Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет

9 Мая, 2023

Куславкка округӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалланӑ мемориалта тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет.
Шӑп чикӗсен строителӗсене пуҫ тайма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа  Алла Салаева, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн
Председателӗ Леонид Черкесов, республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Хӗрарамсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева килсе ҫитрӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗнтерӗве ҫывхартма тыл ӗҫченӗсем те хӑйсене шеллемесӗр тӑрӑшнине палӑртрӗ. Асӑну ҫак вырӑнӗ паян та пирӗнтен аякра мар мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫусем пынине аса илтерни, паянхи ӑрӑвӑн неофашизма тӗп тумалли ҫинчен каларӗ.
Ӗҫ ветеранӗ Равиль Валиуллин Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Тав хутне тата асӑнмалӑх сехете тивӗҫрӗ.

www.hypar.ru

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Рубрика: 

Комментировать