çулсенче ăна çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк ĕç турĕç. Пассажирсене 125 предприяти тата уйрăм предприниматель, çав шутра 65-шĕ — муниципалитетсен хушшинчи, 60-шĕ муниципалитетсенчи маршрутсемпе илсе çÿрет. Вĕсем çул çÿреве йĕркелеме 1488 транспорта ªмуниципалитетсенчи маршрутсенче — 507, муниципалитетсен хушшинче — 685 автобуса, Çĕнĕ Шупашкарта — 42, Шупашкарта 254 троллейбусаº явăçтараççĕ.

Çав маршрутсем — çул çÿрекен мĕн пур пассажир валли. Çапах пахчаçăсем хăйсене пырса тивекеннисем çинчен пĕлесшĕн.

— Çуркуннехи-çуллахи маршрутсем çуллен уçатпăр, вĕсем юлташлăхсемпе юнашар иртеççĕ, рейссен йышне ÿстеретпĕр, — паллаштарчĕ министр çумĕ. — Сад-пахчана муниципалитетсенчи маршрутсемпе те, муниципалитетсен хушшинчисемпе те ларса каяççĕ. Юлташлăхсен çумĕпе муниципалитетсен хушшинчи — 33, çав шутра çуркуннехи-çуллахи 2 маршрут, иртет, вĕсемпе 42 автобус çÿрет. Чăн та, кунта автопредприятисемпе уйрăм предпринимательсемшĕн йĕркелесе тăман тариф вăйра тăрать — билет хакне хăйсем пĕлнĕ пек лартаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Парксем, ача-пăча лапамĕсем, фонтан…

Кăшавăш уйрăмĕнче çулсерен 4-5 проект пурнăçа кĕртеççĕ

Çак кунсенче Шупашкар округĕнчи Кăшавăш уйрăмĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Вырăнти администраци çурчĕ умне çитиччен куç умне илемлĕ парк тухса тăчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ чечеклĕ клумбăсем, ача-пăча лапамĕ, сцена, фонтан… Куç ытарайми илем! Пĕтĕмпех — халăх тăрăшнипе…

Ача-пăчапа çамрăк амăшĕсен юратнă вырăнĕ

Кăшавăш уйрăмне 10 ял кĕрет. Кунта 3 пине яхăн çын пурăнать. Халăхăн пĕр пайĕ Ишлейри пысăк вольтлă аппаратурăсен тата электромеханика завочĕсенче вăй хурать. Вырăнти хуçалăха аталантаракан та сахал мар. Шупашкартан аякра мар вырнаçнăран хулана çÿрекенсем те пур. Вырăнти халăха медицина пулăшăвĕпе тивçтермешкĕн Кăрмăшра, Мишерте, Мăналта ФАПсем ĕçлеççĕ. Сăмах май, вĕсенчен иккĕшне юлашки çулсенче хăпартнă. Территори уйрăмĕнчех — икĕ шкул, ача сачĕ, шкул çумĕнчи тĕрлĕ ÿсĕмри ачасен ушкăнĕ.

Чăваш Енре пуçаруллă бюджет программи 2017 çулта вăя кĕнĕ. Проектсем «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантарасси» тата «Чăваш Республикинче хальхи вăхăтри хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» патшалăх программисен шайĕнче пурнăçланаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — вырăнти ыйтусене халăха тата бизнеса явăçтарса, бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курса татса парасси. Кăшавăш уйрăмĕнче пуçаруллă бюджет программипе ăнăçлă ĕçлеççĕ, çулсерен темиçе проекта пурнăçа кĕртеççĕ.

— Асăннă программăна хутшăнас тесе малтанах вырăнти депутатсемпе канашласа проект эскизне хатĕрлетпĕр, ăна пурнăçа кĕртесси пирки халăхпа сÿтсе яватпăр. Çынсем ырлани пĕлтерĕшлĕ. Чи пирвайхи проект асрах, вăл Мăнал салинче парк йĕркелессипе çыхăннăччĕ. Халăхран 500 пин ытла тенкĕ пухмаллаччĕ. Çăмăлах мар пулсан та çак ĕçе пурнăçлама май килчĕ. Усламçăсем нумай пулăшрĕç. Парка хута ятăмăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа палăк лартрăмăр. Халăх пуçарăвĕпех ытти çулта сала çывăхĕнче тыл ĕçченĕсене тата вăрçă ачисене, тĕрлĕ вăхăтри хирĕç тăрусене хутшăнса паттăрлăх кăтартнă ентешсене пуç таймалли палăксем лартма май килчĕ. Темиçе çул каяллах çав вырăнта юрăхсăра тухнă клуб вырăнне «Культура» наци проекчĕпе çĕнĕ культура çурчĕ хăпартма пултартăмăр. Çынсен тавралăха илемлетес шухăш пур тăк мĕншĕн хăтлăлатмалла мар? Парк таврашĕнче ĕçсене тĕпĕ-йĕрĕпе туса пĕтернĕ теме çук. Унта ача-пăча лапамĕ, фонтан тăвас килет, — вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ уйрăм пуçлăхĕ Сергей Мульдияров. — Çак çулсенчех пуçаруллă бюджет программипех Мăналта тротуар хутăмăр, çул айккисене хунарсем лартса тухрăмăр. Кăрмăшра та тротуарсене çĕнетрĕмĕр, 1 километр ытла сартăмăр. Кăрмăш паркĕ — халăх кăмăллакан вырăн. Проект хакĕ — 5 миллион ытла тенкĕ, ăна икĕ тапхăрпа пурнăçа кĕртрĕмĕр. Округри пĕрремĕш фонтан пирĕн тăрăхра хута кайрĕ. Паркра каçхине те çутă, хунарсем автомат йĕркипе ĕçлеççĕ. Кану вырăнне садике çÿрекенсем, шкулта вĕренекенсем кăмăллаççĕ. Пĕчĕк ачаллă амăшĕсем уçăлса çÿреççĕ. Каçхине халăх уйрăмах йышлă пухăнать. Паркра уявсем ирттеретпĕр, территори уйрăмĕн кунне паллă тăватпăр. Фейерверк, спорт ăмăртăвĕсем, концерт, юрă-ташă... Ялта тирпейлĕ, хăтлă, илемлĕ пулсан аван мар-им? Пĕр çитменлĕх: парка илемлĕ тытас тесе йывăç-тĕм, чечексем лартсах тăратпăр, анчах ял çыннисем асăрхасах çитерейменнипе качакасем, сурăхсем кĕрсе тĕп тăваççĕ. Эпир тăрăшнине хакламанни пулать çакă. <...>

Вера ШУМИЛОВА

♦   ♦   


Чăваш Енре хăйне тăван килти пек туять

Сăр хĕрринчи илемлĕ те лăпкă вырăна Абдикаюм Аманов пĕрре курсах килĕштернĕ. Юхăннă хуралтăсене йĕркене кĕртсе сурăх ĕрчетме тытăннă. Ял бизнесне аталантармашкăн пĕлÿ çителĕксĕррине ăнланса «Фермер шкулне» вĕренме кĕнĕ.

Пĕр сурăхран пуçарнă кĕтÿ

«Узбекистанра çуралса ÿснĕ эпĕ. Унччен Чăваш Республики, чăваш халăхĕ пуррине пĕлмен те. 2006 çулта ентешсем йыхравланипе Шупашкара ĕçлеме килтĕм. Хулара троллейбуспа пынă чухне хальччен илтмен чĕлхепе калаçни хăлхана кĕчĕ. Хăш-пĕр сăмахĕ вырăсларах пулнăран кăштах ăнланкаларăм-ха. Хыççăн чăваш чĕлхипе, халăхĕпе кăсăкланма тытăнтăм. Республикăра тĕрлĕ наци çыннисем килĕштерсе пурăннине пĕлтĕм. Вĕсемпе çывăхрах та паллашрăм. Унччен сахал мар регионта пулма тÿр килнĕ. Анчах чăвашсем пек лăпкă кăмăллине, тăрăшуллисене курман. Кунта хама тăван килти пек туятăп. Мана ĕçре сахал мар пулăшрĕç. Халĕ те çаплах», — чунрине уçрĕ Абдикаюм Аманов.

Малтанхи тапхăрта Шупашкарта кирпĕч заводĕнче, строительствăра, слесарь-механикре ĕçленĕ. Пасарта водительэкспедитор пулса аш-какайпа тивĕçтернĕ май çĕнĕ ĕмĕтшухăшпа хавхалантарнă. Тен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелле? Анчах ĕçе мĕнрен пуçăнмалла? Ыйтăва татса пама çăмăл пулман.

«2020 çулсен пуçламăшĕнче шăпа Етĕрнене илсе çитерчĕ. Пысăк мар хула, кунти çут çанталăк тыткăна илчĕ. Çав хушăрах пулăхлă çĕрпе туллин усă курманни пăшăрхантарчĕ, тĕлĕнтерчĕ. Качикассинче çурт туянса яланлăхах пурăнма куçрăм. Ялта картише пушă тăратаймăн. Хушма хуçалăхра 2-3 ĕнепе 20-30 сурăх ĕрчетме шухăшларăм. Эпĕ мĕн ачаран сурăх пăхнă. Атте-анне 70 пуç ытла тытнă. Хăнăхнă ĕçе малалла тăсрăм. Малтанлăха «Романовски» ăратлă пĕр сурăх туянтăм. Вăл вара çулталăкра 5 путекпе савăнтарчĕ. Майĕпен кĕтÿ пысăкланса пычĕ. Етĕрне округĕн ертÿçисем хушма хуçалăха аталантарма 30 гектар çĕр уйăрчĕç. Кун хыççăн хавхаланса ĕçлеме тытăнтăм. «Санран пулмасть», — текен те тупăнчĕ. Ÿркенмесен палăртни пурнăçланатех», — каласа кăтартрĕ вăл.

«Романовски» ăрат пĕр харăс 3-4 путек пăранланăран пурне те тăрантараймасть. Ыттисене ĕмкĕчпе качака сĕтне параççĕ. Вĕсем валли юриех 5-7 качака тытаççĕ. Сăмах май, кĕтĕве пуçарма пулăшнă Косой ят панă сурăх яланах хуçи çывăхĕнче, хурал çурчĕпе юнашар çÿрет. Хăйне чĕннине те ăнланать вăл, тÿрех сасă парать. Выльăхсен çуллахи лагерĕ Сăр хĕрринчи айлăмра вырнаçнă. Унта пĕртен-пĕр çулпа кăна çитме пулать. Анчах йĕпе-сапара сăртлă та тăмлă çĕрте техника çÿреймест. Хуçалăхра кирлĕ хатĕр-хĕтĕре типĕ çанталăкра турттарса хума тăрăшаççĕ. Ытти чухне чăнкă çыран тăрăх çуранах çÿреççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Кунĕпе сухаласа сÿреленĕшĕн икĕ чĕлĕ çăкăр панă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Михаил Назаров виçĕ çулта çеç пулнă. «Аттен ăшшине, вăл ачашланине туйса ÿсеймерĕм», — час-часах çапла каланă вăл хăйĕн пилĕк тĕпренчĕкне. Йывăр пурнăç Михаил Николаевича самай асаплантарнă. Тăшман кÿнĕ тертнушана парăнман вăрçă ачи. Мăшăрĕпе Зоя Константиновнăпа çуратса ÿстернĕ ывăл-хĕрĕшĕн ырă тĕслĕх пулнă.

Ал шăлли çакнă салтаксем

«Атте каласа кăтартнă тăрăх, вăрçăччен пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн е лашапа пурнăçланă. Анкартинчи ĕçсене — сухалама, çĕр улми тата пахча çимĕç лартма, утă çулса пуçтарма, кĕрхи ĕçсене вĕçлеме ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса пĕр-пĕрне пулăшса туса пынă. Анчах çак туслă, хаваслă пурнăçа фашистла Германи пирĕн çĕршыва вăрçăпа тапăнса кĕни самаях хавшатнă. Атте пĕчĕк пулсан та хăш-пĕр самант унăн чĕринче хăрушă йĕр хăварнă. «Урамра тунсăхлă шăв-шав, çынсем, уйрăмах çамрăк хĕрарăмсем кăшкăрса куççуль юхтарни халĕ те асран тухмасть. Аттене мĕншĕн шурă ал шăлли хĕреслесе çакнă? Мĕншĕн пирĕн пÿртре халăх йышлă тата мĕн-ма пурте шавлаççĕ, йĕреççĕ — çакă пуçа тĕлĕкри пек кĕрсе юлчĕ. Килтен тухас умĕн атте мана йăтса илчĕ те хамăр урам тăрăх 100 метр пек йăтса пычĕ. Урам варринче ÿсекен ватă çăка патне çитсен мана унран вăйпах туртса илсе аннен йăмăкне тыттарчĕç. Урамра халăх питĕ йышлăччĕ. Ал шăлли хĕреслесе çакнă çын чылайччĕ. Атте вăрçа каякан кÿршĕсемпе салтак юрри юрласа урампа анаталла кайса куçран çухалчĕç. Эпĕ тата манăн тантăшсем юратнă аттесене текех кураймарăмăр», — аса илетчĕ атте. Асатте килтен тухса кайнă хыççăн Çĕнĕ çул вăхăтĕнче асанне вăл вилни /е хыпарсăр çухални/ çинчен çыру илнĕ. Маларах унăн шăллĕ Григорий фронта тухса кайнă-кайманах вилни çинчен хут килнĕ. Пиччĕшĕ Алексей вара вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Атте каланă тăрăх, вĕсем патне ытти хĕрарăм та пуçтарăнса пурнăç, упăшкисем çинчен калаçнă, чÿречерен ялан хĕвел анăç еннелле пăхнă. Унталла ăсатнă- çке-ха вĕсем мăшăрĕсене», — çывăх çыннин аса илĕвĕсене чунра упрать хĕрĕ Валентина Атрашкина. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


«Атте-аннешĕн те пурăнатăп…»

95 çулти кинемей алăран к.неке-хаçат ямасть

«Улмуççисен айне хусăкларăм-ха, ура хырăмĕсем ыратаççĕ паян», — хăй хуллен кăштăртатса утнишĕн тÿрре тухнă пек калаçрĕ Шупашкар округĕнчи Курак Чурачăк ялĕнче пурăнакан Ирина Иванова. Нумаях пулмасть 95 çул тултарнă кинемей çирĕп кăмăлĕпе, тарăн шухăшлă калаçăвĕпе, хастарлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.

Çĕмĕрт татса сутнă Ирина Егоровна 1928 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Вăрманкассинче кун çути курнă. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл мар вăхăтра иртнĕ пулсан та вăл паян та вăр-вар çÿрет, калаçăвĕ те çыхăнуллă, тарăн шухăшлă.

«Аттепе анне ахаль çынсемех пулнă, çĕр çинче ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă. 11 ача çуратнă, пиллĕкĕшĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Улттăн çитĕнтĕмĕр, эпĕ — чи кĕçĕнни. Халĕ эпĕ кăна пурăнатăп. Чи асли — Екатерина, вăл манран чылай аслăччĕ. Аслă пичче Миша агронома вĕреннĕ, пĕр хушă колхоз председателĕнче ĕçленĕ, вăрçă тухсан фронта кайнă. Унтан таврăнайман. Гриша пичче хавшакрах çитĕнчĕ, учительте ĕçлерĕ. Вăл вăрçăчченех, 28 çултах, çĕре кĕчĕ. Алексей, ăна Олешка пичче тесе чĕнеттĕм, 1943 çулта вăрçăран суранланса таврăнчĕ. Туяпа çÿрекенскере фронта урăх илсе каймарĕç. Николай пиччене, вăрçă пуçланнă çул 10-мĕш класра вĕренетчĕ, малтанах Сăр шывĕ хĕррине окоп чавма ячĕç. Унтан йĕркеллех çаврăнса çитрĕ вăл, тепĕр уйăхран вăрçа илсе кайрĕç. Ăна урăх кураймарăмăр, хыпарсăр çухалчĕ, — çывăх çыннисене аса илчĕ кинемей. — Вăрçă пуçланичченех пире, ачасене, тĕрлĕ ĕçе явăçтаратчĕç. Ĕçлемесĕр ларман эпир. Шкула кайма пуçласан тăпра ватма илсе каятчĕç. Ял çумĕ вăрманлăччĕ, çĕр хăвăрт типместчĕ. Сухалатчĕç те çуркунне тăпри хăвăрт типменрен пире, ачасене, ăна ватма илсе каятчĕç. Атте йывăçран тукмак туса паратчĕ те унпа ĕçлеттĕм. Çум çумлаттăмăр, утă тавăраттăмăр, купалаттăмăр — вăрçăччен вылясах ĕçленĕ. Çимелли сахал, укçа-тенкĕ тупма йывăр пулнă. Атте Егор Иванович 1880 çулта çуралнă, ăна вăрçа илмен. Вăл тăватă çул чахоткăпа чирленĕ хыççăн вăрçă вăхăтĕнче вилчĕ. Ах, атте мана хытă юрататчĕ. Аслисем пурте çитĕнсе çитнĕ, эпĕ — чи кĕçĕнни. Вăл ÿсĕре-ÿсĕре лачкам тара ÿкетчĕ, эпĕ çурăмне татăкпа шăлаттăм, сурчăк пухăннă куршака кашни кун çуса тасататтăм. Вăл мана «мăти» тесе чĕнетчĕ. Çывăрас умĕн чĕрçи çине çĕклесе лартатчĕ те ытамласа пуçран чуптуса илетчĕ. «Халĕ кайса çывăрах, сана ачашласан ыйхă тутлă килет», — тетчĕ. Анне те нумай пурăнаймарĕ, атте вилнĕ хыççăн тăватă çултан çĕре кĕчĕ. Эпĕ вĕсемшĕн те пурăнатăп пулас. Пÿрт ăшă, хырăм тутă, пурăнмалла...»

Вăрçă пуçланнă çул Ирина Егоровна 13-ре пулнă. Ытти ача пекех аслисемпе тан ĕçленĕ. Утă вăхăтĕнче эрни-эрнипе капан хывнă, кĕркунне авăн çапсан Шупашкара тырă леçнĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА

♦   ♦   


Чăвашăн паттăрлăхне кура аманнисем чĕрĕ юлнă

«Чĕрĕ юлсан Афган вăрçинче пуç хунă чăвашсен вил тăприсем патне çитетĕпех, вĕсене пуç таятăпах», — çапăçу хирĕнче юн юхтарса выртнă чухне çапла шухăшланă Нурсултан Шарипов. Унтанпа 40 çула майлă иртнĕ. Сăмах май, каракалпак çынни Узбекистанра пурăнать. Инçе çула кĕскетсе тинтерех Чăваш Ене çитнĕ. «Çăва çинчен таврăннă чухне чун лăштах пулчĕ», — пытармарĕ хăна.

Тăшмана куçран пăхса

Тĕрлĕ халăхăн туслăхĕ хĕсмет вăхăтĕнче, Афганистанра çирĕпленнĕ. Историе аса илес тĕк — 1984 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Хазара /Панджшер/ ту хушăкĕнче совет çарне моджахедсем çавăрса илнĕ. Хĕрÿ çапăçура Элĕк тăрăхĕнчи Ишпарайккăри Олег Прокопьевăн, Каçал енчи Хирти Явăшри Игорь Гавриловăн, Канашри Владимир Михайловăн пурнăçĕ татăлнă. Çав кун Нурсултан Базарбаевичăн ăс-тăнĕнче яланлăхах çырăнса юлнă. Шупашкарти 18-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнă май чăвашсен паттăрлăхĕпе мăнаçланнине палăртрĕ вăл. Владимир Михайлов вăрçă хирĕнче аманнисене, çав йышра Нурсултан Шарипова та, çăлса хăварнă.

«Каçхине, çапăçу вĕçленсе пынă чухне, террористсем пирĕн паталла хыçал енчен анчĕç. Вĕсем аманнисене, никама шеллемесĕр, тÿрех персе пычĕç. Тăшман çывăхлансан Володя тăрса ларчĕ. Лешсем çывăха пырсан хăйне гранатăпа сирпĕтрĕ. Тăватă душманран виççĕшĕн кун-çулĕ çавăнтах татăлчĕ. Тепри упаленсе тарчĕ. Владимир Михайловăн паттăрлăхне кура эпир, суранланнă 16 çын, чĕрĕ юлтăмăр. Ун умĕнче пурте пуç таятпăр», — тарăн шухăша путса калаçрĕ арçын. Каярахпа виçĕ террористран пĕри командир пулни çирĕпленнĕ. Анатолий Ефимов /Хмыт/ вĕрентекен палăртнă тăрăх, çав çапăçура Нурсултан Шарипов та хăюлăх кăтартнă, хăйĕн кĕлеткипе хупласа виçĕ салтака çăлса хăварнă.

Нурсултан Базарбаевич Чăваш Ене мăшăрĕпе пĕрле килнĕ. Вĕсем 5 ача çуратса çитĕнтернĕ, халĕ куç тулли 16 мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе хăпартланаççĕ. Каракалпак чĕлхи тĕрĕксен ушкăнне кĕрет. Ахальтен мар кăкăр тулли наградăллă арçын чăвашла пĕрешкел янăракан сăмахсене шырарĕ. Анатолий Хмыт ăна наци историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе, ят-сум çĕнсе илнĕ ентешсемпе паллаштаракан кĕнекесем парнелерĕ. Нурсултан Шарипов киле таврăнсанах пĕрин хыççăн теприне вуласа тухма шантарчĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.