Хыпар 48-49 (28076-28077) № 05.05.2023
«Аманнисене упаленсе сĕтĕреттĕмĕр»
Кирилл Емельянов Сĕнтĕрвăрри хулинчи шкулта вĕренет. Нумаях пулмасть арçын ача пĕрле вĕренекенĕсене тĕлĕнтернĕ. «Вĕрентекен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем çинчен доклад хатĕрлеме ыйтрĕ. Эпĕ мăн кукамай пирки çыртăм. 1942 çулта ăна та повестка тыттарнă, фронта янă. Нарăс уйăхĕнче вăл 100 çул тултарчĕ. Эпĕ мăн кукамайпа пĕрле пурăнатăп, унпа калаçса ларма кăмăллатăп», — терĕ арçын ача.
Хĕр чухне вăрçăра хĕç-пăшал тасатнă Татьяна Кириллова Çĕрпӳ районĕнчи Чăрăш Туçа ялĕнче çуралса ӳснĕ. 7-мĕш класран вĕренсе тухсан вăл Çĕрпӳри професси шкулне вĕренме кĕнĕ. Çĕвĕç пулма ĕмĕтленнĕскер диплом илеймен — вăрçă пуçланнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче ăна çар комиссариатне чĕннĕ. Татьяна Кирилловăна салтака ăсатнă чухне хĕрарăмсем куççуле чарайман. «Авиаципе истребитель полкне лекрĕм. Чаçра пире çар тумĕ тыттарчĕç. Ман валли сăран атă пулмарĕ те кантраллă пушмак пачĕç. Хĕрсем валли ятарласа тунă çĕр пӳртре пурăнтăмăр. Васкаса тунăскерĕн хушăкĕсенчен çил вĕретчĕ. Пăтаран çакнă шинельсем шăнса шак хытатчĕç. Эпĕ хĕç-пăшал тасатрăм, хĕрĕх килограмм таякан тупă сĕтĕртĕм. Çывăрма мар, канмашкăн та вăхăт çукчĕ. Икĕ çул терт-нушара пурăнтăм. 1944 çулта чирлерĕм. Санитари чаçĕн тухтăрĕ медсестрапа пĕрле Мускава ячĕ. Манăн вар-хырăмпа пыршă чирĕ аталаннă иккен. Чир-чĕртен 9 çултан çеç хăтăлтăм. Операци турĕç, сиплерĕç», — каласа кăтартрĕ Татьяна Кирилловна. Вăл икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Ытларикун ветерана Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиер Холиков, ЧР промышленноçпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев, Сĕнтĕрвăрри округĕн ертӳçи Владимир Петров çывхарса килекен уявпа саламларĕç. Вĕсем ветерана паттăрлăх кăтартнăшăн, Çĕнтерĕве çывхартнăшăн тав турĕç. Икĕ хутлă нумай хваттерлĕ çурт умĕнче юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Росгвардин Чăваш Енри управленийĕн çар оркестрĕ ветерана саламласа вăрçă юррисене шăрантарчĕ. 14-рах фронта лекнĕ «Кунашкалли пирĕн тăрăхра пулманччĕ-ха», — пăшăлтатрĕ Михаил Яковлева саламланине сăнакан ял халăхĕ. Шуршăл вăтам шкулĕн çамрăк армеецĕсем стройпа утрĕç, çар оркестрĕ пурте пĕлекен кĕвĕсене шăрантарчĕ. Чăн та, Уплерте кунашкалли пулман. Бахтиăр Холиков полковник сăмах хушсанах 95- ри ветеран яш чухнехи пек тӳрленсе тăчĕ те вăрçа мĕнле лекни çинчен каласа кăтартрĕ. «1943 çулта мана та фронта ячĕç. Эпĕ 14-ччĕ. Улттăн пĕртăван ӳсрĕмĕр. Роман вăрçă пуçланичченех çар ретне тăчĕ. Ун хыççăнхи пиччем пĕве кĕричченех чирлесе вилчĕ. Çакăн пирки çар комиссариатĕнче пĕлмен. Ялтан тăваттăн тухса кайрăмăр. Юлташăмсем манран аслăрахчĕ. Удмурт Республикинче çар ăсталăхне вĕрентĕмĕр. Çур çултан пире Ижевска ячĕç. Пĕррехинче стройпа тăратрĕç. Генералпа офицерсем салтаксене сăнарĕç. Ман тĕле çитсен: «Армеец юлташ, стройран тухăр. Темшĕн эсир ыттисенчен çамрăкрах курăнатăр», — терĕ генерал. Эпĕ, чăн та, ыттисенчен лутрарах та имшерккеччĕ. «Çапăçу пуçлансан пĕрремĕш пуля ăна лекĕ. Штаба кайтăр», — терĕ вăл. Çапла эпĕ чаçрах юлтăм», — каласа кăтартрĕ ветеран. Михаил Яковлевич фашист самолечĕсенчен тăкăнакан снаряд çĕре чĕтрентерсе çурăлнине аса илчĕ. Нимĕçсем ан асăрхаччăр тесен шăрпăк та чĕртмен, сивĕре шăннă. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕлĕве тарăнлатсан бизнес та аталанать
Иртнĕ эрнере Чăваш Енре Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» вĕрентӳ проекчĕ хута кайрĕ. Ăна уçма ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раççей ял хуçалăх банкĕн регионти филиалĕн директорĕ Ирина Письменская, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев хутшăнчĕç.
Пĕр вырăна — виçĕ çын 2020 çулта çĕршывра Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» вĕрентӳ проекчĕ пурнăçланма тытăннă. Пĕрремĕш тапхăрпа тăватă регионти фермерсем пĕлĕве ӳстернĕ. Проектăн иккĕмĕш тапхăрне Чăваш Ен те хутшăннă. Хальхи вăхăтра проекта 56 регионта пурнăçа кĕртеççĕ. Виçĕ çулта 3400 çын вĕренсе ял бизнесне аталантарма тытăннă. «Фермер шкулĕ» — Раççей Ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсем хатĕрлемелли майсене пĕрлештермелли пĕрремĕш площадка шутланать. Проект тĕллевĕ — финанс тĕлĕшĕнчен çирĕп, тухăçлă фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме пулăшасси, бизнеса ертсе пырас енĕпе чи лайăх опыта АПКра усă курасси. Иртнĕ эрнере 24 регионта «Фермер шкулĕн» алăкĕсем уçăлнă. Парта хушшине 700 ытла çын ларнă. Опытлă тата ĕçе тин пу¬ çăнакан аграрисем 19 специальноçпа вĕренĕç. Республикăра теори пайне Чăваш патшалăх аграри университетĕнче ăса хывĕç. Вĕрентме аслă шкул преподавателĕсене, АПК эксперчĕсене, Раççей ял хуçалăх банкĕн специалисчĕсене явăçтараççĕ. Çавăн пекех проекта хутшăнакансем республикăри, çĕршыври вăйлă аталаннă хуçалăхсене çитсе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ. Çĕнĕлĕх вĕренекенсене бизнеса ăнăçлă тытса пыма, финанс пĕлĕвне ӳстерме, ăсталăха туптама май парать. Шкултан вĕренсе тухнă, бизнес-плана ăнăçлă хӳтĕленисене патшалăх докуменчĕпе — сертификатпа — тивĕçтереççĕ. Проект пĕлтерĕшĕ, унта вĕренме кĕрекенсен йышĕ ӳсет, конкурс çивĕчленет. 2021-2022 çулсенче кунта «Сыр хатĕрлесси», «Çырла çитĕнтересси», «Агротуризма аталантарасси», «Теплицăри пахча çимĕç», «Аквакультура» специальноçсене алла илнĕ. Икĕ çулта «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнисен 30 проценчĕ бизнеса аталантарма гранта тивĕçнĕ. Субсидисен пĕтĕмĕшле виçи — 185 миллион тенкĕ. Нумайăшĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курмасăрах çирĕп хуçалăх йĕркеленĕ. Кăçал «Фермер шкулĕнче» «Çырла туса илесси», «Сурăх ĕрчетесси», «Ял туризмĕ» специальноçсене алла илĕç. «Ял туризмĕ» Чăваш Еншĕн çĕнĕлĕх, вăй илет кăна темелле. Пирĕн тăрăхра кăтартмалли, туристсене илĕртмелли вырăн пайтах. Вĕсем çут çанталăк илемĕпе киленнипе пĕрлех улма-çырла пуçтарма, лашапа ярăнма, пулă тытма пултарĕç... Паллах, çакăн валли тивĕçлĕ условисем туса памалла. Хальхинче «Çĕнĕ технологипе сыр пĕçерессине» вĕрентменни мĕнпе çыхăннă? Ку енĕпе специалистсене çителĕклех хатĕрленĕмĕн. Нумайăшĕ ĕçе пуçăннă, сыр хатĕрлесе сутаççĕ. Çакна шута илсе кăçал «Сурăх ĕрчетесси» специальноçа кĕртнĕ. Регионта сурăх усракан нумай, анчах ăратлине ĕрчетсе пысăк тупăш илекен сахал. Çак енĕпе вĕрентни отрасле çĕнĕ шая çĕклеме пулăшĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Мăнкунра хĕвел ташласа тухать
Ĕлĕк чăвашсем Мăнкуна еплерех ирттернĕ? Мĕнле йăласене тытса пынă? Кун пирки Тăвай районĕнчи Тенеяльте çуралса ӳснĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Роза Петрова Ахтимирова каласа кăтартма килĕшрĕ. Тенеяль — тĕне кĕмен чăвашсен ялĕ.
«Тĕне кĕмен чăвашсен Мăнкунĕ çапла пуçланать. Кĕçнерникун — ваттисен Мăнкунĕ. Ун умĕн, юнкун каç, мунча хутса кĕреççĕ. Мунча хыççăн çĕнĕ те таса кĕпе-йĕм тăхăнма тăрăшаççĕ. Ваттисен Мăнкунĕнче вилнисене Мăнкун ратнипе килтен киле асăнса çӳренĕ. Вĕсене асăнса çинĕ апат-çимĕçе йывăç /ытларах чухне улмуççи/ çумне тухса «панă». «Пиллештернĕ» теççĕ ăна пирĕн тăрăхра. Кушака апат патне яман. Мĕнле çимĕçсемпе асăннăха? Сĕтел çинче чăх какайĕ, ешник /çăмарта хăпартнине çапла калаççĕ. — Р.В./, чăкăт, çăмарта пулнă. Сысна ашĕ, пулă хатĕрлеме юраман. Çак апатсене асăннă чухне ятарлă савăта виçшер кашăк ярса пынă. Сăра савăчĕ уйрăм пулнă. Йывăç çумне тухса панă чухне малтан — сăра савăчĕ, ун хыççăн шыв курки, унтан апат пынă. Тăкнă хыççăн алла çăваççĕ. Савăт-сапана пӳрте илсе кĕмеççĕ. Мăнкун вырсарникун пулнă. Уяв тĕлне çăмартана сухан хуппипе хĕретнĕ. Пăтă пĕçернĕ. Пирĕн анне вир пăтти янтăлатчĕ. Унта пĕçернĕ çăмарта тураса яратчĕ. Çиелтен сар çу сапатчĕ. Кулач пĕçернине астăватăп. Çиеле кăштах сахăр ирĕлтерсе янă. Мăнкуна малтан килте, çемьепе уявланă. Кайран ратнесем патне кайнă. Чĕннĕ çĕрте кашнинех çăмарта парса тухнă. Мăнкунра килте никам та юлман, ачасене те пĕрле илнĕ. Сĕтел хушшине малтан ватă çынсене лартнă. Ют ратнене кайма юраман: тĕпсакайне хупнă. Мăнкунра ирхине çын патне кайма чарнă. Çав кун çын хăш енчен килнине сăнанă. Хĕвел тухăç енчен килсен — лайăх, хĕвел анăçĕнчен тĕк начар тенĕ. Çын патне пырасси пулкаланă. Ун пек чухне çынна минтер çине лартнă. Хускалмасăр, шăпăрт лармалла пулнă. Вара чăх пусма ларсан тĕк ларать тесе ĕненнĕ», — паллаштарчĕ Роза Николаевна. Чуччуне вĕсен тăрăхĕнче Мăнкунра мар, каярахпа, çĕр типсен, çакнă. Унта ачасем кăна мар, çамрăксем те ярăннă. Шупашкар районĕнчи Карачура ялĕнче ӳснĕ Галина Ефимова /Волкова/ пĕлтернĕ тăрăх, Мăнкун умĕн чăваш ялĕсенче хĕрарăмсем пӳрт çунă. Хăрăм антарса кăмака шуратнă. Çурта çума Турă кĕтессинчен пуçланă. Малтан турăшне илсе таса шывпа, шурă татăкпа тасатнă. Хĕрарăмсем тĕрленĕ ал шăллисене, чӳрече каррисене, вырăн таврашĕсене валашкара кивсе, çурхи таса шывра юхтарса çăватчĕç. Тĕрленĕ илемлĕ япаласене курас тесе аннепе пĕрле ятарласа каяттăм. Мăнкунра анне ирех тăрса апат-çимĕç хатĕрлетчĕ. Уяв тĕлне кашни килтех сăра вĕретме тăрăшатчĕç. Ачасене йăва пĕçерсе панă. Тĕрлĕ кукăль, çӳхӳ, тăпăрчă, çĕр улми икерчисем янтăланă. Эпир, ачасем, кашни Мăнкунрах куммапай /хреснаннене çапла калаççĕ. — Р.В./ патне çĕнĕ кĕпе тăхăнма каяттăмăр. Çавă асра юлнă», — ачалăх вăхăтне аса илсе йăл кулчĕ Галина Георгиевна. Трак тăрăхĕнчи Яманакра вара Мăнкунра кукăльсемпе пĕрле пашалу та пĕçернĕ. «Пысăк çак уяв валли аслисем кăмака çинче мăйăр, хĕвел çаврăнăш типĕтетчĕç. Вĕсене пĕчĕк хутаçсене ярса ачасене валеçсе паратчĕç. Мăнкун эрнинче кашни кун тенĕ пекех тăвансем патне кайнă. Ратнене çӳреме хĕвеле майлă пуçланă. Упăшка енчи тăванĕсем патне кăна кайнă. Пирĕн атте çĕвĕ машинипе çĕлетчĕ. Мăнкун валли аннене саппун, пире кĕпесем çĕлесе паратчĕ», — каласа пачĕ Яманакра пурăнакан Антонина Смелова. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Пирĕн хыççăн ырри, лайăххи кăна юлтăр»
Юнкун, вырăнти влаç органĕсен кунне халалланă уявра, республикăри чи лайăх ял старостисене те чысланă. Сумлă ята Канаш округĕнчи Яманкассинчи Олег Сергеев та тивĕçнĕ. Ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнипе, çивĕч ыйтусене вăраха ямасăр татса пама пĕлнипех хисеп çĕнсе илнĕ вăл.
Тăван ялтах тĕпленнĕ Олег Васильевич Яманкассинче нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Тăван ялĕнчи шкулта 8 класс вĕреннĕ хыççăн Канашри училищĕре тракторист-машинист профессине алла илнĕ. Вăхăт çитсен салтак аттине тăхăннă. Хĕсметрен таврăнсан Канашри пушар чаçне ĕçе вырнаçнă. Пархатарлă професси ĕçченĕ çынсен пурнăçĕпе пурлăхне вут-çулăмран çăлас тесе нумай çул тăрăшнă, тивĕçлĕ канăва тухнă. Çемьере чи кĕçĕнни пулнăран аякри хулана тухса кайса тĕпленес шухăш пулман унăн, ватă амăшне пăхнă. Паян тăван килĕнче пĕчченех пурăнать вăл, чăх-чĕп, кролик усрать. Тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăр ĕçсĕр лармасть — хăйĕн профессийĕпех Тăвай салинчи пушар чаçĕнче вăй хурать. Олег Сергеев тăван ялĕнчи лару-тăрăва тата çынсене мĕн кăсăклантарнине ачаранах лайăх пĕлнĕ, общество ĕçĕсене хастар хутшăннă. 2016 çулта ăна ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Пилĕк çул çак тивĕçе пурнăçланă вăл, ял хăтлăхĕшĕн, тирпейлĕхĕшĕн тăрăшса тĕрлĕ ĕç пуçарнă. — Пирĕн ялта тăватă пысăк урам, кашнинченех пĕрер депутат суйланăччĕ. Валентина Терешкова урамĕнче пурăнакансем мана шанчĕç. Урамсене тирпейлĕ тытас енĕпе тупăшу та йĕркеленĕччĕ. Халăхпа урамра выртакан строительство материалĕсене пуçтарасси пирки калаçса татăлтăмăр, вăй çитерейменнисене пуçтарса-тирпейлесе патăмăр. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшӳллĕн пирĕн урам малти вырăна тухрĕ. Куншăн, паллах, питĕ савăнтăмăр. 2019 çулта урамра вак чул сартарма май килчĕ — ку та курăмлă ĕç, — сăмах илчĕ Олег Васильевич. — Пирĕн ял пит пысăках мар, 220 çурт унта. Пушă лараканнисем те пур. Ялта 225 çын пурăнать, çу кунĕсенче, дачăсене килекенсене шута илсен, йыш тата хушăнать. Кашни çуркунне ял урамĕсене тирпейлесси тахçанах, мана депутата суйличченех, йăлана кĕнĕ. Пурте пĕрле пухăнса урамсене çӳп-çапран тасататпăр, тирпейлетпĕр, вĕлтрен-пиçен таврашĕ ан ашкăртăр тетпĕр. «Мана кирлĕ-им?» — тесе ĕçрен пăрăнакан çук, каласан турткаланса тăмаççĕ. Ырă çак йăлана малашне те тытса пыма, ялта тирпей-илем, хăтлăх кĕртме хатĕр. Çуркуннепе кĕркунне ялта тата ун йĕри-тавра йывăç лартасси те — çулсерен пурнăçлакан ĕçсенчен пĕри. Ял-йыш Яманкасси илемлĕ пултăр тесе тăрăшать. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Олег НИКОЛАЕВ: Тĕллевлĕ ĕçлесен палăртни пурнăçа кĕретех
Раççейĕн çĕнĕ регионĕсемпе çыхăну тытасси, чăваш чĕлхине куллен янăраттарасси, сĕт хакĕ чакни, çĕршыва хӳтĕлекенсен фончĕ, Узбекистанпа çирĕплетнĕ килĕшӳсем, Çырла фестивалĕ, М-12 çул строительствипе çыхăннă пăтăрмахсем… Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева канăç паман ыйту сахал мар паян. Çапах, хăй каланă пек, тĕллевлĕ ĕçлесен палăртнă шухăшсем пурнăçа кĕреççех. «Хыпар» хаçата панă интервьюра Олег Алексеевич хăйĕн шухăшне уçăмлăн пĕлтерчĕ, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
Бердянск округне шефа илнĕ
— Ака уйăхĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пуян пулчĕ: республика Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине анлăн паллă турĕ, Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕсен аслă пухăвĕ иртрĕ... Пире интервью пама та паян тӳрех аэропортран килтĕр. Эпир пĕлнĕ тăрăх, эсир Запорожье облаçĕнче пулнă. Ку визит пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр.
— Запорожье облаçне эпир чи малтанах шефа илес тĕллевпе кайрăмăр. РФ Президенчĕ Владимир Путин çĕнĕ территорисене — Донецк, Луганск халăх республикисене, Запорожье, Херсон облаçĕсене — пулăшма тĕрлĕ енлĕ аталану программи хатĕрлесси пирки самай калаçать. Çывăх вăхăтрах Правительство çав программăна çирĕплетĕ. Вăл анлă тĕллевлĕ пулнă май Раççейĕн кашни субъекчĕн пĕр-пĕр муниципалитета тĕрлĕ енлĕн пулăшса пымалла. Чи малтанах Евгений Балицкипе /Запорожье облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – Авт./ тĕл пулса килĕшӳ алă пусрăмăр. Шефа илме пирĕн республикăна Бердянск округне уйăрса пачĕç. Тепĕр кунхине асăннă округăн ĕç-хĕлне тарăннăн тĕпчесе малашне мĕнле ĕçлемеллине сӳтсе яврăмăр. Тĕп тĕллев — çу уйăхĕн 20-25-мĕшĕччен тĕллевсене çирĕплетсе Раççей Правительствипе килĕштермелле. Унсăр пуçне мобилизаципе кайнă ентешсем патне те çитсе килтĕмĕр, вĕсене кирлĕ япаласемпе тивĕçтертĕмĕр. Тĕрлĕ техника валли саппас пайсем, çар ĕçне йĕркелесе пыма кирлĕ япаласем — квадрокоптерсем тата вĕсемпе кĕрешмелли оборудовани — парса хăвартăмăр. Ентешсемпе калаçрăмăр, вĕсен мĕнле ыйтусем пуррине тĕпчерĕмĕр. Çар тивĕçне пурнăçлакансем хăпартлануллă кăмăллă пулни питĕ килĕшрĕ. Манăн шухăшпа, кайса килни пирĕншĕн те, ентешсемшĕн те усăллă пулчĕ. Çакă Бердянск округĕн ĕçченĕсене те хавхалантарчĕ, вĕсен куçĕ йăлтăртатма пуçланă пек туйăнчĕ.
— Эсир пĕлтĕр Донецк тăрăхне çитсе килнĕччĕ. Унта та килĕшӳсем çирĕплетнĕччĕ. Вĕсем пурнăçланса пыраççĕ-и, çыхăну тытатăр-и? Унсăр пуçне Донецк халăх республикине Шупашкарта туса кăларнă ятарлă комплекспа тивĕçтернĕччĕ. Вăл шывпа, кислородпа, электричествăпа усă курма май парать.
— Утăм хыççăн утăм малалла тăватпăр. Чи пирвайхи тĕллев Донецк халăх республикипе пирĕн регионăн электротехника кластерĕн продукцине вĕсем патĕнче — Донецкри тата Торезри заводсен лапамĕнче — туса кăларма ирĕк илесси пулчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хăй вăхăтĕнче çавăн пек продукци кăларнă, паянхи кун корпораци тума пĕтĕм ĕçе хатĕрлесе çитернĕ. Пĕрремĕш подстанцие хамăр патра, анчах вĕсемпе пĕрле пухса хатĕрлерĕмĕр. Икĕ завод модульлĕ трансформаторсем кăларма пултарать. Çакă 130-140 çынна ĕç вырăнĕллĕ пулма май пачĕ. Кунашкал ĕçе эпир ӳлĕмрен те туса пырăпăр — Донецк тата Луганск халăх республикисемпе те, Херсон тата Запорожье облаçĕсемпе те. Паян пирĕн тракторсем те, йывăр ытти ĕçе тăвакансем те кирлĕ. Хамăр пулăшса тăракан муниципалитета пирĕн кĕске вăхăтрах лайăххисенчен пĕри тумалла. Çавăнпа палăртнă ĕçсене маларах туса пырăпăр. Эсир шывпа, кислородпа тата электричествăпа тивĕçтерекен мобильлĕ станци пирки каларăр. Хальлĕхе унăн пĕрремĕш сăнавлă экземплярĕ тухрĕ. Паллах, эпир ĕçлетпĕр. Çав продукципе анлăн усă курасси пирки хальлĕхе килĕшӳсем алă пусманха. Ку, пĕр енчен, лайăх та, мĕншĕн тесен пирĕн предприятисем ăна тӳрех анлăн туса кăлараймаççĕ, ĕçлемелли пур. Тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Вăл хăйне мĕнле кăтартнине пăхатпăр. <...>
Татьяна ВАШУРКИНА.
♦ ♦ ♦
Вĕсен тĕллевĕ – ачасене çемьене тавăрасси
Анчах чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ тÿрĕ çул çине тăма тăрăшмасть
«Кунта шанчăклăх утравĕ пек. Пирĕн центра лекнисем ыррине шанаççĕ, пурнăç лайăх енне улшăнасса кĕтеççĕ. Ачасем килĕнчи лару-тăру йĕркеленессе, ашшĕ-амăшĕ тӳрĕ çул çине тăрасса ĕненеççĕ. Пурнăçра айăп мĕнне ăнланма ĕлкĕрейменскерсем хăйсем те çăлăнăç шыранă евĕрех ырă малашлăхпа çунатланаççĕ», — терĕ Шупашкарти çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕн воспитателĕ Надия Петрова.
Теннисла выляса паллашнă Йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ ачасемпе Надия Сайбаталовна 28 çул ĕçлет. Центра киличчен вăл ача садĕнче вăй хунă. Анчах шăпăрлансемпе ĕçлесси ун валли мар тесе шухăшланă вăхăтрах унăн пурнăçĕ урăхла çаврăнса тухнă. Надия Петрова Кемĕр облаçĕнчи Анжеро-Судженск хулинче çуралса ӳснĕ. Спортпа туслăскер педагогика училищинчен вĕренсе тухсан физкультура инструкторĕ пулса тăрăшнă. Çавăн чухне пулас мăшăрĕпе Владимир Валерьяновичпа паллашнă. «Вăл салтак аттине хывсан Шупашкартан пирĕн тăрăха ĕçлеме пынă. Эпĕ пур мероприятире те хастарччĕ. Владимир та, эпĕ те общежитире пурăнаттăмăр. Çавăн чухне манăн теннисла вылямашкăн команда пуçтармаллаччĕ. Каччăсенчен пĕри те тепри выляма пĕлменни пирки каларĕç. Акă хураскер, пысăк куçлă, илемлĕ каччă тĕлне çитрĕм. «Эсĕ вылятăн!» — терĕм хайхискере. «Эпĕ пушшех те пĕлместĕп», — хуравларĕ каччă. Куç тĕкĕ хăйĕн çăра, вăрăм — пăхса ытармалла мар. «Пурте выляççĕ, эсĕ те вылятăн», — текех сăмах калама памарăм ăна. Çапла сĕтелçи теннисла выляма вĕрентнĕ май унпа туслашрăмăр. Вăхăт иртнĕçемĕн çемье те çавăртăмăр», — кăмăллăн аса илчĕ Надия Сайбаталовна. Чăваш Ене хунямăшĕ патне хăнана килсен ку тăрăха Кемĕр хĕрĕ питĕ килĕштернĕ. Çĕпĕртипе танлаштарсан климат чылай çемçерех. «Шупашкар илемĕпе тыткăнларĕ. Ĕçрен хваттерпе тивĕçтерме те шантарнăччĕ, ярасшăн марччĕ, анчах мăшăрăм кунта куçса килме сĕнсен тӳрех килĕшрĕм. Хĕрĕм унтах çуралнăччĕ, ывăлăм Чăваш Ене куçса килсен тĕнчене килчĕ», — каласа кăтартрĕ ачасемпе ĕçлекенскер. Тен, центрта çăмăлрах та? Хăй палăртнă тăрăх, вĕренме вăл ялан юратнă. Педучилищĕпе çеç çырлахман, Мускав патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухнă. Çемьепе ĕçлекен специалист пулса тăнă. Ун хыççăн психолог дипломне алла илнĕ. Асăннă соццентр республикăра чи малтан уçăлнă. Надия Сайбаталовнăна унта куçма сĕнсен вăл пĕр сăмахсăр килĕшнĕ. Сусăр ачасемпе ĕçлекен педагога вĕреннĕ. Тахçан, çамрăк чухне, ача садĕнче ĕçлеме кăмăл питех пулман тăк паян ăна вĕсенчен хăпма йывăр. Вăл центрти ачасемпе пĕр хум çинче: вĕсен нушине, чун ыратăвне, савăнăçне пĕрле чăтса ирттерет. Пултарнă таран кашнине пулăшассишĕн чунне парса ĕçлет. «Центра ачасене полици е опекăпа попечительлĕх органĕн ĕçченĕсем илсе килеççĕ. Ку ĕçре питĕ çирĕп кăмăллă пулмалла. Малтанах хăнăхма йывăрччĕ. Ача илсе килмессерен чун шутсăр ырататчĕ. Халĕ ăнланатăп: тен, вĕсене центрта çăмăлрах та. Ытти ачапа юлташланни япăх пурнăç çинчен манма пулăшать. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ килсе çӳрет. Мĕн те пулин илсе килет. Пирĕн тĕллев — ачасене çемьене тавăрасси. Шел, чылай чухне ашшĕ-амăшĕ тӳрĕ çул çине тăма шухăшламасть. Кашни ачара лайăххине курма, шырама тăрăшатăп. Япăххине вĕсем хăйсем те кăтартаççĕ. Ыррине асăрхаса аталантарассин пĕлтерĕшĕ пысăк», — чунне уçрĕ опытлă специалист. Сăмах май, унăн ĕç стажĕ 42 çул. <...>
Елена ЛУКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать